«Чăваш хĕрарăмĕ» 48 (1173) № 03.12.2020
Надежда Воюцкая 10-мĕш класс хыççăн артисткăна вĕренес ĕмĕтпе çунатланнă. 1, 2, 3 тур витĕр ăнăçлах тухнă. Сцена çинче купальникпе утмаллине пĕлсен япалисене пуçтарса тăван яла — Вăрнар районĕнчи Шĕнер Ишеке — вĕçтернĕ. Çакна хăй вăтаннипе çыхăнтарать. Ăна килте çывăх çыннисем савăнсах кĕтсе илнĕ. Амăшĕ артиста мар, медицина ĕçченне вĕренме ÿкĕтленĕ.
«Çав кун урамра утă типĕтеттĕмĕр. Почтальон телеграмма илсе килчĕ. Чăваш патшалăх академи драма театрĕн пултарулăх ертÿçи Владимир Смирнов мана, Макарова хушаматлăскерне, пулас студентсен хушшинче шыраттарнă. Тупайманран каялла таврăнма чĕнсе телеграмма вĕçтернĕ. Ун чухне купальникпе сцена çине тухмалли тапхăр иртнĕччĕ ĕнтĕ», — йăл кулăпа çуталать Надежда Сильвестровна.
Хĕр конкурс комиссийĕн йышне тĕрлĕ енлĕ пултарулăхĕпе тыткăнланă. Çав вăхăтрах унпа аттестатри пĕртен-пĕр «3» паллă тавра, паллах, сăмах пуçармасăр пултарайман. «Ĕç урокĕнче «3» илни кахал пулнине кăтартать-и?» — ыйтнă çамрăкран. Шкул ачисене «Беларуç» тракторпа çÿреме вĕрентнĕ-мĕн. Надежда Макарова практикăна кайман, çавăнпах япăх паллă çаклатнă. Унсăр пуçне шкулти ĕç мастерскойĕнче хĕрсене каччăсемпе пĕрле йĕтĕр е йывăçран урăх япала тума вĕрентнĕ.
«Тĕрĕссипе, Шупашкара килме хитре çи-пуç та пулман. Пĕр парта хушшинче ларнă Зойăран джинс юбка илтĕм. Аппан сарă нейлон кофтине тăхăнтăм. Валерий Яковлев Мускаври профессорсем килсен сарă çав кофтăна тăхăнма сĕнчĕ. Ун чухне килĕшÿллĕ çав хатĕре аппа илсе кайнăччĕ ĕнтĕ», — аса илет ЧР тава тивĕçлĕ артистки Надежда Воюцкая.
Ашшĕ артиста вĕренме чарман
7 ачаллă çемьере çитĕннĕ вăл. Ашшĕ Сильвестр Макарович кĕçнерни кунсерен Нурăс пасарне уйран çÿпçи, çунашка сутма тухнă. Кил хуçи ăсталанă япаласене хĕрĕсем 7 çухрăм туртса утнă. Шкулта уроксем пуçланиччен палăртнă вырăна çитерсе хăварнă. Хăйсем вăтаннă. «Халь пулсан аттен алли витĕр тухнă япаласене пĕтĕм халăха кăтартăттăм. Вăл кĕрепле те, тĕрлĕ ĕç хатĕрĕ те ăсталатчĕ. Пĕччен хĕрарăмсене çава туптаса паратчĕ. Уншăн укçа та илмен. «Çынна ырă тумалла», — тетчĕ. Атте мана Мускава вĕренме ямашкăн çине тăчĕ. «Ульяна, ачана хăйĕн çулне шырамашкăн ан чар», — калаçу пуçарчĕ аннепе», — çывăх çыннисемпе мăнаçланнине палăртать Надежда Сильвестровна. Нумай ача ашшĕ çемье бюджетне пысăклатас тĕллевпех Киров облаçĕнче ĕçлесе пурăннă. Киле посылка янă.
Йышлă çемьери ачасене çипуç çĕлесе пама пусма çитмен. Улттăмĕш çуралнă Надежда валли аппăшĕсенчен юлнă татăккĕсĕкрен кĕпе майласа тăхăнтартнă. «Хам ятран тумтир çĕлесе парăр-ха», — ыйтнă пĕчĕкскер.
