Комментари хушас

17 Чÿк, 2020

Эмелсемпе тивĕçтерĕç

Коронавирус амакĕпе нушаланакансене патшалăх шайĕнче эмелпе тивĕçтересси пирки хушу тухнăччĕ. Сипленекенсем хăçантан усă курма пуçлĕç-ши çак çăмăллăхпа? Ун пирки журналистсене ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕн пĕрремĕш çумĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алексей Кизилов хуравларĕ.

— Кăçалхи юпа уйăхĕн 31-мĕшĕнче Раççей Сывлăх сыхлавĕн министерстви тата Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ тунă килĕшӳре коронавируспа амбулатори шайĕнче сипленекенсене эмелпе тивĕçтерме федераци бюджетĕнчен укçа уйăрасси пирки пĕлтернĕччĕ. Çак ĕç валли пурĕ 45 829 000 тенкĕ уйăрнă. Нухрат тухтăрсем сăнаса тăнипе амбулатори условийĕсенче сипленекен пациентсем валли эмел туянма кайĕ. Вăл пурĕ 5818 çынна сиплеме çитĕ.

Чӳк уйăхĕн 17-мĕшĕ тĕлне 19 390 000 тенкĕлĕх 10 контракт тунă. Эмелсем пурте «Фармация» патшалăх учрежденине килеççĕ. Çак эрне вĕçĕнче мĕн пур эмеле республикăри медицина учрежденийĕсен поликлиникисем хушшинче валеçсе тухĕç. Вĕсене чирлекен патне паянхи кун тĕлне хатĕрленĕ икĕ схемăпа çитерĕç. Пĕрремĕшĕ. Пациент поликилникăна пырсан, ăна участокри врач йышăнса тĕрĕслет те сывама кирлĕ эмелсемпе тивĕçтерет. Çак эмелсене ăна вăл коронавирус инфекцийĕпе чирлеме пултарнă тенĕ чухне, çавăн пекех инфекци пуррине çирĕплетнĕ хыççăн параççĕ. Эмелсене поликлиникăна тухтăр патне пырсан параççĕ. Иккĕмĕшĕ. Енчен те пациент поликлиникăна пыраймасан, врача киле чĕнтерсен, вăл ăна тĕрĕсленĕ май çакскер коронавируспа чирлеме пултарнă тесен е чир пуррине çирĕплетсен – пациента эмелсемпе тивĕçтереççĕ. Çак ĕçе волонтерсем е медицина ĕçченĕсем пурнăçлаççĕ.

www.hypar.ru Надежда Смирнова сăн ÿкерчĕкĕ тата видео

Рубрика: