Комментари хушас

11 Раштав, 2020

«Хыпар» 141-142 (27724-27725) № 11.12.2020

Тавар пуйăсĕпе килсе пыйтланнă

Ытарайми ачалăха хыçа хăварса, телейлĕ пулма ĕмĕтленсе пурăнакан хĕрача 19 çул тултарнă ун чухне.

Çут тĕнче тивлечĕпе киленсе, пĕрремĕш юрату хĕлхемне туйса пурăнмалли тапхăрта ирсĕр тăшман пирĕн çĕршыва тапăнса кĕни çинчен хыпар сарăлнă. Кĕтмен инкек пурне те — ача-пăчана, çитĕннисене — питĕ хурлантарнă, анчах йывăрлăхра никам та алă усса ларман, Тăван çĕршыва хÿтĕлеме пурте кар тăнă. Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕкри Агеевсен килĕнчен тăваттăн: Иван, Василий, Александр тата Яков вăрçа тухса кайнă, хĕрĕсем Кĕтерне, Явруç, Улька тата Еля Улатăрта окоп чавнă тата ытти çĕрте тар тăкнă. Василипе Иванпаттăррăн çапăçса вăрçă хирĕнчех выртса юлнă. Пуç йăтайми хуйхă, паллах, сывлăха та хавшатнă, тарăху та çуратнă.

Çак кунсенче Явруç аппа патĕнче пулма тÿр килчĕ. Ăш-

шăн кĕтсе илчĕ мана аслă ăрури çын. Куншăн, паллах, пи-

тех хĕпĕртерĕм. Ара, 98 çулти хĕрарăм çавăн пек вăр-вар

пулнине хам курман тăк ĕненессĕм те çук.

Ефросиния Мисякова 1922 çулхи ака уйăхĕн 3-мĕшĕнче

çуралнă. Степанидăпа Максим Агеевсен йышлă çемйинчи

пиллĕкмĕш ачи вăл. Шкулта 4 класс пĕтернĕ хыççăн унăн

малалла вĕренме май пулман. Мĕн пĕчĕкрен ĕçе кÿлĕннĕ.

Амăшĕ çумĕнче пур ĕçе те хăнăхса пынă. Кĕлте çыхнă чух-

не пуринчен малта пыракан хĕрача ÿссе пынăçемĕн шанса

панă пур ĕçе те, уйрăмах сÿс тÿнĕ чухне, хастарлăхĕпе па-

лăрнă. Ашшĕ, ял Канашĕн председателĕ, харсăр хĕрне мух-

таса хавхалантарнă.

Вăрçă çулĕсене аса илнĕçемĕн Явруç аппан куçĕ шыв-

ланчĕ. Пĕррехинче, вăрман касма кайсан, йывăç йăвантар-

нă чухне вилĕмрен хăтăлса юлни çинчен те хурланса каласа

кăтартрĕ. Златоустра питĕ вăрах вăхăт вăрман каснă вĕсем.

Свердловскра тимĕр руди кăларакан заводра ĕçленĕ тап-

хăрта темиçе хутчен те ураран ÿкнине аса илчĕ тыл ĕçченĕ.

Тимĕр шăратнă çĕрте пĕр хутчен мар тăнне çухатнă.

— Виçĕ уйăх çар заводĕнче ĕçленĕ хыççăн пире тăван тă-

рăха таврăнма ирĕк пачĕç. Пур пек укçана киле илсе килес

тенĕ ĕнтĕ, çавăнпа тавар пуйăсĕпе 20 кун ытла кăмрăк купи

тăрринче выртса килсе пыйтланса кайрăмăр. Çимелли те

пĕтнĕччĕ, аран киле çитрĕмĕр, — сăмах вакларĕ Явруç аппа.

Орехово-Зуевăра торф кăларнă çĕрте те çăмăл пул-

ман хĕрсене. Кунта Патреккелти Мария Гавриловăпа, Нина

Крыловăпа пĕрле килĕштерсе, пĕр-пĕрне пулăшса ĕçленĕ

Ефросиния Максимовна. 1949 çулта вăл Ипатий Мисяков-

па пĕрлешнĕ. Пилĕк ача çуратса ÿстернĕ. Паян ăна ялта

тĕпленнĕ икĕ хĕрĕ — Галинăпа Татьяна — пăхса тăраççĕ.

— Пĕччен пурăнатăп пулсан та хĕрсем тунсăхлама

памаççĕ, — уçă кăмăлне палăртрĕ кинемей, — черетпе çĕр

каçма килеççĕ, пур енĕпе те пулăшса тăраççĕ. Пĕлтĕр çеç

ачасемпе мăнуксем мана çĕр улми аври çăлма ирĕк памарĕç.

Халĕ унта курăк çитĕнтереççĕ.

Вăрçă тутине самай астивнĕ ял хĕрарăмĕпе пĕрле икĕ

сехет калаçса ларса тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтĕм. Выçăллă-

тутăллă пурăннăскере, асаплă ĕçре пиçĕхнĕскере нимĕн

те çапса хуçайман — нуша вичкĕнлентернĕ кăна пулмалла.

Акă, пĕр кĕтмен çĕртен телефон сасси янăраса кайрĕ.

Явруç аппа кофта кĕсйинчен йăпăр-япăр туртса кăларчĕ те

ăна, калаçма пикенчĕ. Хĕрĕ Тамара шăнкăравлать иккен.

Кинемей телефона сÿнтернĕ хыççăн ыйтмасăр чăтаймарăм:

— Хăв шăнкăравлама та пĕлетĕн-çке.

Хуравĕ вара кĕске пулчĕ:

— Хама кирлĕ çынсемпе çыхăнса калаçма пултаратăп.

Пĕр ĕмĕре çывхаракан çын хăйне аван туять. Унăн те-

веткеллĕхĕ, тавçăрулăхĕ, тимлĕхĕ питĕ тĕлĕнтерчĕç. Кил-

çуртра тасалăх хуçаланать, пур япала та хăйĕн вырăнĕнче.

Урайĕнчи палассене те хăех çыхнă. Пусма татăкĕсенчен

«калăпланнăскерсем» пĕри тепринчен хитре. Юлашки икĕ

çулта çыхнă вăл вĕсене.

Явруç аппан ĕмĕр тăршшĕнче тивĕçнĕ Тав хучĕсемпе,

çырăвĕсемпе, юбилей медалĕсемпе паллашнă самантра

пÿртре тутлă шăршă сарăлчĕ.

— Лавккари хутаçлă чейе ĕçместĕп эпĕ, — терĕ вăл, — ку-

рăксенчен хам хатĕрлени тутлăрах. Кунтах — икĕ тĕрлĕ ва-

рени, канфет-пĕремĕк, аш-пăш, пулă.

— Эсĕ, хĕрĕм, тенкелпе чÿрече каррине лексе ан лар —

атту лÿчĕркенме пултарать. Тата çекĕлтен вĕçерĕнесси те

пур, — тимлĕ ватă çыннăн сăмахĕ вăтантарчĕ, аванмарлан-

тарчĕ. Вăт сана 98 çулта тесе кала! Пурне те асăрхать, тим-

лесе тăрать. Ку çеç-и — хаçата куçлăхсăр вулать. Ара, мĕн ка-

ласси. Качака усрама пăрахни те 2-3 çул кăна-ха… Вăтакас-

сем килĕштерсе пурăнаççĕ те — ветеран Немцевсене, Афа-

насьевсене, Порфирьевсене, кÿршĕри Петр Агеева уйрăмах

тав тăвать. Вĕсем ăна пулăшсах тăраççĕ.

Валентина ВАСТУЛОВА.

 

«Пĕрле окоп чавнисенчен эпĕ çеç юлтăм»

Хушупа килĕшÿллĕн, Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тума 17 çулти тата аслăрах çынсене явăçтармалла пулнă. Чăннипе вара ку ĕçе асăннă ÿсĕмрен кĕçĕнреххисене те хутшăнтарнă. Акă Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпа ялĕнче пурăнакан Ольга Мижерова 15 çула кайсанах окоп чавакансемпе пĕрле вăй хунă.

Ольга Ивановна пысăк

йышлă çемьере çуралса ÿснĕ. Çичĕ

ачаран кĕçĕнни тесе ачашланса ларма тÿр

килмен. Хуçалăхĕ пысăк та çирĕп пулнă, 4

лаша тытнă. Кил-йыш хăйсене уйăрса панă

çĕр çинче ĕçленĕ. Шел, çемьене кулаксен

шутне кĕртнĕ, çавна май ашшĕне инçе çĕре

ăсатнă, унтан каялла таврăнайман вăл.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан

ялти арçынсене фронта илсе кайма тытăн-

нă. Ольга Ивановнăн пиччĕшĕсен Алексей-

пе Петрăн та тăшманпа çапăçма тивнĕ. Петр

пурте пĕлекен «Катюшăна» лекнĕ. Шел,

çапăçура пуç хунă вăл. Алексей аманса тă-

ван тăрăха таврăннă, çемьене тăрантар-

са пурăннă. 14-ри Ольга аслисемпе пĕрле

уй-хирте ĕçленĕ. Чÿк уйăхĕнче вара ăна ялти

7-8 хĕрпе пĕрле Сăр хĕррине окоп чавма янă.

«Анне ман валли кутамкка хатĕрлерĕ. Кил-

ти салма, çĕр улми, кăштах çу хучĕ. Кулак-

сен шутне кĕртсе япаласене туртса илнĕ-

рен пирĕн ăшă тутăр та пулман, çавăнпа

çÿхине çыхма тиврĕ. Урара — çăпата. Улатă-

ра вăрман касма илсе кайрĕç. Кайран çавăн-

тах окоп чавтарчĕç. Эпир унта тантăшăм-

па Лидия Игнатьевăпа ĕçлерĕмĕр», — çапла

аса илсе каласа кăтартнă Ольга Мижеро-

ва ачисене.

Окоп чавмашкăн çемье çавăрман хĕрсе-

не илсе кайнине палăртрĕ ватă. Улатăра

лаша е вăкăр кÿлсе леçнĕ вĕсене. Каялла

вара çуран таврăннă. Çавна май кашни кун

килне килсе çÿреймен. Унтах хÿшĕ туса пу-

рăннă, тепĕр чухне окопрах çĕр каçнă. Çав

вăхăтра питĕ сивĕ çанталăк тăнă та — мĕнле

чăтнă-ши? Çăпатапа ĕçлекенсен йышĕнче

чирлекенсем те пулнă. Çакă сывлăха витĕм

кÿнех ĕнтĕ. «Эпир ялтан пĕрле окоп чавма

кайнă çынсем пурте вилсе пĕтрĕç, эпĕ ан-

чах юлтăм», — куççульне шăлчĕ кинемей.

Мĕн çисе пурăннă-ши? «Шăн çĕре чавнă вă-

хăтра пире малтан апат çитеретчĕç. Сÿтĕн

паратчĕç. Пĕррехинче сÿтĕнрен пÿрне тухрĕ

те — çавăн хыççăн ку çимĕçе текех çăвара

хыпмарăмăр. Хамăрах апат пĕçерсе çиме

пуçларăмăр», — чунне уçрĕ тыл ĕçченĕ.

Окоп чавса таврăннă хыççăн та килте

ахаль лартман: вăхăчĕ çавăн пек пулнă. Оль-

га Ивановнăна ытти çамрăкпа пĕрле вăр-

ман касма, чукун çул тума илсе кайнă. Вăрçă

çулĕсенче курăкран пашалу пĕçерсе çини-

не, вăл тутлă маррине халĕ та асран кăлар-

масть ватă çын. Çуркунне крахмал пуçтарма

çÿрени ун чухне нумайăшĕшĕн çăлăнăç вы-

рăнĕнчех пулнине палăртать.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

 ---------=======

Владимир ИВАНОВ: Пĕр ĕмĕт пурнăçлансан тепри çуралать

Пуçаруллă та ĕçчен, йывăрлăхсенчен хăраман, пурнăç таппипе

тан пыма тăрăшакан çын тесе хаклаççĕ Вăрмар районĕнчи

Владимир Иванов фермера. Вăл йĕркеленĕ хуçалăх районта

çеç мар, республикăра та чи лайăххисенчен пĕри. Çакна

Владимир Ивановăн хресчен-фермер хуçалăхĕ тĕрлĕ конкурсра

малти вырăнсене йышăнни те çирĕплетет. Акă «Чи лайăх

предприниматель-2019» республика конкурсĕнче вăл

«Чи лайăх ял хуçалăх таварне туса илекен» номинацире çĕнтернĕ.

13 гектартан пуçланă та…

Çак конкурсра палăрнисене кăçал

та, ытти чухнехи пекех, Предпри-

ниматель кунĕнче чысларĕç. Вла-

димир Ивановăн ХФХĕ пĕлтĕр ре-

спубликăри ял хуçалăх организа-

цийĕсен экономика ăмăртăвĕнче

хресчен-фермер хуçалăхĕсен хуш-

шинче выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçри

лайăх кăтартусемшĕн 3-мĕш вырăн

йышăннă. Тăрăшуллăскер Раççей

шайĕнче те ырă ят-сума тивĕçет.

Пĕлтĕр Раççейри «Ылтăн кĕркунне»

агропромышленноç куравĕнче йĕр-

келенĕ конкурсра «Выльăх ĕрчете-

кен чи лайăх çемье ферми» номина-

цире кĕмĕл медале тивĕçнĕ. «Пирĕн

ĕçе хаклани савăнтарать. Çакнаш-

кал конкурссене хутшăнса палăрни

эпир тĕрĕс çул-йĕрпе ĕçлесе пыни-

не кăтартать», — тет Владимир Анатольевич.

Паллах, пысăк çитĕнÿсене пĕр

кунрах тума май килмест. Владимир

Иванов ял хуçалăх ĕçĕсен вăрттăн-

лăхĕсене пĕчĕкренех пĕлсе ÿснĕ.

Нумай ачаллă çемьере çитĕннĕскер

килĕнчи хушма хуçалăхра выльăх

йышлă усранине аса илет. Пахча-

ра та пилĕк авмасăр пулман ĕнтĕ.

Чăваш патшалăх ял хуçалăх акаде-

мийĕнчен агронома вĕренсе тухсан

ялах таврăннă. 2003 çулта хресчен-

фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ. Фер-

мер пушă выртакан çĕрсене пусă

çаврăнăшне кĕртес енĕпе çине тăрса

ĕçленĕ, çавна май ял хуçалăх культу-

рисене акакан лаптăксене ÿстерсех

пынă. «17 çул каялла эпĕ 13 гектар

çĕрпе ĕçлеме пуçларăм. Паянхи кун

вара 3200 гектар лаптăк çинче тĕрлĕ

культура çитĕнтеретпĕр», — каласа

кăтартрĕ Владимир Иванов.

2013 çулта вăл панкрута тухнă

«Арабоси» агрофирмăна илнĕ. Унăн

никĕсĕ çинче хальхи пурнăç ыйтнине

тивĕçтерекен хуçалăх йĕркелес енĕ-

пе тăрăшма тытăннă. Агрофирмăран

юлнă 5 витепе 2 склада тĕпрен юса-

са çĕнетнĕ. Хальхи вăхăтра тепĕр 2

фермăна реконструкцилеççĕ, вĕсен-

чен пĕрне Çĕнĕ çул умĕн хута ярас-

шăн. Унсăр пуçне тырă хумашкăн

çĕнĕ склад хăпартма пуçланă. Унпа

çитес вырма вăхăтĕнче туллин усă

курма тытăнасшăн.

Владимир Иванов патшалăх пу-

лăшăвĕпе те усă курать. 2014 çулта

вăл «Выльăх ĕрчетекен çемье фер-

ми» программăна хутшăнса 5 мил-

лион тенкĕ грант çĕнсе илнĕ. Шăпах

нухратпа тата хăйĕн укçипе усă кур-

са фермăсене реконструкциленĕ те

ĕнтĕ. Çавăн пекех сăвăм залне юса-

нă, мăйракаллă шултра выльăх тата

техника туяннă. Акă ĕне сăвакан бло-

кра 5 тонна кĕрекен икĕ холодиль-

ник пур: сĕт пăрăх тăрăх унта çитет,

сивĕнет. Фермер маларах асăннă

программăна 2017 çулта тепĕр хут-

чен документсем тăратнă, 10 мил-

лион тенкĕлĕх гранта тивĕçнĕ. Пă-

русен витине тата мăйракаллă шул-

тра выльăха самăртмалли фермă-

на тĕпрен юсаса çĕнетнĕ, 500 тон-

на кĕрекен тырă склачĕ хăпартнă,

ăратлă пушмак пăру 80 пуç туяннă.

Фермер ку хутĕнче хăйĕн укçине 20

миллион тенкĕ хывнă. Çĕнетÿ ĕçне

малалла та тăсасшăн. Тепĕр çул сă-

вăм залне çĕнĕ оборудовани туянса вырнаçтарасшăн.

Ĕç условийĕсем çăмăлланаççĕ

Хресчен-фермер хуçалăхĕнче

выльăхсен шутне ÿстерсех пыраççĕ.

Паянхи кун унта 500 ытла пуç, çав

шутран 226-шĕ — сăвăнакан ĕне. 3

доярка сменăпа ĕçлет. «6 çулта ха-

мăрăн ĕнесенчен 1300 яхăн пăру

илтĕмĕр. Вĕсене сутмастпăр, йăлтах

хамăр валли ÿстеретпĕр. Выльăх-

сен шутне 700 пуçа çитерме тĕллев

лартрăмăр», — каласа кăтартрĕ Вла-

димир Анатольевич. Ĕç условийĕ-

сене лайăхлатсах пыраççĕ. Выльăх-

чĕрлĕх пăхакансем валли тум улăш-

тармалли тата канмалли пÿлĕмсем,

душ пур. Ĕнесемпе вăкăрсене ятар-

лă техникăпа апат валеçеççĕ.

Выльăхсем валли кашни çулах

апат çителĕклĕ хатĕрлеççĕ. Акă кук-

курус 100 гектар акса çитĕнтереççĕ.

Кăçал унран 2 пин тоннăна яхăн си-

лос хатĕрленĕ. Утă, улăм та хĕл

каçма çитет. Сенажпа силоса 6 пин

тоннăна яхăн хывнă.

«Эпир кĕрхи тата çурхи тулă, урпа,

пăрçа акса ÿстеретпĕр. Кăçал тырă

лайăх пулчĕ: 1 гектартан 30 цент-

нер тухрĕ. 7370 тонна тырă пухса

кĕртрĕмĕр. Кăçал хак та тивĕçтерет»,

— калаçăва тăсрĕ ХФХ ертÿçи. Влади-

мир Иванов кашни çулах пысăк ре-

продукциллĕ пĕрчĕллĕ тата пăрçа

йышши культурăсен вăрлăхне туя-

нать. Çакă та тухăçлăха ырă витĕм

кÿрет. Хуçалăхра çавăн пекех 100 гек-

тар хĕвел çаврăнăш акса ÿстереççĕ.

ХФХра уй-хир ĕçĕсене кĕске вăхă-

тра тата пахалăхлă туса ирттереççĕ.

Ку енĕпе вĕсене çĕнĕ те хăват-

лă техникăпа усă курни пулăшать.

Кăçал хăй тĕллĕн çÿрекен косилка,

8 метр сарлакăш акакан комплекс

/харăсах темиçе ĕç пурнăçлать: су-

халать, акать, тикĕслет/ тата ытти-

не туяннă. Çывăх вăхăтра тырă вы-

ракан тепĕр комбайн, энергипе пуян

/вырăсла: энергонасыщенный/ трак-

тор илесшĕн.

«Хуçалăхра пурнăçа кĕртмелли

ĕç нумай. Кăтартусене татах лай-

ăхлатас килет: сĕт суса илес енĕ-

пе те, тырă ÿстерес тĕлĕшпе те.

Эпĕ агронома вĕренсе тухнă, чы-

лай çул ĕçлетĕп, çавна май хам

валли çапла пĕтĕмлетÿ турăм: ял

хуçалăхĕнче пĕр-пĕр технологие пă-

хăнса ĕçлемелле, вара кăтартусем те

лайăхрах пулаççĕ. Ученăйсем сăнав-

семпе тĕпчевсем ирттереççĕ. Вĕсем

хăш технологисем лайăхрах пул-

нине çирĕплетеççĕ — çавсене тĕпе

хурса ĕçлесен аванрах пуль тетĕп.