Артист пулас туртăм ача чухнех палăрнине тĕслĕхсемпе çирĕплетет Надежда Воюцкая. Шкул вăхăтĕнче хĕр тантăшĕпе иккĕшне вожатăя суйланă. Хайхисем вĕренекенсемпе пĕрле çийĕнчех концерт хатĕрлеме пуçланă. Хăйсен пултарулăхĕпе паллаштармашкăн тĕрлĕ яла çитнĕ. Пĕррехинче ачасем йывăр тиевлĕ машинăпа Çĕрпеле тухса кайнă. Каялла таврăннă чухне транспорт çĕмĕрĕлнĕ. Апла пулин те вырăнти артистсем çухалса кайман. Шĕнер Ишеке çитес тесе çĕрĕпе утнă.
Ача чухне сетка çыхни унăн асĕнче çырăнса юлнă. Шкул ÿсĕмĕнчисем лармана пухăннă. Çур çĕр иртни 2 сехетре ĕçе пуçăнас тĕллевпе пĕр-пĕрин патĕнче çывăрнă. Çапла тума вĕсене, паллах, никам та хушман. Ку енĕпе Надежда Сильвестровнăна çитекен пулман. Уйăхне 300-шер сетка çыхнă. Сăмах май, çак укçапа туяннă пальтопа Мускава вĕренме кайнă.
Каçару ыйтнăн аллине тăснă
Сергейпе Надежда Воюцкисен пĕртен-пĕр хĕрĕ Анастасия аслă шкулта ют чĕлхесен факультетĕнче пĕлÿ илнĕ. Вăл ашшĕпе амăшĕ М.Щепкин ячĕллĕ театр институтĕнче вĕреннĕ вăхăтра çут тĕнчене килнĕ.
ра çут тĕнчене килнĕ. «Мăшăрăм Сергей Воюцкий Николаев хулинче çуралнă. Çÿллĕ кĕлеткеллĕ, сăнĕпе илĕртÿллĕ... Ăна хĕрарăмсем çаврăнсах пăхса юлатчĕç. Çакă арçынна та килĕшнĕ ахăр. Унпа виçĕ çул кăна пĕрле пурăнтăмăр.
Мĕншĕн уйрăлнине хамăр та ăнланса юлаймарăмăр. Упăшкана тимлĕх ытларах уйăрмалла пулнă-тăр. Эпĕ пушă вăхăта Настьăпа ирттерме тăрăшнă. Унсăр пуçне гастрольсем икĕ уйăха тăсăлатчĕç», — каласа кăтартать артистка. Мăшăрĕнчен уйрăлсан хĕрарăм кĕске вăхăтрах 9 килограмм начарланнă. Темле хытă хуйхăрсан та хăватлă çав туйăма — юратăва — ăшĕнче упранă.
«Упăшкапа пурăннă вăхăт ырă самантсемпе асра юлчĕ. Ванна кĕнĕ вăхăтра та кофе пырса паратчĕ вăл. Пĕрре темшĕн сасă хăпартса калаçнăччĕ. Эпĕ, кÿреннĕскер, ача кÿми тĕксе урама тухрăм. Каялла таврăнсан хăйне евĕрлĕ ÿкерчĕк куç тĕлне пулчĕ. Сергей качча тухма ыйтнă чухне пукане парнеленĕччĕ. Ăна манăн çăматта тăхăнтартнă. Хăй илнĕ халата уртса янă. Вĕçне урайне майлаштарса хунă. Пукане каçару ыйтнăн аллине ман еннелле тăснă. Унашкаллине курсан, паллах, çилĕ иртсе кайрĕ», — пытармасть Надежда Сильвестровна.
Çемье салансан та Надежда Воюцкая Украинăра пурăнакан хунямăшĕпе çыхăнăва татман. Сцена ăсти гастрольте çÿренĕ вăхăтра мăнукне асламăшĕ Алла Петровна пăхнă. Тĕпренчĕкне ашшĕ хăех тăван тăрăхне леçнĕ.
