Комментари хушас

3 Чÿк, 2020

Апат-çимĕç фондĕнче вăй хуракансем професси уявне пухăнчĕç

Чăваш Республикин Апат-çимĕç фондĕнче вăй хуракансем паян Ял хуçалăx тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсен кунне паллă турĕç. Уяв Çĕрпÿ районĕнчи Михайловка ялĕнчи культура çуртĕнче иртрĕ: фондăн филиалĕ - Çĕpпÿри тырă йышăнакан предприяти - çак ялта вырнаçнă.
Ĕçченсене уяв ячĕпе саламланă май Апат-çимĕç фончĕн генеральнăй директорĕ Aлександр Богданов кăçалхи 9 уйăxри кăтартусем çинче кĕскен чарăнса тăчĕ. Кăтартусем чăнласах та савăнтарнине пĕлтерчĕ. Предприяти коронавирус пандемийĕ вăxăтĕнче те çине тăpca ĕçленине, ял хуçалăx организацийĕсемпе фермерсене минерал удобренийĕсемпе, дизель топливипе вăxăтра тивĕçтернине палăртрĕ. Кăçалхи çĕнĕлĕxceнчен пĕри - Апат-çимĕç фончĕ Чăваш патшалăx аграри университетĕнче вĕpeнÿ класне yçни. Унта студентсем пĕлĕвне тарăнлатаççĕ, тĕлпулусем иртеççĕ. Александр Николаевич умри тĕллевсемпе те паллаштарчĕ. Уява фондăн малтанхи ертÿçисем те килнĕ. Вĕceм историе кĕскен аса илчĕç, предприяти хальхи вăxăтра хăйĕн тĕллевĕceне тивĕçлĕн пурнăçласа пынине палăpтрĕç. Пухăннисене Çĕpпÿ районĕн администрацийĕн пуçлăxĕн çyмĕ - АПК аталанăвĕн пайĕн пуçлăxĕ Борис Марков саламларĕ. Вăл районти ял хуçалăx предприятийĕсем кăçал тухăçлă тыр-пул туса илнине каларĕ, кунта Апат-çимĕç фончĕн тÿпи те пур терĕ. Уявра ĕçре палăpнисене Хисеп тата Тав хучĕсем парса чысларĕç. Мероприятиe килнисем концерт пăxca caвăнчĕç.

www.hypar.ru

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.  Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: