Комментари хушас

15 Раштав, 2020

Ачалăх — патшалăх хӳттинче

Паян Правительство çуртĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн çумĕнчи Ачалăх вунăçуллăхĕпе килĕшӳллĕн мероприятисем йĕркелес енĕпе ĕçлекен Канашăн ларăвĕ иртрĕ. Республика ертӳçи Олег Николаев ертсе пынă ларура çулталăк ĕç-хĕлне пĕтĕмлетрĕç.

ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов, ĕçлев министрĕ Алена Елизарова, спорт министрĕ Василий Петров, ЧР ача прависен уполномоченнăйĕ Алевтина Федорова, Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕн председателĕ Наталья Николаева доклад турĕç. Тĕпрен илсен, республикăра ачасен пурнăçĕпе сывлăхне упрас, ăс-тăнне аталантарас, канма, спортпа туслашма майсем туса парас, хăрушлăхран сыхлас, ашшĕ-амăшĕн хӳттисĕр тăрса юлнисене хӳтĕлес, сусăр ачасене пулăшас тĕлĕшпе ачалăх вунăçуллăхĕн программипе килĕшӳллĕн икĕ çулта нумай ĕç туса ирттернĕ. Çак шутра — спорт об±екчĕсем, çĕнĕ шкулсем, больницăсем хута кайни те, ачасен сывлăхне санаторисенче çирĕплетни те, йышлă çемьесене патшалăх укçа-тенкĕпе пулăшни те, тĕрлĕ çăмăллăхпа тивĕçтерни те. Ларура çавăн пекех Канашăн 2021 çулхи ĕç тĕллевĕсене те пăхса тухрĕç.

Олег Николаев ачасене аталанма условисем туса пани пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине, çакă вĕсене Тăван çĕршывăн тивĕçлĕ гражданĕсем пулса ӳсме пулăшнине палăртрĕ.

Сăмах май, вунăçуллăха РФ Президенчĕн Указĕпе 2018-2027 çулсенче ирттерме йышăннă. Чăваш Республикинче ку енĕпе ĕçлесе пыма 2018 çулта ЧР Пуçлăхĕ çумĕнче ятарлă Канаш йĕркеленĕ.

www.hypar.ru Валентина БАГАДЕРОВА сăн ӳкерчĕкĕсем.