Ял хуçалăхĕнче йывăр тет нумай-

ăшĕ. Эпĕ вара çак тытăмра ĕçлеме

çăмăллансах пырать тесе шухăш-

латăп. Халĕ хăватлă техника нумай,

оборудованисем те чаплă. Шăпах

вĕсемпе усă курни ĕçе çăмăллатать

те. Эпĕ хам яла килнĕшĕн, кунта

ĕçленĕшĕн пĕрре те ÿкĕнместĕп. Ял

хуçалăхĕнче питĕ кăсăклă», — чунне

уçрĕ Владимир Иванов. Вăл спорт-

па туслă, волейболла выляма кăмăл-

лать. Ивановсен ывăлĕ вара шывра

питĕ лайăх ишет, ку енĕпе иртекен

ăмăртусене хутшăнать.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

 ------=====

Игорь БЫКОВ: Çăкăр çинче ÿсет текен те пур...

Шăмăршăра пурăнакан Игорь Быков 2017 çулта «Ĕçе пуçăнакан фермер» программăна хутшăнса гранта тивĕçнĕ, фермер хуçалăхне аталантарма тытăннă. Хастар çамрăк кăçал вара «Çемье ферми» программăна хутшăннă, конкурсра çĕнтернĕ.

Мал ĕмĕтлĕ çамрăк

— Игорь Николаевич, фермер хуçалăхне йĕркелес шухăш хăçан, епле çуралчĕ?

— Эпĕ аслă шкулсенче бухгал-

тер, юрист профессийĕсене алла

илнĕ, тĕрлĕ çĕрте ĕçленĕ. «Ро-

скомнадзорта» вăй хунă хыççăн

тăван тăрăха, Шăмăршă сали-

не, таврăнма шут тытрăм. «Ĕçе

пуçăнакан» фермер програм-

ма пирки илтрĕм, унта хутшăн-

ма кăмăл турăм. Маларах хушма

хуçалăха аталантарас тĕллевпе

ятарлă субсиди илме тиврĕ. Ĕне

выльăх туянтăм, фермăна арен-

дăна илтĕм. Çапла ерипен ĕçлеме тытăнтăм.

Конкурсри 21 çынран эпĕ те те-

лейлисен йышĕнче пултăм. Çапла

майпа алă çавăрса ятăм. Бизнес-

план тăрăх, 2020 çул тĕлне мăй-

ракаллă шултра выльăх шучĕ ыт-

ларах та. Халĕ пирĕн 180 пуç ĕне

выльăх, бизнес-план тăрăх 135 пуç

пулмалла. Сăвăнакан ĕне шучĕ —

70. Эппин, Турă пулăшать пире.

Çак йĕркепе ерипен ĕçлесе пурă-

натпăр. Усă куракан çĕр лаптăкĕ —

1400 гектар. Сăмах май, хуçалăха

эпĕ 700 гектар çĕртен пуçарса янă:

ял çыннисен пай çĕрĕсене арендăна илнĕ.

Ку ĕç маншăн ют мар, мĕншĕн

тесен ял хуçалăх отраслĕнче ма-

ларах атте ĕçленĕ. Аттепе анне

пире, тăватă пĕртăвана, ачаранах ĕçе хăнăхтарнă.

Ĕне выльăх шутне малалла та ÿстерме шухăшлатăр-и? Сĕт хальхи вăхăтра миçе тенкĕпе сутăнать? Хуçалăха вăл чылай усă кÿрет-и?

— Иртнĕ çул Патăрьел районĕ-

нчи «ЭКО ПРОДУКТ» кооператив-

па килĕшÿ турăмăр, сĕте унта па-

ратпăр. Чĕр тавар хакĕ çулталăк

тăршшĕпе вылянса тăрать: 1 литрĕ

23-24 тенке çитет. Хальхи вăхăтра

21 тенкĕпе пуçтараççĕ. Паллах,

хак тивĕçтермест ĕнтĕ. Ара, ми-

нерал шывĕ те 1 литр сĕтрен хаклăрах вĕт.

Ĕне выльăх йышĕ питĕ хăвăрт

ÿсет. Арендăна илнĕ фермăна ту-

янтăмăр. Ăна эпир хамăрах юсанă.

Унта 100 пуç валли сумалли хатĕр,

сĕт пăрăхĕ вырнаçтарнă. Çитес çул

валли каллех вите тавраш кирлĕ

пулать. Çавăнпа та комплекс ту-

янас шухăш пур. «Çемье ферми»

программăпа аталанса пыма тăрăшатăп.

Хуçалăхра хальлĕхе 7 çын тă-

рăшать. Çураки, вырма вăхăтĕ-

нче, паллах, ĕçченсен йышне ÿсте-

ретпĕр. Хĕрÿ тапхăрта 20-30 çын

таранах вăй хурать. Сăмахран,

вырма вăхăтĕнче уй-хирте çеç мар,

йĕтем çинче те ĕçлекен кирлĕ.

Уй-хирте мĕнле культурăсем çитĕнтеретĕр? Вĕсене ытларах выльăх-чĕрлĕх валли лартса ÿстеретĕр пулĕ. Кăçалхи тухăçпа кăмăллă-и эсир?

