Комментари хушас

1 Раштав, 2020

Тӗрӗ çывăхлатать

Раштав уйăхĕн 1-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче инçет мелĕпе усă курса Аслă Британи Королевин Лондонра ĕçлекен ал ĕç шкулĕпе çыхăну йĕркелерĕç.

Асăннă шкул историйĕ питĕ пуян. Вăл чăмăртаннăранпа пĕр ĕмĕр те иртнĕ. Тĕрĕ тĕрлес енĕпе пухнă опыт та питĕ пысăк.

Чăвашсен тĕрлес ăсталăхĕн те тымарĕ тарăн. Пирĕншĕн вăл пурнăçпа, хĕвелпе, çут ĕçĕпе танах пулнă. Ара, несĕлĕмĕрсем ăна кĕнеке вуланă пек шĕкĕлчеме пултарнă-çке. Анчах вăхăт иртнĕ, эрешсем, символсем илем пĕлтерĕшĕ пек çеç юлнă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев çак пуянлăха çĕнĕ пурнăç парнелес тĕллевпе кăçалхи юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш тĕррин кунне уявласси пирки указ кăларчĕ. Ăна чӳк уйăхĕн 26-мĕшĕнче — чăваш тĕррин ăсти, РСФСР тава тивĕçлĕ художникĕ Екатерина Ефремова çуралнă кунĕнче — пĕрремĕш хут паллă турăмăр.

Олег Алексеевич çакăнпа чарăнса тăмарĕ. Республикăра чăваш тĕррине вĕрентекен шкул кирлине аса илтерчĕ. Камран вĕренмелли те çук мар. Шăпах çак тĕллевпе çыхăну йĕркелерĕç те Аслă Британири ал ĕç шкулĕпе.

Телеçыхăнăва ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев, Аслă Британи Королевин тĕрĕ шкулĕн ертӳçи Сьюзан Кей-Виллиамс доктор, ЧР культура министрĕ Светлана Каликова, Пресс-службăн управленийĕн пуçлăхĕ Валентина Алексеева хутшăнчĕç.

Олег Алексеевич Сьюзана çыхăнăва тухнăшăн тав турĕ. Вăл ăна Чăваш Ен çинчен каласа кăтартрĕ, унта 128 халăх представителĕ пурăннине, вĕсен те наци тĕрри упранса юлнине пĕлтерчĕ. «Сирĕн тĕлĕнмелле тĕрĕ шкулĕ пуррине тата унта Çĕр чăмăрĕн кирек хăш кĕтесĕнче пурăнакан та хăйĕн ăсталăхне туптама пултарнине пĕлтĕмĕр, — терĕ Олег Алексеевич. — Пирĕн халăхшăн тĕрĕ питĕ пĕлтерĕшлĕ. Вăл наци пуянлăхĕ. Телее, çакна малалла аталантарма пултаракан ăстасем пур. Çавăнпа эпир Наци тĕррин шкулне йĕркелес шухăшлă. Ку тӗллевпе сирĕн паха опытпа паллашасшăн. Мĕнле майпа аталанса пырать вăл? Каласа кăтратсамăр».

Сьюзан Кей-Виллиамс пĕлтернĕ тăрăх, вĕсен ку енĕпе ятарлă программа пур-мĕн: çак ĕçе тин тытăнакансем, ку енĕпе самай опыт пухнисем валли тата диплом илес текенсене вĕрентекен курссем. «Пирĕн тĕп тĕллев — ĕмĕрсенчен ку тарана упранса юлнă йăлана малалла аталантарасси. Ку енĕпе ĕçлекен тепĕр проект — тĕнчери тĕрĕсенче усă куракан çĕвĕсене упраса хăварасси. Ăна интернета вырнаçтарăпăр. Вĕсемпе пурте усă курма пултарччӑр тетпĕр. Унта сирĕн çĕвĕсем валли те вырăн пулĕ. Унсăр пуçне авалхи опыт никĕсĕ çинче çĕнни, çамрăксене кăсăклантараканни, пирки те манмастпăр», — терĕ Сьюзан.

Светлана Каликова та сăмах илчĕ. Вăл республикăра чăваш тĕррине упраса хăварас енĕпе тăвакан ĕçсем пирки каласа кăтартрĕ. Пилĕк çул каялла уçăлнă Тĕрĕ музейĕнче 18-мĕш ĕмĕрти хĕрарăмăн тĕрĕллĕ капăр тумĕ, тĕрĕçсен ĕçĕсем упраннине, музейре маçтăрсем ăсталăх класĕсем ирттернине пĕлтерчĕ. Шăпах асăннă музей никĕсĕ çинче Наци тĕррин шкулне йĕркелес шухăшлине асăнчĕ.

Юлашкинчен Олег Николаевпа Светлана Каликова Сьюзана ярса пама хатĕрленĕ парнепе паллаштарчĕç: унта — чăваш тĕррине сӑнлакан кĕнеке, Константин Ивановăн произведенийĕсене виçĕ чĕлхепе куçарнă кăларăм. Сьюзан та парне хатĕрленĕ иккен — 15-мĕш ĕмĕртен пуçласа паянхи куна çитнĕ тĕрĕ çĕввисен пуххи кĕçех Шупашкара çитĕ.

www.hypar.ru Надежда СМИРНОВА сӑн ӳкерчӗкӗсем кунта...

Рубрика: