Комментари хушас

26 Чÿк, 2020

Патшалăх Канашĕн сессийĕ иртрĕ

Паян ЧР Патшалăх Канашĕн черетлĕ хĕрĕх улттăмĕш сессийĕ иртрĕ. Унта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев видеоçыхăну мелĕпе хутшăнчĕ. Альбина Егорова спикер малтан пурне те Чăваш тĕррин уявĕпе саламларĕ. Сессире депутатсем Чăваш Еншĕн тата республикăра пурăнакансемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ икĕ документа пăхса тухрĕç.

Вĕсенчен пĕри — Чăваш Республикин социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн 2035 çулчченхи стратегийĕ. Унпа вице-премьер — экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов паллаштарчĕ. Стратегире республикăн çитес 15 çулхи аталанăвĕн тĕп векторĕсене палăртнă. Документа хатĕрленĕ май ĕç тăвакан влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен çеç мар, ăслăлăх общественноçĕн, предпринимательсен пĕрлĕхĕн представителĕсен, çавăн пекех ахаль çынсен сĕнĕвĕсене те шута илнине пĕлтерчĕ министр. Вăл каланă тăрăх, стратегие виçĕ тапхăрпа пурнăçа кĕртесшĕн. Пĕрремĕшĕнче экономика ӳсĕмĕн хăвăртлăхне каялла тавăрасшăн: шел те, çак кăтарту пĕлтĕр тата кăçал пандемие пула чакнă. 2021-2025 çулсенче ку ӳсĕме инвестици ĕç-хĕлне вăйлатса тивĕçтересшĕн. Виççĕмĕш тапхăрта инфратытăмăн пысăк проекчĕсене чăна çавăрасшăн, çапла майпа халăхăн пурнăç шайĕн пахалăхне татах пысăклатасшăн.

Стратегие пурнăçа кĕртни чылай кăтартăва лайăхлатма май парасса кĕтеççĕ. Вице-премьер асăннă программа чĕрĕ документ иккенне пĕлтерчĕ, çавна май саккуна йышăнсан та унпа малаллах ĕçлĕç. «ЧР Экономика аталанăвĕн министерствин сайтĕнче «Идея сĕн» баннер пур. Унта вырнаçтаракан пĕтĕм сĕнӳпе шухăшсене пăхса тухăпăр, стратегие пурнăçа кĕртнĕ май хатĕрлекен «çул-йĕр карттисене» хатĕрленĕ чухне йăлтах шута илĕпĕр», — терĕ вăл. Парламентарисем Чăваш Республикин социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн 2035 çулчченхи стратегийĕ пирки калакан саккуна икĕ вулавпа йышăнчĕç.

Сессире республикăн 2021 çулхи, планпа пăхнă 2022 тата 2023 çулсенчи тапхăрти бюджечĕ çинчен калакан саккун проектне те тишкерчĕç. Бюджет параметрĕсемпе ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш заместителĕ — финанс министрĕ Михаил Ноздряков паллаштарчĕ. Ытти чухнехи пекех, бюджет социаллă тĕллевлĕ пулĕ. Депутатсем çитес виçĕ çулти бюджет пирки калакан саккуна пĕрремĕш вулавпа йышăнчĕç. Вĕсем документа иккĕмĕш вулавпа 46-мĕш сессин иккĕмĕш тапхăрĕнче тишкерĕç: вăл раштав уйăхĕнче иртĕ.

Ларура çавăн пекех Обязательнăй медицина страхованийĕн территорири фончĕн çитес виçĕ çулти бюджетне тишкерсе пĕрремĕш вулавпа йышăнчĕç. Чăваш Республикинчи пенсионера пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçене 2021 çул валли палăртрĕç. Вăл 8466 тенкĕ пулĕ. Парламентарисем налукпа çыхăннă саккунсене улшăнусем кĕртессишĕн сасăларĕç. РФ Наци гвардийĕн çарĕсен федераци службин Чăваш Енри управленийĕ мĕнле ĕçлени пирки доклад итлерĕç.

www.hypar.ru