— Эпир тулă, урпа, сĕлĕ çитĕн-

теретпĕр яланах. Ытти культурă-

па питех аппаланман. 2017 çулта,

пĕлĕшсем сĕннипе, хĕвел çав-

рăнăш акрăмăр. Ун чухне çанта-

лăк та япăх пулчĕ. Çавна пула

тухăçпа питех савăнаймарăмăр.

Çакă пирĕншĕн чăннипех урок пулчĕ.

Çитĕнтернĕ тыр-пул выльăх

валли çеç мар, сутмалăх та юлать.

1400 гектар лаптăк сахал мар-çке.

Кăçалхи вырмара эпир Шăмăршă

районĕнче пĕрремĕш вырăна тух-

рăмăр. Пĕлтĕрхи кăтартусем те

япăх пулман. Лаптăка тырă акма

хатĕрлес, культура çитĕнтерес

тĕлĕшпе те эпир хальлĕхе район-

та — чи малтисем.

Кăçал тыр-пул тухăçĕ гектартан

вăтамран 35 центнер тухрĕ. Тулă-

шăн çанталăк япăхрах пулчĕ. Мал-

тан шăрăх тăчĕ, каярахпа, вырмана

тухсан, çумăр çума тытăнчĕ. Çавна

май тыр-пул шăта пуçларĕ. Пал-

лах, çакă хака чакарчĕ.

Паянхи кун хăватлă техникăсăр çĕре сухаласа акма, тыр-пула пухса кĕртме çăмăл мар. Вăл çителĕклĕ-и сирĕн? Унсăр пуçне машина-трактор паркне çĕнетме вăй çитеретĕр-и?

— Чăннипе каласан, техникă-

на çĕнетме хальлĕхе çăмăл мар.

Хаксем ÿссе пынă вăхăтра саппас

пайĕсем те хăпараççĕ. Паллах, тех-

никăна çĕнетес шухăш-ĕмĕт пур,

анчах вăй-хăват çителĕксĕртерех-

ха. Тен, малашне ÿсен-тăран çитĕ-

нтерес тĕлĕшпе тепĕр хут «Çемье

ферми» программăна хутшăнма

май пулĕ тесе шухăшлатăп. Çак

енĕпе программăра ятарлă çул-

йĕр пур. Кăçал эпĕ выльăх-чĕрлĕх

ĕрчетес енĕпе грант илтĕм. Патша-

лăх пулăшăвĕпе усă курса аталан-

нă май, 2 çул иртсен, тепĕр хутчен

конкурса хутшăнма пулать. Кала-

рăм ĕнтĕ, ку хутĕнче вара ÿсен-

тăран çитĕнтерес енĕпе бизнес-

план хатĕрлĕп. Турă пулăшсан, ха-

мăр тăрăшсан грант укçипе ун чух-

не машина-трактор паркне çĕнетме

те пулĕ. Халĕ ял хуçалăх техникине

илме республикăран субсиди уйăр-

нăран аграрисем ăна 40 процент

йÿнĕрех туянма пултараççĕ. Пал-

лах, çак программа çĕр ĕçченĕшĕн

питĕ пĕлтерĕшлĕ пулăм шутланать.

Ял хуçалăх техники тенĕрен,

вĕсем пирĕн çителĕклĕ. Анчах кивĕрех.

Çуралнă тăрăхшăн тăрăшни — сăвап

Хуçалăхра тăрăшса вăй хуракан ĕçченсем пурах ĕнтĕ. Вĕсене ятран асăнса хăварар-ха.

— Паллах, хуçалăх вĕсемсĕр ни-

епле те аталанаймасть. Сăмахран,

Юрий Старшов манăн сылтăм алă

вырăнĕнчех. Вăл пурри маншăн —

телей. Юрий Артемьевич выльăх-

чĕрлĕх ĕрчетес енĕпе те, тыр-пул

çитĕнтерес тĕлĕшпе те пултаруллă

специалист шутланать. Нина Поля-

кова — ферма заведующийĕ. Вăлах

осеменатор та. Унсăр пуçне дояр-

кăсене те пулăшать, ĕне пăрулат-

тарнă çĕрте те вăй хурать. Мĕншĕн

тесен çак ĕçре специалист кирлех.

Ĕнесем йывăррăн пăрулаççĕ, вĕсе-

не куçран вĕçертеймĕн. Ирфан

Усьмановпа Владимир Иванов ме-

ханизаторсене те асăнмасăр ир-

тейместĕп. Вĕсем тивĕçлĕ канура

пулсан та çураки вăхăтĕнче трак-

торпа ĕçлеççĕ, вырмара — комбайн-

па. Хăйсен ĕçĕнче вун-вун çул вăй

хунăран опычĕ пысăк. Тĕрĕссипе

каласан, агроном ĕçне те чухлаççĕ:

çуракине, вырмана хăçан тухмал-

лине хăйсемех пĕлеççĕ. Тепĕр чух-

не çынна аслă пĕлÿ илни те пулăш-

масть, çулсерен пухăннă опыт вара

пурнăçри çул-йĕре кăтартса, ĕçре

вĕрентсе пырать.

