Комментари хушас

10 Раштав, 2020

Çамрăксен хаçачĕ 48 (6345) № 10.12.2020


Лидер позицийĕнчен чакмалла мар

Вăл интервью сахал мар илнĕ, унран та журналистсем нумай ыйтса кăсăкланнă, анчах хăйĕн пурнăçĕ пирки калаçман. Паян, «Çамрăксен хаçачĕн» (малалла — «ÇХ») уявĕ тĕлне хатĕрленĕ номерте, «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕпе-тĕп редакторĕпе Татьяна ВАШУРКИНĂПА ĕç пирки кăна мар, унăн пурнăçĕ çинчен те калаçрăмăр.

— Татьяна Геннадиевна, эсир «Хыпар» Издательство çуртне ертсе пыма киличчен «ÇХ» пирки мĕн шухăшланă?

— Никама та каламанччĕ, халĕ

пытармастăп: эпĕ унта статьясем

ярса панă. Анчах хамăн ятпа мар,

псевдонимпа. Вĕсем кун çути кур-

нăччĕ. «ÇХ», ятне кура мар, ватăсемшĕн те, çамрăксемшĕн те юратнă хаçат пулнине пĕлнĕ эпĕ.

Ытти хаçат куншăн пире ăмсаннине сисмен-и эсир?

— Ăмсанни мар ку, сывă конку-

ренци. Хаçатсен хушшинче вăл

пулмалла та, унсăрăн аталану

çук. Журналистсен пĕр-пĕринпе

ăмăртса ĕçлемелле тесе шухăш-

латăп. Çĕнĕ идейăсене, проектсе-

не пурнăçлас тĕлĕшпе Раççейĕпе

саланакан обществăпа полити-

ка хаçачĕсен пурин те майсем

пĕрешкел. «ÇХ»-на тĕслĕх вырăн-

не ахальтен илсе кăтартмастăп. Ти-

раж тĕлĕшпе те, общество ĕçĕнче

те эсир чи пĕрремĕш пулнă. Сирĕн

хыççăн ыттисем те туртăнчĕç. Халĕ

никама та уйăрмастăп, коллективра

пурте хастар та туслă.

Эсир Шупашкар районĕн «Тăван Ен» хаçатĕнче редактор пулнă чухне ĕçтешсене пирĕн пек çырма вĕрентни пирки илтнĕччĕ. Ку тĕрĕс-и?

— «Тăван Ене» республикăри

чи лайăх хаçат тăвас тесе вăй ху-

тăм. Ун чухне эпĕ «ÇХ»-ра кăна

конкурент курнăччĕ. Журналист-

сен умне унран та вăйлăрах пул-

ма, «ÇХ»-ран иртсе кайма тĕллев

лартнăччĕ. «ÇХ»-ра кăсăклă ста-

тья тухсан çынсем хаçата ял тăрăх

йăтса чупни хăлхана кĕнĕччĕ. Пал-

лах, çавăн пек резонанслă матери-

алсем çыртарас килетчĕ.

Татьяна Геннадиевна, эсир хăвăр журналистикăн мĕнле шкулне тухнă?

— Пĕтĕмпех ачалăхран

пырать пулĕ. Эпĕ 9 çул-

таччĕ. Çулла, картишре

чупса çÿретĕп. Хĕвел

пăхни çинчен сăвă йĕр-

кисем пуçа килчĕç.

Сăвă çуралнипе са-

вăнса пÿрте кĕтĕм те

çырса хутăм. Кай-

ран мультфильмри

сăнар пирки сăвă

çуралчĕ. Ятарласа шухăшласа

ларман эпĕ, рифма йĕркисем хăйсем

чĕлхе вĕçне килетчĕç.

Анне Елена Спиридонов-

на — чăваш чĕлхи учителĕ,

Шăмăршă район админи-

страцийĕнче ронора, шкул-

та чылай çул ĕçленĕ. Вĕре-

некенĕсем хакланă тăрăх,

анне çирĕп ыйтакан педа-

гог. Вăл шăллăмпа иксĕмĕ-

ре сасă хăпартса ятлаçса

курман, куçпа пăхнипех

итлеттернĕ. Астăватăп,

ача чухне çывăрса тăнă çĕре

сĕтел çинче хут татки выртатчĕ,

кун каçипе пурнăçламалли ĕçсен

списокне çырса хăваратчĕç. Атте-

анне ĕçрен киличчен вĕсене сă-

махсăрах пурнăçланă. Шăмăршă-

ра, райцентрта, пурăннă май шкул-

та туссемпе вырăсла калаçнă. Чă-

вашла лайăх пĕлни — атте-аннен

витĕмĕ. 4 çулта сыпăкпа вулама

вĕреннĕ. Ача чухнех нумай вула-

нă эпĕ. Пирĕн килте — пуян библи-

отека. 6-мĕш класа çитиччен унти

мĕн пур кĕнекене шĕкĕлченĕ. Сала-

ри кĕнеке лавкки маншăн чи юрат-

ниччĕ. Кун урлă çÿреттĕм унта. Му-

зейри пек пăхса киленсе утаттăм,

хуплашкисене пăхаттăм. Библио-

текăна та кайнă-ха, анчах манăн

çĕннине тытас килнĕ. «Куçна пĕте-

ретĕн!» — тесе атте вăрçатчĕ те ути-

ял айĕнче пытанса вулаттăм. Вĕçне

çитиччен те çывăрман, çур çĕр ир-

тни 2-3-ччен ларнă.

Пĕр вăхăт анне воспитатель-

те ĕçлерĕ, аслă ушкăнри ачасе-

не пăхрĕ. 2 çулта чухне мана вăл

садике ячĕ. Маншăн ку питĕ пы-

сăк стресс пулчĕ. Эпĕ алăкран

шакканине, макăрнине халĕ те

астăватăп. Садике ÿлĕмрен кай-

марăм, атте-анне те хистемерĕ.

