Комментари хушас

5 Чÿк, 2020

Оперштаб йĕркеленĕ

«Мускав - Чулхула – Хусан» маршрутпа хăвăрт çÿремелли çул тăвас енĕпе ĕçлекен оперативлă штаб йышне çирĕплетнĕ.

Асăннă ушкăн ĕçне йĕркелесе тăрассишĕн республикăн Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министерстви яваплă. Оперативлă штаб председателĕ - ЧР Министрсен Кабинечĕн Ертÿçи пырĕ, унăн заместителĕ пулма транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрне шаннă. Ĕçлĕ йыша тĕрлĕ министерствăпа ведомство ертÿçисене тата хăвăрт çÿремелли çул иртекен районсен /Вăрнар, Йĕпреç, Канаш, Комсомольски, Çĕмĕрле, Тăвай/ администрацийĕсен пуçлăхĕсене кĕртнĕ.

Вера Иванова.