«Хунямапа пĕр çăвартан пурăнаттăмăр. Хура тинĕс хĕрринче пĕрле канмашкăн хăех путевка илетчĕ. Шупашкара посылка яратчĕ. Кĕпе çĕлетмешкĕн пусма таранах чикетчĕ. «Надьăн шалăвĕпе хăйне кирлĕ пек усă курмалла. Санăн хăвăн çемйÿне тата Настьăна укçапа тивĕçтермелле», — ывăлне ăс паратчĕ иккĕмĕш анне. Вăл мана питĕ юрататчĕ. Украинăна хăнана кайсассăн Алла Петровна ĕçрен таврăниччен килте тирпейлеттĕм, япаласене алăпа çăваттăм. Шел, 70 çулхи юбилее хатĕрленнĕ чухне ăнăçсăр ÿксе пурнăçран уйрăлнă вăл», — тăсăлать калаçу.
Макăракан сăнар
Анастасия Воюцкая Дубайра ĕçленĕ вăхăтра амăшĕ те инçе çула тухнă. «Çав хулара юмах тĕнчине лекнĕнех туйăнчĕ. Тинĕсре шыва кĕни, çут çанталăкпа киленни çаплипех куç умĕнче», — аса илĕвĕнче иртнине таврăнать артистка. Хĕрĕпе пĕрле Парижри паллă вырăнсене çитсе курнине те палăртать.
Халĕ хĕрĕ Индире пурăнать. Унта йога академийĕнче пĕлĕвне тарăнлатнă вăл. «Манăн чи пысăк ĕмĕт Настьăпа çыхăннă. Тĕпренчĕкĕм çемье çавăрнине, ача-пăча çуратнине курас килет», — хушса калать амăшĕ.
Марина ТУМАЛАНОВА.
Каçарма пулать те — сутни манăçмасть…
«Кекс ят панă йытта уйăх каялла илсе кайрăмăр. Чăн та, вăл халĕ Рекс ятлă. Выляма питĕ юратать, туслăха хаклать. Кил таврашĕнче ирĕклех çÿрет, питĕ сайра хутра кăна сăнчăрпа кăкаратпăр. Хуралçă тивĕçне çÿллĕ шайра пурнăçлать. Чăхсемпе туслашрĕ, тĕрĕсрех, вĕсене халĕ асăрхамасть те. Кушака та хăвалама пăрахрĕ. Темиçе хутчен пулла кайса килчĕ. Çынсемпе хаваспах паллашать, çырма-çатра тăрăх чупма килĕштерет…» Çакă — килсĕр-хуçасăр чĕр чунсене вăхăтлăх тытмалли Шупашкарти пунктран илсе кайнă йытă пирки çырса пĕлтерни. Анлăрах пĕлтерĕшне пăхсан вара — чĕр чунпа этем пĕр-пĕрне тупни çинчен.
Эпир хамăр хăнăхтарнă чунсемшĕн яваплă текен каларăш пур. Шел, паянхи чăнлăхран айккинче тăрать вăл. Хуçасăр йытă-кушак пирки мĕн чухлĕ калаçатпăр, мĕн чухлĕ çыратпăр. Чулланса хытнă чуна ниепле те çемçетме çук. Тĕрлĕ сăлтавпа вăл е ку хваттерте е çуртра чупкалама пуçлаççĕ Мăр-мăрсемпе Кампурсем. Пĕри пепкине çуралнă кунпа е ытти уявпа парнелет, тепри хăех туянать. Вăхăт иртсен чĕрĕ çак тетте хуçине йăлăхтарса çитерет те ăна урама кăларса ывăтаççĕ. Эсир тĕрĕсех вуларăр, кăларса ямаççĕ, шăпах — ывăтаççĕ. Нумаях пулмасть çÿлерех асăннă центрта та шăпах çапла пулса иртнĕ — халăхра «чăнкă» шутланакан машина хайхи центртан инçех мар çитсе чарăннă, шалтан йытта кăларса пăрахса хăварнă… Паллах, кунта ĕçлекенсем чĕр чуна урамра хÿтлĕхсĕр хăварман. Анчах та пĕрре сутнă çынна тепре ĕненме-шанма пултарĕ-и чĕрĕ чун? Каçарма пулать те сутни манăçмасть теççĕ вĕт.
Çапла, пурăнма кашниннех ирĕк пур. Центра ахальтен мар çапларах ят панă. 450 йыт-качка валли вырăн пур унта. Анчах та ыр кăмăллăх мелĕпе тытăнса тăраканскерте ăшши те сахалрах, апачĕ те тăрани-тăранайми кăна. Кашни чĕр чуна чун ăшшипе тивĕçтересси пирки, паллах, калаçмалли те çук. Унсăр пуçне урамри çапкаланчăк йытăсене «çын ĕретне» кĕртме тăрăшаççĕ центрта. Хуçасăр анчăксене тытакан служба ĕçченĕсем кунта илсе çитерсен çăваççĕ-тасатаççĕ, чирлĕ пулсан сиплеççĕ, прививка та тăваççĕ. Уйрăмах хаяррисемпе кинологсем ĕçлеççĕ. Анчах çакна валли йăлтах укçа-тенкĕ кирлĕ-çке. Çавăнпах унта тăтăшах акци йĕркелесси йăлана кĕнĕ. Калăпăр, волонтерсем вĕсене «телей шырама» пулăшаççĕ. Вулакан асăрханă-тăр: суту-илÿ пысăк центрĕсенче хăш-пĕр чухне хуçасăр йытăсен ярмăркки иртет. Палăртнă тĕллеве пурнăçласан — вăл е ку янавара çĕнĕ хуçасем илсе кайсан — чĕр чунсенчен ытларах волонтерсем савăнаççĕ ахăр. Çемьере çапах та лайăхрах-çке.
Паян пурнăç социаллă сетьсене куçса пырать. Çак юхăма — килĕшет-и вăл пире е килĕшмест-и — ниепле те чараймăпăр. Интернетра паллашасси, вăл е ку тавара туянасси тахçанах йăлана кĕнĕ. Халĕ лавккана та çÿремелле мар — йăлтах киле илсе пыма шантараççĕ. Тĕрлĕ пĕлтерÿ хушшинче йытă-кушакпа çыхăнни те тăтăшах çакланать. Куç умне пулакан сăмахсем савăнтармасăр пултараймаççĕ. Кунсерен тенĕ пек хуçасăр пĕр йытă та пулин центрпа сыв пуллашатех. Статья пуçламăшĕнче илсе кăтартнă тĕслĕх те — çав йышран. Кекс-Рекс çĕнĕ çемьере хÿтлĕх тупасса шанас килет.
Телее, паян пурте чунпа чулланнă темешкĕн сăлтав çук. Çынлăха, шеллес туйăма çухатманнисем çапах та ытларах пирĕн хушăра. Ахальтен-и тăватă ураллă тусне çухатсан мĕнлерех кулянаççĕ хуçисем. Ăна шырани пирки пĕлтерÿсем вырнаçтараççĕ. Нумаях пулмасть кăна-ха пĕр социаллă сетьре самоед йышши йытта Элĕк тăрăхĕнче çухатни пирки пĕлтерчĕç. Çавăнтах комментарисем вĕçме пуçларĕç. Пĕрисем хайхискерне район центрĕ еннелле пынине курнă-мĕн. Тепри вара анчăк кăшт çеç машина айне пулманнине пĕлтерт. Ара, хăй тĕллĕн çÿреме хăнăхман ĕнтĕ вăл урамра. Халĕ, аташса кайнă хыççăн, паллах, пĕр вырăнта лармасть. Чупать, хуçисене шырать. Телее, кĕçех чуна лăплантаракан хыпар çитрĕ — йытăпа хуçисем тĕл пулнă.
Маргарита ИЛЬИНА.
«Кĕпепе» çуралнисем
Кăçалхи чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕ Чăваш Ен историне ылтăн сас паллисемпе çырăнса юлĕ. Çак кун республикăмăр пуçласа Чăваш тĕррин кунне паллă турĕ. Халăхăмăршăн тĕрĕ-эреш — мăнаçланмалли пуянлăх шутĕнче. Çи-пуçпа тĕрлĕ япалана хÿхĕмлетмелли мел кăна мар вăл, пĕлтерĕш-вăрттăнлăх пытаннă ăс-хакăл пурлăхĕ те.
Чи малтанхи хут иртрĕ пулин те асăннă уяв ырă чылай пулăмпа асра юлчĕ. Сăмахран, çак кун хăйне евĕр акци иртрĕ. Чăваш Енре çуралнă кашни пепкене асăнмалăх тĕрĕллĕ парне — тин çуралнисен кĕпи — тивĕçрĕ.
Президент перинаталь центрĕн тĕп тухтăрĕ Ольга Рябухина тин кун çути курнă пепкесен амăшĕсене чунтан саламланă май ырă суннă: «Наци тĕрриллĕ парне вĕсене упраса тăтăр». Çак кун центрта 12 ача çуралнă.
Тĕрĕçĕ мăнукĕ чи малтан сас панă
Асăннă кун ача çуратмалли çак центрта чи малтан, 00 сехет те 55 минутра, хĕр пĕрчи Анита çут тĕнчене килнĕ. Çакă хăйне евĕр паллă пекех: йĕппе çип тытса эреш-тĕрĕ тăвакан этемлĕхĕн черчен çуррин йышĕнче ытларах вĕт. Кÿкеçре пурăнакан Вероникăпа Владимир Быковсен çемйинче иккĕмĕш кайăк вăл, иккĕмĕш чиперук. 10 çулти Лидия ашшĕпе амăшне йăмăк парнелеме ыйтнине çÿлти хăватсем илтнĕ тейĕн.
— Тухтăрсем палăртнă тăрăх маларах çăмăлланмаллаччĕ. Хĕрĕм уяв кунĕччен тăхтас терĕ-ши? Хамăн аннеçĕм Лидия Аркадьевна «Паха тĕрĕ» предприятире чылай çул ĕçлерĕ. Хушăран ĕç нумаййипе тĕрĕллĕ япаласен элеменчĕсене эрешлеме киле те илсе килетчĕ. Анне ăсталанă салфетка, çуха халĕ те упранаççĕ. Чăваш тĕрринче çип тĕсĕн, кашни эрешĕн хăйĕн пĕлтерĕшĕ пуррине эпир çывăх çыннăмăр каланинчен ачаранах пĕлетпĕр, — наци асăннă пуянлăхĕ хăйсен çемйишĕн яланах çывăх пулнине ĕнентерет декрета кайиччен Шупашкарти электромеханика колледжĕнче «информаци хăрушсăрлăхĕ» предмет вĕрентнĕ Вероника Германовна.
Мария Кузьминан ачалăхĕ Мари Элри Горномарийски районĕнче Юлъялы ялĕнче иртнĕ. Шупашкара 9 çул каялла ĕçлеме килнĕскер хăйсен тăрăхĕнчи каччăпа Алексейпе çемье çавăрсан та чăвашсен тĕп хулинчех юлма шухăшланă.
— Кÿршĕрех вĕт, Атăл урлă кăна — хамăрăн тăван кĕтесе те çитсе килме инçех мар, — хăйне шĕкĕр хуламăрта хăтлă туйнине пытармасть чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче пĕрремĕш хут амăшĕ пулса тăнă хĕрарăм.
Уяв та — пирвайхи. Ывăлне алла илнĕ кун Кузьминсен çемйинне çеç мар, Чăваш Ен историне кĕрсе юлни хавхалану кÿнине калать Мария.
— Мари Элра хальлĕхе кунашкал уяв çук. Чăвашсем маттур: наци пуянлăхĕпе мăнаçланмаллине, йăхран йăха куçакан культура çитĕнĕвĕсене манма юраманнине ăнланса ятарлă кун палăртрĕç, — терĕ парнесен хушшинчи «Чăваш тĕрри» кĕнекепе паллашма та тытăннăскер.
Ирина ИВАНОВА
Чăваш ялĕн илемĕ
Чăваш наци конгресĕ регионсен хушшинчи «Хĕрарăм, сан умăнта таятăп пуçăма» конкурса пĕтĕмлетрĕ. Ăна Чăваш автономийĕ — 100 çул, Аслă Çĕнтерÿ 75 çул тултарнине тата Ял хĕрарăмĕсен пĕтĕм тĕнчери кунне халалланă.
Конгресăн «Чăваш хĕрарăмĕ» комитечĕн пуçарăвĕпе кăçал иккĕмĕш çул иртекенскерне ялсенчи чи маттур та пултаруллă хĕрарăмсем хутшăнчĕç. Конкурсăн пĕлтерĕшĕ пысăк. Тупăшăва хутшăннисем самана таппипе тан утнине, халăхăмăрăн пуянлăхне, авалхи ырă йăласене ăша хывса пурăннине, илемлĕ те пуян чĕлхемĕре юратнине тата çемье ăшшине упраса хутшăнусене çирĕплетсе пынине кăтартса пачĕç.
Малтанах хĕрарăмсем Красноармейскипе Комсомольски районĕсенче иртнĕ тупăшăва хутшăнса финала тухмалли çул-йĕре парăнтарчĕç. Унта çĕнтернисен пултарулăхне сумлă жюри инçет-курав мелĕпе хакларĕ. Тÿресен йышĕнче ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, паллă поэт Раиса Сарпи /председатель/, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, ЧНК «Чăваш хĕрарăмĕ» комитет ертÿçи Юлия Мареева, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, ЧНК прессслужба ертÿçи Зоя Яковлева, Шупашкарти Çеcпĕл Мишши музейĕн ертÿçи, комитет пайташĕ Антонина Андреева, «Сурпан» ташă ушкăнĕн ертÿçи, ЧНК «Чăваш хĕрарăмĕ» тата культура комитечĕсен пайташĕ Надежда Васильева. Чи маттуррисене палăртма çăмăлах пулмарĕ, мĕншĕн тесен конкурса хутшăнакансем питĕ тăрăшса хатĕрленнĕ. Çемье вучахĕн ăшшине упракансем авалхи йăла-йĕркене тарăннăн тишкернине, çак ĕçе мăшăрĕсене, çамрăксемпе ачасене те явăçтарнине, чăвашла таса калаçнине ырламалла кăна. Хĕрарăм аллинче 40 тĕрлĕ ĕç вĕрет тенĕ халăхра. Конкурса хутшăнакансем 5 тупăшу витĕр тухса çак сăмахсен чăнлăхне çирĕплетрĕç. Вĕсем ал ĕçĕн ăстисем пулнине, чăваш апат-çимĕçне янтăлассипе маттуррине, йăла-йĕркене пĕлнине, ăна упрассипе курăмлă ĕçленине кăтартрĕç. Хăш-пĕр йăла манăçа тухма та пуçланă-тăр. Конкурсанткăсем «Пĕчĕк ачанне шăрт кăларнине», Мăнкун йăли-йĕркине, Çăварние тата тăла пусакансен йăлисене аса илтерчĕç.
Юлия МАРЕЕВА, «Чăваш хĕрарăмĕ» комитет председателĕ.
Чан сассипе:ĕçе те, ĕçрен те
1941 çулхи юпа уйăхĕнче, çĕршывра хÿтĕлев чиккисем йĕркелеме пуçласан, Чăваш Енре те хĕрÿ ĕçе пуçăннă. Хусан чиккине хăтлама хатĕрленнĕ май вăл Тăвай районĕн çĕрĕ витĕр иртмеллине, ку тăрăхра 50 çухрăма тăсăлассине палăртнă. Капашлă стройкăна вăрçă тухнă çул юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче пуçăннă та 1942 çулхи кăрлачăн 25-мĕшĕнче вĕçленĕ. Çак тапхăрта куллен районти тĕрлĕ лаптăкра 14 пин ытла çын ĕçленĕ. Окоп, дот тата ытти сооружени чавса çирĕплетнĕ çĕрте вырăнтисемпе пĕрлех ытти тăрăхран килнисем те тăрăшнă.
Тăвайри тавра пĕлÿ халăх музейĕн ертÿçи Владимир Федоров Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин историйĕнчи çав страницăсем çинчен хăй аваллăх управĕнче вăй хунăран кăна мар, çывăх тăванĕсем паттăрла ĕçе хутшăннăран та пĕлет.
