Комментари хушас

7 Раштав, 2020

Патшалăх çăмăллăхсем çинчен кашнинех пĕлтерĕ

Иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан кăçалхи кăрлач-чÿк уйăхĕсенче республикăри промышленноç производствин индексĕ 99,6% танлашнă. Пандеми витĕмĕ тата киревсĕртерех пуласса та кĕтме май пурччĕ пуль те — ку, телее, тÿрре тухмарĕ. Çак тата ытти кăтартăва тунтикун экономика аталанăвĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Надежда Столярова пĕлтерчĕ — ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен планеркăра республикăн вунпĕр уйăхри социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне тишкерсе хакларĕç.

Промышленноç производстви кăшт чакнă терĕмĕр, çапах пĕтĕмĕшле кăтарту пурпĕр Раççейри вăтам шайран пысăкраххине палăртма кăмăллă. Çав вăхăтрах индустри отраслĕн хăш-пĕр енĕпе самай пысăк ÿсĕм те пур. Пĕрлех — чылай чакнисем те. Сăмахран, чукун çул вакунĕсем валли шăратса изделисем тăвассин кăтартăвĕсем çурри чухлех пĕчĕкленнĕ. Анчах коронавирус инфекцийĕ хăш-пĕр предприятие пулăшнă теме те май пур: «Химпром» çĕнĕ йышши антисептиксем туса кăларассине йĕркеленĕ, «Яхтинг», «Лента» маскăсем кăларса производствăна анлăлатнă.

Ял хуçалăхĕн кăтартăвĕсем ÿсĕмлĕ. «Чебомилк», «Акконд» предприятисем, Киров ячĕллĕ тата «Коминтерн» хуçалăхсем выльăх-чĕрлĕх комплексĕсен строительствин проекчĕсене пурнăçлас енĕпе ĕçлеççĕ. Строительсем те кĕрĕк арки йăваласа лармаççĕ: тĕп хулари Çĕнĕ хулара, Университет микрорайонĕнче пурăнмалли çурт-йĕр çĕклесси анлăн пурнăçланать.

Предпринимательсем те ĕçсĕр мар. Вĕсен шучĕ пысăкланман, çав вăхăтрах хăйсем тĕллĕн ĕçлекенсен шучĕ хушăнсах пынине палăртмалла. Вĕсене «легализациленĕ» саккун вăя кĕнĕренпе çур çул кăна иртнĕ-ха, Чăваш Енре вара хăйсем тĕллĕн ĕçлемешкĕн регистрациленнисен шучĕ 5 пинрен те иртме ĕлкĕрнĕ.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.