Ман шутпа, фермер хăй те специалист шутĕнчех…

— Чăн та, унсăр пулмасть. «Пĕр

аслă шкул пĕтерсен ыттине пур-

нăç хăнăхтарать», — тесе ахаль-

тен каламаççĕ халăхра. Паллах,

йывăрлăхсем, ăнланман пулăм-

сем тĕл пулаççех ĕçре. Сăмахран,

кăçалхи çанталăк пире ура хучĕ.

Тулăра клейковина шайĕ сахал пу-

ласса, вырма вăхăтĕнче тыр-пул

шăтасса маларах шухăшлама та

пултарайман. Тĕрĕссипе, çакнаш-

кал пулăм пире çеç пырса тивмерĕ,

кÿршĕ районсенчи çĕр ĕçченĕсене

те пăшăрхантарчĕ. Шăрăх тăнăран

тыр-пула вăхăтра нÿрĕк çителĕклĕ

пулмарĕ, каярахпа çумăр ытлаш-

шипех çурĕ. Унсăр пуçне ытти сăл-

тав та пулчĕ. Çакна пĕтĕмпех пур-

нăç йĕркелесе, вĕрентсе пырать.

Ял хуçалăх отраслĕпе çамрăксем кăсăкланаççĕ-и? Ĕçе вырнаçас текен пур-и?

— Халĕ çынсем вырăнта ĕç-

лесшĕн мар, ют тăрăха каяççĕ.

Çамрăксене вара компьютер çеç

илĕртет. Вĕсен хушшинче çăкăр

йывăç çинче ÿсет текен те пур пу-

лас. Ял хуçалăхĕ вĕсемшĕн ют пул-

нине пĕлтереççĕ. Шкул ачисене вы-

рăнта ĕçлесе пурăнма май пурри

çинчен халĕ час-часах калатпăр,

ăнлантаратпăр.

Игорь Николаевич, эсир хăвăр та çамрăк. Пурнăçăра ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнăшăн пăшăрханмастăр-и?

— Тĕрĕссипе каласан, каялла

чакма шухăш çук манăн. Атте те

ял хуçалăхĕнче вăй хунă. Ун чухне

патшалăх аграрисене питех пулăш-

ман. Кам мĕнле пултарнă — çапла

аталаннă. Халĕ çĕр ĕçченне патшалăх пулăшу кÿме пуçларĕ. Сăмахран, çемье фермине аталантарма 10 млн тенкĕ параççĕ. Фермера ун чухлĕ укçапа кам тивĕçтерĕ? Кивçен те памаççĕ.

Валентина ПЕТРОВА.

 

------======

Галина АНТОНОВА: Вĕсене хăйсене вутчульпе танлаштарма пулать

Юлашки вăхăтра Чăваш кĕнеке издательствинче хайлавсен пуххи чылай тухрĕ. Çакă харăсах тĕрлĕ çыравçăн пултарулăхĕпе паллашма, кашнин хăйне евĕрлĕхне асăрхама, вăхăта кăсăклă та усăллă ирттерме май парать вулакана. Аслă классенче вĕренекенсем валли пĕлтĕр çамрăк авторсен «Кĕтмен юрату» кĕнеки кун çути курнăччĕ, кăçал вăтам шкул ÿсĕмĕнчи ачасем валли «Пирĕшти патне янă çыру», кĕçĕннисем валли «Çĕршывăмçăм, Чăваш çĕршывĕ. Чувашия родная» çитрĕç. Хĕрарăмсем валли «Алран алла» ярăмпа «Инкеклĕ телей» пичетленчĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çапăçнă çыравçăсен хайлавĕсем «Çапла çĕнтертĕмĕр» калавсемпе сăвăсен пуххине кĕчĕç. Çак кунсенче вара «Вутчуль» пичетленсе тухрĕ. Мĕнле кăларăм-ха вăл? Ун çинчен кĕнекене пухса хатĕрлекенĕ тата редакторĕ ГалинаАнтонова тĕплĕнрех каласа кăтартрĕ.

— «Вутчуль» калавсен пуххине мĕншĕн шăпах çапла ят парас терĕр-ха?

— Чăваш кĕнеке издательствине

йĕркеленĕренпе пĕр ĕмĕр çитнĕ май

2020 çулта калавсен пуххине кăлар-

ма йышăнчĕç. Тĕллевĕ уçăмлăччĕ:

кĕнекере тăван республикăн пĕр

ĕмĕрти аталанăвĕнчи паллă тапхăр-

сене калавсем урлă кăтартса памал-

ла. Тематика планне хатĕрленĕ чух-

не ăна «Вутчуль» ятпа кĕртрĕç. Хай-

лавсене пĕтĕмпех пухса çитернĕ

хыççăн çакна асăрхарăм: калав-

сенчи уйрăм сăнсем пĕрлешсе кай-

са республикăра пурăннă е пурăна-

кан çынсен шăпине, кун-çулне тул-

лин уçса паракан анлă ÿкерчĕк пул-

са тăраççĕ, пирĕн тăрăхра тÿсĕмлĕ

те ĕçчен, мал ĕмĕтлĕ те çирĕп чун-

лă çынсем пурăннине кăтартаççĕ.

