Комментари хушас

3 Раштав, 2020

Çамрăксен хаçачĕ 47 (6344) № 03.12.2020

«Арçын пулсан пурнăç çăмăлрах»

 4-ри Зоя ашшĕне ял халăхĕпе пĕрле анкарти хыçне тухса кăна ăсатнă, ăна хулана çити илсе кайман. «Мĕншĕн мана уйăрса хăварчĕç? Пиччепе йăмăка пĕрле лартса кайрĕç», — асламăшне хăйне шеллетерсе макăрнă Зоя. Урамра 1941 çулхи чÿк уйăхĕнчи çумăрлă çанталăк хуçаланнă.

Амăшĕ мĕншĕн макăрнине ăнланман

Куславкка районĕнчи Анат Шуршури Иван Григорьевичпа Елена Алексеевнăн /ялта ăна Елька аппа тенĕ/ икĕ хĕрпе пĕр ывăл ÿснĕ: Иван /1934 ç./, Зоя /1937 ç./, Катя /1941 ç./. Çак мăшăрăн маларах та ачасем çуралнă, анчах пурте пĕчĕклех вилнĕ. Пурăнаканнисене, виççĕшне, ашшĕ-амăшĕ питĕ юратнă, май пур таран упрама тăрăшнă, килте пĕччен хăварма та шикленнĕ. Гуреньковсем шкулпа юнашар пурăннă. Иван унта вĕреннĕ. Асламăшĕ вăрçă çулĕсенче çĕре кĕрсен ачасене астăвакан пулман. Елька колхоза ĕçе кайнă чухне вĕсене шкула кĕртсе хăварнă. Хĕрачасем класра кайри парта хушшине ларнă. Урокра Зойăна питĕ килĕшнĕ, вăл учитель каланине хаваспах итленĕ. Ку ахаль иртмен, Зоя тантăшĕсенчен маларах вулама-çырма вĕреннĕ, çавăнпа вĕсенчен аслăраххисемпе пĕр класра ăс пухнă. Çулла Елька ачисене хăйĕнчен хăварман, пĕрле çавăтса кайнă, юнашар тăратса ĕçлеттернĕ. Пĕчĕкскерсем аллине каса-каса çурлапа тырă та вырнă, кĕлте те çыхнă. Амăшĕ вĕсене паранкă хыртарнă. Темшĕн хальхи пек шултра ÿсмен ун чухне вăл, вĕтĕ пулнă. Теркăланă чухне аллине амантса пайтах юн кăларнă ачасем. Кăшкар ути, сухан… кăштах çăнăх хушса çăрса амăшĕ пашалу пĕçернĕ. Иван Гуреньков вăрçăран киле 23 çыру янă. Елька вĕсене ачисене вуласа панă, хуравне те хăех шăрçаланă. Гуреньковсен çемье архивĕнче Елька аппа виçĕ ачипе ÿкерĕннĕ сăн ÿкерчĕк пур. Ăна вăл упăшкине ярса парас тенĕ. «Аттен çырăвĕсем тăрăх вăрçă мĕнне пĕлтĕмĕр. Анне пĕрмай макăратчĕ. Эпир хирĕç ларса пăхса лараттăмăр. Вăл мĕншĕн куççуль тăкнине те ăнланман», — аса илчĕ Зоя Ивановна. Иван кашни çырура: «Ачасене чипер пăхăр, ĕнене усрăр, вăл сире тăрантарать. Эпĕ те килетĕп, те килместĕп», — тесе çырнă.

«1942 года, марта 2-ого дня… Эпĕ халь пока порнатăп сывă, çăпанпа. Паян освободить турĕç ĕçрен, çавăнпа çырас терĕм. Çăпан пĕртак тюрленме пуçларĕ. Но пчикисем тохкалаççĕ. Эсир мĕнле, сывă-и? Эпир порте пĕрле хамăр таврарисем, пĕр ротăрах, но взвод отделени çеç орăх. Но все равно ир те, каç та коратпăр пĕр-пĕрне. Халь вăт шаровар пачĕç, подштанниксем манăн котамккара выртаççĕ… Конта çанталăк хамăр патри пекех, май уйăхĕнче акатпăр теççĕ. Халь уже кăшт çуркунне енне сулăна пуçлать. Но только апат начар. Çăкăр 800 г и 2 яшка, чей вырăнне 3-4 пĕрчĕ ясмăк пшоно кĕрпи. Çавăн пекех какай 250 çынна 5 кг яраççĕ. А ĕçлемелле. Вот начар. Конта киличчен паранк та, çăкăр та топма полатчĕ. Çуркунне мĕнле полĕ? Чир ан полтăр кăна. Кунтан Москав 120 çохрăм анчах теççĕ. Калинин облаçĕнче тоже порнăç начар теççĕ. Пирĕн енче пăртак та полин пурнăç лайăхрах поль. Паранкă та полса тесе шохăшлап. Конта пĕр паранк та питĕ тутлă олма пек туйăнать. Ваня хăй вĕренети, мĕнле вĕренет? Ăна эсир вĕреннĕ чох ан мешать тувăр. Какай мĕнле соткаларăр-и, сыснана пусса çиетĕр-и? Салтаксене курсан ыйткалатпăр, но чăваш сахал коратпăр… Ан çилленĕр, пирĕн порнăç халь начар, особенно сирĕн те. Военное время. Сывă полăр.»

«Ачасене чипер пăхăр»

Ашшĕ вăрçăран таврăнман, вăл 1943 çулхи нарăс уйăхĕнче Украинăри Каховка хули çывăхĕнче хыпарсăр çухалнă. Унпа пĕрле çапăçнă фронтовик Гуреньковсем патне килсе кайнă. «Чирлерĕ сирĕн аçу», — тенĕ. Фронтри çырусене Елена Алексеевна арча тĕпĕнче тирпейлĕ упранă. Çырусем пĕтĕмпех пур. Вĕсем халĕ ялти С.Н.Бутяков ячĕллĕ библиотека-музейра упранаççĕ. Иван Гуреньков салтакăн ывăлĕн Иванăн кĕçĕн мăнукĕ Наташа çырусене компьютерпа пичетленĕ. Сăмах май, ялта музей ĕçленинче — Михаил Ивановичăн /Иван Ивановичăн ывăлĕ/ тÿпи пысăк. Вăл çине тăнипе Совет Союзĕн Геройне Сергей Бутякова халалласа ял вĕçĕнче палăк лартнă. Михаил Иванович Украинăна çитсе хыпарсăр çухалнă аслашшĕн вил тăприне шыраса тупасси пирки чылай шухăшланă. Шел те, ку ĕмĕт шайĕнче кăна юлнă.

«Салтак çырăвĕсем алла лексен хĕлĕпе вуласа тишкерсе лартăм. Копи туса тăвансене те валеçсе патăмăр: вĕсем те курччăр, пĕлччĕр. Çырни пĕтĕмпех лайăх курăнмастчĕ. Унтанпа 70-80 çул иртнĕ-çке! Асатте мĕнле çырнă, çапла пичетлерĕмĕр. Оригинала сыхласа хăвартăмăр. Кашни çырура: «Ачасене лайăх пăх», — тенĕ асатте. Çырмашкăн йĕркеллĕ хут та пулман. Ăçта май килнĕ, çавăнта çырса хыпар янă вăл килне», — палăртрĕ Михаил Иванович. Иван Гуреньковăн пĕртен-пĕр сăн ÿкерчĕкĕ пур, вăл та музейра çакăнса тăрать.

Алина ИЗМАН.


