Комментари хушас

15 Раштав, 2020

Çамрăксем проекчĕсемпе паллаштарчĕç

Чăваш Енри пултаруллă çамрăксем, Пĕтĕм Раççейри «Пысăк тăхтав» конкурсăн финалне хутшăннисем тата унта çĕнтерсе федераци грантне çĕнсе илнисем паян «ИСЕРВ» компанире пулса курчĕç.

Чи малтанах вĕсене компани ĕçĕ-хĕлĕпе кĕскен паллаштарчĕç, пысăках мар экскурси йĕркелерĕç. Унтан çамрăксем Пĕрремĕш канал ĕнер «Время» программăра кăтартнă сюжета пăхрĕç. Ку сюжетра «ИСЕРВ» компани волонтерсем валли мобильлĕ приложени хатĕрлени, унпа Раççей Президентне Владимир Путина онлайн-форумра паллаштарни сăнланнă. Паллă ĕнтĕ: коронавируспа чирлисем патне эмелсене вăхăтра илсе çитермелле. Асăннă приложени волонтерсене шăпах çак ĕçе тунă чухне питĕ кирлĕ.

Пĕтĕм Раççейри конкурсăн финалне тухнисемпе çак IT-компанин ертÿçи, Шупашкар хулин Пухăвĕн депутачĕ Владимир Лидерман тата ЧР цифра аталанăвĕпе информаци политикин, массăллă коммуникацисен министрĕн заместителĕ Юлия Стройкова тĕл пулса калаçрĕç. Çамрăксем хăйсен проекчĕсем пирки каласа кăтартрĕç. Хăйсен IT-хатĕрлев ĕçĕсене хутшăнма кăмăл пуррине палăртрĕç. Владимир Лидерман ку енĕпе вĕсене усăллă сĕнÿсем пачĕ. Юлия Стройкова çакăн пек тĕлпулусене шкулсенче, вĕренÿ ытти организацийĕнче йĕркелесен аван пулнине палăртрĕ. Ку сĕнĕве пухăннисем ырласа йышăнчĕç.

www.hypar.ru

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. Автор сăнÿкерчĕкĕсем.