Комментари хушас

18 Чÿк, 2020

«Хресчен сасси» 44 (2832) № 18.11.2020

Паха тыррăн хакĕ те пысăк

 Уй-хир пушаннă, хĕрÿ тапхăр вĕçленнĕ. Ĕç-хĕле пĕтĕмлетме те вăхăт. Çулталăк тухăçлă иртсе пынишĕн, управсем «сарă ылтăнпа» тулнишĕн Муркаш районĕнчи Е.Андреев ячĕллĕ хуçалăх ĕçченĕсен кăмăлĕ лайăх. Халĕ кунта çуракине хатĕрленме тытăннă: управри вăрлăха сортласа тасатаççĕ, техникăна юсаççĕ.

— Пĕлтĕр типĕ çанталăка пула самай шар куртăмăр. Кăçал вара çав тăкака туллин саплаштартăмăр темелле. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан тухăç самай аван. Çав лаптăкрах иртнĕ çулхинчен 1 пин тонна ытла тырă пуçтарса кĕртрĕмĕр. Гектар пуçне вăтамран 30 центнер ытла пулчĕ. Çитменнине, тырă хакĕсем те савăнтараççĕ. Кĕркуннех чĕр таварăн 1 кг 10 тенкĕ ытларахпа сутăнчĕ. Хĕл енне хак хăпарсах пырать, — палăртрĕ хуçалăх ертÿçи Виталий Семенов.

Вырма вăхăтĕнче «Агрос -150» комбайнсемпе пĕртăван Димитрипе Алексей Порфирьевсем 1 пин гектар тĕш тырă вырса пуçтарнă. Ĕççи уйăха яхăн тăсăлнă. Тухăç пысăкран техникăна та, комбайнерсене те çăмăл тивмен. Юрать, çанталăк хĕвеллĕ тăнă. Тырă хиртен типĕ кĕнине пăхмасăр чĕр тавара «АТМ-34» агрегатпа тепĕр хутчен типĕтнĕ, виçĕ хутчен сортласа тасатнă. Çавна май унăн пахалăхĕ палăрмаллах ÿснĕ. Муркаш тăрăхĕнче çитĕнтернĕ пĕрчĕллĕ культурăна республика тулашĕнче те хаваспах туяннă. Управра хĕлĕпе сутмалăх та хăварнă.

Хуçалăхăн усă куракан çĕрсем — 1500 гектар. Çулсерен пĕр пин гектарне акса хăвараççĕ, 500-ĕ çинче таса пусă хăвараççĕ, «кантараççĕ». Муркаш тăрăхĕнчи тăмлă çĕр çинче пысăк тухăç илме çăмăл мар. Тарăн сухалани те тăпран пулăхлă сийне сиен кÿрет. Вырмара улăма вĕтетсе çавăнтах хывса хăвараççĕ. Çуркунне-кĕркунне хире сÿрелесе кăпкалатаççĕ, акаççĕ. Хирсене вăрах вăхăт сидерат акса хăварнă. Халĕ те донник 10 гектар йышăнать. Юлашки вăхăтра культурăна сăтăрçăсенчен, чир-чĕртен им-çампа та хÿтĕлеççĕ. Чĕр тавар пахалăхĕ чакасран хими хутăшĕпе сахалрах усă курма тăрăшаççĕ. Çĕр ĕçне пĕлсе йĕркелени, тăпра пулăхне ÿстерни çулсерен пысăк тухăçпа, тупăшпа савăнтарать, йывăр çĕр çинчех пысăк тухăç илме май парать.

Хуçалăхра çурхи урпапа кĕрхи тулă кăна туса илеççĕ. Ертÿçĕ каланă тăрăх, асăннă культурăсем Муркаш тăрăхĕнче уйрăмах аван пулаççĕ. Уй-хире паха вăрлăх хывма тăрăшаççĕ. Кăçал та «московский-56» — кĕрхи тулă, «владимир» çурхи урпа элита вăрлăхĕсене туянса хунă. Техника паркне те пуянлатнă. Виçĕ МТЗ-82 трактор илнĕ. Пĕринпе вара тиеме те пулать.

Уй-хирте ĕç шавĕ лăпланнă пулсан машина-трактор паркĕнче иртен пуçласа каçченех шăпланмасть. Механизаторсем çуракине хатĕрленнĕ май техникăна тепĕр хут тĕрĕслеççĕ, юсаççĕ. Тырă управĕнче те агрегатсем пĕр тикĕссĕн кĕрлеççĕ. Кунта вăрлăха сортлаççĕ. Хальхи вăхăтра вăл йăлтах кондицие ларнă. Çапах ăна тепĕр хутчен çÿп-çапран тасатаççĕ, пахалăхне лайăхлатаççĕ. Вăрлăх упрама хуçалăхăн складсем çителĕклех. Юлашки çулсенче 800 тонна кĕмелĕх управсем тунă. Çитес çул валли удобрени, им-çам илме укçа тÿлесе хунă.