«Атта хывса силлерĕм те пилĕк пÿрне тухса ÿкрĕ»

Граждан вăрçин паттăрĕ, Совет Союзĕн АПШри тĕп консулĕ пулнă Александр Горчаков пурнăçĕ пирки илемлĕ кинофильм ÿкерме пулать. 1899 çулта Куславкка районĕнчи Пăрмасра çуралнă ентеш тĕнчипе паллă дипломат, ăслăлăх ĕçченĕ пулса тăнă.

Ылтăн хуралланă

Шел, мухтавлă ентешĕмĕрĕн çурчĕ сыхланса юлман. Пушă вырăнта шăтăк-путăк палăрать. Унта тĕп сакай пулнă. «Темиçе çул каялла Пăрмасран тухнă паллă çынсене хисеплесе палăк вырнаçтарасси пирки сăмах хускатрĕç. Анчах ĕç вырăнтан тапранмарĕ», — терĕ Лидия Белова тавра пĕлÿçĕ. Вăл Александр Горчаковăн ывăлĕпе çыхăну тытнă. Овидий Александрович — çар разведчикĕ, çыравçă, сценарист. Вăл йăхĕ ăçтан пуçланса кайнине пĕлнĕ.

Пăрмасри Горчаковсен çемйинче 4 ывăлпа 1 хĕр ÿснĕ. Александр пиччĕшĕсенчен правуртарах пулнă. Йăрă арçын ача ялти шкултан вĕренсе тухсан Хусана çул тытнă. Каччă унта çар ĕçне тĕпчеме пуçланă. Анчах вĕренсе тухайман, администрацие вăл правительство ĕçне тиркени килĕшмен. Александр завода ĕçлеме вырнаçнă. Унта Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче ăс пухнă ентешĕпе Василий Смирновпа паллашнă. Икĕ юлташ Хусан кĕпĕрнин комитечĕ çумĕнчи çамрăксен канашĕн хастарĕсем пулса тăнă. Туссем заводра политагитаци ĕçне пуçарнă, большевиксем кăларнă хаçатсене вуланă. Завод хуçисене çакă килĕшмен. 1917 çулхи ака уйăхĕнче Смирновпа Горчакова фронта ăсатнă…

Çамрăксем инженерипе строительство дружинине лекнĕ. Салтаксен ытларах чухне çĕрле окоп чавма тивнĕ. Кăнтăрла Горчаков вăхăта ахаль ирттермен, çар çыннисемпе революци пирки калаçнă. Часах Александра уйрăм хушусем пама пуçланă: салтаксене «Окопная правда» хаçат вуласа памалла, большевиксен лозунгĕсемпе паллаштармалла, митинг ирттермелле. Горчаковпа Смирнов фронтран çирĕп шухăш-кăмăлпа таврăннă. Кĕпĕрне комитечĕ вĕсене яваплă ĕç шаннă — хастар чăвашсенчен отряд пухмалла. Çак тĕллевпе каччă Пăрмаса çитнĕ. Пиччĕшĕсем Арефипе Григорий, йыснăшĕ Çтаппан ун майлă пулнă. Отряда 19 çын кĕнĕ. Ушкăн командирĕ — Арефий, комиссарĕ — Александр Горчаков. 1918 çулта отряд рабочисемпе хресченсен Хĕрлĕ çарĕ йышне кĕнĕ. Çав вăхăтрах чăваш каччи Хусанти çарпа техника курсĕнче вĕреннĕ, Совет республикин ылтăн саппасне хуралланă. Халăх комиссарĕсен канашĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн, хаклă чул Хусанта упраннă.

Ленин саламланă

Горчаковăн тавçăрулăхĕ отряда пĕрре мар çăлнă. Хусаншăн çапăçнă чухне партизансем тăшмана тапăннă, хĕç-пăшаллă грузовике ярса илнĕ. Операцие ăнăçлă вĕçлесен хĕрлĕ армеецсене Владимир Ленин саламланă. Йывăр суранланнă комиссар госпитальте сипленнĕ, унтан Пăрмаса таврăннă. Ялта пăлхануллă вăхăт пулнă, Тĕрлемес станцийĕнче «шуррисем» хуçаланнă. Пăрмасри çĕрме пуянсем вĕсене кĕтнĕ, Александр Горчакова тавăрасшăн çуннă. Ăна çакса вĕлермелли такан хатĕрленĕ, вĕренне те çыхнă. Кулаксем хăйсен шухăшне пурнăçлайман, «шуррисем» яла çитеймен. Çĕрме пуянсем хресченсене хăратнă, тырра пытарнă, Совет влаçĕ пирки элек сарнă.

Йывăр вăхăтра Горчаковсем шикленмен — чухăнсен комитетне йĕркеленĕ, коммунистсен ячейкин ĕçне пуçарнă. Анчах çакăн хакĕ ытла пысăк пулнă, Горчаковсен 3 ывăлĕ Совет влаçĕшĕн çапăçса пуç хунă. Александр сывалнă хыççăн Хусанти çар училищин курсанчĕ пулса тăнă. Унтан ăна артиллери дивизине янă. Анчах салтака суранĕсем канăç паман. Хавшак сывлăхне пула унăн çар службинчен кайма тивнĕ. Çар дисциплинине хăнăхнăскер нумай шухăшламан — Шалти суту-илÿ академийĕнче ăс пухма пуçланă. Унтан Александр Васильевич Мускаври хĕрлĕ профессура институтне вĕренме кĕнĕ. Çав вăхăтрах вăл публицистика статйисем çырнă.

«Аттене, граждан вăрçинче хастарлăх кăтартнă çынна, «Интурист» директорĕн заместителĕ тата тĕнче политикипе тĕнче хуçалăхĕн интститучĕн директорĕн заместителĕ пулнăскере, партирен кăларнă. 1937 çулта ăна «сисĕмлĕхе çухатнă» тесе айăпланă. Тытса хупасран хăранăскер пытанса пурăнчĕ. Çемйи те вăл ăçта пулнине пĕлмерĕ. Ăна нихăçан та кураймăп пуль терĕм. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансанах вăл таврăнчĕ те хăйĕн ирĕкĕпе фронта тухса кайрĕ. Совет салтакĕсемпе пĕрле çапăçрĕ, Çĕнтерĕве кĕтсе илчĕ. Анчах ăна хирĕç пуçарнă ĕçе никам та манман. 1948 çулта аттене лагере ячĕç. Хыççăнах ача кĕтекен 20- ри аппана тытса кайрĕç. Лазаретра çуралнă пепкине аран-аран çăлтăмăр. Иосиф Сталин вилсен атте таврăнчĕ», — аса илсе çырнă Александр Горчаковăн ывăлĕ Овидий. Ашшĕн ĕç-хĕлĕ унăн пурнăçне пысăк витĕм кÿнĕ. Çемье пĕрмай çул çÿревре пулнă. Одессăран — Херсона, Мускавран — Нью-Йорка, Берлинран — Парижа…

«6-ра Нью-Йоркри шкула кайрăм. АПШра Аслă депрессиччĕ, экономика кризисĕччĕ. 3-мĕш класа Лондонри шкула куçрăм. Тантăшăмсем мана хĕнетчĕç, «янки» тетчĕç. 5-мĕш класс хыççăн Мускава таврăнтăмăр, мана пĕр шкула та йышăнасшăн марччĕ. Мĕн пур предмета акăлчанла кăна пĕлеттĕм. Совет Союзĕнчи пĕртен-пĕр америкаакăлчан шкулне вырнаçтарчĕç. Унтах акăлчанла сăвă-калав çырма пуçларăм. 1937 çулта Пионерсен çуртĕнче литература студийĕн конкурсĕ пулчĕ. Пĕр хайлавăма ятăм. Ăна никам та ăнланмарĕ пуль», — палăртнă Овидий Александрович.

Ольга КАЛИТОВА.



Çăмарта вăрласран хăраса авланмасть

Муркаш районĕнчи Кашмашри Анатолий Чиновников 60 çула çитиччен епле авланмасăр пурăннинчен тĕлĕнтĕм. Ара, ăна хушамачĕшĕнех качча каймалла вĕт!

Çамрăк чухне Анатолий пĕр каçра мотоциклпа виçĕ хĕр патне те вĕçтерсе çитнине каларĕ. Атăл леш енне те кайнă. Хĕрсене перчетке пекех улăштарнă. Çавăн чухне авланмалла пулнă та… Ăна ирĕклĕ пурнăç илĕртнĕ, хăмăт тăхăнса çемье лавне туртас темен. Куншăн вăл пĕрре те кулянмасть. Тĕнче куркаланă, амăшĕн çунатти айĕнче те канлĕ пурăннă. Кун-çул панă çынни ку тĕнчере тахçанах çук ĕнтĕ. Ывăлĕ каланă тăрăх, ăна больницăра укол тунă чухне шприцран инфекци ертнĕ, амăшĕ сарамакпа чирлесе вилнĕ. Ку иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче пулнă.

Анатолин килĕ-çурчĕ пĕртте хусахăнни пек мар. Чÿрече каррисем чалт шурă. Кравать, диван çивиттийĕсем таса, урайĕнче пĕр çÿпĕ те выртмасть. Килте хĕрарăм пур тейĕн. Шупашкарта пурăнакан йăмăкĕ Таня, шăллĕпе инкĕшĕ тăван килне пырса çÿреççĕ. Çавсем хăтлăх кĕртеççĕ те. Анатолий пытармарĕ: ун патне юлташĕсем пыркалаççĕ, вĕсем пĕрле «хаяррине» сыпкалаççĕ. Çавăнпа йăмăкĕ килсен вăл айăпне туйса шăпăрт çÿрет. «Газ укçи тÿлесе килтĕм-ха», — терĕ хусах.

Газне вăл нумай çунтармасть. Пÿртре ăшах марччĕ те, çиелти тума хывмасăрах лартăмăр. Хушăран кăмака та хутать. Чим-ха, эрне варринче кăнтăр кунĕнче Анатолий мĕншĕн килте-ха? Вăл колхозра ĕçлет. Вĕсен бригадине сысна ферми тăррине юсама янă-мĕн. Арçын унта кайман. «Ăнлантăм: эсĕ участковăй пулас, пĕтĕмпех тĕпчетĕн. Эпĕ никамăнне те нимĕн те вăрламан», — пĕтĕмлетрĕ вăл ыйту нумай панине кура. Эпĕ журналист пулнине ĕненмерĕ.

Анатолий çартан таврăннă тумне халĕ те упрать, ăна кăтартасшăнччĕ. «Кителе ампара кăларса пенĕ пулас. Темшĕн тĕкĕнеççĕ ман япаласене», — терĕ шкапа уçнă май. Фуражкине кăларчĕ. «7432-мĕш çар чаçĕ, Калуга», — çырнă унта. Хусах пĕр тĕллевпе пурăнать — унăн тивĕçлĕ канăва тухмалла. «Сухал шуралчĕ. 15 уйăх кăна юлнăччĕ, пенсие тухса ĕлкĕреймерĕм. Саккун улшăнчĕ, халĕ хăçан каяссине те пĕлместĕп», — тарăхрĕ вăл.

Ялта Толик пек хусах пурри — чăн-чăн çăлăнăç. Пĕччен хĕрарăмсен хуçалăхра пĕр-пĕр ĕç пурнăçламалла чухне ăçта каймалла? Паллах, ун патне. Çемьеллĕ арçынсене чăрмантарма аван мар, хусаха чĕнме никамран та ирĕк ыйтас çук. Çавăнпа та вăл çынсене касу та пăхса парать, михĕсем те йăтса пулăшать…

— Атя сан валли хĕрарăм тупатпăр. Усал çын пек курăнмастăн. Тирпейлĕ çÿретĕн. Тен, пирĕн хаçатра вуласа санпа паллашас тейĕç, — сĕнтĕм ăна.

— Упа шăтăкĕнчи пек пурнăç мана питĕ килĕшет. Хĕрарăм кирлĕ мар. Çаратса тухса кайĕ тата. Кайран пăхатăн та — телевизор та çук, чăххи-чĕппи те, çăмарти те... Паспорта та илсе тухса каяççĕ вĕт, — хуравларĕ арçын.

Алина ИЗМАН



Димăн сăнарĕ чĕререх упранать

2013 çулхи пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче «Çамрăксен хаçатĕнче» «Димăна тĕлĕкре те пулин курасчĕ…» статья пичетленнĕччĕ. Тунмастăп, 7 çул каялла çырнă материала тепĕр хутчен вуласан куççуль пăчăртанчĕ: пурнăç илемне курмасăрах ĕмĕрлĕхех куç хупнă пĕчĕк Димăна шелленипе, Çĕр чăтайми хуйхă чăтнă ашшĕ-амăшне шелленипе…

Йĕпреç районĕнчи Вăтаел ялĕнче пурăнакан Ларисăпа Эдуард Федоровсем Дима çуралсан питĕ савăннă. Çĕнĕ çул парни пулнă тейĕн вăл: мăшăр 2010 çула кĕтсе илнĕ, ирхи 4 сехетре упăшки арăмне ача çуратмалли çурта леçнĕ. Дима вăйлах чирлесе курман, пĕррехинче наркăмăшлансан Вăрнарти больницăна выртсан та савăнса-кулса çÿренĕ. 2012 çулхи çу уйăхĕн 25-мĕшĕнче каçхине Димăн ÿт температури кăштах хăпарнă. Тепĕр кунхине эмел парсан тек хăпарман. Анчах каярахпа 2-ри ача йывăррăн сывлама тытăннă. Ашшĕпе амăшĕ ăна Йĕпреç районĕн тĕп больницине илсе кайнă. Ашшĕ унтан кайиччен ывăлĕнчен мĕн илсе килмелли пирки ыйтнă. «Банан, сĕткен», — тенĕ Дима. Эдуард ун чухне ачин сассине юлашки хут илтни пирки шухăшлама та пултарайман.

Палатăра Димăн сывлăхĕ япăхлансах пынă, анчах ачана реанимацие вырттарма васкаман. Анестезиологреаниматолог, маларах пĕлтернĕ пулин те, килсе курăнман. Реанимацие куçарсан ачан сывлăхĕ хавшасах пынине кура медсестрасем чупкалама тытăннă, çăварне уçма тирпейлÿçĕ кашăк илсе килнĕ. Дима сывлама пăрахсан медсестрасем унăн чĕрине массаж тунă. Тинех реаниматолог çитнĕ. Ларисăна пÿлĕмрен кăларса янă, вăл шалта мĕн пулса иртнине кăшт уçă алăкран сăнанă. Реаниматолог сывлама пăрахнă ачан çăварне трубка чикнĕ. Тухтăрсем Ларисăна ывăлĕ вилни пирки пĕлтерме васкаман-ха. Çакна хăйĕн куçĕпе курса тăнă амăшĕ хăй те ниепле те ĕненесшĕн пулман, усал хыпара пĕлтерме упăшки патне шăнкăравлама вăй çитереймен. Эдик хăех шăнкăравланă. «Пулчĕ…» — çакна илтсен мăшăрĕ йăлтах ăнланнă. «Эпĕ Дима çумне кĕрсе выртрăм, ыталарăм, алă çине йăтса илтĕм. Тухтăрсем кĕлетки кукăр хытса ларасран ачана койка çине хума ыйтрĕç», — Лариса куççуль витĕр çапла каласа кăтартнăччĕ.

