Комментари хушас

9 Чÿк, 2020

Вӑрҫӑ ачисене ытларах пулӑшӗҫ

Республика Пуҫлӑхӗн пуҫарӑвӗпе Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине Ҫӗнтерӳпе вӗҫленӗренпе 75 ҫул ҫитнӗ тӗле "Вӑрҫӑ ачисем"ҫинчен саккун йышӑнни чӑннипех те пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Ӑна республикӑра пурӑнакан ҫӗр-ҫӗр ҫын кӗтнӗ. Саккунпа килӗшӳллӗн Чӑваш Енри 70 пин ҫын "Вӑрҫӑ ачи" статуса илнӗ. Малтанласа саккун вӑрҫӑ ачисене укҫан пулӑшу парассине тӗпе хуман пулсан ҫитес вӑхӑтра ку енӗпе улшӑнусем пулӗҫ.

Алена ЕЛИЗАРОВА, ЧР ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ:

- "Вӑрҫӑ ачисем" статус кирли куҫкӗрет, ҫынсем ҫакна ҫирӗплетекен удостоверение илме килеҫҫӗ, Тав тӑваҫҫӗ. Юлашки вӑхӑтра кӑна 26 пин ытла ҫынна документ патӑмӑр. 65 пин "вӑрҫӑ ачи" тӗрлӗ енлӗ социаллӑ пулӑшу илсе тӑрать. Ҫак шутра ӗҫ, тыл ветеранӗсен тӳлевӗсем, коммуналлӑ хуҫалӑхри ӗҫсемшӗн паракан компенсацисем. Ҫавӑн пекех "вӑрҫӑ ачисене" медицина, социаллӑ учрежденисенче черетсӗр йышӑнаҫҫӗ, "Вега" центрта сывлӑхне ҫирӗплетме черетсӗрех пултараҫҫӗ.

2020 ҫулта республика бюджетӗнче ҫак ушкӑнри граждансене социаллӑ пулӑшупа тивӗҫтерме 3 миллиард тенкӗне яхӑн пӑхса хӑварнӑ. "Вӑрҫӑ ачисем" саккунра малтанласа пурлӑх тӗлӗшӗнчен пулӑшассине палӑртман. Килес ҫултан вара укҫан хавхалантарма пуҫласшӑн. Хушма пулӑшу мерисене ЧР Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи Общество канашӗн ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ, вӗсене общество членӗсем пӗр саслӑн пулса ырланӑ.

www.hypar.ru Валентина БАГАДЕРОВА сăн ÿкерчĕкĕ тата видео