Ура çинче çирĕп тăракан, аталанса пыракан хуçалăха çамрăксем те туртăнаççĕ. Хальхи вăхăтра кунта çуррине яхăн яш-кĕрĕм.

— Тин ĕçе вырнаçакансене эпир малтанлăха кивĕрех техника уйăратпăр. Вăл пултарнине кура çĕннине шанса паратпăр. Хальхи вăхăтра яш-кĕрĕме кивĕ техникăпа хуçалăха илĕртеймĕн. Вĕсене ĕçлеме, канма йĕркеллĕ условисем туса памалла, тивĕçлипе тÿлемелле. Çавăнпа парка çĕнетсе тăратпăр, хăватлă техникăпа пуянлататпăр. Шалу тĕлĕшпе те кÿрентерместпĕр. Уйăхри вăтам ĕç укçи 30 пин тенкĕрен иртет. Хĕрÿ тапхăрта ытларах та. Район центрĕнче вырнаçнă май ытти предприяти-организацирен сахал тÿлеймĕн. Пĕчĕк шалупа ĕç çыннисене тытса тăма кансĕр, — палăртрĕ Виталий Иосифович.

Юлашки çулсенче чылай хуçалăхра специалистсене тытса тăкакланмаççĕ. Ертÿçĕ уй-хир, выльăх-чĕрлĕх отраслĕсене хăех йĕркелесе пырать. Е.Андреев ячĕллĕ ЯХПКра вара ку енĕпе çирĕп. Агроном, инженер-механик, бухгалтер… — кашни специалист хăй вырăнĕнче. Тухăçлă, тупăшлă ĕçлесе пырас тесен унсăр май çук. Отрасле ятарлă пĕлÿ илнĕ çынна шанса панине мĕн çиттĕр?

Лариса НИКИТИНА.

 


 

Хушма хуçалăхсене çĕнĕ шая çĕклет

Муркаш районĕнче пурăнакансем патшалăх пулăшăвĕпе усă курса хушма хуçалăхĕсене аталантараççĕ, фермер хуçалăхĕ йĕркелеççĕ. Республикăра «Агростартап» программа хута кайнăранпа ку тăрăхри тăватă хушма хуçалăх грант илме тивĕçнĕ.

Грант илни хавхалантарать

Муркаш районĕнче промышленноç кăна мар, ял хуçалăхĕ те аталансах пырать. АПК отрасльне хушма, фермер хуçалăхĕсем те курăмлă тÿпе хываççĕ. Çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртеççĕ, аш-какай, сĕт, пахча çимĕç, пĕрчĕллĕ культурăсем туса илеççĕ, ытлашши продукцие патшалăха сутаççĕ. «Агростартап» программа хута кайнă хыççăн кил хуçалăхĕсем çине тăрсах çĕнĕлĕхпе кăсăкланма тытăнни сисĕнет.

Район администрацийĕн АПК аталанăвĕн сектор ертÿçи Татьяна Павлова каланă тăрăх, «Агростартап» программăпа патшалăх пулăшăвĕ илмешкĕн конкурса хутшăнакансен хисепĕ палăрмаллах ÿснĕ. Иртнĕ çул Муркаш тăрăхĕнчи икĕ хушма хуçалăх грант илме тивĕçнĕ. Чуманкасси ял тăрăхĕнчи Владимир Федоров патшалăх пулăшăвĕпе фермер хуçалăхĕ уçса пурлăхпа техника базине пуянлатнă. Владимир Артурович ÿсен-тăран, пахча çимĕç туса илессипе аталаннă. Фермер малтанхи утăмсем тăвать кăна пулин те унăн кăтартăвĕсем савăнтараççĕ. Кăçал 169 гектар çинче сухаласа-акса хăварнă. Лаптăксене çăвĕпех çум курăкран, чир- чĕртен асăрхаса тăнă, вăхăтра мерăсем йышăннă. Тăрăшни харама кайман, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен гектарти вăтам тухăçĕ 30,2 центнер тухнă. Çĕр улмин те пĕчĕк мар, гектар пуçне — 250, купăстан вара 550 центнер ытла. Чĕр тавара тупăшлă вырнаçтарни ăна малалла тăрăшарах ĕçлеме хавхалантарать.

Çитес вăхăтра фермер çĕр лаптăкне арендăна илме, производство калăпăшне ÿстерме палăртать. Çĕр ĕçне вăхăтра пурнăçлама машинăпа трактор паркне çĕнетет, хăватлă техника туянать. Уй-хире паха вăрлăх кăна кăларма тăрăшать. Çавна май çурхи тата кĕрхи культурăсен элита вăрлăхне илет.