Федоровсемпе курнăçнă чухне суд пулманччĕ-ха. «Эсир тухтăрсене мĕншĕн айăпласшăн?» — ыйтнă вĕсенчен следователь, ĕç вырăнтан тапранман. Лариса çăхав çырсан тин следователе улăштарнă. Педиатрпа анестезиолог-реаниматолог тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе икĕ çула яхăн тишкернĕ. «Судра тухтăрсене тĕрмене хупма е ĕçрен кăларса яма ÿкĕтлемĕпĕр. Хăйсем мĕн йышăнĕç — çавна туччăр. Вĕсен каçарăвĕ те кирлĕ мар пире. Димăна пурпĕр чĕртеймĕн. Хăйсен йăнăшне ăнланса илччĕр çеç. Шурă халатлисемшĕн урок пултăрччĕ. Тискер урок пулсан та… Пирĕн тĕслĕх малашне пĕр ача пурнăçне çăлма май парсан та тем пекехчĕ», — тенĕччĕ Федоровсем. Судра çав тухтăрсем çемьерен каçару ыйтнă. Суд вĕсене тухтăр должноçне 1,5 çул йышăнма чарнă. Анчах вĕсем çур çул çеç ĕçсĕр ларнă — амнистие лексе каллех ĕçе тухнă.

Димăна пытарнă чухне Лариса иккĕмĕш ачине кĕтнĕ. Вăл çуралсан ăна Дмитрий мар, Димитрий ят пама шухăшланă. Анчах хĕрача, Даша, çуралнă. Эпĕ пынă чухне вăл çулталăк та тултарманччĕ-ха. «Даша 2-мĕш класа каять. Унччен Димăн пÿлĕмĕнчи теттесене тытма, хĕрĕме вылямашкăн пама хал çитмерĕ. Халĕ Даша унăн çемçе теттисемпе вылять, пысăк машинăсене вара шкап тăррине пуçтарса хутăм», — каласа кăтартрĕ Лариса. Хĕр пĕрчи кăшт çитĕнсен вăл лавккана ĕçе тухнă, унтан И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУна куçăн мар майпа вĕренме кĕнĕ, истори учителĕн дипломне илнĕ. Кун хыççăн Лариса шкулта ачасене вĕрентме тытăннă. Вăхăт нумаях иртмен — декрет отпускне кайнă. Федоровсем ывăл çуралсан ăна Даниил ят хунă. Арçын ача 10 уйăха çитнĕ.

Ирина АЛЕКСЕЕВА.



Интернет урлă чăвашлăхпа паллаштарасшăн

Виктор çунана та, хăй пухнă ытти япалана та Шупашкар районĕнчи Станьялти туризмпа этнографи центрне леçнĕ. Яш çак ялтан тухнă Виталий Станьял ăсчахпа паллашнă. Хăй вăхăтĕнче Чăваш тавра пĕлÿçисен пĕрлĕхне ертсе пынă Виталий Петрович çамрăка мухтанă, малашне те ку енĕпе ĕçлеме сĕннĕ. Витя кашни канмалли куна хуларан инçех мар вырнаçнă Атăльялта ирттерет. Аслашшĕ кăна мар, пĕтĕм ял-йыш кĕтет пулинех ăна. Историпе кăсăкланакан яш авалхи япаласем пухнине кура ял çыннисем те хавхаланнă — çĕнĕ экспонатсем илсе пырса параççĕ. Килте кивелнĕ япала тупăнатех.

Виктор Сорокин тăххăрмĕш класра вĕреннĕ чухнех «Хисеплĕ тавра пĕлÿçĕ» ята тивĕçнĕ. Вăл тĕрлĕ тупăшăва хутшăнать. Тĕслĕхрен, пĕлтĕр республикăра çамрăксен хушшинче иртнĕ «Хăвăрт Старт» предпринимательлĕх проекчĕсен конкурсĕнче çĕнтернĕ. Кăçал Виктор çĕнĕ проект çырнă: «СКИТ» культурăпа вĕрентÿ онлайн платформи». Ăна Атăлçи тăрăхĕнчи «Иволга» форумра хÿтĕлесе финала тухнă, анчах гранта тивĕçеймен.

