Комментари хушас

25 Чÿк, 2020

«Хресчен сасси» 45 (2833) № 25.11.2020

Сак тулли саккăрăн мар, вуннăн…

Вăрнар районĕнчи Кайри Тукай ялĕнче пурăнакан Екатеринăпа Анатолий Кузьминсем вунă ачана пурнăç çулĕ çине кăларнă, вĕсенчен тăваттăшĕ хăйсен ачисем, улттăшĕ вара — çывăх тăванĕн. Халĕ вĕсем пурте тăван килĕнчен тухса кайнă. Апла пулин те ашшĕ-амăшĕ патне кайсах çÿреççĕ, май пур таран пулăшаççĕ.

 Ултă пĕртăван

«Мăшăрăн йăмăкĕ Люба сарăмсăр вилнĕ хыççăн ултă ачи тăлăха юлчĕ, — сăмахне пуçларĕ Екатерина Варсонофьевна, — Аслă ывăлĕ Валерий 15 çултаччĕ ун чухне, кĕçĕнни Виктория — 1 уй-ăхра. Ачасене хамăр хÿтте илес пирки эпĕ сăмах пуçартăм. Ара, малтан Валеркăна /эпир ăна çапла чĕнетпĕр/, кайран аслă хĕрне Вероникăна усрава илес текенсем тупăнчĕç. «Атьăр, эпĕ сире аслисене мар, кĕçĕннине, пĕр уйăхрине паратăп. Кайран вăл сире «атте», «анне» теме тытăнĕ», — терĕм. «Çук, кĕçĕннине пăхма пĕлместпĕр», — терĕç тÿрех шикленсе. «Мĕнле шухăшлатăр, вĕсене çитĕнтерме çăмăл пулĕ-ши? Валерка шăллĕсемпе йăмăкĕсемшĕн халĕ ашшĕ те, амăшĕ те шутланать. Çитменнине, мана ĕçре пулăшса тăрĕ. Мĕнле те пулсан ÿсĕпĕр. Пĕр ачана та памастпăр, уйăрмастпăр вĕсене. Пĕри — унта, тепри — кунта çапкаланса ан çÿреччĕр, пĕрле çитĕнччĕр, çын пулччăр», — парăнмарăм эпĕ. Ачасем те ултă пĕртăвана хамăр çемьене илес тесе шухăшларĕç. Вĕсем ун чухне пысăкчĕ ĕнтĕ, ăна-кăна ăнланатчĕç. Валентина, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренекенскер, мана пĕррехинче: «Анне, эсир ачасене илме килĕшмесен хам илетĕп, ÿстеретĕп. Вара качча та каймăп», — терĕ. Чăн та, каярахпа пурте пĕр çемьери пек çитĕнчĕç. Хамăрăннисем вĕсене шăллĕсемпе йăмăкĕсем вырăнне хурса хисеплетчĕç. Халĕ те пĕр-пĕрне уйăрмаççĕ».

Екатерина Варсонофьевна каланă тăрăх, кĕçĕннисем вĕсене тÿрех «анне», «атте» тенĕ иккен. Валерка вара тытăнса тăнă. Пĕррехинче, çуркунне, пахчара ĕçленĕ май ăнсăртран йывăç туратне хуçнă вăл. Хĕрарăм патне чупса пынă та: «Анне, эпĕ çакна хуçрăм», — тенĕ турата шеллесе. Унтан пĕр вăхăт нимĕн чĕнмесĕр тăнă, хăй мĕн каланине ăнланмасăр. «Эпĕ те сана «анне» тесе калам-и?» — хушса хунă тепĕртакран. «Куççуль юхса анчĕ, — аса илчĕ иртнине Екатерина Варсонофьевна. — Çакăн хыççăн Валерка пире «анне», «атте» теме тытăнчĕ».

Çывăх тăванĕн ачисен ячĕсем пурте В сас паллирен пуçланаççĕ: Валерий, Василий, Вероника, Виталий, Ваня, Виктория. «Вĕсене уйăрма юрамастех», — çирĕплетрĕмĕр шухăша хамăр ачасемпе.

Кил ăшши

Кил хуçи хĕрарăмĕ 42 çул колхозра бухгалтерта ĕçленĕ, вĕсенчен 22-шне тĕп бухгалтерта тăрăшнă. Мăшăрĕ вара — трактористра. «Ачасене киле илсе килсен пÿрт-çурта пысăклатма шут тытрăмăр. Пĕррехинче хăма çурнă чухне Анатолий аллине циркулярка ăшне асăрханмасăр кĕртсе янă та амантнă. Çавăнтан инвалид пулса юлчĕ, механизаторта текех ĕçлеймерĕ», — чунне уçрĕ вăл.

Çапах Кузьминсем пÿрт-çуртне каярах анлăлатнă, кухня, икĕ пÿлĕм тунă. Ачисене вĕсем ĕçпе пиçĕхтернĕ. Çавăнпа хăйсем пекех маттур, хастар çитĕннĕ. «Вĕсемпе чунран савăнатпăр. Çак тарана çитсе манпа тавлашса курман, хирĕç калаçман. Хам вара темĕн чухлех ятлаçнă. «Ун пек, кун пек тума юрамасть, чăн-чăн çын пулмалла», — тенĕ ялан вĕрентсе. Тепĕр чухне хулиганла ĕçсем тăвасси те пулнах ĕнтĕ. Пурнăçра пăрăнăç сиксе тухатех çав. Тĕрĕс çул-йĕр суйласа илмеллине каланă», — малалла сÿтĕлет калаçу çăмхи.

Халĕ ăна-кăна тумалла пулсан тÿрех ашшĕ-амăшĕн килне пухăнаççĕ кĕçĕн Кузьминсем. Çĕр улми кăлармалла-и е вут татса купаламалла-и — çур кун хушшинче ĕç хатĕр. Пĕрне те тиркемеççĕ.

Çапла, аслă Кузьминсем ултă ывăлпа тăватă хĕре пурнăç çулĕ çине кăларнă. Паян вĕсем 14 мăнукĕпе савăнаççĕ. Сăмах май, вунă ачаран çиччĕшĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче пĕлÿ илнĕ, хăйсен юратнă ĕçĕсенче вăй хураççĕ паян. «Вĕреннĕ вăхăтра мĕн чухлĕ çăкăр пĕçерсе парса яман-ши эпĕ вĕсене хулана? Общежитире мар, тара тытнă хваттерте пурте пĕрле пурăнатчĕç вĕсем», — куç умне кăларчĕ иртнине хĕрарăм.

Вунă ачана пăхма çăмăл пулманнине, çав вăхăтрах ял-йышра ăмсанакансем тупăннине те палăртрĕ Екатерина Варсонофьевна. «Юрать, тăлăхсене укçа-тенкĕпе патшалăх пулăшать, ятарлă программăпа хваттер те парать. Тăваттăшĕн пурăнмалли кĕтес пур халĕ, иккĕшĕ черетре тăраççĕ. Çак тĕлĕшпе ачасене хваттер ан лектĕр тесе ура хуракансем те пулчĕç. Апла пулин те тĕрĕслĕх çиеле тухрĕ», — терĕ сăпайлăн вăл.

Валентина ПЕТРОВА.


Илем тĕнчин тыткăн.нче

Элĕк районĕнчи Пĕчĕк Карачура ялĕнче пурăнакан Лидия Онуфриевăна таврара пурте пĕлеççĕ. Унăн илемлĕ кил картинче чылай çын пулса курнă.

Лидия Алексеевна — ăста пахчаçă. Вăл сад-пахчара ĕçлеме кăмăллать, тĕрлĕ чечек çитĕнтерет. Кил- çурчĕ çумĕнче кану вырăнĕ йĕркеленĕ. Унта тĕрлĕ чĕр чун ĕмĕлки вырăн тупнă. Унсăр пуçне сцена та пур, куракансем валли саксем те вырнаçтарнă. Ялта клуб çукран халăх тĕрлĕ мероприяти ирттерме унта пуçтарăнать.

Вăл кашни çулах район, республика, çĕршыв шайĕнче иртекен конкурссене хутшăнать. Пĕр çулхине республикăри «Чи хăтлă хушма хуçалăх», çавăн пекех Воронежра йĕркеленĕ конкурссенче 2-мĕш вырăнсем йышăнчĕ. Кăçал Сургут тăрăхĕнчи Шурă Яр библиотеки ирттернĕ «Ăнăçлă çулла» сăн ÿкерчĕксен конкурсне хутшăнса ентеш «Дача дизайнĕ» номинацире пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ, Хисеп хучĕпе хаклă парнене тивĕçрĕ.

Лидия Онуфриевна пурнăçăн кашни саманчĕпе савăнма пĕлет. Йывăр чире парăнтарнă хыççăн пурне те ырă тума тăрăшать. Нумай çул каярах вăл сывлăх енчен самаях хавшанă, йывăр операци витĕр тухса вилĕмрен çăлăнса юлнă. Ун чухне чирлĕ хĕрарăм Турăран сывлăх ыйтнă. Сывалса çитсен çынсене йывăр вăхăтра пулăшма шантарнă. Унăн ĕмĕчĕ пурнăçа кĕчĕ.

Лидия Алексеевна Тури Карачура ялĕнче пилĕк ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ. Темиçе аслă пĕлÿ илнĕскер «Чувашсетьгаз» организацире тивĕçлĕ канăва кайичченех ĕçленĕ. Каярахпа Пĕчĕк Карачура ялне куçса килнĕ те паянхи кунчченех хăтлăхшăн тăрăшать. Тĕрлĕ уяв ирттернисĕр пуçне унта хутшăнакансене парне парса хавхалантарать. Ăшă кăмăл- туйăмлă хĕрарăма Турă та пăрахмасть. Унăн ачалăхри пĕлтерĕшлĕ пулăмпа вулакансене те паллаштарас килет. Лидийăн амăшне Анна Петровнăна мăшăрĕ Калинино салинчи больницăна ача çуратмашкăн илсе кайма лашапа çула тухнă. Хĕллехи çил-тăманлă кунра ут ĕрĕхсе кайнă. Ача кĕтекен хĕрарăм çуна çинчен ăнсăртран ÿксе юлнă. Мăшăрĕ çакна сисмен те. Лаша малаллах ыткăннă. Çав вăхăтра уй варринче хĕрарăм çăмăлланнă. Лидия юр çинче тенĕн кун çути курнă. Анна Петровна пепкине хăйĕн çинчи кĕпипе, кĕрĕкĕпе чĕркенĕ. Упăшки каялла таврăннă çĕре арăмĕ ача çуратнă та ĕнтĕ. Вĕсем больницăна васкаса çул тытнă. Анчах ача хытă шăннă. Çапах пурăнас кун-çулĕ пулнах унăн. Ăна пĕр фельдшер çăлса хăварнă. Пепке вăй илсе пĕр талăкра кăкăр ĕмме тытăннă. Çĕр çине килнĕ маттур хĕрачан шăпи ăраскаллă пулнă.

Пултаруллă, хастар хĕрарăм ял-йышпа Çĕнĕ çулта пĕрле çулленех савăнать, Çăварни те пĕрлех чупаççĕ, Çĕнтерÿ кунне те палăртаççĕ. Ял уявне кашни çулах вăл ăсталанă сцена çинче ирттереççĕ. Кил хуçи хăй така пусса шÿрпе пĕçерет, сăра вĕретет. Çакăншăн никамран та укçа пухмасть, пĕтĕмпех хăй хăналать. Ахальтен мар ял-йыш ун çинчен çапла калать: «Çын ăна пĕрре ырă турĕ пулсан, Лидия Алексеевна виçĕ хутчен ырăпа тавăрать».

Светлана СЕМЕНОВА, Элĕк районĕ.


Шартлама сивĕ каç

Сăр çинчи хÿтĕлев сооруженийĕсене тума Шăмăршă районĕнчен 3 пин ытла çын хутшăннă. Эпĕ çуралнă ялтан та, Карапай Шăмăршăран, унта чылай хĕрарăм кайнă.

Пирĕн атте, Пантелеймон Елисеев, окоп чавман, анчах çак пулăма пула пурнăçран сарăмсăр уйрăлнă. 1941 çулхи декабрь уйăхĕнче вăл, конюхра ĕçлекенскер, Улатăр тăрăхĕнче вăй хуракансене апат леçме вăрман витĕр лашапа çула тухнă. Атте ку çул-йĕре лайăх пĕлнĕ, мĕншĕн тесен унта пĕрре кăна кайман.

Окоп чавакансене вырăнта тÿлевсĕр çитермен. Çавна май вĕсен тăванĕсем, çемйисем ăшă чăлха, çĕнĕ çăпата, апат- çимĕç пуçтарса пирĕн пата илсе пынă. Çавăн пекех Сăр çинчи хÿтĕлев чиккисене тума хутшăннисене колхозран кашни çын пуçне кăштах кĕрпе, çăнăх панă. Çак пурлăха аттен вĕсем патне илсе çитермелле пулнă.

Ун чухне питĕ сивĕ кунсем тăнă, 40-45 градус. Шартлама çак кунсене хам та лайăх астăватăп. Эпĕ ун чухне 7 çулта пулнă. Аннесем таракансене шăнтма пĕр-пĕрин патне çĕр каçмашкăн каятчĕç, алăксене уçса хăваратчĕç. Пĕр-ик каçра унта нимĕнле хурт-кăпшанкă та юлмастчĕ. Сивĕ кунсем пирки аслисем: «Сурчăк сурсан çĕре пăрланса ÿкет», — тетчĕç.

Çакнашкал шартламара инçе çула тухма та шикленмен атте. Вăл апат- çимĕçе окоп чавакансем патне аванах илсе çитернĕ. Кăштах канса илнĕ хыççăн каялла киле килме тухнă. Лаши ывăннăран аттен вăрман варринче çĕр каçма тивнĕ. Çийĕнчи чаппанне вăл утне витнĕ. Хăй вара кĕрĕкпе юлнă. Кивĕскер ăшă тытманах ĕнтĕ. Лаша йĕри-тавра уткаласа-чупкаласа çÿрени те пулăшман, сивĕ çанталăка пула витĕр шăннă. «Вут чĕртме май килмен- шим?» — тесе ыйтаттăм эпĕ аннерен ка-ярахпа. Атте нихăçан та пирус туртманнине, унăн шăрпăк таврашĕ те пулманнине калатчĕ вăл.

Тепĕр кун киле çитнĕ атте. Ÿт-пĕвĕ вĕри çунтарма тытăннă. Ун чухне тухтăрсем те пулман, эмел пирки калаçмалли те çук. Çавăнпа килти меслетсемпе сиплеме пуçланă ăна: вĕри мунчара тарлаттарнă. Анчах усси пулман. Асанне, Патăрьел районĕнчи Сăкăт ялĕнче çуралса ÿснĕскер, унта фельдшер пуррине илтнĕ. Вăл тăван ялне çуранах тухса утнă, тухтăра илсе килнĕ. Итлесе пăхнă хыççăн аттен ÿпки икĕ енĕпе те шыçнине пĕлтернĕ. Хăйне мар, асаннене вăрттăн каланă. Ăна сы-ватма май çуккине палăртнă. Асанне каланинчен çакна астăватăп: йывăр чирлĕ атте хăйне сыватма тухтăра тархасласа ыйтнă. «Тархасшăн мана чĕртме тăрăш, ахаль тумăп кĕрĕке парăп, — тенĕ хăйĕн таврашĕнче çакăнса тăракан тумтирне кăтартса. — Манăн 5 ача вĕт-ха. Çитменнине, пĕринчен тепри çамрăкрах». «Çук, хăвах тăхăнăн-ха ăна, чĕрĕлетĕн», — лăплантарнă фельдшер.

