Комментари хушас

30 Чÿк, 2020

Даниил Элмене сума суса Асăну хăми уçрĕç

Паян Чăваш автономи облаçĕн ĕç тăвакан комитечĕн пĕрремĕш председательне Даниил Элмене сума суса Шупашкарти Воробьев композиторсен урамĕнче Асăну хăми уçрĕç.

Ăна 10-мĕш çурт çине вырнаçтарнă. Халĕ кунта — Чăваш наци конгресĕ. Çак кермене паллă чăваш купси Николай Ефремов 1910 çулта тутарнă. Ку çуртри пÿлĕме Даниил Семенович хăйне 1920 çулхи утă уйăхĕнче облаçăн Революци комитечĕн председательне уйăрса лартсан йышăннă.

Савăнăçлă пухăва Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертÿçи Вячеслав Борисов уçрĕ. «Республикăн тĕп хулишĕн паянхи кун чăваш халăхĕн паллă патшалăх деятельне, Чăваш автономи облаçне никĕсленĕ çынсенчен пĕрне Даниил Семенович Элмене хисеплесе Асăну хăми уçнипе палăрса юлĕ, — терĕ. — Асăну хăмине автономи 100 çул тултарнă май уçатпăр — ку та пĕлтерĕшлĕ. Элмен чăваш халăхĕшĕн ырă ĕç нумай туса хăварнă, унăн чăн-чăн патриочĕ пулнă. Уйрăммăн илсен облаçра шкулпа техникум чылай уçтарнине палăртас килет. Çавăн пекех вăл вăрман промышленноçĕн никĕсне хывнă, пĕрремĕш электростанцие ĕçлеттерсе янă. Çак Асăну хăмине паянхи çамрăксемпе килес ăрусем Элмене сума суса пурăнччăр, чăваш автономине çĕнсе илме хастар хутшăннăскерпе мăнаçланччăр тесе уçатпăр».

«Кăçал Чăваш автономи облаçĕ 100 çул тултарчĕ, ăна туса хурассишĕн Даниил Элмен ертсе пынипе кĕрешнĕ, — терĕ Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов. — Халăхăмăр валли автономи çĕнсе илме питĕ йывăр пулнă. Патша вăхăтĕнче чăвашсене уйрăм кĕпĕрне паман, вĕсен пысăк пайĕ Хусанпа Чĕмпĕр кĕпĕрнисенче пурăннă. Чăваш автономине йĕркелес ĕçе пуçламăшĕнчен тытăнса вĕçне çитеричченех Элмен тăрăшнă. Вăл чăваш патшалăхĕн территорийĕпе администрацине йĕркелесе хăварнă. Унăн умĕнче — тайма пуç!»

«Чăваш автономи облаçĕн ĕçтăвкомĕн пĕрремĕш председательне асăнса пурăнма конгресс çурчĕ çине сумлă хăма вырнаçтарнăшăн, чăваш халăхĕшĕн кирлĕ ĕçе пурнăçланăшăн Николай Угаслова тав тăватăп, — терĕ ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕ Петр Краснов. — Элмен — чăваш халăхĕн пултаруллă ывăлĕсенчен пĕри: чăваш автономине туса хурас ĕçе ертсе пынипе, чăвашсен патшалăх деятелĕ, парти обкомĕн яваплă секретарĕ пулнипе кăна мар, хăйĕн пултарулăхне тĕрлĕ енĕпе кăтартнипе. Çавăнпа унăн пурнăçне ÿлĕм те тĕпчемелле. Пирĕн институт ку ĕçе малаллах тăсĕ. Вăл автономишĕн кĕрешÿ çулĕ çине тăнине маларах Чĕмпĕр чăваш шкулне пĕтернипе те ăнлантармалла. Унтан пултаруллă çамрăксем вĕренсе тухнă».

Истори ăслăлăхĕсен кандидачĕ, Чăваш наци конресĕ çумĕнчи Ваттисен Канашĕн пайташĕ Раиса Ерусланова Д.Элмен ертсе пынипе хатĕрленĕ автономи проектне чăваш коммунисчĕсен 1920 çулхи нарăс уйăхĕнче Хусанта иртнĕ пĕрремĕш сĕездĕнче, РСФСР национальноçсен ĕçĕсен Халăх Комиссариатĕнче, РКП/б/ Тĕп Комитечĕн политбюровĕнче, çĕршыври Советсен Тĕп Ĕçтăвкомĕнче сÿтсе явни, ăна чăваш ĕç çыннисем ырлани, федераци центрĕ вĕсем ыйтнине тивĕçтерсе Чăваш автономи облаçĕ туса хума йышăнни çинчен каласа пачĕ. «Халăх Комиссарĕсен Канашĕпе Тĕпĕçтăвком чăвашсене автономи туса парасси çинчен кăларнă декрет халăхăмăра, унăн администраци-территори едниницине аталанма питĕ анлă çул уçса панă».

Чăваш патшалăх ял хуçалăх институчĕн ректорĕ пулнă Николай Кириллов Элмен Вăрнарта ял хуçалăх техникумĕ, районсенче шкул нумай уçнине, унăн ĕçтешĕсене ырăпа аса илчĕ. Асăну хăмине РФ Художниксен союзĕн членĕ Игорь Голубев тунă.

Юрий МИХАЙЛОВ. Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...

Теги: