Çамрăксен хаçачĕ 44 (6341) № 12.11.2020
«Анне, пăрах-ха çак ĕçе»
Сергейпе Надежда Наумовсем вун виçĕ çул каялла Шалти ĕçсен министерствин вĕренӳ центрĕнче паллашнă. Иккĕшĕ те йĕрке хуралĕн тытăмĕнче ĕçлеме хатĕрленнĕ. Пĕр шухăш-ĕмĕтлĕ каччăпа хĕр пĕр-пĕрне килĕштернине туйнă. Çулталăкран вĕсем пĕрлешнĕ. Вĕренӳ вĕçленсен Сергей те, Надя та çул çитменнисемпе ĕçлекен уйрăма вырнаçнă. Сăмах май, иккĕшĕн те алăра педагог дипломĕ пулнă. Хĕр хулари шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ, йĕкĕт — физкультурник. Надежда ĕçленĕ вăхăтра куçăн мар майпа юридици енĕпе пĕлӳ илсе ĕç вырăнне улăштарнă. Вăл Шупашкарти 6-мĕш полици уйрăмĕнче административлă ĕçсене тишкерекен инспекторта вăй хурать, мăшăрĕ — 5-мĕш уйрăмри уголовлă шырав уйрăмĕн аслă оперуполномоченнăйĕ. Иккĕшĕ те майорсем. Маларах тăватă ача амăшĕ аслă дознавательте тăрăшнă. Ĕçĕ çăмăл мар. Канмалли кунсемпе уявсем те ĕçре иртеççĕ вĕсен. Çемье уяв сĕтелĕ хушшине пĕрле пуçтарăнни питĕ сайра пулать. Çавна май 2-мĕш класра вĕренекен Наумовсен хĕрĕ Вера кăмăлсăрланать: «Анне, пăрах-ха çак ĕçе. Урăх çĕре вырнаç, вара киле иртерех таврăнатăн», — тесе амăшне пĕрре мар каланă вăл.
Надежда пĕрремĕш ачана кĕтнĕ чухне мăшăр йĕкĕреш çуралма пултарассине пĕлнĕ. Çамрăк хĕрарăмăн тăванĕсен йышĕнче харăсах иккĕн çут тĕнчене килнĕ тĕслĕх темиçе те. Унăн амăшĕ те хăйпе пĕр сăнлă аппăшĕпе çитĕннĕ. УЗИ варта икĕ чун тĕвĕленнине палăртсан Надя савăннипе куççульленнĕ, хыпара пулас кукамăшĕпе пайланă. Тивĕçлĕ канурискер шикленсе ӳкнĕ хĕрне хавхалантарма кирлĕ сăмах тупнах. Çăмăлланнă кун çеç çамрăк хĕрарăм йĕкĕреш хĕр пĕрчисене ят панă — Верăпа Люба. Çемье пуçĕ хăйне пуринчен телейлĕрех туйнă. Ĕненӳ те, Шанчăк та, Юрату та юнашар.
Амăшĕн ятне илтсен Надьăн пурнăçĕ тĕпрен улшăннă. Куç хупман каçсем, пепке çитĕнтерессипе çыхăннă йывăрлăх сахал мар пулнă. «Кăкăр сĕчĕ икĕ ачана тăрантмашкăн çителĕксĕрччĕ, ятарлă хутăшпа апатлантартăм. Вăл вара часах пĕтетчĕ. Мăшăрăн ĕçрен таврăннă чухне кашни каç лавккана е аптекăна ăна-кăна туянма кĕме тивнĕ. Пĕрмай телефонпа шăнкăравласа мĕн кирлине калаттăм. Икĕ вырăнлă кӳмепе уçăлма тухаттăм. Лавккана кĕрсе тухасси шутсăр кансĕрччĕ, алăкĕсем ансăр. Ачасене астума хуралçа ыйтаттăм та апат-çимĕç патне чупаттăм. Тепĕр чухне Верăпа Люба йĕме пуçлатчĕç. «Амăшĕ, ачусем макăраççĕ», — асăрхаттаратчĕç çынсем. Туянмалли япаласене кассăра пăрахса васкаса тухса кайни те пулкаланă. Лавккара ачапа лăпкăн çӳреме ĕмĕтленеттĕм», — аса илчĕ полици ĕçченĕ. Декрет отпускĕ вĕçленнĕ хыççăн йывăрлăх тата хушăннă. «Уйăхсерен тăватă-пилĕк хутчен дежурство лекетчĕ. Ачасене килте никампа хăварма çук. Вĕсене аппана пăхма ыйтаттăм. Уголовлă ĕçе тишкернĕ тапхăрта кирек хăш вăхăтра ĕçе тухса кайнă. Преступлени тума пултарнă çынна тытса чарсан вĕсемпе тĕпчев ирттермелле. Мана та, мăшăра та кĕтмен çĕртен ĕçе чĕнсе илме пултараççĕ. Эпир общежитири пысăк пӳлĕмре пурăнаттăмăр, йыш хушăнсан ипотекăпа хваттер туянтăмăр. Упăшкан шалăвĕн пысăк пайĕ уншăн тӳлеме каятчĕ. Ачасене канфет туянса пама та укçа çитменни пулнă. Атте-анне пулăшать. Йĕкĕрешсен çуралнă кунне акан 27-мĕшĕнче паллă тăватпăр та тепĕр куннех тăван яла, Патăрьел районĕнчи Тикеше, каятпăр. Ачасем çăвĕпе кукашшĕпе кукамăшĕн тимлĕхĕнче».
Çынна витĕр курать
Хĕрачасем виçĕ çул тултарсан Надежда тепĕр хут амăшĕ пулма хатĕрленнĕ. Хальхинче те тухтăрсем савăнтарнă ăна: йĕкĕреш! Телейпе пĕрле шикленӳ те килнĕ. Надя хăйне мĕн кĕтнине пĕлнĕ-çке. Больницăран куççульпе тухнă, çывăх çыннипе калаçсан çеç лăпланнă. Ростиславпа Ярослав халĕ 4 çул та 9 уйăхра, арçын ачасем садике çӳреççĕ.
Нина ЦАРЫГИНА.
Упăшкин кĕсйине кĕлĕ чиксе çĕлесе хунă
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансанах çемье пуçне Ивана повестка панă. Салтака ăсатма тăванĕсем пухăннă. Пелагея упăшки валли сумка хатĕрленĕ, кĕсйине кĕлĕ сăмахĕсене çырнă хут татăкĕ чиксе йĕппе çиппе çĕлесе хунă. Иван ăна вăрçă вĕçленичченех чĕри çывăхĕнче йăтса çӳренĕ. «Кĕлле виçĕ хутчен вулаттăм та нимрен хăрамасăр çапăçăва кĕреттĕм», — кайран çапла каласа кăтартнă Иван Киреев ачисене.
Амăшĕ тифпа чирленĕ
Киреевсем Улатăр хулинчен инçех мар, Стемас ялĕнче, пурăннă. Ирхине Иван хĕрĕсене Зинаидăпа Серафимăна йăтса сăрталла утнă. Хăпарса çитсен ачисене хыттăн ыталаса сыв пуллашнă. Сумка çакнă тĕреклĕ арçын Улатăр хули еннелле утнă. Икĕ хĕрача киле чупнă. «Вăрçă мĕн иккенне пĕлмен эпир. Атте каялла таврăнать тесе шухăшланă. Вăл вара çук та çук…» — ашшĕне фронта ăсатнă саманта аса илчĕ Зинаида Черкасова. Кил хуçи вăрçа кайсан Пелагея пилĕк ачапа тăрса юлнă. Чи кĕçĕнни Валентин 4 уйăхра кăна пулнă. Асли Виктор 14 çул тултарнă, ун хыççăн çуралнă Евдокия 2 çул кĕçĕнрех. Зинаида — 6-ра, Серафима 3-ре пулнă.
Иван Киреев малтанах Канаша лекнĕ, салтаксене унта вăрçа хутшăнма хатĕрленĕ. Пелагея упăшки патне кайса çӳренĕ. Хĕллехи шартлама сивĕре те хĕрарăм кă-кăр ачине аслисемпе хăварса çула тухнă. Çавăн чухне Пелагея шăнса пăсăлнă, чире кайнă. «Анне кăмака çинче выртнине астăватăп. Ăна шăнтса пăрахнă-тăр. Вăл тифпа чирлерĕ, больницăна илсе кайрĕç. Унта аннен çӳçне шакла хырса янă. Пĕр кунхине урамра машина «ту-ту-ту» кăшкăртса килчĕ, пирĕн умра чарăнчĕ. Нихăçан та асран тухас çук: хĕлле пирĕн пӳртре ялан сивĕччĕ, кăмака хутма вутă çукчĕ. Шурă халатлă çынсем кĕрсе тăчĕç те йăлтах сирпĕтрĕç, дезинфекци турĕç. Пӳртре йĕп-йĕпе пулчĕ, хамăр та лачкамччĕ, сивĕпе чĕтреме ертĕмĕр. Унтан Серафима чирлерĕ, ăна та больницăна илсе кайрĕç. Вăл унта нумаях выртмарĕ», — йывăр ачалăхне аса илчĕ Зинаида Ивановна.
Аслисем Витькăпа Дунька /Евдокийăна вĕсем çапла чĕннĕ/ кĕçĕннисене пăхнă. Ашшĕ-амăшĕсĕр юлсан ачасене йывăр килнĕ. Хĕлле хапха курăнми пуличчен юр хӳсе лартнă, çăла каймалли çул та хупланнă. Дунька кăмака хутса çĕр улми пĕçернĕ. Пĕррехинче кĕркунне çимĕçе кăларса ĕлкĕреймен, юр айне пулнă. Пĕр пайне пӳртре типĕтнĕ, ытти çаплипех выртса юлнă. Çуркунне ачасем пахчари ана çинче крахмал пуçтарнă, унран икерчĕ пĕçернĕ. Килте пĕр грамм çăнăх та пулман. «Ĕне пурччĕ. Те апат лайăх çименнипе вăйсăрланнăран, те пăруланă хыççăн вăл ура çине тăраймарĕ. Дунька ăна çавăн пекех сăватчĕ. Кайран ялти арçынсем ăна тăратма пулăшрĕç, сарайĕнче вĕренпе çыхса хучĕç. Капла сума çăмăлрахчĕ», — ачалăхри саманта куç умне кăларчĕ Зинаида Ивановна.
Пӳртре пилĕк çул çĕр каçман
Çулталăкран амăшĕ больницăран таврăннă. Ачасен пурнăçĕ кăштах çăмăлланнă. Больницăра тăна кĕнĕ самантсем пирки вăл ывăлĕ-хĕрне каласа кăтартнă: «Куçа уçатăп та эпĕ палатăра урайĕнче выртатăп».
Виктор колхозра лашапа ĕçленĕ, вутă хатĕрленĕ. 16 çул тултарсан ун патне те вăрçа кайма повестка килнĕ. Амăшĕ ăна Улатăрти вокзала ăсатнă. Витька тӳрех фронта лекмен, вĕсене малтан вĕрентнĕ, кайран Япони вăрçине янă. Вăл килте 7 çул пулман, 1950 çулта таврăннă.
Ашшĕ фронтран çырусем ярсах тăнă. Пĕрре амăшĕ пуçне сак çине хурса уласа макăрнă. «Анне, анне…» — чупса пынă ачисем. «Пире нимĕçсем çавăрса илчĕç, пурне те вĕлерĕç ахăртнех», — пĕлтернĕ ашшĕ çырура. Пелагея турăш умне чĕркуçленсе пĕрмай кĕлĕ вуланă, мăшăрне вăрçăран чĕрĕ-сывă тавăрма чунтан ыйтнă.
1946 çулхи чӳк уйăхĕн 21-мĕшĕнче Зина, Симка тата Валька сак çине тăрса чӳречерен тинкернĕ. Урамра кӳршĕ хĕрарăмĕ васкаса утнă. «Аннĕр ăçта?» — ыйтнă вăл пӳрте кĕрсе тăрсан. «Таçта кайрĕ», — хуравланă ачасем. «Аçăр таврăннă», — пĕлтернĕ хĕрарăм. Алăк патĕнче 2 мăшăр çăпата ларнă, пурин валли те çитмен. Зина пĕрне сырса амăшне шырама чупнă.
Ирина АЛЕКСЕЕВА.
Пасарта халăхпа пĕрле хăйĕн юррине итленĕ
Кассета туянакансем мана шыраса сцена хыçне автограф илме килетчĕç, ырă сăмахпа хавхалантаратчĕç. Халăх юратăвĕ аталанма вăй пачĕ.
— Хитпа çыхăннă пĕр- пĕр пулăма аса илер-и?
— 30 çул каялла япала туянас шутпа Шупашкарти тĕп пасарпа пыраттăм. Хыçра «Ачаран юратрăм ан-нене» юрă янăраса кайрĕ. Кĕтменлĕхрен шарт! сикрĕм. Çаврăнса пăхрăм. Юрă кассетăсем сутакан киоскран илтĕнет иккен. Чун çунатланса çӳл тӳпене вĕçрĕ. Пулать вĕт çапла, пасарта тавар суйласа çӳретĕп, халăхпа пĕрле хамăн юрра итлетĕп. Çынсене куç хӳрипе сăнарăм. Пĕрисем чарăнса тăрсах юрра итлерĕç, теприсем киоск еннелле кассета туянма утрĕç. Асамлă туйăм чуна çавăрса илчĕ.
— Ăнланатăп сана. Çакă пултарулăх çыннишĕн пин сумран та пахарах. Хавхалану тыткăнне кĕрсе ӳксе хăвна ыттисенчен чаплăрах туйма пуçларăн пуль-ха?
— Ун пекех ан кала-ха. Чăн-чăнах пултаруллă çын хăйне ыттисенчен нихăçан та çӳллĕ тытмасть. Эпир сăпайлă çынсем. Пуç каçăртса, сăмса пăрса çӳреместпĕр. Паллă ӳнерçĕпе Праски Виттипе туслă эпĕ. Ĕлĕкренех пĕр-пĕринпе час-часах тĕл пулса калаçаттăмăр. «Олег, епле сăпайлă пулнă эсĕ, çавăн пекех юлма тăрăш. Халăх вара санран ютшăнмĕ. Ан ман: этем хăйпе тан калаçнине, хăйпе тан тытнине юратать». Ен¬тешĕмĕн сăмахĕсем ăша кĕрсе вырнаçрĕç. Хамăн хисеплĕ ӳсĕме кура хĕрсемпе каччăсене кăштах ăс парас килет. Çамрăк юрăçсем, пĕр юрă юрланипе е пĕр сăвă шăрçаланипе пуçăра ан каçăртăр. Çынна паллами пулса «çăлтăрланса» каймалла мар. Эпир, пултарулăх çыннисем, – халăх чурисем. Халăх пулмасан, эпир никам та мар. Тепĕр самант. Эп çамрăк чухне «автор пра¬ви» мĕнне те пĕлмен эпир. Юрă-сăвă сутса укçа тума чухламан. Пĕррехинче хамăн ентеш Петр Яковлев усламçă хăй патне чĕнсе илчĕ те юррăмсене сутса услам тума сĕнчĕ. Хирĕçлемерĕм. Çынсем итлесе савăнччăр терĕм. Хайхискер алран укçа тыттарчĕ, çиелтен кассетăсем пачĕ. Çыртарнă юррăм çав бизнесмена пула тата вăйлăрах сарăлчĕ.
— Санăнни пек тĕрлĕ енлĕ пултарулăх кашнине тивĕçеймĕ. Чăваш Енре сан пекки¬сене пӳрне хуçлатса шутлама пулать: Геннадий Борисов, Виталий Адюков, Олег За¬логин, Светлана Асамат…
— Ман юрă-кĕвĕ арчинче 100 ытла юрă. Нумайăшне итлекен патне çитернĕ, ыттисемпе ĕçлетĕп-ха. Турри сывлăх парсан вĕсене те халăх патне çитерĕп. Кашни юрăçах хăй çуралса ӳснĕ тавралăх пирки юрлать. Эпĕ те айккинче юлмарăм. «Тăван ялăм» юррăм эстрадăра хăйĕн вырăнне тупрĕ. «Пĕччен юман» юррăм аваллăхпа, тус-тăванлăхпа тачă çыхăннă. Ун урлă эпĕ пĕр-пĕринпе килĕ-штерсе пурăнма чĕнетĕп. Пĕр евĕрлĕ юрăсем ан пулччăр тесе пуçа самаях ĕçлеттерме тивет. Туссен сăввисене те кĕвĕлетĕп. Муркаш районĕнчи Иван Андреевпа Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Валерий Иванов сăввисене кăмăлларăм, хаваспах кĕвĕлерĕм. Юрату туйăмĕ маншăн та ют мар. «Ан йăнăш» /Иван Андреев/, «Пĕччен чух» /Надежда Силпи/, «Хĕр пике» /Олег Семенов/ юрăсем пике-семпе хĕрарăмсен чунĕсене илĕртме пултарчĕç. Пултарулăх çыннисем, ман шухăшпа, хăйсен чун пуянлăхне халăха парнелеме çуралнă. Пирĕн çак ăсталăха леш тĕнчене пĕрле илсе каймалла мар, ку çĕр çинчех хăвармалла.
— Тĕрĕс шухăш! Миçе музыка инструментне алла илтĕн? Ял ачисен, хуларисемпе танлаштарсан, чылай япалана хăй тĕллĕн вĕренме тивет. Ӳнер шкулĕ ялта çук-çке.
— Кашни çыннăн чăн-чăн юрăç пулас тесен музыка инструменчĕсенчен пĕрне те пулсан алла илмеллех. Ун чухне тин ăна юрă-кĕвĕ ăсти теме пулать. Эпĕ 4-5 çултах купăс калама вĕрентĕм. Унпа атте, пичче, аппа та туслăччĕ, анне балалайка юрататчĕ, ир çĕре кĕнĕ кукка пек вăйлă баянист пирĕн тăрăхра та пулман. Аслисене кура ман пĕчĕк пӳрнесем те купăс пускăчисем патнелле туртăнатчĕç. Купăс – ман алăри пĕрремĕш музыка инструменчĕ. Гитарăпа виççĕмĕш класра паллашрăм. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче атте вăрман хуçалăхĕнче вăрманçăра тăрăшатчĕ. Эпĕ вăрмана аван пĕлетĕп. Унта палламан курăкпа хурт-кăпшанкă юлман.
Пĕррехинче атте-аннепе çĕр каçмалла хăнана кайрăмăр. Стенаран çакăнса тăракан гитарăна курсан ыйхă вĕçрĕ. Çĕрĕпе куç хупмарăм. Анчах гитарăна алла тытма, выляса пăхма аслисенчен ыйтма вăтантăм. Пурăна киле çемйипех тăван яла пурăнма таврăнтăмăр. Пĕр тусăмăн гитара пур иккен. Ăна кĕленче тытнă пек асăрханса алла илтĕм.
Альбина ЮРАТУ калаçнă.
Аслă тĕнчере Максим валли вырăн пулмарĕ
Пĕлтĕрхи çурлан 9-мĕшĕнче Шупашкарта пурăнакан Горшковсен çемйинче пысăк хуйхă пулса иртнĕ. Дмитрипе Татьянăн пĕртен-пĕр ывăлĕ 3-ри Максим пурнăçран уйрăлнă. Пĕчĕкскер йывăр чирпе — лейкозпа — кĕрешнĕ. Кун пирки пĕлтĕрхи авăнăн 12-мĕшĕнче «Максима панă сăмаха тытаймарăм…» статья çырса кăлартăмăр. «Тăваттă тултарнă ятпа ывăлăма «парне» шурă тупăк пулчĕ», — куççуль витĕр каласа панăччĕ тĕпренчĕкне юлашки çула ăсатнă амăшĕ.
«Хаçатри статья çавăн пек пысăк витĕмлĕ пуласса шухăшлама пултарайман. Тăванăмсемпе пĕлĕшĕмсем эпир мĕн чăтса ирттернине пĕлчĕç. «Статьяна вуласан алă пĕр ĕç патне те пымарĕ», — тенĕччĕ ĕçтешĕм. Чылайăшĕ пирĕнпе пĕрле хурланнине пĕлтерчĕç», — каласа пачĕ Татьяна. Горшковсем Шупашкарти хĕвел анăç районĕнчи общежитире кун кунланă. Кӳршисем ывăлне çухатнă мăшăрпа сăмах пуçарма шикленнĕ, кулянтарасран хăранă. Максимăн тантăшĕсене курсанах Таня хурланнă — унăн ывăлĕ те вĕсем пекех ӳсмеллеччĕ, чупса çӳремеллеччĕ. Димăпа Таня пĕр-пĕрне хавхалантарма тăрăшнă. Кашни кунах вĕри куççульпе çăвăнакан хĕрарăм пурнăçне улшăну кĕртме шут тытнă. Ĕçе тухни йывăр шухăшсенчен хăтăлма пулăшнă. Максим çук хваттере таврăнасси чĕр нуша пулнă вĕсемшĕн. Унти мĕн пур япала ывăла аса илтернĕ-çке. Мăшăр хулан çĕнĕ кăнтăр районĕнче хваттер туяннă, унта юсав ĕçĕсем пуçарнă.
«Максимăн çирĕм кунне асăннă каç тĕлĕк тĕлленчĕ. Палламан хĕрарăм ман пата çывхарчĕ: «Ачана Олег е Оксана ят хур», — терĕ. Ывăл çураличчен те çавнашкал тĕлĕк тĕлленнĕччĕ. Ун чухне 3 ят асăнчĕ. Эпĕ ăна итлемерĕм, Максим ят хутăм», — кулянчĕ хĕрарăм. Горшковсем тĕпренчĕкĕн чирĕ палăричченех иккĕмĕш пепке пирки ĕмĕтленнĕ, анчах Таньăн çие юлман. Максим диагнозĕ çирĕпленсен кун пирки шухăшламашкăн вăхăт пулман.
Юпа уйăхĕн çурринче Татьяна ача кĕтнине пĕлнĕ. Теста ĕненмесĕр УЗИ тунă. Тухтăр савăнтарнă — Таньăн тепĕр хут амăшĕ пулма хатĕрленмелле. Горшковсем хăйсен телейне çынна пĕлтерме шикленнĕ. Анчах тăванĕсемпе пĕлĕшĕсене кун пирки Максим «систернĕ». Вăл ашшĕн юлташне тĕлленнĕ, тепĕр ача пулса килессе пĕлтернĕ. Арçын ачан чирĕ хăçан тата мĕнле аталаннине никам та татăклăн калайман.
Ольга КАЛИТОВА.
Пĕр-пĕрне курмасăрах юратаççĕ
Валерий Петров Афган вăрçинчен сĕм суккăр, хăрах урасăр таврăннă пулин те пурнăç çул-йĕрне çухатман. Ăна сывă çынсем те ăмсанма пултараççĕ — унăн пĕтĕмпех пур: савнă çын, ачисемпе мăнуксем, юратнă ĕç…
Ту тăрăх чупма вĕрентмен
Канаш районĕнчи Йăлмаччари Романпа Раиса Петровсен 1 хĕр те 5 ывăл ӳснĕ. Валера — асли. Ачаран спортпа туслăскер тĕреклĕ те çӳллĕ каччă пулса тăнă. Ун чухнехи ача-пăчана воспитание ĕç панă. Çуллахи каникулта килте ларман, уйра тар тăкнă, таврăнсан хуçалăхра тăрмашнă. Ашшĕ пĕр ывăлне те пулин шофера е тракториста вĕренме сĕннĕ. Ялта унран кирлĕрех çын та çук-çке. Шкул хыççăн Валера водитель прави илес ĕмĕтпе Канаша çул тытма палăртнă. Анчах Шупашкартан кук-кăшĕ килнĕ те хăйĕнпе пĕрле илсе кайнă, электрике вырнаçтарнă. Хайхискер хула каччи пулса тăнă та пропискăран тухма ял канашне çитнĕ. «Ялтан таратăн апла?» — кăсăкланнă унта. Кĕç-вĕç салтака каякан каччă ДОСААФа парашютпа сикме çӳренĕ, вăл десантник пулма хатĕрленнĕ. Тăван ялĕнче чăваш йăлипе салтак чупнă хыççăн 1979 çулхи юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче Валерăна çара ăсатнă. Салтаксене Узбекистана пуйăспа илсе кайнă чухне сăмах-юмах тухнă: Афганистанра лăпкă мар, вăрçă тухас пек, вĕсене çавăнта яма пултараççĕ. Унччен чăваш каччи Афганистан пирки илтмен те, пĕлмен те. Официаллă майпа пирĕн çарсене унта 1979 çулхи раштав уйăхĕнче кĕртнĕ.
