Пĕр ыйту та хуравсăр юлмĕ
Чăваш Республикин Конституцине йышăннăранпа паян 20 çул çитрĕ. Пĕлтерĕшлĕ çак пулăм тĕлне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев граждансен ыйтăвĕсене хуравлама палăртнă.
Ыйтусене Олег Николаевăн «Контактра» социаллă сетьри страницинче темиçе кун йышăннă. Пурĕ 100 ытла çын хăйсене пăшăрхантаракан самантсем çинчен пĕлтернĕ. Ыйтусенчен хăшне-пĕрне республика ертÿçи паян онлайн режимра хуравларĕ. Ыттисен тĕлĕшпе мĕнле йышăну туни çинчен вĕсен «хуçисене» çитес вăхăтра пĕлтерĕç.
…Улатăр районĕнчи Марина Чимпоешь-Никитинăна акă авари хăрушлăхĕ пур çуртсемпе çыхăннă лару-тăру кăсăклантарать. «Пирĕн Восход поселокри çуртсем иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенчех хута янăскерсем. Вĕсене хăçан пăсĕç-ши?» — пĕлесшĕн пулчĕ вăл. Олег Николаев палăртнă тăрăх, ку ыйтăва республика ертÿлĕхĕ куçран вĕçертмест. Кивĕ çуртсем, шел те, районсемпе хуласенче нумай-ха. Республикăра авариллĕ çуртсенче пурăнакансене çĕннисене куçармалли программăсем темиçе çул вăйра тăнă. Анчах та унта пур объект та лекеймен. «Çапах та шанăç пĕтмен-ха. Ку ыйтупа ĕçлетпĕр. Çитес вăхăтра сирĕн поселокри çуртсем те çĕнелĕç акă», — терĕ Олег Николаев.
Вăрмар районĕнчи Татьяна Мироновăн хĕрĕ ачаран инвалид. Тепĕр икĕ çултан вăл 50 тултарать, тивĕçлĕ канăва тухма хатĕрленет. Хĕрарăма пенсионерсене инвалида пăхнăшăн паракан пособие тÿлеме пăрахасси пăшăрхантарать. «Шел те, хальхи вăхăтра саккунра çакăн пек çирĕплетнĕ. Манăн шухăшпа, çакă тĕрĕс марлăх. РФ Патшалăх Думине саккуна улшăнусем кĕртме сĕнÿпе тухăп. Çапах та ку ыйту федераци шайĕнче татса памаллискер», — палăртрĕ республика Пуçлăхĕ. Татьяна Юрьевнăна хĕрĕ тĕлĕшпе çирĕплетнĕ социаллă реабилитаци программи пурнăçланманни те кулянтарать. Тĕрĕссипе, Мироновсене кăна мар, ялсенче пурăнакан нумай сусăра пырса тивекен ыйту ку. Районсенче, шел те, хальхи вăхăтра социаллă реабилитаци пулăшăвĕ пама тивĕçлĕ услови çук. «Лару-тăрăва лайăх енне улăштарма хамăр умма тĕллев лартатпăр», — терĕ Олег Николаев.
Шупашкар хулинчи Ирина Комиссарова-Гурьевăн икĕ ача. Анчах та вăл вĕсене пĕр садике вырнаçтарайманран нушаланать. «Ачисене пĕр вĕренÿ заведенине çÿретес текен ашшĕ-амăшĕнчен тĕлĕнмелли çук. Çакă вĕсен ирĕкĕ. Саккунра та пĕр çемьери ачасене пĕр вĕрентÿ учрежденине йышăнмаллине палăртнă. Паллах, пур чухне те кашнин ыйтăвне тивĕçтерме çук пулĕ. Çапах та майсем шырамалла, тăрăшмалла», — терĕ республика ертÿçи.
Паллах, пĕр сехет яхăн пынă онлайн йышăну вăхăтĕнче мĕн пур ыйтăва хуравлаймăн. Калаçнă вăхăтра та ыйтусем паракансем пулчĕç. Олег Николаев пĕрне те хуравсăр хăварас çуккине пĕлтерчĕ. «Вĕсене яваплă ведомствăсем, муниципалитетсем пăхса тухĕç, тивĕçлĕ мерăсем йышăнĕç. Пĕр-пĕринпе калаçсан çивĕчлĕхсене тупса палăртма, пĕрле хутшăнса ĕçлесен вĕсене татса пама май килессе шансах тăратăп», — терĕ юлашкинчен Олег Николаев.
Валентина БАГАДЕРОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.