Юрă - чунра, хаваслăх - юнра
Ачасем, Самар тăрăхне çитсе килер-и? Унта сирĕн пултаруллă та маттур тантăшăр сахал мар. Хальхинче Шунтал районĕнчи Аксаку ялĕнчи Дима Мясниковпа паллашăпăр.
Дима питĕ пултаруллă ача. Мĕн пĕчĕкренех юрлать, ташлать, сăвă çырать, унри артистлăх та пысăк. Вăл юрласа савăнтармасăр пĕр уяв та иртмест. Хăй тĕллĕнех ăсталăха анлăлатма маçтăр. Мĕн те пулин шухăшласа кăларас енĕпе ăна çитекен çук. Сăвă конкурсĕсене хутшăнса сахал мар Хисеп хучĕ çĕнсе илнĕ. Пĕтĕм Раççейри дистанциллĕ предмет олимпиадисенче те тăтăшах палăрать. Самар облаçĕнчи шкул ачисен Çеçпĕл Мишшине халалланă олимпиадинче чăваш чĕлхипе тата литературипе, этнос историйĕпе вăл "Пĕччен юрлани" номинацире пĕрремĕш вырăн йышăннă. Çак тăрăхри Чăваш драма фестивалĕнче ăна "Арçын ача рольне чи лайăх калăплакан" ятпа та чысланă. Пĕлтĕр вара вăл "Çулталăк вĕренекенĕ" пулса тăнă.
Питĕ ăслă ача темелле Димăна. Наукăпа практика конференцийĕнче вăл математика енĕпе иккĕмĕш вырăн йышăннă. Компьютерпа ĕçлеме те ăста. Çивĕч куçлăскер тавралăхăн илемне ытараймасăр сăн ÿкерме те юратать.
- Нумаях пулмасть спортпа туслашрăм. Тĕрĕссипе, футболла, пионерболла, бадминтонла выляма малтанах юрататтăмччĕ-ха. Халĕ вара çăмăл атлетикăпа унчченхинчен те тăрăшарах хатĕрленесшĕн, - тет класра çулсеренех староста тивĕçне пурнăçлакан Дима. Нумаях пулмасть ГТО иртнĕ. Унта арçын ача чупса, сиксе, пăшалтан персе тата тĕрлĕрен хăнăхтару пурнăçласа значока тивĕçнĕ.
- ГТО стандарчĕсене пурнăçласси - питĕ пĕлтерĕшлĕ пулăм. Унпа хăв мĕн пултарнине тĕрĕслеме лайăх. Мĕн те пулин йывăртарах килсен çав енĕпе ытларах ĕçлемелле, тренировкăна çÿремелле. Эпир уроксем хыççăн та хатĕрленетпĕр, кĕлеткене пиçĕхтеретпĕр. Спорт хăнăхтарăвĕсене пурнăçланă чухне пуç кирлĕ мар шухăшсенчен тасалать, ялан пысăкрах та пысăкрах рекорд лартас килет. Мĕн тери лайăх-çке вăл - спорт. Сывлăх та çирĕпленет унпа. "Сывă кĕлеткере - сывă чун", - тесе питĕ тĕрĕс каланă çав! - тет юлташĕсемпе хутлăхра футболла выляма кăмăллаканскер.
Юрă уншăн сывлăш пекех. Ватă кукамăшĕ илемлĕ сассипе такама та тыткăнланă. Кукамăшĕ те, амăшĕ те, аслашшĕ те - çемйипех çак чун киленĕçĕпе "чирлеççĕ". Ахаль чухне те ялан юрлас килет Димăн. Садикра та сцена çинчен кайма пĕлмен вăл. Пĕчĕкрех чухне пĕччен юрласа чылай конкурсра çĕнтернĕ. "Киремет çăлкуçĕ", "Пирĕн анне", "Кăвакарчăн" йышшисене шăрантарма уйрăмах кăмăлланă ун чухне. Халĕ сасă хулăнланма тытăннăшăн кулянать Дима, çакна пула концерта ушкăнпа çеç хутшăнаять-çке. Çапах та кĕçех пĕччен те юрлама тытăнасшăн-ха.
- Чăваш Республикинчен аякра пурăнатпăр пулин те тăван халăх пурнăçĕ пирĕншĕн ют мар. Пĕлтĕр Шупашкарта пулса куртăм. Питĕ килĕшрĕ. Вун пĕр класс вĕренсе пĕтернĕ хыççăн унта каяс шухăш пур-ха, Аслă шкулсенчен пĕринче ман валли вырăн тупăнатех ĕнтĕ. Кам пулас килнине хальлĕхе татса калаймастăп, пĕр-пĕр пуçлăха вĕренсе тухсан аванччĕ, - кула-кула калаçать шÿтлеме юратакан Дима. - Çак кунсенче Хусана кайса килтĕмĕр. Унта та Шупашкарти пекех илемлĕ иккен.
Çапларах хаваслă кăмăллă, лара-тăра пĕлмен, сăмах ваклама юратакан, ырă чунлă та пултаруллă ача вăл - Дмитрий Мясников. Ун çине пăхсанах пурăнас килет, çутă кунăн кашни саманчĕпе савăнас килет.
- "Тантăш" вулаканĕсене вара чун-чĕререн сывлăх сунатăп. Аçăр-аннĕре итлĕр, ватăсене ан манăр! Каникул вĕçленесси нумай та юлмарĕ, шутлă кунсене пур пĕр кăмăллă ирттерĕр. Ырлăх кăна сунас килет, - терĕ Дима калаçăва вĕçленĕ май.
Лариса ПЕТРОВА.