Виçĕ эрне асапланнă хыççăн атте декабрь вĕçĕнче пирĕнрен уйрăлса кайрĕ. Хăй калашле, эпир, ачисем, пĕринчен тепри пĕчĕкчĕ ун чухне: асли — 9 çулта, кĕçĕнни — сăпкара. «Сăхсăхăр-ха, мĕнле те пулин чĕрĕ юлмасть-и?» — тетчĕ пире асанне атте чирлĕ выртнă чухне. Çапла, çывăх çыннăмăр 37 çултах вилнĕ. Анне яланах çапла калатчĕ ун пирки: «Сумлă вилĕм пулмарĕ». Мĕншĕн тесен вăрçăра вилнисен çемйисене правленирен тырă е çăнăх çырса паратчĕç. Мăшăрĕ те вăрçă нушипех хура тăпра ăшне кĕрсе выртни, ачисене пĕччен çитĕнтерни унăн чун-чĕрине виличченех ыраттарнă.

Лаши, хайхискер, Смирный ятлăччĕ. Асанне каланă тăрăх, конюхсем утсене витерен ирĕке кăларсанах вăл пирĕн хапха умне чупса килнĕ, пуçне усса тăнă иккен. «Эсĕ хăтăлса юлтăн…» — тесе йĕнĕ асанне ывăлне аса илсе.

Асаннен икĕ ывăл пулнă. Аттен шăллĕ, Иван, вăрçăран хăрах урапа таврăнчĕ. «Ман пирки аннене, тархасшăн, ан пĕлтерĕр. Вăл халĕ тетешĕн те питĕ кулянать», — тесе çыру яратчĕ Иван Абрамович госпитальтен.

Питĕ нушаллă ÿсрĕмĕр вăрçă ачисем. «Чун пулсан чул хушшинче те çитĕнет иккен», — тетчĕ асанне. Паллах, вăл вăхăтрисене пурне те астăваймастăп. Анчах та анне вилес умĕн, юлашки кунĕнче, пурнăçĕ мĕнле иртнине веçех каласа пачĕ. Çакă халĕ те манăн асра.

Выçăллă-тутăллă ÿсрĕмĕр пулсан та çемьери 5 ачаран виççĕшĕ аслă шкул пĕтертĕмĕр. Паян 4 пĕртăван ырă-сывă пурăнатпăр. Чи кăсăкли — пурте сакăр теçетке çулран иртрĕмĕр. Сăмахран, эпĕ — 87 çулта, кĕçĕнни вара кăçалхи декабрь уйăхĕнче 80 çул тултарать. Пире пурне те, вăрçă ачисене, удостоверени пачĕç.

Федора КУЗНЕЦОВА.


Малтанхи утăмсем, çитĕнÿсем

Патăрьел районĕнче хушма хуçалăхсем çирĕп аталанса пыраççĕ. Ÿсен- тăран туса илнипе пĕрлех выльăх-чĕрлĕх те йышлă ĕрчетеççĕ. Аш-какай, сĕт сутса хушма тупăш илеççĕ. Юлашки вăхăтра ку тăрăхра фермер хуçалăхĕсем палăрмаллах ÿснĕ. Республикăра «Агростартап» программа хута кайни вĕсене çĕкленме çунат хушрĕ тейĕн. Асăннă программăпа районта грант илекенсен йышĕ самай.

Сухан ÿстереççĕ, выльăх ĕрчетеççĕ

Патăрьел районĕн администрацийĕн экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕн пай пуçлăхĕ Виктор Львов каланă тăрăх, «Агростартап» программăна хутшăнакансен йышĕ çулсерен ÿссех пырать. Акă 2019 çулта регионти проектпа 4 фермер грант илме пултарнă, кăçал — 6. Патшалăх пулăшăвĕпе пурлăхпа техника базине çирĕплетнĕ. Фермерсем укçана техника туянма ытларах тăкакланă.

Кăçал та, иртнĕ çулхипе танлаштарсан, «Агростартап» программăна икĕ хутчен нумайрах хутшăнма кăмăл тунă. Çакна палăртмалла, конкурсра çĕнтернисен йышĕнче те ытларах Патăрьелсем. Вăрттăнлăхĕ мĕнре-ши? Виктор Игоревич сăмахĕпе, çакă районта ĕçчен те пултаруллă çынсем пурăннипе çыхăннă. Килĕрен тенĕн выльăх-чĕрлĕх йышлă ĕрчетеççĕ, пахча çимĕç туса илеççĕ. Патăрьелсем пай çĕрĕсемпе тухăçлă усă кураççĕ, лаптăкра севок сухан çитĕнтерекен уйрăмах йышлă. Ку культура асăннă тăрăхра тарăн тымар янă темелле. Çемйи-çемйипе ăна туса илеççĕ, сутса тупăш тăваççĕ. Аслисен ĕçне çамрăк ăру малалла тăсать. Çамрăксем ĕç-хĕле çĕнĕлле йĕркелесшĕн, механизацилесшĕн, аталанасшăн. Вĕсем фермер хуçалăхĕ уçаççĕ, ял хуçалăх кооперативне пĕрлешеççĕ тата ытти те.

Чăваш Енре «Агростартап» программа хута кайсанах ялсенче пурăнакансем çĕнĕлĕхе шанманни, пĕлсе çитерейменни те сисĕннĕ. Пĕри те тепри конкурсра çĕнтерни, патшалăх пулăшăвне тивĕçни ыттисене хавхалантарнă. Тин ура çине тăракан фермер хуçалăхĕшĕн грант курăмлă пулăшу шутланать. Çавна май çынсем çĕнĕлĕхпе çине тăрсах кăсăкланма тытăннă.

Кил хуçалăхне тытса пыракансене фермера куçма машина-трактор çителĕксĕрри, пурлăхпа техника бази чухăнни, умри ĕç-хĕле тĕрĕс йĕркелеме пĕлменни ура хурать. «Агростартап» программăна хутшăнни, çĕнтерни çивĕч ыйтусене татса пама пулăшать. Грантпа çĕр ĕçне пурнăçлама, чĕр тавара тирпейлеме техника, оборудовани илме май пур. Патăрьел район администрацийĕн, ЧР «Агро-Инновацисем» хысна унитари предприятийĕн специалисчĕсем программăпа тĕплĕн паллаштарнипе пĕрлех пулас фермерсене пилĕк çуллăх бизнес-план хатĕрлеме пулăшаççĕ, ĕçе-хĕле тупăшлă, тухăçлă тытса пыма вĕрентеççĕ.

Виктор Львов пĕлтернĕ тăрăх, вĕсем малтанлăха конкурса хутшăнас текенсен списокне хатĕрлеççĕ. Кăмăл тăвакансене пурне те кĕртеççĕ. Унтан вĕсемпе пĕрлехи канашлу ирттереççĕ. Ĕçлĕ тĕлпулăва ЧР «Агро- Инновацисем» хысна унитари предприятийĕн специалисчĕсем те хутшăнаççĕ. Кун хыççăн темиçе хутчен те пуçтарăнаççĕ, çивĕч ыйтусене сÿтсе яваççĕ. Конкурс çывхарнă май йыш чаксах пырать: хăшне-пĕрне яваплăх ÿсни хăратать, теприне пысăк балл илме пулăхлă çĕр сахалли, техника çукки чăрмантарать... Конкурса пултаруллисем, йывăрлăхран хăраманнисем, ура çинче çирĕп тăракан хушма хуçалăхсем кăна хутшăнаççĕ. Вĕсен усă куракан çĕрĕсем гектарĕ-гектарĕпе, выльăх-чĕрлĕх те йышлă ĕрчетеççĕ, хуçалăхра ĕçлеме техника та çителĕклех. Кун пеккисен тахçанах çĕнĕ шая çĕкленме, аталанма вăхăт темелле. Çакнашкал кил хуçалăхĕсен «Агростартап» программăпа грант илме те çăмăлрах. Вĕсем фермер хуçалăхĕ йĕркелесен те çухалмĕç.

Пĕрлĕхре — вăй

Патăрьел районĕнче «Агростартап» программăпа патшалăх пулăшăвне илнĕ фермерсенчен тăват-тăшĕ выльăх-чĕрлĕх ĕрчетеççĕ, улттăшĕ севок сухан туса илеççĕ. Патшалăх пулăшăвĕпе вĕсем ял хуçалăх техники, ăратлă ĕне выльăх туянаççĕ, производство обћекчĕсем çĕклеççĕ. Грантпа районта виçĕ ферма тумалла. Малтанхи утăмсем пур ĕнтĕ.

Акă Марат Хакимовпа Илшат Сыраев фермерсем 100-шер ĕне выльăх вырнаçмалăх фермăсем тума тытăннă. Пăлапуç Пашьелĕнчи Вячеслав Раськин иртнĕ çул «Агростартап» программăпа грант илнĕ хыççăн хуçалăхра 50 ĕне вырнаçмалăх сĕт-çу ферми çĕкленĕ. Проектăн пĕтĕмĕшле хакĕ виçĕ миллион тенкĕ ытла. Грант укçине строительство ĕçĕсем валли хывнă. Хăй те самай тăкакланнă. Кăçал фермерăн ĕмĕчĕ тинех тулнă, савăнăçлă лару-тăрура çĕнĕ производство хута кайнă. Ял çыннисем валли икĕ ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ. Пысăк мар фермăна çĕнĕ технологипе тунă, ĕç-хĕле йăл-тах механизацилеме тăрăшнă. Пысăк мар витере те сĕт пăрăхĕ вырнаçтарнă, тислĕк кăларассине, шăварассине механизациленĕ. Хальхи вăхăтра Вячеслав Раськин хуçалăхĕнче мăйракаллă шултра выльăх 40 ытла, çав шутра сăвăнаканни 20 пуçа яхăн. Фермер малашне кĕтĕве татах ÿстерме, территорине сарма палăртать.

Вăтаелте çуралса ÿснĕ Виталий Шайкин та кăçал «Агростартап» программăпа грант илнĕ хыççăн фермер хуçалăхĕ уçнă, севок сухан лаптăкне пысăклатнă. Тĕрĕссипе, Шайкинсем темиçе çул ĕнтĕ çак культурăпа ĕçлеççĕ. Вĕсене ачисем те пулăшаççĕ. Кил хуçалăхне аталантарасси пирки унчченех ĕмĕтленнĕ-ха вăл. Анчах укçа-тенкĕ çитсе пыманни, севок сухан ытларах туса илме техника сахалли чăрмантарнă. Грант çивĕч ыйтăва татса пама пулăшнă. Укçапа трактор, культиватор, пĕрĕхтеркĕч туяннă. Çĕр ĕçне пурнăçлама ывăлĕ Сергей, ял çыннисем пулăшса пыраççĕ. Кăçал вăл 3 гектар севок сухан лартса хăварнă. Техника пурри татах 15 гектар çĕр арендăна илме хавхалантарнă. Паха вăрлăх туса илме пусă çаврăнăшне пăхăнмалла-çке. Пĕчĕк лаптăкра çакна тума йывăр. Çитес çул 4 гектар севок сухан лартса хăварма палăртать фермер. Чĕр тавар вырнаçтарассипе йывăрлăх çук унăн. Виталий Шайкин «Урожай» ял хуçалăх потребитель кооперацийĕн членĕ шутланать. Туса илнĕ продукцие ун урлă сутаççĕ.

Сăмах май, Патăрьел тăрăхĕнче ял хуçалăх кооперацийĕсем те вăй илсех пыраççĕ. Ку енĕпе «Лук-Агро» ял хуçалăх потребитель кооперативĕ ырă тĕслĕх кăтартать. Унăн йышĕнче 15 хушма тата фермер хуçалăхĕсем. Вăйсене пĕрлештерни кăтартусене лайăхлатма пулăшать. Кооперативра пусă çаврăнăшне пăхăнма, паха вăрлăхпа кăна усă курма тăрăшаççĕ. Севок сухан туса илме, чĕркемлеме техника та туяннă. Кооператив кил тата фермер хуçалăхĕсене çĕр ĕçĕнче кăна мар, тавара тупăшлă вырнаçтарма та пулăшать.