Шкул ÿсĕмне çитиччен мана ытла-

рах асанне пăхнă, вăл Энтĕрьел-

тен. Асатте-асанне патĕнчех пу-

рăннă темелле. Киле шăматкунпа

вырсарникун «командировкăна»

кăна килнĕ. 4 çултанпа асанне пат-

не пĕчченех çÿренĕ. Ир-ирех тăр-

са кайнă. Ялти çынсем шÿтлетчĕç:

«Ирхи 5 сехетре урам тăрăх кĕтĕве

каякан выльăх утать тата Таня».

Асанне Лидия Михайловна хăйĕнпе

пĕрле мана та ĕçлеттернĕ. Чăваш

апачĕсем — пашалу, пÿремеч, чăкăт,

капăртма — пĕçереттĕмĕр. Шăкăл-

шăкăл калаçаттăмăр. 8 çулта чух-

не алса-нуски çыхма вĕрентрĕ.

Çĕвĕ машинки умне те лартатчĕ.

Манран 6 çул кĕçĕн шăллăм вал-

ли садикри елкăна кайма костюм

çĕлесе параттăм. Асаннепе курăк

пуçтарма çÿренĕ. Халĕ те, парне-

ленĕ темĕнле чаплă чейсем пул-

сан та, ялти курăкран вĕретнине

ĕçетĕп. Асанне кашни курăк е çырла

сывлăха мĕнле усă кÿнине ăнланта-

ратчĕ. Асатте-асанне пÿрчĕ çумĕн-

чех — вăрман. Унтан тухма пĕлмен.

Халĕ хамран тĕлĕнетĕп: епле хă-

раман? 5-6-ри ачасем çĕр çырли

пуçтарса хырлăха çухрăм таран

шала кĕреттĕмĕр. Кашни йывăçа,

тĕмме палланă. Асанне мана садик-

ринчен ытларах та пĕлÿ панă. Атте

Геннадий Петрович пуçлăхра тă-

рăшнă. 7 çулччен çемьери пĕртен-

пĕр ача пулнă май мана темĕн

тĕрлĕ тетте туянса панă. Ялти хĕра-

часем ман пата выляма килетчĕç.

Асаттепе асаннене концерт кăтар-

таттăмăр. Пирĕн кăмака питĕ пы-

сăкчĕ. Çавăнта хăпарса юрланă-

ташланă. Вăл пирĕн сцена пулнă,

«чаршав» уçăлнă-хупăннă.

Иккĕмĕш класра вулас хăвăртлă-

ха тĕрĕслерĕç. Эпĕ 1-мĕш тухайма-

рăм. Килте сехет йĕппи çине пăхса

тренировка тума тытăнтăм. Тĕлле-

ве пурнăçларăмах: вулас енĕпе ма-

нăн 1-мĕш пулас килнĕ. Ача-пăча

пултарулăх çуртĕнчи драмкружо-

ка çÿреттĕм. Питĕ килĕшетчĕ мана

унта, рольсене хаваспах вылят-

тăм. Шел, кайран кружок хупăнчĕ.

6-мĕш класра илемлĕ вулакансен

пултарулăх конкурсне хутшăнтăм.

Ыттисем манран аслăччĕ. Пурпĕр

çавсене çĕнтерсе 1-мĕш вырăна

тухрăм. Хамăн вăя ытларах шан-

ма тытăнтăм. Сăвăсем те çырат-

тăм, вĕсем ача-пăча хаçатĕнче пи-

четленетчĕç. Кайран калав хай-

ласа пăхрăм, конкурса хутшăн-

са 2-мĕш вырăна тухрăм. 10-мĕш

класра вĕренекен чăнкă хĕр пычĕ

те: «Эсĕ-и-ха вăл хаçата çыракан-

ни? Эпĕ вулатăп, кăсăклă», — терĕ.

Вара ăнлантăм: манăн çак енпе

аталанмалла. Голливуд артистки

питĕ пулас килетчĕ. Шел, драмкру-

жока хупрĕç, артистка пулаймарăм

/кулать./ Тата диктор профессийĕ

илĕртетчĕ. Массажка тытса тĕкĕр

умне лараттăм та вулаттăм. Эпĕ

çырнине кура анне журналистикă-

на кайма сĕнчĕ. Вăл хальхи вăхăтри

паллă çыравçăсемпе, журналист-

семпе — Арсений Тарасовпа, Аль-

бина Юратупа, Людмила Сачковă-

па… — пĕрле вĕреннĕ. Çыравçăсем,

преподавательсем района ĕçсемпе

килсен пирĕн патра çĕр каçма

юлатчĕç. Атте те, анне те тарават

çынсем, хăна пăхма юратаççĕ. Кил-

те кухньăра пирĕн халĕ те пысăк

сĕтел ларать.

Ертÿçĕ пулмашкăн аçăртан вĕреннĕ пуль эсир?

— Атте «Сельэнерго», «Сельхоз-

хими»... ертсе пынă. 200 ытла çын

ĕçленĕ унта, техника паркĕ епле

пуян пулнă тата! Ун патне яланах

çынсем килетчĕç. Атте хăйне мĕнле

тытнине пĕтĕмпех курнă, асăрха-

нă эпĕ.

Çапах эсир хăвăрăн çула шыраса тупнă. Янтă вырăн хатĕрлесе хуман сирĕн валли.

— Ку енчен çăмăлах пулман çав.

И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн жур-

налистика факультетне вĕренме

кĕрсен манăн общежитире пурăнас

килетчĕ. Шкулта вĕреннĕ вăхăтра

«Элен и ребята» сериала курма

кăмăллаттăм. Студентсен пурнăçĕ

кăсăклă пек туйăнатчĕ. Пÿлĕмрех

— ванна-туалет, мĕн тери лайăх!

Анчах Шупашкарти общежити па-

чах урăхла: пĕр коридор валли —

10 умывальник, 2 туалет. Пĕр курс-

ра вĕренекен 4 хĕрпе пĕр пÿлĕме

вырнаçрăм. Малтанах йывăрччĕ.

