Комментари хушас

6 Чÿк, 2020

Налук çăмăллăхĕсене ырларĕç

Паян Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетсĕр ларăвĕ иртрĕ. Правительство членĕсем Раççей Федерацийĕн саккунĕсене улшăнусем кĕртнĕ май Чăваш Республикин саккунĕсене те çĕнетессине пăхса тухрĕç.

Саккун проекчĕсемпе ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш заместителĕ — финанс министрĕ Михаил Ноздряков паллаштарчĕ. Улшăнусем, тĕпрен илсен, налук тупăшне республика бюджетне хывассипе çыхăннă. Тепĕр саккун проекчĕ предпринимательсене тата республика çыннисене патшалăх пулăшăвĕн мерисемпе тивĕçтерес тĕллеве тĕпе хурать. Ку улшăнусене, сăмах май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ирттернĕ ларусенче пĕр хутчен кăна мар пăхса тухнă. Саккун проектĕнче предпринимательсен налук ставкисене пĕчĕклетессине, çавăн пекех пилĕк ачаллă çемьесене транспорт налукĕнчен хăтарассине тата ытти çăмăллăха пурнăçа кĕртме палăртнă.

«Паянхи ларура пăхса тухса çирĕплетнĕ улшăнусем кирлĕ тата вырăнлă. Вĕсем пире малашнехи ĕçсене тухăçлăрах йĕркелеме, муниципалитетсене, граждансене пулăшма ытларах майсем туса парĕç», — терĕ Олег Николаев.

www.hypar.ru Валентина БАГАДЕРОВА сăн ӳкерчĕкĕсем.