Нумаях пулмасть ку тăрăхра «Урожай» ял хуçалăх кооперативĕ йĕркеленнĕ. Вăл малтанхи утăмсене тăвать кăна-ха. Анчах хăй тавра пĕр пек шухăш-тĕллевлисене пуçтарнă та ĕнтĕ. Виктор Львов каланă тăрăх, юлашки тапхăрта кил, фермер хуçалăхĕсем çине тăрсах кооперативсене пĕрлешме тытăнни палăрать. Йывăр лава пĕрле туртма çăмăлраххине аван ăнланаççĕ аграрисем. Пысăк йышпа рынокра тытăнса тăма, паха продукципе конкуренцие кĕме çăмăлрах çав.

Лариса НИКИТИНА.


Èç çынна ватăлма памасть

Манăн анне Галина Иванова Красноармейски тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ. Аллине аттестат илнĕ хыççăн Шупашкара кайнă та унтах тĕпленнĕ. Анчах вăл çуралнă тăрăхне манмасть. Ватлăха пăхмасăр унта кайса çÿрет.

Сакăр теçетке çула çывхараканскер сывлăх тĕлĕшпе аптăрасах каймасть. Ахальтен мар ĕнтĕ кашни ир утма тухать. Пиллĕкмĕш çул вăл Скандинави уттипе кăсăкланать. Çавăн пекех çут çанталăка питĕ юратать. Вăрмансăр пурăнма пултараймасть. Тăван тăрăхне кайсан пушă вăхăтра вăрмана çÿрет: кăмпа-çырла, мăйăр пуçтарать. Кăçал та 5 витре сарă мăйăр пухрĕ. 2018 çулта Шупашкарти пĕр ращара 250 кг йĕкел пуçтарса Карачурари вăрман хуçалăхне леçсе пачĕ. Çав йĕкеле вăрлăх вырăнне усă курнă. Апла пулсан вĕсенчен хунавсем çитĕннех ĕнтĕ.

Анне çавăн пекех ал ĕç тума та юратать. Алса-чăлха çыхнисĕр пуçне хушпу-тухья та ăсталать, тĕрлĕ капăрлăх та тăвать. Çавăн пекех чăваш тумтирĕллĕ пуканесем те. Хăй ăсталанă ал ĕçĕсемпе вăл тĕрлĕ конкурса хутшăнать. Акă 2016 çулта тĕп хулари Андриян Николаев ячĕллĕ паркра кавăнран тĕрлĕ кĕлетке тăвас енĕпе конкурс иртнĕччĕ. Анне, ÿркенменскер, унта та хутшăнчĕ. Кавăна чăвашла «тумлантарса» пĕрремĕш вырăна тухрĕ, дипломпа парнене тивĕçрĕ. Çав çулах Çĕрпÿре иртекен Тихвин ярмăрккинче те палăрчĕ вăл. Унта хăй ăсталанă тухйисемпе, тĕррисемпе хутшăнчĕ.

Çывăх çыннăм нихăçан та алă усса ларнине эпĕ курман. Пĕрмай мĕн те пулин ăсталать е тутлă апат пĕçерет. Ачаран ĕçпе çитĕннĕрен унсăр пурăнаймасть вăл. Вăрçă ачисем выçăллă-тутăллă ÿснĕ. Çăкăр хакне, укçа-тенкĕ шутне пĕлсе çитĕннĕ. Ашшĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă май амăшĕ вĕсене, тăватă ачине, пĕчченех çитĕнтернĕ, çын тунă. Хăй вара ун чухне 30 çулта çеç пулнă. Тĕпренчĕкĕсене пĕчĕкренех ĕçе явăçтарнă. Çавăнпах ĕнтĕ анне пĕр кун та ĕçсĕр пурăнаймасть.

Надежда ГУРЬЕВА, Шупашкар хули.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

 

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.