Отарккăри Индира Иванова та сад ĕрчетме патшалăх пулăшăвне тивĕçнĕ. Вырăнти хуçалăхăн юхăннă садне илсе йĕркене кĕртме тытăннă. Çуркунне пĕрер гектар çĕр çырлипе хурлăхан лартса хăварнă. Хунавĕсене улма- çырла питомникĕнчен туяннă. Çулла фермер хуçалăхĕнче пĕрремĕш хут çĕр çырли пуçтарса илнĕ, сутнă. Çитес çул тухăç ытларах пуласса шанаççĕ ĕçченсем. Малашне сада улма-çырла хунавĕсемпе татах пуянлатасшăн. Ял çыннисемшĕн хушма ĕç вырăнĕсем йĕркеленĕç. Сад çĕнĕрен аталанни, çирĕп алла куçни ял халăхне те савăнтарать.

Тухăçа, тупăшлăха ÿстерме — кооператива

Кăçал Муркаш районĕнчи сакăр хушма хуçалăх «Агростартап» программăпа грант илме конкурса хутшăннă. Çав шутра иккĕшĕ пысăк балл пуçтарса гранта тивĕçнĕ. Телейлисен йышĕнче Полина Трофимова, Наталия Павлова. Конкурсра çĕнтернĕ май вĕсем фермер хуçалăхĕ уçнă. Халĕ çине тăрсах ăна атлантараççĕ.

Полина Трофимовăпа Наталия Павлова та çĕр улми туса илессипе ĕçлеççĕ. Вĕсен усă куракан çĕрĕсем Етĕрне тăрăхĕнче вырнаçнă. Çакă кÿршĕ районта ирĕклĕ çĕр ытларах пулнипе те çыхăннă. Фермерсем «Ниме» ял хуçалăх потребитель кооперацийĕн членĕсем шутланаççĕ. Çавна май грантпа тивĕçнĕ укçан пĕр пайне кооперативăн пурлăхпа техника базине çирĕплетме тăкакланă. Кооператив вара фермерсен чĕр таварне тупăшлă вырнаçтарма пулăшать, техникăпа, элита вăрлăхпа тивĕçтерет.

Сектор ертÿçи Татьяна Павлова пĕлтернĕ тăрăх, район администрацийĕнче «Агростартап» программăна хутшăнма хушма, фермер хуçалăхĕсене суйласа илессипе çулталăкĕпех ĕçлеççĕ. Çакăнта ял тăрăхĕсене те явăçтараççĕ. Лайăх аталаннă, выльăх-чĕрлĕх йышлă усракан хушма хуçалăхсене вырăнта лайăхрах пĕлеççĕ çав. Специалистсем кил хуçисемпе тĕл пулса калаçаççĕ, çĕнĕлĕх пирки ăнлантараççĕ, конкурса хутшăнма, хуçалăха малалла аталантарма сĕнеççĕ. Çĕнĕлĕхпе кăсăкланакансем район администрацине те час-часах çитеççĕ, ыйтса пĕлеççĕ.

Татьяна Валерьевна сăмахĕпе конкурса хутшăнас текенсен списокне маларах хатĕрлеççĕ. Унта лекнисемпе çине тăрсах ĕçлеме тытăнаççĕ. Условисемпе, умри ĕç-хĕлпе тĕплĕнрех паллаштараççĕ. ЧР «Агро- Инновацисем» хысна унитари предприятийĕн специалисчĕсене района чĕнсе илеççĕ, пулас фермерсемпе консультаци ирттереççĕ, вĕрентеççĕ. Предприятири ĕçченсем пулăшнипе конкурса хутшăнма, малалла ĕçлеме бизнес-план хатĕрлеççĕ.

Хушма тата фермер хуçалăхĕсем ытларах пахча çимĕç, ÿсен-тăран, улма- çырла çитĕнтереççĕ, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетеççĕ. Кăçал выльăх-чĕрлĕхпе ĕçлекен хушма хуçалăхсем те «Агростартап» программăпа патшалăх пулăшăвне илме конкурса хутшăннă. Шел, çĕнтермешкĕн май килмен вĕсен. Хуçалăха аталантарас ĕмĕт- шухăшлăскерсем çитес çул та конкурса хутшăнас тĕллевлĕ. Хальхи вăхăтра вĕсен списокне хатĕрлеме тытăннă ĕнтĕ. Çĕнĕ çул хыççăн специалистсем кашнинпех тĕл пулĕç, документсем йĕркелеме пулăшĕç.

Кăçал районта «Моргаушские овощи» ял хуçалăх потребитель кооперативĕ те йĕркеленнĕ. Вăл фермер хуçалăхĕсене пĕрлештерет, чĕр тавара тупăшлă вырнаçтарма пулăшать. Çĕнĕлĕхпе грант илнисемшĕн те кооператив шанчăклă тĕрев пулĕ.

Татьяна Павлова «Агростартап» программа хушма хуçалăхсемшĕн уйрăмах кирлине палăртрĕ. Грант илни производствăна ÿстерме, пурлăхпа техника базине çирĕплетме, фермер хуçалăхне çĕнĕ шая çĕкленме пулăшать. Фермерсене арендăна пама çĕр çителĕклех. Вĕсем аукциона хутшăнма, лаптăксене арендăна илсе усă курма пултараççĕ.

Ильинка, Шетмĕпуç ял тăрăхĕсенче хушма хуçалăхсем сĕт туса илессипе ытларах ĕçлеççĕ. Юнка, Чуманкасси ял тăрăхĕсенче вара çĕр улми, пахча çимĕç çитĕнтерессипе палăрма ĕлкĕрнĕ. Хушма, фермер хуçалăхĕсене аталантарни ял çыннисене ĕçпе, шалупа тивĕçтерет, АПК отрасльне курăмлă тÿпе хывать.

Лариса НИКИТИНА.

 


 

Яла хăтлăлатас тĕллевпе

Хулапа ял пурнăçне аталантарма 2017 çулта хушу кăларчĕç. Анчах унпа кашни ялтах усă курнă теме çук-ха.

Тĕслĕхрен, Чăваш Сурăм ял тăрăхне кĕрекен 16 ялтан Чăваш Сурăм салинче шкул, клуб, Мăн Шĕвĕшре çĕнĕ клуб çуртне çĕклерĕç, Юлăшра клуба тĕпрен юсарĕç. Мартынкасси ял тăрăхĕнче те хушупа килĕшÿллĕн пурнăçламалли ĕçсем пулнах. Асăннă ял клубне юсама кăçал кăна бюджетран укçа уйăрса пачĕç. Тĕрлĕ сăлтава пула юсав ĕçĕсене вăхăтра пуçăнаймарĕç. Халĕ, йĕпе-сапара, ĕçлемелле пулса тухрĕ. Строительсем клубăн çи виттине, ăшăтмалли тытăма, электричество пралукĕсене, чÿречесене улăштарчĕç. Малалла ĕçлемелли те пайтах. Иртсе çÿренĕ чух яланах унта кĕрсе тухатăп. Ĕçсем япăх мар пулса пынăран чун савăнать.

Чăваш автономийĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнĕ май кăçал кашни ял-хулана 100-шер пин тенкĕ парса хавхалантарчĕç. Эпир, ватăсем, ку тарана çитсе патшалăх пулăшăвне курманччĕ-ха, кăна ырламалла çеç. Çак нухратпа ял-йыш клуб тата палăк умне хăтлă карта тытрĕ. Энехметсем иртнĕ вăрçăра пуç хунă ен-тешĕсене асăнса палăк лартрĕç. Шор-Пайрашпа Шор-Пусайсем илемлĕ беседкăсем ăсталарĕç. Тепĕр чухне унта-кунта тухса çÿренĕ май пĕлĕшсене курсан çак укçапа тĕллевсĕр усă курнăшăн пăшăрханса калаçнине илтме тÿр килет. Ялта ачасем çукран вĕсем валли лапамсем тунишĕн кăмăлсăр.

Иртнĕ саманара ялсен социаллă ыйтăвĕсене тата инфратытăмне патшалăхпа влаçра ĕçлекенсем хуçалăхпа вырăнти влаç органĕсем çине тиеме пикенетчĕç. Асăннă çулсенче лартнă клуб, шкул çурчĕсем кивелчĕç, çи виттисенчен шыв юхать. Вĕсем юсав ĕçĕсене кĕтеççĕ. Вырăнта хуçалăхсем арканчĕç, ĕçсĕр тăрса юлнă çамрăксем ирĕкелле тухса кайса пĕтрĕç. Ялсем пушанса юлчĕç. Ирĕксĕрех ыйту çуралать: вырăнти юсав ĕçĕсене камăн пурнăçламалла-ши? Тĕслĕх шыраса таçта каймастăп. Пирĕн ялта 93 хуçалăхра 380 çын пурăнатчĕ. Хальхи вăхăтра 28 хуçалăх çеç. Тивĕçлĕ канăва тухса яла таврăннисем, çуллахи вăхăтра ĕçлеме, кил-çурта сыхлама килсе çÿрекенсем — 40 хуçалăх. Унсăр пуçне пушă ларакан 18-20 çурт пур. Шкула 3 ача çеç çÿрет.

Иртнĕ саманара ял çынни хăйĕн пурнăçне хăех йĕркелесе, тытса пурăннă. Çав хушăрах колхоз производствине те аталанма пулăшнă. Агропромышленноç комплексĕ патшалăхăн тĕп шăнăрĕ пулнă. Халĕ ял çыннине патшалăхăн хăйĕн тăрантармалла анчах мар, ял инфратытăмне те аталанма пулăшмалла. Мĕншĕн тесен иртнĕ ĕмĕрте çĕршывăн демографи ыйтăвне ял татса панă. Халĕ çĕршывра çеç мар, республикăри ялсенче те халăх йышĕ чакса пырать. Çĕр ĕçĕпе çамрăк-сем кăсăкланмаççĕ. Çавăнпа та сухаласа акăнман çĕрсем паянхи кун та пур-ха.

Çамрăксене яла хăварма хулари пек инфратытăм кирлине пурте лайăх чухлатпăр. Ку ыйтупа патшалăх, республика, вырăнти влаç ерипен ĕçленине палăртмалла. Çак тĕллевпех çитес çул ял урамне 450 метр тăршшĕ вак чул сарса хытарма хатĕрленетпĕр. «Пуçаруллă бюджет» программăна хутшăнса халăхран пухнă укçана ял тăрăхне кайса хыврăмăр. Малалла ыйтăва ЧР Ял хуçалăх министерстви татса парасса кĕтетпĕр. Тепĕр çул вара Вăрман урамне çыхăнтаракан çула вак чул сармалла тата çырма урлă каçмалли пĕве пуçне васкавлăн юсамалла. Унсăрăн çурхи шыв ăна татса кайма пултарать.

Клуб, лавкка урамĕсенче чул сарнă çула маларах юсама тиврĕ. Путăксем пулнăран машинăсене çÿреме кансĕртерех. Хушупа пурнăçламалли ĕçсем татах та пур-ха.

Вениамин АРХИПОВ, Элĕк районĕ, Мартынкасси ялĕ.

 


 

Манăçа тухмаççĕ çав çулсем

2021 çул — пирĕн республикăра Сăр тата Хусан чиккисене чавма хутшăннисене халалланă çулталăк. Çавна май октябрĕн 28-мĕшĕнче ăна Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Сăмах май, хÿтĕлев сооруженийĕсене шăпах 1941 çулхи октябрĕн 28-мĕшĕнче тума тытăннă.

Чăваш Енре асăннă чикĕсен тăршшĕ 380 километр чухлĕ пулнă, пурĕ 5 миллион кубла метр тăпра кăларнă. Хĕç-пăшалтан пемелли вырăн, окоп, çĕр пÿрт нумай тунă, канавсем чавнă. Вĕсене пурнăçлама пурĕ 171450 рабочие мобилизациленĕ. Кунсерен вăтамран 85 пин çын ĕçленĕ, хушăран ку кăтарту 110 пине çитнĕ. Йĕрке тăрăх 17 çултан кĕçĕн мар, сывă çамрăксене çеç ĕçе йышăнмалла пулнă. Анчах унта 15-16 çулсенчи ачасем те, хĕрарăмсем те нуша тÿснĕ. Талăкра 10 сехет, канмалли кунсемсĕр, выçăллă-тутăллă 40 градус сивĕре ĕçленĕ. Окопсене Сĕнтĕрвăрри, Куславкка, Хĕрлĕ Чутай, Çĕмĕрле, Улатăр, Етĕрне районĕсенче чавнă.

Çитес çул паттăр ентешсене асăнса Куславкка районĕнчи Аслă Куснар ялĕ çывăхĕнчи федераци çулĕ патĕнче пĕлтерĕшлĕ палăк лартма палăртнă. Çак ыйтăва октябрĕн 19-мĕшĕнче ЧР Пуçлăхĕ ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура сÿтсе явнă. Асăну комплексĕ 3 гектар çинче вырнаçмалла. Ку обћекта çитес çулхи октябрь уйăхĕнче уçма палăртнă. Унсăр пуçне çакнашкал палăксем окопсем чавнă тăрăхсенче те пулĕç. Тыл ĕçченĕсене халалласа асăну комплексĕн обћекчĕсенчен пĕрне Етĕрне районĕнчи Ильина Гора ялĕнче тума планлаççĕ. 1941 çулта унта Сăр оборона чиккин сооруженийĕсене тунă, сăрт çинче командир пункчĕ вырнаçнă. Ку палăксене туристсем те курма пултарĕç. Тепĕр сăваплă пулăм çинчен те каласа хăварар: республикăра Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисен строительствин 80 çулне халалласа асăну медальне хатĕрлеме йышăннă. Унсăр пуçне ятарлă портал ĕçлеме тытăнĕ, ку ĕçе хутшăннă ентешсем çинчен тĕплĕ информаци пуçтарĕç. Çавăн пекех ятарлă кĕнеке те кăларма палăртнă.

Сăр тата Хусан хÿтĕлев линийĕсене тăвас ĕçе хутшăннă çынсен паттăрлăхне асăнса вĕренÿ учрежденийĕсенче ятарлă эрне ирттерессине йĕркеленĕ. Çавна май ачасем ÿкерчĕксен, хайлавсен конкурсĕсене, паттăрлăх урокĕсене хутшăннă, шкул музейĕсенче упранакан экспонатсемпе, куравсемпе паллашнă.

Республикăри культура ĕçченĕсем Сăр тата Хусан чиккисене чавма хутшăннисене халалласа флешмоб ирттернĕ.

Асăннă çулталăкăн логотипне тата брендбукне /брендăн тĕп шухăшне кăтартакан документ/ тумашкăн конкурс ирттереççĕ. Вăл уйрăлса тăмалла, çак ĕçе хутшăннисен паттăрлăхне сăнламалла. «Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисем» çырни пулмалла. Унăн анлă шухăша кăтартнипе, меллĕ вуланнипе, асра юлнипе тата хăйне евĕрлĕхпе, хитрелĕхпе палăрмалла. Çулталăк брендбукне логотип презентацине, ăнлантарнине, ятарлă тĕспе шрифта, усă курмалли шайлашăва тата мелсене кĕртмелле.

Ĕçсене ноябрĕн 16-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 10-мĕшĕччен çак адреспа йышăнаççĕ: Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 17, 4-мĕш хут, 415-мĕш пÿлĕм. Ыйтса пĕлмелли телефон: /8352/ 64-20-80.

Конкурс ĕçĕсене художниксем, дизайнерсем, культурăпа искусство деятелĕсем, влаç органĕсен тата общество пĕрлешĕвĕсен представителĕсем хаклĕç. Çĕнтерÿçĕпе логотип хатĕрлемешкăн 400 пин тенкĕлĕх хавхалантарма килĕшÿ хатĕрлĕç. Унсăр пуçне логотип правишĕн 100 пин тенкĕ тÿлĕç.

Валентина МАКСИМОВА.


Ачасенчен ют çын тăвас мар

Николайпа Людмила Балтаевсене республикăра пурăнакансем пĕлеççех ĕнтĕ. Вĕсене чăвашлăха упракан çемье тесе палăртас килет. Ашшĕ-амăшĕ ывăлĕсене Асаматпа Атиллăна пĕчĕкренех тăван чĕлхене хисеплеме вĕрентнĕ, унпа калаçса çитĕннĕ ачасем паян пĕри Чехире, тепри Питĕрте пурăнаççĕ. Апла пулсан та вĕсем чăвашла тап-таса калаçаççĕ. Сăмах май, Николайпа Людмила Балтаевсем Елчĕк тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ.

— Людмила Владимировна, ача- пăчана тăван чĕлхене кăкăр сĕчĕпе пĕрле вĕрентмеллине каланă ĕлĕкех. Ку ĕçе ытларах хĕрарăмăн пурнăçламалла, пепкипе унăн пĕчĕкренех чăвашла калаçмалла. Çак юратăва ача чунне вырнаçтармалла. Ку шухăшпа килĕшетĕр-и?

— Паллах. Ачасене чăвашла вĕрентесси пирки упăшка та çирĕп тăчĕ. Эпĕ те унпа килĕшрĕм. Мăшăрпа — чăвашла, ачасемпе вырăсла калаçни вырăнлă мар. Вĕсем ют пулса çитĕнеççĕ. Эпĕ ывăлсене çуралсанах чăваш юмахĕсем вуласа параттăм. 3-4 халап вуламасăр çывăрса каймастчĕç. Чăваш халăх юмахĕсем пĕтсен ют çĕршывсенне куçараттăм. Ман шутпа, çак тĕслĕх — чи тĕрĕсси. Мĕншĕн тесен эпĕ ачасене тăван чĕлхепе ÿстернĕ. Хальхи ашшĕ-амăшне ывăл-хĕрне вырăсла вĕрентнишĕн вăрçас килет манăн. Яла кайсан аслисем чăвашла калаçнă вăхăтра ача айккинче ларать, вĕсен калаçăвĕ унăн хăлхине кĕмест. Ватă çынсен пăшăрханăвĕ, савăнăçĕ пирки илтмесĕрех юлать. Çавна май ют ача пулса çитĕнет вăл. Тăванлăх çыхăнăвĕ татăлсан аслашшĕ- асламăшĕ пирки шухăшламасть те.

Унсăр пуçне чăваш чĕлхине упраса хăварас тесе республикăра тĕрлĕ мероприяти иртет, чăваш чĕлхи пĕтет тесе калаçатпăр. Паллах, пĕтет. Мĕншĕн тесен унта хутшăнакансем хăйсем те килĕсенче ачисемпе вырăсла калаçаççĕ. Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ те шкултан таврăнсан хăйĕн ачисемпе ют чĕлхепе пуплет. Эпир хамăра хисеплеменнине пĕлтерет çакă. Çав вăхăтрах такамран хисеп кĕтетпĕр. Артистсем те сцена çинче чăвашла юрласа укçа ĕçлесе илеççĕ. Килĕсенче хăйсем ачисемпе вырăсла калаçаççĕ.

— Чылай ашшĕ-амăшĕн шучĕпе чăваш чĕлхи ачасене вĕренÿре чăрмантарать имĕш. Вĕсене пĕчĕкрен вырăсла вĕрентни вара ЕГЭ тытма пулăшать.