Ферганара учебка пуçланнă. Кĕркунне унта питĕ шăрăх мар. Юр çăвать те тӳрех ирĕлет. Тусем çийĕн хĕвел тухать-и, анать-и — хитре курăнать. Анчах салтаксен çак илемпе киленме вăхăт çук. Вĕсене хăвалаççĕ, пиçĕхтереççĕ. Ывăнса çитнĕскерсем отбой хыççăн çывăрма выртаççĕ кăна — каллех тăратаççĕ. Çĕр варринче те «Подъем!» кăшкăрса вăратаççĕ. Çапла вăл тренировка. Çамрăк боецăн курсĕ 3 уйăха пымалла, десантниксене вара савăнăçлă мероприяти ирттермесĕрех ва¬скавлăн присяга йышăнтараççĕ. «Пĕтĕмпех тĕплĕ вĕрентрĕç теейместĕп. Ту çине хăпарма, ун тăрăх чупма хăнăхтарман. Çĕр мамăк пуçтарттарчĕç. Çавăн чухне вăл мĕнле ӳснине куртăм. Служба пынă май пĕтĕмпех хамăр тĕллĕн вĕрентĕмĕр», — аса илчĕ Валерий Петров. Кайран Кабула илсе кайнă. 317 парашютпа десант полкĕ унти çар чаçĕнче тăнă. Салтаксем правительство çуртне, ту çинче телевышкăна сыхланă. Хулара перкелешӳсем пулман, служба лăпкă иртнĕ. Икĕ уйăхран, 1980 çулхи утă уйăхĕнче, 3-мĕш батальона Кандагара илсе каяççĕ. Самолет салтаксене хамăрăннисен çар базинче антарса хăварать. Валера 56-мĕш бригадăна лекет. «Вырăна çитсен выртса тăмалли палаткăсем картăмăр, маскировка çетки витсе уй кухни хута ятăмăр. Поварсем — çар çыннисем. Кардыш хушаматлă аслă лейтенант пурччĕ. Çирĕп ыйтатчĕ, ка¬стрюле лайăх çумасан хӳме урлă кăларса перетчĕ. Кунта шăрăхчĕ. Пурин те тенĕ пекех вар-хырăм пăсăлчĕ. Шывĕ те юрăхлă мар…» — сӳтĕлчĕ калаçу çăмхи. Салтаксен тивĕçĕ — боевой хушусене — рейдсене — çӳресси. Хулана кĕрекен-тухакан çулсене хупнă, засадăсене хутшăннă вĕсем. Кандагара хĕç-пăшаллă çынсене кĕртме ка-ламан. Иртен-çӳрене ухтарнă май вĕсем çумĕнче хăйсем ăсталанă пистолетсем тупкаланă.
Валера Петров Шупашкар каччипе Олег Беспаловпа пĕрле служба тăнă. Вăл офицер ывăлĕ пулнă. 1981 çулта Беспаловăн взвочĕ черетлĕ задача пурнăçланă. Чӳк уйăхĕн 19-мĕшĕнче, служба вĕçлениччен 3 кун юлсан, хирĕç тăрăва лексе хăрушă çапăçăва кĕнĕ. Çавăн чухне каччă вăйлă аманнă. Килне цинк тупăкра çитнĕ вăл. Олег Беспалов вилнĕ хыççăн Хĕрлĕ Çăлтăр орденне тивĕçнĕ. Шупашкарта ун ячĕпе хисепленекен урам та, шкул та пур. Валерий Романович çарти юлташĕсемпе унăн вил тăпри çине кайса çӳрет.
Алина ИЗМАН.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...