Кайран туслашрăмăр та 5 çул пĕрле

пурăнтăмăр. Вĕренсе тухсан теле-

курава вырнаçас ĕмĕтпе пурăнтăм.

Çав шанчăкпа практикăна нумай

çÿрерĕм. Кунне 4 репортаж тăват-

тăм: 2-шĕ — вырăсла, 2-шĕ — чăваш-

ла. Ун чухне Чăвашра пĕр телеви-

дени кăначчĕ. Унта ман пек опытсăр

çынна лекме ансат марччĕ. Пĕлтĕр

Ватăсен кунĕнче Пичет çуртне

килнĕ делегаци йышĕнче ун чух-

не пуçлăхра ĕçленĕ çын та пурччĕ.

Ман пата пычĕ те: «Эсир мĕн тери

пултаруллă хĕр пулнине эпĕ чухла-

ман та», — тесе тĕлĕнсе савăнчĕ.

Пурнăçланман ĕмĕтшĕн кулянни

шалта ларса юлнах-тăр. Çак сă-

махсене илтмешкĕн маншăн питĕ

кăмăллă пулчĕ. Ăнсăртран Энер-

госбыта пресс-секретарь кирли-

не пĕлтĕм. Ара, унта энергетикăна

тĕшмĕртмелле вĕт. Аттепе калаçнă

хыççăн /унăн энергетик дипломĕ

пур/ собеседовани тухрăм: кадрсен

уйрăмĕ, Чăвашэнерго… Çапла

ĕçе вырнаçрăм. Ун чухне пресс-

службăсем йĕркеленме тытăннă

кăначчĕ-ха. Компьютер пачĕç. Унпа

мĕн ĕçлемеллине те пĕлсех кай-

ман. Интернетра ытла ларса кур-

ман. Сайт йĕркелемеллеччĕ. Кунта

та ман тĕле лайăх çынсем лекрĕç.

Çамрăк хĕр-энергетиксемпе пĕр

пÿлĕме лартрĕç. Ытти специалист

та питĕ ăшшăн йышăнчĕ. Вĕсем

хальхи технологисем тĕлĕшпе виçĕ

утăм маларах пыратчĕç. Пуçлăх

питĕ çирĕп ыйтатчĕ, çав вăхăтрах

укçа-тенкĕ енчен тĕрĕс тÿлетчĕ:

лайăх ĕçлетĕн — ытларах илетĕн,

айăпа кĕрсен — сахалрах. Ун чух-

нех шухăшларăм: ертÿçĕн çапла

пулмалла. Качча кайса ача çура-

трăм, декретран унта тухмарăм:

пĕревĕрлĕх йăлăхтарчĕ, чун урăх-

хине ыйтрĕ. Вара урăх ĕç шыра-

рăм. «Тăван Ен» редакцине сайт

редакторне килтĕм. Хаçат редак-

торĕ декрет отпускне кайсан унăн

должноçне мана шанса пачĕç.

Сирĕн Мускавра ĕçленĕ опыт пуррине те пĕлетĕп.

— Плансем пысăкчĕ, упăшка Мускавра ĕçлетчĕ. «Тăван Енрен»

кайнă хыççăн унпа пĕрле çĕршы-

вăн тĕп хулине çул тытрăм. Стро-

ительсен журналне кăлармашкăн

яваплă редактора вырнаçрăм. Жур-

налистсен ĕçне, вĕсем ăçта каяс-

сине йĕркелесе тăраттăм. Çырас-

си манăн тивĕç марччĕ, çавăнпа ки-

чемччĕ. Тĕп директорпа канашла-

рăм та куравсене, презентацисене

çÿреме тытăнтăм. Çакăншăн пĕртте

ÿкĕнместĕм. Хам валли хальччен

курман урăх шайри тĕнчене уçрăм.

Пирĕн журналистсем чикĕ леш енчи

компанисен представителĕсемпе

акăлчанла ирĕклĕн калаçатчĕç. Му-

скав мэрĕ Сергей Собянин пĕр ме-

роприятие хутшăннăччĕ. Журнал-

ти ĕç питĕ килĕшетчĕ. Пуçĕпех Му-

скава куçса килме хатĕрччĕ, анчах

пурнăç урăхла çаврăнса тухрĕ те

Чăваш Ене таврăнтăм.

Тепĕр 10 çултан «ÇХ»-на мĕнле куратăр?

— Паянхи саманара çынсем соцсетьрен тухмаççĕ. «ÇХ» та

пурнăçран юлмарĕ. Унăн «Одно-

классникире», «Контактра», «Ин-

стаграмра» хăйĕн ушкăнĕсем пур.

Ку тĕлĕшпе те хастар ĕçлеççĕ

вĕсем. Ытти хаçат пекех, электрон

версине те çырăнса илме пулать.

Çапах кăларăмăн тиражне лидер

позицийĕнчен чакармалла мар.

Кирек ăçта та эпĕ çакна палăр-

татăп: чăн-чăн вулакансен шучĕ-

пе республикăра «ÇХ»-на çитекен хаçат çук.

Алина ИЗМАН калаçнă.

 


 

Пенси укçипе «ÇХ» çырăнса парать

Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕкре «Çамрăксен хаçачĕн» тантăшĕ тата тусĕ Анна Мохова (хĕр чухнехи хушамачĕ Виноградова) пурăнать. Вăл авăн уйăхĕнче 95 çул тултарнă.

Унăн пурнăçĕ çăмăл пулман.

Ашшĕпе амăшĕ сакăр ача çуратса

çитĕнтернĕ. Тăван çĕршывăн Аслă

вăрçи пуçлансан килте амăшĕ тата

тетĕшĕн арăмĕ кăна тăрса юлнă.

Ашшĕне, тепĕр тетĕшне Ваньккана

фронта ăсатнă. Аппăшне Ульхана

Тюмень облаçне ĕçлеме янă, йăмăк-

не Маняна — Канашри ФЗОна. Анна

вара ялти темиçе хĕрпе тата çывăх

тантăшĕпе Иваново облаçĕнче

торф кăларнă çĕре хутшăннă.

— Ялти шкулта 7 класс пĕтерсен

колхозра ĕçлеме пуçларăм. Унч-

чен те хутшăннă-ха хуçалăх ĕçне:

çум çумланă, тырă вырнă, сăвăр-

нă, пучах пуçтарнă, кĕтÿ кĕтнĕ…

Темĕн тума та тивнĕ. Вăрçă çулĕсе-

не Иваново облаçĕнче питĕ нуша-

лантăмăр. Тăватă çул ирттертĕмĕр

унта. Чул турттармалла-и, йывăç

йăтмалла-и — транспорт пулман,

пĕтĕмпех хулпуççи çинче мекĕр-

лене-мекĕрлене сĕтĕрнĕ. Хĕлĕ

тата питĕ сивĕччĕ. Баракра 30-ăн

пурăнтăмăр. Тăватă çулта хăть

пĕр хутчен мунча кĕртесчĕ. Хĕрсен

çÿçĕ вăрăм, пыйтланса кайрăмăр.

Çак нушана çыннăн пурнăçĕнчи

чи илемлĕ вăхăтра — çамрăклăхра

— тÿссе ирттерме тиврĕ. Унашкал-

лине никамăн та курмалла ан пул-

тăрччĕ. Çĕнтерÿ кунне унтах кĕтсе

илтĕмĕр. Пĕрисем савăннипе таш-

ларĕç, юрларĕç, çывăх çыннисе-

не çухатнисем макăрчĕç. Маншăн

савăнăçчĕ, атте вăрçăран, конту-

зи илнĕ пулсан та, киле çаврăн-

са çитрĕ. Шел, нумаях пурăнай-

марĕ, суранĕ йывăрччĕ — пирĕнтен

ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. Вань-

кка та сусăрланса таврăнчĕ, унăн

ÿпкине пуля витĕр шăтарса тухнă,

— çамрăклăхне аса илчĕ Анна Мо-

хова. Унăн пулас упăшки Куля та

вăрçăра аманнă. — Эпĕ, нуша нумай

курнăскер, ăна качча тухма хирĕç

пулман. Ури сусăрланнăччĕ унăн,

йĕкĕте тиркемерĕм, çулталăкран

çемье çавăртăмăр. Анчах кăшт вă-

хăт иртсен ури çĕрме пуçларĕ, ăна

чĕркуççи таран татрĕç.

Виçĕ хĕрпе пĕр ывăла — Вальă-

на, Тоньăна, Тольăна, Надьăна —

кун çути парса ура çине тăратнă

Моховсем. Анна Семеновна кол-

хозра бригадăра вăй хунă.

— Эпĕ ÿркенмен, килти тата кол-

хоз ĕçĕсене уйăрса тăман. «Анна

аппа пулсан хăрамастăп эпĕ, ĕçе

часах вĕçлĕпĕр», — тетчĕ брига-

дир. — Мана хисеплетчĕç, уяв-

сенче парне — кĕпе, саппун çĕле-

мелĕх пусма — паратчĕç, — калаçрĕ

Анна Семеновна. Халĕ вăл ывăлĕн

çемйипе пурăнать. Анатолий Ни-

колаевич — водитель, çул-йĕр са-

рас ĕçре тăрăшать. Кинĕ Лида рай-

он больницинче медсестрара вăй

хурать. Анна Моховăн мăнукĕсем

Шупашкарта пурăнаççĕ: Аня — эко-

номист, Коля — программист.

— Ĕлĕкхипе танлаштарсан,

паян çăтмахри пек пурăнатпăр, —

терĕ ĕçпе тыл ветеранĕ. — Хамăн

пÿлĕмрех телевизор пур, ăна та

пăхатăп, хаçат та вулатăп. Кинпе

ывăла пенси укçипе «Çамрăксен

хаçатне» çырăнса паратăп. Хам

та ăна куçлăхпа вулатăп. Килĕшет

мана çак кăларăм. Тахçантанпах

çырăнатăп ăна. Çын шăпи çинчен

çырнине вулама юрататăп. Кин

те, ывăлăм та ĕç хыççăн хаçата

алла тытаççĕ. Канмалли кунсен-

че яла килнĕ мăнуксем те ăна

юратса вулаççĕ. Ура утнă чухне

пÿртре ларас килмест. Картише

тухса кĕретĕп, хĕлле юр хыркала-

тăп, çулла хапха умне шăлатăп,

пахчара çумлакалатăп. Ывăлпа

кин ĕçлеттересшĕн мар-ха мана.

Хам тĕллĕн кăштăртатса çÿретĕп, — çапла вĕçлерĕ

калаçăва «Çамрăксен хаçачĕн»

тантăшĕ Анна Мохова.

Надежда СМИРНОВА.

 


«Тĕрмерен манăн кил курăнатчĕ»

«Çамрăксен хаçачĕ» ăна пурнăçĕн чи йывăр тапхăрĕнче — тĕрмере ларнă члшшухне — чуна лăплантарма пулăшнине Владислав Яковлев уççăнах пĕлтерет. Йĕплĕ пралук леш енчен сăвă, статья вĕçтеретчĕ. Редакци ĕçченĕсене те палласа çитрĕ. Ирĕке тухсанах пире килсе курма шантарнăччĕ.

Ирĕкре никам та кĕтмен

Владислава пĕлтĕрхи çу уйăхĕнче ирĕке кă-

ларнă пулин те редакцие вăл çак кунсенче кăна

çитрĕ. Кучченеçсем, сăвă кĕнеки илсе килчĕ.

Хăй яка та чипер курăнать. Чунĕ уçă: «Мĕн ый-

татăр — йăлтах калатăп», — тесе кăна ларчĕ.