— Пирĕн ачасем хăйсем тĕллĕн урама тухма пуçличчен вырăсла пĕр сăмах та пĕлмен. Асамат 2,5-3 çултах урамра пĕччен çÿретчĕ. Ун чухне машина сахалрахчĕ. Вăл пÿрте кĕретчĕ те: «Анне, эпĕ ачасем мĕн калаçнине нимĕн те ăн-ланмастăп», — тетчĕ. «Эсĕ вĕсен çумĕнче выля, итле, вара ăнланма пуçлăн», — вĕрентеттĕм эпĕ. Ывăлăмсене вырăс-ла хам вĕрентсе ларман. Урамра, телевизор курса хăйсемех ерипен калаçма тытăннă. Чăваш чĕлхи ытти чĕлхене вĕренме кансĕрлет тенипе эпĕ килĕшместĕпех. Ачасем Шупашкарти Г.Лебедев ячĕллĕ лицейра та лайăх вĕренсе пычĕç. 9 класс хыççăн Асамат Чехине ÿнер училищине вĕренме кайрĕ. Малтан çур çул акăлчан чĕлхине алла илчĕ, кайран чехла вулама, куçарма вĕренчĕ. Кĕçĕнни те тетĕшĕ хыççăн унтах çул тытрĕ. Училищĕре 4 çул пĕлÿ илнĕ май акăлчан чĕлхипе тата математикăна чех чĕлхипе экзамен тытрĕç. Халĕ вĕсем 4 чĕлхепе калаçма пултараççĕ. Асли Чехире пурăнать. Кунта килсен яланах чăвашла калаçать. Тепĕр чухне мана та асăрхаттарса: «Анне, кун пек вырăсла-чăвашла калаçма юрамасть», — тет. Атилла та ÿнер училищи хыççăн Питĕрти А.Штиглиц ячĕллĕ ÿнерпе промышленноç академине вĕренме кĕчĕ, кăçал кинпе иккĕшĕ те магистратура пĕтерчĕç.

— Кин тенĕрен, вăл, вырăс хĕрĕ пулсан та, чăвашла калаçма вĕреннине илтнĕччĕ…

— Çапла, вăл Красноярскра çуралса ÿснĕ. Пĕррехинче Атилла хĕрĕпе килессине пире пĕлтерчĕ. Эпир килĕшрĕмĕр. Вăл ăçтан пулнине ыйтса пĕлтĕмĕр. «Эпĕ сире кун пирки тÿрех асăрхаттарнă, — терĕ ашшĕ. — Эсир хăть хăш халăх хĕрĕпе те çемье çавăрма пултаратăр, анчах мана хирĕç ларса ман чĕлхепе калаçмасăр туй тумастпăр. Çакă сире килĕшет-и е çук-и — ку сирĕн кăмăл». Çапла вара Атилла Машăна чăвашла вĕрентме тытăннă. Халĕ вăл пирĕнпе тăван чĕлхепе калаçать. Туя та чăвашла ирттертĕмĕр, эрех-сăрасăр. Машăна эпир Хĕвелпи ят хутăмăр. Вăл мĕне пĕлтернине ăнлантарса патăмăр.

Паллах, ашшĕ-амăшĕ малтан иккĕленчĕ. Эпир вĕсене лăплантартăмăр. «Хама чи лайăх спектакльте ларнăн туйрăм», — терĕ хăта туя хакласа. Халĕ вĕсем те пире «хăта», «тăхлачă» тесе чĕнеççĕ. Эпир вĕсене хамăр çĕленĕ чăваш кĕпи-сем парнеленĕ.

Кинпе Атилла диплом темисене хамăр халăхпа, йăла-йĕркепе çыхăнтарчĕç. Хĕвелпи халĕ çак енĕпе капăрсем тăвать, ывăл академире вĕрентет.

— Сирĕн ачăрсен ятне кам хунă?

— Эпир кун пирки малтан калаçман та. Иккĕшне те мăшăрăм хучĕ, эпĕ килĕшрĕм. Асамат — паттăр хăват, вăл ăстасене хÿтĕлесе, пулăшса тăрать. Атилла вара — хамăрăн авалхи патша. Анчах унăн шăпи ачана ан лектĕр тесе ятне кăштах улăштартăмăр: Аттила мар, Атилла тесе çыртартăмăр.

Аппасемпе тетесем: «Çакăн пек ятсем хутăр ачăрсене. Çитĕнсессĕн мĕн калаççĕ вĕсем сире?» — терĕç. Эпĕ çакăн пирки чылай шухăшласа çÿрерĕм. Ачасем 7-8-мĕш классенче вĕреннĕ чухне пĕррехинче ку темăна хускатрăм. «Çакăн пек ятсемшĕн сиртен кулмаççĕ-и? Ÿкĕнместĕр-и эсир?» — кăсăклантăм. «Кун пирки пĕрре те шухăшламан эпир, — терĕç. — Атилла тесен тÿрех пĕлеççĕ, лицейра пĕр эпĕ анчах. Асамата вара ятран чĕнмеççĕ, «художник» теççĕ».