Вĕсене хăйсене вутчульпе танлаш-

тарма пулать. Çапла вара кĕнеке

ячĕ «Вутчулех» юлчĕ.

Ăна мĕнле хатĕрленипе паллаштарсамăр. Çыравçă нумай, кĕнеке страници шутлă. Хайлавсене мĕне кура суйларăр?

— Тематика планĕнче палăрт-

са хăварнине шута илсе республи-

ка аталанăвĕн паллă тапхăрĕсене

сăнлакан калавсене пухрăм. Халăх

кун-çулĕнчи пĕлтерĕшлĕ самантсе-

не уçса паракан калавсем çукран

/тен, тупаймарăм пулĕ, пандеми

пуçланнăран библиотекăсем ху-

пăннă вăхăтра ĕçлеме тиврĕ/ икĕ-

виçĕ темăпа повеçсен сыпăкĕсене

илтĕм. Вĕсене хайлавсенчи ĕç-пуç

хăçан пулнине кура вырнаçтарнă.

Пĕтĕмпе çирĕм тăхăр авторăн ĕçĕ

пичетленнĕ. Вĕсем стильпе те,

сăнарлăхпа та, вулакана витĕм

кÿрессипе те пĕр-пĕринчен уйрăл-

са тăраççĕ. Хăшне-пĕрне вуланă

хыççăн тепĕр калавпа паллашма та

йывăр. Халăхшăн инкеклĕ те аса-

плă тапхăр куç умне тухать те — ла-

ратăн вара шухăшласа. Ман шутпа,

вырăнсăр кĕнĕ пĕр произведени те çук кĕнекере.

Кĕнекене историри паллă пулăмсене сăнлакан хайлавсем кĕнĕ терĕр: Граждан вăрçи, хут пĕлменлĕхпе кĕрешни, индустриализаци, колхозсем йĕркелени, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи, Афганистан вăрçи, Чечняри хирĕç тăрусем… Хăш тапхăрне чăваш литературинче сахалрах çутатнă?

— Чăваш литературине мĕн пур

жанра пăхса тишкерес пулсан па-

чах хускатман тема юлман. Калав

жанрĕпе Чечняри хирĕçÿсем пирки

тивĕçлĕ произведени тупма кăткăс

пулчĕ. Унти вут-çулăм витĕр тухни-

сен йышĕнче çыравçă пулманран-

ши?.. Чылай шыранă хыççăн Алев-

тина Дмитриева çырнă «Таврăнтăм,

анне» калава тупрăм. Авторĕ ăна

пурнăçра пулнине тĕпе хурса çырнă.

«Ывăлăр Чечняра пуç хунă» тесе

пĕр киле цинк тупăк тиесе пыраççĕ.

Йывăр хуйха чăтаймасăр ашшĕ ту-

пăка пуртăпа татса уçать те… унта

палламан яш выртать. Ку пулăмĕ

хăй — тĕлĕнмеллискер, тарăхмал-

лискер, унсăр пуçне калавра салтак

ашшĕ-амăшне хумхантаракан ытти

ыйтăва та самай уççăн та çивĕччĕн

çĕкленĕ… Хими заводне, трактор

заводне туни, Атăла пĕвелесе элек-

тростанци хута яни çинчен пĕчĕкрех

жанрсемпе çырнă произведенисем

курăнсах каймарĕç. Хăй вăхăтĕнче

республикăшăн çеç мар, СССРшăн

та пысăк пĕлтерĕшлĕччĕ вĕсем.

Ельцин вăхăтĕнчи çаратуллă при-

ватизацие тишкерме алă тата ме-

хел çитерекен нумаях мар. Çавăн-

па Юрий Терентьев çырнă «Кор-

рида, самурайсем тата анăçран

тухнă хĕвел» повеçĕн сыпăкĕсене

кĕртрĕм.

Кашни тапхăра кăтартакан пĕрер хайлав çеç кĕнĕ-и кĕнекене е темиçешер те-и?

— Литература произведенийĕ-

сене пайăр темăсем тăрăх уйăр-

ма йывăр. Хăшĕсенче иртнĕ пурнăç

та пур, паянхи те сăнланнă. Интер-

нетра çакăн пек видеоролик çÿрет:

çитĕнсех çитеймен çамрăксен-

чен: «Кам вăл — колхозник?» —

тесе ыйтаççĕ. Хуравĕсене илтсен

тарăхса каймалла. Колхозник тени

вĕсемшĕн мăшкăл ят кăна. Çĕршыв

аталанăвĕнче колхозсен тÿпи çав

тери пысăк пулнине вĕсем илтмен,

вуламан. Çăкăр пулмасан завод

та лартаймастăн, хаяр тăшмана

та çĕнтерейместĕн, уçлăха та

вĕçейместĕн. Колхозсем тунă чухне лайăххи те, япăххи те

пулнă паллах, анчах чи йывăр

вăхăтсенче çĕршыва колхозниксем

тăрантарнă. Хăйсем выçă ларсан

та фашиста çапса аркатма мĕн кир-

лине йăлтах панă. Колхозлă ял çын-

нисен пурнăçĕ чылай произведенире курăнать.

Ольга ИВАНОВА.

www.hypar.ru

Материалсен тулли версийĕпе паллашас  тесен...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.