Вăл Çĕрпÿ районĕнчи Старак ялĕнче çурал-

са ÿснĕ. Кунтах шкула çÿренĕ. Салтак ячĕ тух-

сан хĕсметре тăнă. Унтан таврăнсан Çĕрпÿри

«Сельхозтехникăна» ĕçе кĕнĕ. Райпора, рай-

больницăра вăй хунă. Мĕншĕн тĕрмене лекни

пирки аса илесшĕнех марччĕ, çапах кăштах ка-

ларĕ. «2010 çулхи кăрлач уйăхĕнче под±ездра

хĕрарăм виллине тупнă. Ку хура ĕçе эпĕ тунă

имĕш. Ун чухне эрех те ĕçмен, тăп-тăр урăччĕ

эпĕ. Хам айăплă маррине ниепле те ĕненте-

реймерĕм, лайăх ваккат тытма укçа çукчĕ.

Пĕтĕмпех мана хирĕçле пулса тухрĕ. Шупаш-

кара полиграфпа тĕрĕслеме илсе килчĕç. Ан-

чах уголовлă ĕç материалĕнче ăна палăртман,

«техника хатĕрĕпе усă курман» тесе çырнă.

Следователь çапла характеристика панă:

эпĕ хаяр çилĕллĕ, хама тытса чараймастăп,

вăхăт-вăхăтăн астумастăп-мĕн. Тамара та,

арăм пулнăскер, ман пирки ырă сăмах кала-

ман. Эпĕ ăна çĕçĕ-пуртă айĕнче усранă имĕш.

Кусем пĕтĕмпех суя. Эпĕ çынна хĕнекен этем

мар, ăс-тăн çухатнипе те аптăрамастăп. Пуçра

темĕн чуль информаци упранать. Мана пĕле-

кенсем — ял халăхĕ, больницăра ĕçлекенсем

— эпĕ айăплă маррине ăнланаççĕ. Эпĕ çын

вĕлерме пултарнине ĕненмеççĕ вĕсем», —

иртнĕ вăхăта аса илчĕ Владислав. Кăрлачăн

14-мĕшĕнче ăна Çĕрпÿ тĕрмине хупнă. Ака уй-

ăхĕнче суд пулнă. Арçынна 9 çул та 6 уйăхлăха

кирпĕч шутлама янă. Çĕртме уйăхĕнче юсан-

малли 9-мĕш колоние илсе килнĕ. 2 эрнерен

ĕçе тухнă вăл. Тепĕр 3 çул иртсен тивĕçлĕ ка-

нăва кайнă. Çапах ĕçлеме пăрахман, куллен

çĕвĕ цехне тирпейлеме утнă. Каçхи сменăра

тăрăшнă вăл: 16 сехетре ĕçе кĕнĕ, çур çĕрте

тухнă. «Малтанхи 2-3 çулта йывăрччĕ. Кай-

ран унти йĕркене хăнăхрăм: çывăрса тăнă,

ĕçелле утнă… Пирус туртма пăрахрăм вĕт», — терĕ вăл.

Тĕрмере ларакансем хăйсенче пултару-

лăх уçни çĕнĕлĕх мар. Темĕн ăсталакан та пур

унта. Йывăр самантра чуна мĕнпе те пулин

йăпатмалла-çке. Владислава ирĕкре кĕтекен

çын пулман. Икĕ хĕрĕ пĕрре те пыман ун пат-

не. Арăмĕнчен вăл колоние лекичченех уйрăл-

нă. Пытармарĕ: арçын ун чухне эрех ĕçкеленĕ.

Урăх вăл авланман, Тамара та качча кайман.

Тăванĕсем хутран-ситрен «передача» леçме

килкеленĕ. Чунĕ çуннипе Владислав сăвă

çырма пуçланă. Вĕсене «Çĕрпÿ хыпарçи»

хаçата янă. Ăна вăл почта урлă çырăнса илнĕ.

Хаçатшăн вăрçăннă

2012 çулта тĕрмере ларакан çынна тăванĕсем «передачăри» япалана «Çамрăксен хаçачĕпе» чĕркесе панă.

Çав страница, кăштах вараланнăскер, Владиславăн аллине лекнĕ. Ву-

лама тытăннă та унран уйрăлайман. Ăна вăл

çырăнса илме тĕв тытнă. Пирĕн хаçата алла

тытсан пуçри йывăр шухăшсем сирĕлнĕ, пу-

рăнма вăй кĕнине туйнă вăл. «Ристансем хаçат

питех çырăнман, мĕншĕн тесен вĕсем çуха-

латчĕç. Хаçатсене малтан клуба илсе пыр-

са хуратчĕç. Отрядсенче телевизорсем пур

та телепрограммăллă кăларăмсене илсе кай-

са пĕтеретчĕç. Колонире 1200 çын таран ла-

ратчĕ малтан, кайран 600 çын хăварчĕç. Ри-

стансене урăх регионсене илсе кайрĕç. Кайран

библиотека штаба куçрĕ. Хаçатсем çухалнă-

шăн мĕн чуль куляннă-ши? Мĕн чухлĕ шăв-

шав çĕклерĕм пуль! Тепĕр номер килме вă-

хăт çитнĕ — эпĕ унчченхине те илмен-ха. «Та-

вай тупăр, хаçат ăçта?» — тесе пайтах шта-

ба утрăм, прокуратурăна çăхавлассипе хă-

ратрăм. Кайран йĕркелÿпе воспитани енĕпе

ĕçлекен пуçлăх улшăнчĕ те йĕркене кĕчĕ пăр-

так. Анчах вăл хаçатри телепрограмма стар-

ницине памастчĕ, ăна çуратчĕ. Тепĕр енчи

чи интереслĕ статьясене вулайманшăн ку-

лянаттăм. «Ман хаçат вăл, манăн харпăр-

лăх! Мĕншĕн çуратăр? Укçа тÿлесе илнĕ ăна.

Çырăнса илекен çын правине пăсатăр!» — тесе

вăрçăнаттăм. Çĕнĕ çул номерĕ, раштав уй-

ăхĕн вĕçĕнче тухаканни, манăн алла кăрлачăн

12-13-мĕшĕсенче кăна лекетчĕ, темшĕн кан-

целярире вырттарнă çавăн чуль. Шупашкар-

тан управленирен пĕр пуçлăх килчĕ те хаçат

нуши пирки каласа кăтартрăм. Тинех лару-

тăру йĕркеленчĕ. «Çамрăксен хаçачĕ» зонă-

ра алран алла каятчĕ. Мана кура тепĕр çын

та çырăнчĕ», — каласа кăтартрĕ Владислав.

Зонăри таксофонран тăтăшах шăнкăрав-

латчĕ вăл. Çыхăну татăлса кайни те пулка-

латчĕ те, пăшăрханатчĕ уншăн. «Сирĕн пата

тепĕр сăвă ярса патăм» е «Манăн хайлав

çитрĕ-и, хăçан пичетленет-ши?» — тесе пĕрмай

кăсăкланатчĕ. Штатра тăман ытти корреспон-

дентпа та туслашрĕ. Вулакан асăрхарĕ пулĕ —

кунта вĕсен «шайка» та йĕркеленчĕ: Чан Та-

рукĕ, Ташук, Çунатлă Ĕмĕт тата вăл. Çавсем

Владислав Яковлева псевдоним тупма сĕннĕ.

Зонăра ирхине уçăлса çÿренĕ чухне «зексем»

ăна Шурăмпуç Çăлтăрĕ хушма ят тупса панă.

Тĕрмери промзонăна та вăл кĕсйине хаçат чик-

се кĕнĕ, апла тума юраман пулин те. Каннă вă-

хăтра сканворд тупсăмĕсене шыранă.

Папкăна тĕкĕнмен

2014 çулта «Мĕн çинчен юрлать-ши шăп-

чăк?» сăвă çырнă та ун чухнехи редактора

Дмитрий Моисеева шăнкăравласа пĕлтернĕ.

Вăл ăна сăвва ярса пама ыйтнă. «Сирĕн пата

çитнĕ çĕре çĕмĕрт çурăлса пĕтет. Сăввин-

че çĕмĕрт пирки каланă йĕркесем пур», — ма-

ларах пичетлеме май тупасшăн çуннă автор.

Редактор ăна сăвва телефонпа вуласа пама

каланă, хăй хут çине çырса пынă. Кĕçех сăвă

«Çамрăксен хаçатĕнче» кун çути курнă. Анчах

вăл каллех Владислав патне çитеймен. Шта-

бра шăв-шав çĕклесен 2 кунран хаçата тупса

панă. Хавхаланнăскер редакцие сăвă тăтăш

яма тытăннă. Пирĕн кăларăмра унăн 16 сăв-

ви тухнă. Кĕнеке кăларасси пирки Дмитрий

Моисеевпа калаçнă та вăл ăна алçырусем

ярса пама ыйтнă. Дмитрий Андреевич вĕсене

хăех компьютерпа пичетленĕ. Владиславăн

виççĕмĕш сыпăкри пиччĕшĕ сăвăсене типо-

графие кайса панă. «Тăхăр çул хушшинче тă-

хăр сăвă çырасчĕ» ятпа кĕнеке 50 экземпляр-

па тухнă. Кĕнеке кăларма ятарласа укçа пухса

пынă автор. Зонăна ун патне 4 кĕнеке илсе кил-

се панă. 50 кĕнекине те вăл пар-

нелесе пĕтернĕ. Кайран тепĕр

25 экземпляр кун çути кăтартнă.

Вĕсене те салатнă. Унăн сутас

тĕллев пулман. Чунри ыратăва

кăларас, ял халăхĕ ăна ăнлан-

тăр, вăл çын вĕлерекен маррине

пĕлтĕр тесе кăларнă. Зонăра ăна

пĕрисем — Поэт, ытларахăшĕ Ват-

ти тесе чĕнме тытăннă. Хăйĕн ста-

тйисемпе сăввисем пичетленсен

вăл шăккалат, пирус йăтса хă-

рушсăрлăх енĕпе ĕçлекен

пая хаçата копи тутарма

утнă. Вĕсене йăлт пух-

са пынă, çынсене те

валеçнĕ. Хаçатсемпе ко-

писем унăн пÿлĕмĕнче

сумкăра упраннă. Уншăн

çавсенчен паха тупра

пулман. «Шмон» тума килсен пĕтĕм япала-

на кăларса тăкса ухтарнă. Яковлевăн «Газеты

с моими стихами» тесе çырнă папкăна вĕсем тĕкĕнмен.

Алина ИЗМАН.

 

СТАТЬЯНА КУН ÇУТИ КĂТАРТИЧЧЕН ЖУРНАЛИСТ МĔН КĂНА ТŸССЕ ИРТТЕРМЕСТ-ШИ? КОМАНДИРОВКĂНА КАЙСАН ТĔРЛĔ ПĂТĂРМАХА ÇАКЛАННИНЕ ВУЛАКАНСЕМ ПĔЛМЕÇÇĔ, ВĂЛ «КАДР» ХЫÇĔНЧЕ ЮЛАТЬ. ПАЯН СИРЕ СТАТЬЯРА ÇЫРĂНМАН САМАНТСЕМПЕ ПАЛЛАШТАРĂПĂР.

Журналистăн кирек мĕнле сăмах илтсен те чуна хытармалла. Вăрмар районĕнчи Кивĕ Вăрмар тăрăхне кайсан унти тÿре-шара пире питĕ кăмăллăн кĕтсе илчĕ. Сĕтел хушшине кăлпасси, чие çырли варенийĕ, çемçе кулач

кăларса хучĕç, вĕри чей ячĕç. Çав тăрăхра пĕçернĕ çăкăр чăннипех те чĕлхе çăтса ямалла тутлăччĕ, юратсах çирĕмĕр. Кулача лавккаран туянса хулана та илсе каясшăнччĕ. Сĕтел хушшинче ларнă май ку тăрăхри интереслĕ çынсем пирки, шапаша çÿрекен арçынсем çинчен ыйтса пĕлтĕмĕр. «Çăм Коли, Ваççа, Мишша…» — пÿрне хуçлатсах шутларĕç. Унтан урам тăрăх уткаласа статья персонажĕсене шырарăмăр. Лавкка умĕнче арçынсем пухăннăччĕ, вĕсемпе калаçрăмăр. Кун хыççăн хаçатра статья пичетленчĕ. Вăхăт нумай та иртмерĕ — редакцире телефон шăнкăртатрĕ. «Сире кунĕпе çитертĕмĕр, хăвăр япăх статья çырса кăлартăр!» — администраци ĕçченĕсем çапла каланине илтме, паллах, кăмăллах пулмарĕ. Критика статйи çырманччĕ-ха, çынсем, чăн ятне кăтартман  пулин те, Çăм Колине палласа илнĕ, ку администраци ĕçченĕсене те, арçыннăн арăмне те килĕшмен-мĕн. Кольăн мăшăрĕ ял тăрăхне пырсах вăрçнă тени пирĕн хăлхана та кĕчĕ.

Тавралăх ешĕл тум тăхăннă вăхăтра, çу уйăхĕнче, вăрманлă Йĕпреç тăрăхне

çул тытрăмăр. Интереслĕ статьясем хатĕрлерĕмĕр. Пĕччен пурăнакан хĕра-

рăм патĕнче пултăмăр, вăл ачисене пĕчченех ÿстерет. Анчах, ял çыннисем

систернĕ тăрăх, хĕрарăм ялти çемьесене пăтратать, арçынсене ĕçлеме çеç

чĕнет имĕш. Ăна питĕ тимлĕ итлесе лартăмăр, килте пушар тухни пирки каласа кă-

тартнă чухне куççуль те тухрĕ. Çав хĕрарăм, алă ĕçĕпе аппаланма юратаканскер,

пире хăй çыхнă нуски парнелерĕ. «Уй, мĕнле илме хăрамарăр? Тухатлать вĕт вăл!»

— тени хулана кайма тухсан та пуçран тухмарĕ. Чăтаймарăмăр, çул çинче машинă-

на чартăмăр, водительтен зажигалка илсе нускисене çунтарса ятăмăр. Тĕшмĕше

ĕненместпĕр-ха эпир, çапах сыхланакана Турă упрать.

Хусахсем пирки — уйрăм калаçу. Командировкăна каймассеренех ин-

тереслĕ «персона» тупăнать. Красноармейски районĕнчи Хусакасси-

не хĕлле çитрĕмĕр. «Кольăн пĕр грамм вутă та çук», — тесен эпир,

паллах, çав хусахпа паллашмасăр ялтан тухса каймарăмăр. Пÿрте

кĕтĕмĕр, çиелти тума хывма çук — сивĕ. Арçын хăй те вырăн çине хăçан сал-

тăнса выртнине астумасть. Ашшĕ-амăшĕ вилнĕренпе хуçалăхĕнче пĕр пăта

та çапман вăл, кăмакине хутма вутă çук, çатрака çунтарать. Пур-çук ăшă витĕр

çил вĕрекен çуртра ăçтан тытăнса тăтăр? Стенаран труççи çакăнса тăнине

курсан хусах çийĕнчех тÿрре тухрĕ — шкап çук вĕт унăн. Çимелли çуккине хăй

те пытармарĕ, пирусне вара чарăнмасăр мăкăрлантарать, эрехне ĕçет — хы-

рăм выççине ирттереççĕ пулинех.

«Пирĕн ялти пĕр хусаха тĕпчев институтне ямалла. Çимесĕр, эрех ĕçсе

мĕнле пурăнать вăл? Çакна тĕпчемелле», — терĕç Етĕрне районĕнчи Мăн

Сĕнтĕр тăрăхĕнче. Çав арçынпа тĕл пултăмăр. Чăнах та, тĕлĕнсе каймалла

япăх условисенче пурăнать вăл. Килĕнче çимелли çук, пахчара нимĕн те лар-

тман, тахçанхи ыхра çеç пăт-пат шăтнă. Пÿрте кĕрсен пĕртен-пĕр кастрюльне

уçса кăтартрĕ. Эпир хăранипе кăшкăрсах ятăмăр. Кастрюльтен симĕс мăнтăр шă-

насем сĕрлесе вĕçсе тухрĕç.

Лайăх пурăнакан хусахсем те пур. Комсомольски районĕнче пÿрт умне çитсе

тăрсан тĕлĕнтĕмĕр, тĕрĕсех килтĕмĕр-ши тесе ун-кун пăхкаларăмăр. Ара, халь-

ччен хусах илемлĕ те капмар çуртра пурăннине курманччĕ. Вăл çак çурта хăех хă-

партнă, инçетри хуласене ĕçлеме çÿрет. Хусах авланма шутламаннине, пĕр каçлăх

хĕрсемпе йăпанни те çителĕклĕ пулнине каларĕ, çур пурнăçĕ çинчен каласа кăтартрĕ.

«Атьăр-ха, сирĕн çинчен çырар. Эсир чăнкă хусах», — çапла каласа ÿкĕте кĕртме тă-

рăшрăмăр. Кĕтмен хăнасене кăларса ямарĕ, сĕтел хушшине лартса чей сĕнчĕ. Пĕччен

пурăнаканскер тирпейлĕ пулни сисĕнчĕ. Анчах «статья» сăмаха илтсенех арçын пире хă-

ратма пуçларĕ. Тăванĕсем пысăк должноçра ĕçлеççĕ-мĕн. Чăн та, «чăнкă» хусах пулчĕ ку…

2016 çулхи çу уйăхĕн вĕçĕнче Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Штанашра амăшĕн правинчен

хăтарнă хĕрарăм çинчен статья çырма кайнăччĕ. Хапха алăкне уçаймарăмăр, шалтан

питĕрнĕ пек ăнлантăмăр. Кил хуçисемпе тем пекех калаçасшăнччĕ. Тен, вĕсем килтех пуль

