Комментари хушас

14 Çурла, 2014

Çынна тĕллев кирлех

Çăмăл атлетика енĕпе вăл Чăваш Енре темиçе хутчен те чемпион ята тивĕçнĕ, Раççей призерĕсен шутне кĕнĕ. Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Тихăнушкăнь ялĕн маттур ывăлĕ Владимир Долгов хăйĕн умне тĕллев лартсан ăна пурнăçлатех. Ăмăртăва тухсан: "Пур пĕрех çĕнтерĕп!" - тесе калать те пуринчен те хытăрах чупса финиша пĕрремĕш çитет.

- Манăн шухăшпа, çынна тĕллев кирлех. Пурин те пулмалла пек вăл. Тĕллев çук чухне çын нимĕн патне те ăнтăлмасть вĕт. Апла унăн лайăхрах пулас, йывăрлăха парăнтарас шухăш та çук, - тет Вова. Килĕшмеллех унпа. "Тĕллевсĕр чун хăйне çухатать", - тенĕ Мишель де Монтень француз çыравçи XVI ĕмĕртех. Паянхи кун та çак сăмахсен пĕлтерĕшĕ çухалман. Вовăна та тĕллев пурри пурнăçра пысăк утăмсем тума хавхалантарсах тăрать.

2011 çулхи ака уйăхĕн 22-мĕшне арçын ача яланах асра тытать. Ара, çав кун Çĕнĕ Шупашкарта Чăваш Республикин çăмăл атлетика кросне хутшăнса пĕрремĕш медальне çĕнсе илнĕ-çке вăл, икĕ çухрăма ним мар чупса тухнă.

Мĕн вăхăтра вунă класс вĕренсе пĕтерчĕ-ши вăл/ Куç хупса илнĕ пек çеç. Çак тапхăрта тĕрлĕрен ăмăртăва хутшăнса темĕн чухлĕ Хисеп хучĕ, медаль пухăннă Вовăн. Кашниех уншăн пысăк пĕлтерĕшлĕ, вĕсене çĕнсе илме çăмăл пулман вĕт. Вун пĕрмĕш класра та алă усса лармĕ-ха вăл. Çĕнĕ Атикасси шкулне çÿрекенскере физкультура вĕрентекенĕ канăç памĕ, тренировкăна хăвалĕ. Шăпах ăна пула арçын ача спорта юратма, çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тума пуçланă-çке.

- Светлана Николаевна Петрейкинăна тав! Вăл мана яланах ăмăртусене хутшăнтарать, нумай пулăшать. Йывăр самантсенче хавхалантарсах тăрать, - тет Вова. - Çăмăл атлетикăпа таçта та çитсе курма тÿр килчĕ. Кисловодск, Хусан, Пенза, Волгоград тата Оренбург хулисем уйрăмах асра юлчĕç.

Ырă тĕслĕх кăтартакан пулсан çынна ăс-хакăл тĕлĕшĕнчен ÿсме çăмăлрах. Спортра та çавах.

- Маншăн идеал вырăнĕнче тăракан спортсмен - Етĕрне районĕнче çуралса ÿснĕ Сергей Иванов. 2008 çулта вăл Раççей чемпио- натĕнче вунă çухрăм чупса рекорд лартнă, - шухăш-кăмăлне пайлать хастар арçын ача.

Телей мĕн иккенне кашни çын хăйне май ăнланать. Камшăн вăл - мул, пуянлăх, камшăн - çĕнĕ пушмак туянни, камшăн - пĕр ăшă сăмах çеç... Вовăшăн вара ашшĕ-амăшĕ пурри - чи пысăк телей. Вĕсен савăнăçне курни уншăн пуринчен те пахарах. Тăванран та тăван çыннисемшĕнех вăл лайăхрах пулма, вĕсене хĕпĕртеме ытларах сăлтав тупса пама тăрăшать.

Мухтавлă ывăла вара çывăх çыннисем кăна мар, тăван ял-йыш, район та хисеплет, республика та сума сăвать. Шухăш-тĕллевне пурнăçа кĕртмеллех пултăрччĕ Владимир Долговăн!

Дина МАЙОРОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.