— Районти кашни яла уйрăм лаптăк уйăрса панă. Тăван Тĕмер ялĕнче пурăнакансем Кĕрше çумĕнче окоп чавнă. Ялти чылай хĕрарăмпа, çамрăк йĕкĕтсемпе пĕрле манăн анне Дарья Константинова та, ватă кукамай Мария Албутова та стратеги пĕлтерĕшлĕ стройкăна хутшăннă. 8-9 çухрăмри яла лашапа кайнине каласа кăтартатчĕ чи çывăх çыннăм. Ĕçре канмалли кун уйăрман, киле кайса килме те ирĕк парасшăн пулман. Çанталăк хĕлле питĕ сивĕ тăнăран — хĕрĕх градусран иртнине калатчĕ анне — çынсен питне ним мар тăм илнĕ, алсапа сăтăрсан юн тухнă-мĕн. Шăннă çĕре таккаса-катса тарланă, çиелти тумтирĕ çавна пула пăрланса ларнă. Çапах та пĕтĕм вăя пухса ниме пăхмасăр тăрмашнă хĕрарăмсемпе вăрçа кайма ĕлкĕреймен арçынсем, çул çитмен çамрăксем. «Сывлăш çавăрса илме те çукчĕ: çар çыннисем шав унталла-кунталла утса тĕрĕслесех çÿретчĕç. Фронтра çапăçакансем тата ытларах нуша кураççĕ-тĕр тесе шухăшлаттăмăр та шăла çыртса тапаланаттăмăр», — çапла каласа кăтартни асрах, — Владимир Валериянович нуша-терт тÿснĕ çывăх çыннине вăл çак тĕнчерен уйрăлса кайнă хыççăн та чунтан хĕрхенни сисĕнет. — Атте вăрçа кайнă. Ленинград ункинче çапăçнă. Хĕрлĕ Çăлтăр орденне тивĕçнĕскер блокадăна сăнласа ÿкернĕ пĕр фильма курнă май: «Çав хурăнсен хыçĕнче тăшмана хирĕç тăнă эпир», — тесе телевизор экранне тĕлленĕччĕ. Анне çав самантра хăйсем окоп чавнине аса илчĕ. Эпир ача кăначчĕ ун чухне. Аннепе атте вăрçă хыççăн темиçе çултан пĕрлешнĕ.
Тĕмерте пурăнакансенчен икĕ бригада йĕркеленĕ. Пĕр ушкăна — Андрей Хумышев, теприне Семен Кучеров ертсе пынă. Окоп чавакансене Кĕршере пурăнакан çемьесен килне вырнаçтарнă. Пĕр вăхăт — пĕрисем, кăштахран теприсем хваттере янă йывăр ĕçре тăрăшакансене. Тăвай музейĕн архивĕнче Елена Кайсарова /Владимир Федоров пĕр ялта пурăннăскере Елькка аппа тесе калать/ аса илĕвĕсем упранаççĕ. Хăйсем мĕнле условисенче пурăннине çапларах палăртнă вăл: «Ĕçлекенсем валли çăкăр пĕçерекенсем патĕнче пурăнтăмăр. Пÿртĕнче ăшăччĕ. Выртса тăма урайне çĕтĕк-çурăк сарса паратчĕç. Ирех тăрса ĕçе васкаттăмăр. Чан çапнă çĕре çитмеллеччĕ. Ĕç кунĕ вĕçленнине те чан сасси пĕлтеретчĕ. Выçăллă-тутăллăскерсем тепĕр чухне хваттере аран çитсе ÿкеттĕмĕр. Каçхи апат унта çиеттĕмĕр. Кăнтăр апачĕ валли хĕве çăкăр чĕлли чиксе тухаттăмăр».
Ирина ИВАНОВА
Пĕчĕк чунăн пысăк нуши
Пĕчĕк-ха вăл, нумай япалана ăнланмасть. Злата кăна мар, ашшĕ-амăшĕ те, çывăх çыннисем те, тĕрĕссипе, никам та çут тĕнчене тин çеç килнĕ пĕчĕк чуна мĕншĕн çакăн пек шăпа пÿрнине ăнланма хевте çитереймест. Çулталăк та тултарманскере усал чир кунран-кун хавшатать. «Пирĕн хĕр сывă çуралчĕ, нимĕнле чир палли те çукчĕ. Анчах пĕр уйăх çурăран ури хускалма пăрахрĕ. Амăшĕпе иккĕшĕ больницăна выртрĕç. Сипленнĕ хыççăн йăлтах йĕркеллĕ пуласса шантăмăр. Тухтăрсем те малтанласа хăрушлăх курмарĕç. Каярахпа вара усал диагноз лартрĕç», — йывăррăн калаçрĕ Александр. Тĕрĕссипе, тăван тĕпренчĕкĕ чирлени пирки каласа кăтартма кама çăмăл? Апла пулин те Александрпа Светлана çирĕплĕхе, чăтăмлăха çухатмаççĕ, пĕчĕк хĕрне вилĕм аллинчен туртса илессе чунтан шанаççĕ.
Златăна сайра тĕл пулакан генетика чирĕ нушалантарать. Çурăм тĕртĕмĕ вăйсăрланни ача ĕмĕрне шутлă кунсенче кĕскетет. Вăхăтра пулăшу памасан пĕчĕкскер икĕ çултан ытла пурăнаймасть, питĕ йывăр асапланса пурнăçран уйрăлать. Специалистсем каланă тăрăх, малтан ура хускалма пăрахать, кайран çурăм, унтан алă ĕçлеме чарăнать. Юлашкинчен ача хăй тĕллĕн апат çиейми, сывлайми пулать…
Чиртен хăтăлма пулать. Пĕтĕмпе те пĕр укол кăна кирлĕ. Анчах сиплев питĕ хаклă. Укола хальхи вăхăтра Раççейрех тăваççĕ, ĕлĕкхи пек ют çĕршыва çÿремелле мар. Сиплев тухăçлăхне çирĕплетекен тĕслĕх те пур. Чирлĕ гена сыввипе улăштаракан Zolgensma препарат пĕчĕк Маркăн пурнăçне çăлса хăварнă. Ача эмеле выляса илнĕ. Шел те, пурне те ăнмасть, мĕншĕн тесен пĕтĕм тĕнчипе те 100 укол кăна выляттараççĕ. Марк телейлĕ çак çĕр çын шутне лекнĕ. Златăпа та çаплах пулса тухасси вара иккĕленÿллĕ…
Тарасовсен кĕтме вăхăт çук. Пĕчĕк хĕрачан пурнăçне çăлма май пур шутлă кунсем чаксах пыраççĕ. Александрпа Светланăн тĕпренчĕкне çăлса хăварас тесен кĕске вăхăтра 170 миллион ытла тенкĕ тупмалла. Паллах, çамрăк çемьешĕн çакă питĕ пысăк укçа, ăна вĕсем хăйсем кăна пухса çитерме пултараймасси куç кĕрет. Çут тĕнче ырă çынсăр мар. Тарасовсен нушине чĕре патне илсе пулăшас текенсем тупăнасса питĕ шанас килет.
Валентина БАГАДЕРОВА.
Ĕнентерме йывăр…
Эпир, вăрçă хыççăнхи ачасем, колхоз уй-хирне ултă çула çитсенех тухса ĕçленĕ. Шкулта вĕреннĕ вăхăтра та кĕрĕк арки йăваламан. Каникулта, канмалли кунсенче пĕрре те ахаль ларман. Вăл вăхăтра пур ĕçе те алă вĕççĕн пурнăçланă. Выçă хырăм ирĕксĕрех хире хăваласа тухать.
Пурĕ пĕрле эпĕ 14 çул вĕреннĕ. Ял хуçалăх техникумĕнче куçăнсăр майпа ăс пухрăм. Виççĕмĕш ача çуратнă хыççăн отпуск илтĕм те… Кайран çемье, ачасем, выльăхчĕрлĕх, юратнă ĕç… Вĕренсе пĕтереймерĕм. Ял хуçалăх техникумне те эпĕ ялта юлас тĕллевпех кайнă ĕнтĕ. Анчах çав çулсене шута илмеççĕ.
Пушă вăхăтра — каникулсенче — ĕçленине /7 уйăх/ çирĕплетес тесе Пенси фондне пĕрле ĕçленĕ свидетельсемпе çÿрерĕм — йышăнмарĕç. Суда та çитме тиврĕ. Патăрьел район сучĕ манăн ыйтăва туллин тивĕçтерчĕ. Свидетельсем каланине те шута илчĕ.
2004-2006 çулсенче колхозсем саланса кайрĕç. Пирĕн хуçалăх та арканчĕ. Эпир ĕçленине ĕнентерекен хутсем те сыхланса юлман. Çаксемпе усă курса Пенси фончĕн Патăрьелĕнчи уйрăмĕ Аслă суда апелляци çырчĕ. Аслă суд манăн правасене пайăн-пайăн çеç хÿтĕлерĕ. Такси тытса Шупашкара илсе кайнă икĕ свидетельтен пачах ыйтмарĕç. «Мир» колхозра производство практики вăхăтĕнче агрономра ĕçленине те шута илмерĕç. Эпĕ вара унта правлени ларăвĕнче çирĕплетнĕ йĕркепе ĕçленĕ, мана уншăн ĕç укçи те тÿленĕ.
Валентина СОЛОВЬЕВА. Елчĕк районĕ.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...