Каярахпа пĕлĕшсем те хăйсен пепкисене çак ятсене хума пуçларĕç. Ачана чăваш ячĕ хурсан вăл мĕне пĕлтернине ăнлантарса памалла. Унсăр пуçне ку ятпа çитĕнекенĕн чăвашла пĕлмеллех. Унсăрăн вăл ашшĕ-амăшне каярахпа ÿпкелеме пултарать. Ют çĕре кайсассăн та хăйĕн çинчен каласа пама пĕлмелле. Сăмахран, эпĕ 14 çулти ачана пĕр шелсĕр Чехире хăвартăм. «Асамат, кунти çынсем чăвашсем пирки нимĕн те пĕлмеççĕ. Сана курса чăваш халăхне çавăн пек хаклаççĕ. Эсĕ Чăваш Енĕн — сăн-сăпачĕ», — терĕм. Чăн та, халĕ ăна пурте хисеплеççĕ, сума сăваççĕ. Вăл Чехири 5 медальер хушшинче — чи лайăххи. Унпа пурте ĕçлесшĕн. Хăш-пĕр чухне ăна ашшĕ те пулăшать. Сăмах май, Николай Михайлович та тимĕрпе ĕçлекен ÿнерçĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ.

— Халăх чунĕ — чĕлхере теççĕ. Çакăнпа килĕшетĕр-и?

— Çапла, çынсене чĕлхе çеç тăванлаштарать. Çавăнпа та ăна тăван чĕлхе тенĕ. Енчен те пĕр-пĕринпе анне чĕлхипе калаçмасан эпир — ют çынсем. Хамăр ачасенчен ют çын тăвас марччĕ.

— Эсир хăвăр та чăваш çи-пуçне ăсталас тĕлĕшпе ĕçлетĕр. Сирĕншĕн çакă тивĕç е чун киленĕçĕ?

— Чун киленĕçĕ пулĕ тетĕп. Ку çул-йĕре суйлама мана каллех упăшка пулăшрĕ. Уншăн ăна тав тăватăп. Çĕлес тĕлĕшпе вара ачаранах кăсăкланаттăм. Манăн кукамай ăста çĕвĕç пулнă. Ял халăхне алса тулĕрен пуçласа фуфайка таранах çĕлесе панă. Вăл ĕçленине сăнама юрататтăм. Хам та ун пекех ăста пулма тăрăшаттăм. Шел те, эпĕ чăваш çи-пуçне, капăрлăхне хатĕрленине кураймарĕ вăл. Анне те ал ĕç тума кăмăллать. Вăл маншăн савăнать.

— Эсир телейлĕ хĕрарăм-и?

— Телейлĕ. Мĕншĕн тесен эпĕ хамăн ĕçе кăмăллатăп, юратнă çыннăн хÿтлĕхĕнче пурăнатăп, мана ачасем кашни кунах савăнтараççĕ. Эпĕ вĕсене питĕ юрататăп.

Валентина ПЕТРОВА.

 


«Ферма хĕрĕ»

Çапла калать хăйĕн пирки Шăмăршă районĕнчи Пуянкассинче пурăнакан Галина Афанасьева. Чылай вăхăт унта ĕçленĕрен çеç-ши?

Галина Афанасьева Виçпÿрт Шăмăршăра çуралса ÿснĕ. Пуянкасси йĕкĕтне качча тухнă та ача-пăчаллă пул-нă. Пепкисем те тăван йăваран вĕçсе тухса кайнă, хăшĕ ялтах çурт çавăрнă, тепри — Шăмăршăра, хĕрĕ Мускавра тымар янă. Халĕ вĕсем тĕп çуртра мăшăрĕпе Николай Елисеевичпа иккĕшĕ çеç юлнă.

Выльăх-чĕрлĕх пăхакансем авалтанпах ал ĕçне те маттур пулнă, юрлама та юратнă. «Халĕ те çаплах, радиопа е телекуравпа мĕнле-тĕр илемлĕ юрă илтетĕп, мăнукăмсене флешка çине çыртарса илме ыйтатăп. Хитре юрăсене илтсен чунра лайăх пулса каять. Ялти «Аххаяс» халăх фольклорне те юрлама çÿретĕп. Ал ĕçĕнчен вара тĕрлеме, хушпу-тухья ăсталама, тевет хатĕрлеме килĕштеретĕп. Клубра ман тĕрĕсен куравĕ те иртнĕччĕ. Чечексене питĕ юрататăп. Хирти çеçкесене те кăларса килсе пахчана лартатăп», — тет вăл.

Сăмах май, Галина Ивановнăн хуньăшĕ — 1915 çулта кун çути курнă Елисей Афанасьев — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ, Мухтав орденĕн тулли кавалерĕ. Вăрçăран таврăнсан кладовщикра, районти «Знамя Октября», «Правда» хуçалăхсенче ĕçленĕ, председатель те пулнă. 1969 çулта çĕре кĕнĕ. Тăванĕсем çеç мар, ял çыннисем те ун паттăрлăхĕпе мăнаçланаççĕ.

Надежда СМИРНОВА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.