«Хитрех çав пирĕн хула!»
Шупашкар хулин çуралнă кунне хатĕрленсе, çамрăк ăрăва пĕчĕк тăван çĕр-шыва юратма хăнăхтарас, вĕсенче патриот, мăнаçлăх туйăмне вăратас тĕллевпе çурла уйăхĕн 12-мĕшĕнче тĕп хулари ача сачĕсенче чăваш халăх культурине, йăли-йĕркине халалланă мероприятисем ирттернĕ.
Вĕсенче Шупашкар хулин паллă вырăнĕсемпе культура пуянлăхĕ пирки те сăмах пуçарнă. Тĕп хулари 22-мĕш садикре вара «Тăван хулана - çул çÿреве» музыка уявĕ йĕркеленĕ. Çак кун воспитательсемпе ачасем чăваш тумĕ тăхăннă. Хулари туристсене илĕртекен илемлĕ вырăнсем пирки калаçнă хыççăн пурте пĕрле чăваш юррисене шăрантарнă, ташшисене ташланă. Мероприяти тĕлне шăпăрлансен ÿкерчĕкĕсенчен ятарлă курав та уçнă. Унта - хула пейзажĕ, культура палăкĕсем, ача-пăча выляма, канма кăмăллакан вырăнсем... «Хитрех çав пирĕн хула!» - пĕтĕмлетнĕ шăпăрлансем праçник хыççăн.
Р.ВОЛЬНАЯ.