терĕмĕр. Алина Изман хапха айĕпе, йытă-кушак тухса çÿренĕ çĕртен, кĕме хатĕрленчĕ. Тепĕр кор-

респондент хăлăпа хытăрах турткаларĕ те алăк уçăлчĕ. Çавăн чухне хапха пирĕн çине тÿнсе каясран чун юлмарĕ. Тайăлнăскере хăмапа тĕревленĕччĕ. Кил картишĕнче ним латти çук: ишĕлчĕк хуралтăсем, тем çÿллĕш ÿснĕ курăк… Пÿрте çăрапа питĕрнĕччĕ. Йĕри-тавра пăхсан кунта çын пурăннăн туйăнмарĕ. Кил умĕнче хыткан икĕ кушак ларнинчен кăна хуçисем пуррине тавçăртăмăр. Хĕрарăм çак ялтах чаплă кил-çуртлă савни тупса ун патне пурăнма куçнăччĕ.

«Янтă çĕре кĕрсе ларчĕ те еркĕнĕн малтанхи арăмĕн çи-пуçне тăхăнса капăрланса çÿрет», — терĕç çав хĕрарăм пирки. Çĕртме уйăхĕн 2-мĕшĕнче «Эрех ĕçмесĕр чăт — ачусене каялла парĕç» статьяра вăл ачисене эрехпе улăштарни çинчен çырса кăтартрăмăр. Ăна «Хыпар» сайтĕнче çак каçăпа /ссылкăпа/ кĕрсе вулама пулать: hypar.ru/cv/ereh-ecmeser-chat-achusene-kayalla-parec.

Арăмне тăтăшах хĕненĕ, алимент тÿлеменшĕн тĕрмере темиçе хутчен ларса тухнă арçын патне килне кĕме епле хăраманнинчен паянхи кун та тĕлĕнетпĕр. 2016 çулхи ака уйăхĕнче пулнăччĕ ку. Комсомольски районĕнчи Кĕçĕн Çĕрпÿелти «персона нон грата» урамра çынсемпе калаçса тăнă чухне тупăнчĕ. Хăйĕн пурнăçĕ пирки шеллеттермелле калама тытăнчĕ. Имĕш, ăна арăмĕ тĕрмене хуптарасшăн, çуртне туртса илсе труççи вĕççĕн урама кăларса ярасшăн е вĕлересшĕн. Кунашкал историе хăлха тăратса итлеме хатĕр те ун хыççăн утрăмăр. Кил картишĕнче ăпăр-тапăр, пушă кĕленчесем йăваланатчĕç.

Тĕксĕм те хăтсăр пÿртне кĕрсенех шиклĕх туйăмĕ çуралчĕ. «Персона» сĕтел хушшине вырнаçрĕ те черккене бальзам тултарчĕ. «Сире ĕçтерместĕп, хам валли те сахал», — текелесе пушатрĕ. Эпир пушшех те хăрама тытăнтăмăр. Калаçкаласа ларнă хушăра ун патне юлташĕ кĕчĕ: «Эсĕ кунта майрасемпе терĕç». Йăлтăр-ялтăр шăлаварне стрелка тусах якатнă арçын пирĕнпе паллашас терĕ-ши? Кил хуçи ăна калаçтармарĕ, эрехĕпе хăналарĕ те ăсатма тухрĕ. Çав хушăра ĕçтешĕмпе пĕр-пĕрин çине кăн-н! пăхса илтĕмĕр: ку килтен епле тухса тармалла? Темĕн ку арçын килĕшми пулчĕ. Редакци водительне шăнкăравласа чĕнсе илесшĕнччĕ. Кĕçех «персона» кĕчĕ, пирусне мăкăрлантарма тытăнчĕ. «Тĕтĕме сывлаймастпăр, урама тухар-ха», — текелесе шăвăнасшăнччĕ. Арçын пирусне сÿнтерчĕ. «Çын хушшине тухмастпăр», — терĕ, малалла калаçрĕ. Кÿрши-арши каланă тăрăх, урă чухне унăн çăварĕнчен сăмах туртса кăларма çук — хĕр пек сăпайлă вăл. Ÿсĕр чухне килĕнчен çĕрлесĕр те кăларса ямасть имĕш. Пирĕнпе тĕл пулнă чухне арçын урă та, ÿсĕрех те марччĕ, çавăнпа эпир çĕрлечченех лармарăмăр. Статья ятне те «Кĕçĕн Çĕрпÿелти персона нон грата» ят патăмăр, вăл ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче кун çути курчĕ /hypar.ru/cv/kecen-cerpyelti-persona-non-grata/.

Çав районти Аслă Çĕрпÿелти Любимовсем пире шăнкăравласах чĕннĕччĕ. Çемье ун чухне инкек тÿснĕ: кÿрши вĕсен сарайне вут тивертнĕ. Кун пирки те, пускилпе хирĕçсе пурăнни çинчен те повеç çырмалăх каласа пачĕç. Командировка питĕ çăмăл иртрĕ, çыннисенчен сăмах туртса кăларас тесе хăшкăлма тивмерĕ.

Тепĕр чухне çапла та пулать: статья хатĕрлес тесен ыйтусене тем тĕрлĕ те çавăрттаратăн, лешсем партизан тейĕн — шарламаççĕ. Любимовсем патĕнче вара хамăр мар, диктофон ĕçлерĕ. /Тавах ăна!/ Эпир вара сĕтел хушшинче чаплă хăнасем пек саркаланса лартăмăр. Пирĕн ума, тем пек хирĕçлесен те, ресторанти пек тĕрлĕ ĕçме-çиме йăтрĕç /hypar.ru/cv/epir-cunnine-kyrshesem-yarmarkkari-pek-pahsa-tachec/.

Командировкăсенчи самантсемпе Ирина АЛЕКСЕЕВА, Алина ИЗМАН, Ольга КАЛИТОВА, Ирина КОШКИНА паллаштарнă.

Материалсен тулли версийĕпе  паллашас тесен...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.