Каччă хулара вырăсла калаçса çитĕннĕ пулин те чăваш культурипе кăсăкланать. Уйрăмах уншăн аваллăх интереслĕ. Çавăнпах вăл И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра истори енĕпе аслă пĕлÿ илет, проект ĕçне чăвашлăх темипе çыхăнтарнă. «Хула шкулĕнче чăваш чĕлхине вĕренекенсенчен нумайăшĕ кайран тăван чĕлхепе калаçмасть, ăна пĕлмест те темелле. Хамăн тĕслĕх те çакна çирĕплетет. Тĕрĕссипе, чăвашла пĕлменшĕн намăс мана. Çамрăксене чăвашлăхпа епле кăсăклантармалла-ха? Проектпа килĕшÿллĕн онлайн платформăна йĕркелесе ярсан унта интерактивлă мелпе чăваш чĕлхине ăса хывма та, чăваш культурипе тата йăлийĕркипе, историйĕпе паллашма та май пулĕ. Вăл чăвашлăхпа кăсăкланакан ют çĕршыв çыннисене интереслентерессĕн туйăнать. Сусăрсемшĕн те меллĕ пулмалла ку. Хамăр тăрăхри ал ăстисемпе, тĕрĕ тĕрлекенсемпе ăсталăх класĕ ирттернине видео ÿкерсе платформăна вырнаçтарăпăр, çавăн пекех хамăр тĕллĕн вĕренмелли чăваш чĕлхи урокĕсем пулĕç. Мероприятисем, квест, викторина, турнир ирттерме палăртнă. Пĕтĕмпех онлайн мелпе. Проект ятне улăштарăпăр ахăртнех, ăна чăвашлăхпа çыхăнтармалла. Кăçал манăн ĕç гранта тивĕçеймерĕ, малашне унашкал конкурссем татах иртĕç. Унччен проекта улшăнусем кĕртме, пахалатма вăхăт пур», — ĕçĕпе паллаштарчĕ автор. Асăннă проект килтен тухмасăрах интернет урлă чăваш культурипе паллашма май парĕ. Ăна онлайн-туризм теме те юрать.

Чăваш тавра пĕлÿçисен пĕрлĕхне кĕнĕ Виктор унпа çыхăнса ĕçлет, вăл йĕркелекен проектсене те хутшăнать. «Аксакал тавра пĕлÿçĕсенчен тĕслĕх илмелли нумай. Ăсталăха аталантарас енĕпе çине тăрса ĕçлемелле», — палăртрĕ яш. Вăл социаллă сетьре асăннă пĕрлешĕвĕн ушкăнне тытса пырать. Станьял ялĕнчи этнокомплексри хыпарсемпе паллаштарать. Унта Чăваш Енрен кăна мар, ытти регионтан та туристсем килсе çÿреççĕ. Хăнасен чăвашсен йăлийĕркипе паллашма май пур. Вырăнти пултарулăх ушкăнĕсем чăваш туйĕн е ытти уявăн инсценировкине кăтартаççĕ.

Виктор каласа панă тăрăх, постановкăсене туристсем уйрăмах кăмăллаççĕ. Виктор проект чăвашлăхпа кăсăкланакансен йышне ÿстерессе шанать. Чи малтан онлайн платформăна хăй тĕрĕслесе пăхасшăн — интерактивлă уроксем тăрăх чăваш чĕлхине чăнах та вĕренме пулать-и е çук-и? Çамрăксене чăвашлăхпа интереслентермешкĕн каччă тавра пĕлÿçĕ волонтерсен юхăмне те йĕркелесшĕн.

Нина ОСИПОВА.

 

 

 

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.