Кинофестиваль хупăнчĕ
Паян Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче савăнăçлă лару-тăрура Шупашкарти Пĕтĕм тĕнчери 13-мĕш кинофестиваль вĕçленчĕ.
Жюрисем /Раççей кинематографи ĕçченĕсем/ пурĕ 35 картинăна хакланă. Вĕсенчен 11-ĕшĕ — тулли метражлă фильмсен конкурсĕнче тупăшнă, 24-шне халăхсен тата регионсен киновĕсен конкурс программине тăратнă. Чи лайăх актер, режиссер тата оператор ĕçĕсене, чи лайăх документлă тата чи лайăх музыка фильмĕсене, чи лайăх сценарие палăртрĕç. Кунсăр пуçне актерсене хĕрарăм тата арçын ролĕсене, иккĕмĕш планри роле лайăх калăпланăшăн чысларĕç. Ятарлă парнесем те пулчĕç. Кинофестиваль партнерĕсен ятарлă парнине «Это не навсегда» /Раççей/ картина тивĕçрĕ. Ăна çамрăк режиссерсем Евгения Яцкинăпа Алена Рубинштейн ӳкернĕ. «Ку фильм — картинăпа ĕçлекенсемшĕн те, актерсемшĕн те дебют пулчĕ», — терĕ Евгения фестиваль йĕркелӳçисене тав тунă май. Киноискусствăра патриотизмпа гражданлăх темисене сăнланăшăн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятарлă парнине Раççей тава тивĕçлĕ артисчĕ, режиссер Василий Мищенко тивĕçрĕ.
Çĕнтерӳçĕ-фильм вара пĕрре мар, иккĕ: пĕри — «Полем» /Чăваш Ен/, режиссерĕ — Владимир Синяев, тепри — «Агент Мамбо» /Якути/, режиссерĕ — Алексей Амбросьев. Кунашкалли фестиваль историйĕнче халиччен пулман. Халăх тата регион конкурсне хутшăннă çак картинăсене пысăк хак панă жюрисем. Сăмах май, якут режиссерĕн пĕрремĕш киновĕ те шăпах Шупашкарти фестивальте экран çине пуçласа тухнă. Эппин, киноконкурс çĕнĕ ятсем уçать. Тулли метражлă фильмсенчен Дмитрий Давыдов режиссерăн «Нет Бога кроме меня» картинине чи лайăххи тесе йышăнчĕç. Çĕнтерӳçĕсене яланхи пекех дипломпа тата «Анне» статуэткăпа хавхалантарчĕç.
www.hypar.ru Нина ЦАРЫГИНА сăн ӳкерчĕкĕ.