«Хресчен сасси» 41 (2829) № 28.10.2020
Йывăрлăха йышпа çĕнме çăмăлрах
Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Жерженовсен хушма хуçалăхĕнче выльăх-чĕрлĕх яланах йышлă пулнă. Иртнĕ çул республикăра «Агростартап» программа хута кайсан вĕсем конкурса хутшăннă, грант илме тивĕçнĕ.
Хушма хуçалăхран — фермера
Педагог профессине суйласа илнĕ май Марина Жерженова ял хуçалăхне ĕçлеме куçасса шухăшламан-тăр. Чăн та, ялта çуралса ÿснĕскер ачаранах ашшĕ-амăшне хушма хуçалăхра пулăшма тăрăшнă. Ăна уйрăмах выльăх-чĕрлĕх пăхма килĕшнĕ. Хаваспах ĕне сунă. Канашри педагогика училищинчен вĕренсе тухсан çамрăк хĕр тăван тăрăха таврăннă, шкула вырнаçнă. Вăхăт иртнĕ май вăл çемье çавăрнă. Мăшăрĕпе Туктамăшра тымар янă.
Юратнă ĕçре çирĕм çула яхăн вăй хунă хыççăн сасартăк профессине улăштарма тивнĕ унăн. Ялта ачасем сахалланса пынипе шкула хупнă. Ĕçсĕр юлсан Марина Владимировна пĕр вăхăт сутуçăра вăй хунă. Çав хушăрах çемье выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме тытăннă. Хушма хуçалăх сарăлсах пынă. Çак ĕçе ачисене те явăçтарнă. Ĕне выльăхсен йышĕ 6 пуçа çитнĕ. Ытлашши чĕр тавара патшалăха сутса хушма тупăш илнĕ. Тенкĕ çумне тенкĕ хушса выльăх апачĕ хатĕрле-ме кивĕрех трактор, ытти техника туяннă. Усă куракан çĕрсем те хушăннă.
Выльăх йышĕ ÿснĕ май вите-сарайра вырăн тăвăрланнă. Жерженовсем хушма хуçалăхпа малалла аталанма йывăррине ăнланнă. Пурлăхпа техника базине çирĕплетме патшалăх пулăшăвĕпе усă курайманни те шухăшлаттарнă. Телее, кĕçех «Агростартап» программа хута кайнă. Çемье çине тăрсах çĕнĕлĕхпе кăсăкланнă. Конкурса хушма хуçалăхпа хутшăнма май пурри савăнтарнă. Жерженовсем Чăваш Енри «Агро- Инновацисем» хысна унитари предприятине, Хĕрлĕ Чутай районĕн администрацине çитсе программăпа паллашнă, ун пирки тĕплĕнрех ыйтса пĕлнĕ. Специалистсем пулăшнипех конкурс валли бизнес-план, документсем хатĕрленĕ.
Тăрăшни харама кайман, Марина Владимировна çивĕч конкурсра пысăк балл пухса патшалăх пу-лăшăвне тивĕçнĕ. Жерженовсем ĕçе хавхаланса пикеннĕ, фермер хуçалăхĕ уçнă. Вĕсене нимĕнле йывăрлăх та хăратман.
Çĕнĕ фермăра
«Агростартап» программăпа патшалăх пулăшăвне илнĕренпе çулталăк иртрĕ. Жерженовсемшĕн вăл пĕр уйăх пек туйăннă. Хĕрÿ ĕçре вăхăт иртни те сисĕнмест çав. Çак тапхăрта техника паркне çĕнĕ МТЗ-82 трактор, ытти техника хутшăннă. Ăна грант укçипе туяннă иккен. Çĕнĕ тракторшăн кил хуçи Виталий Жерженов уйрăмах савăннă. Кивĕ трактор вĕçĕм ванни пăшăрхантарнă ăна. Юсама укçа-тенкĕ самай кирлĕ-çке. Тинех ĕмĕчĕ тулнă. Ара, çĕр ĕçĕнче ытларах унăн вăй хумалла. Ака-сухара, утă вăхăтĕнче вара кашни минут хаклă. Пĕр тракторпа кăна ĕлкĕрме кансĕр.
Фермер хуçалăхĕнче усă куракан çĕр 84 гектар йышăнать. Марина Владимировна каланă тăрăх, кĕтÿ пысăкланнă май çакă та сахал. Çавăнпа 120 гектар илмешкĕн документсем йĕркелеççĕ. Техника çителĕклĕ. Апла тăк малашне выльăх апачĕ хатĕрлессипе чăрмав пулмалла мар.
Кăçал фермер тепĕр ĕмĕте пурнăçа кĕртесшĕн: ялтан инçех мар 50 ĕне вырнаçмалăх çĕнĕ ферма тума тытăннă. Хальхи вăхăтра кăшкарне хăпартнă, чÿречесемпе алăксем лартнă. Вите тăррине çуррине профнастилпа, ыттине поликарбонатпа витнĕ. Çуртра çутă пулнăран электроэнерги те самай перекетленет. Чăн та, шалта ĕçсем пайтах-ха. Çывăх вăхăтра урайне сармалла, витене шыв пăрăхĕ кĕртмелле, выльăха тăма вырăн тумалла. Декабрь уйăхĕччен строительствăна вĕçлесе ĕнесене çĕнĕ фермăна куçарасшăн. Строительство материалĕсене те грант укçипе туяннă. Паллах, хăйсем те укçа хывнă.
Хальлĕхе выльăха хушма хуçалăхра тытма тивет. Витесенче хĕсĕкрех пулнăран ĕçлеме те кансĕр. Кĕр енне кил таврашĕнче пылчăк çăрăлни те тивĕçтермест. Хальхи вăхăтра фермер хуçалăхĕнче 25 ĕне выльăх, çав шутра сăвăнаканнисем — 14 пуç. Вĕсене аппаратпа сăваççĕ. Малашне витене сĕт пăрăхĕ вырнаçтарасшăн. Çĕнĕ производство хута кайсан икĕ ĕç вырăнĕ йĕркелеме палăртнă.
Пысăках мар хуçалăхăн кăтартăвĕсем савăнтараççĕ. Кăçалхи тăхăр уйăхра 40,5 тонна сĕт туса илнĕ. Ку иртнĕ çулхинчен 20 тонна ытларах. Çав шутра 36 тоннине патшалăха сутнă. Çак тапхăрти аш-какай кăтартăвĕ — 1,8 тонна. Пĕлтĕрхинчен каллех икĕ хут пысăк. Марина Жерженова пĕлтернĕ тăрăх, халĕ 1 кг сĕте ку тăрăхра 19 тенкĕпе сутаççĕ-мĕн. Куллен 170 л чĕр тавар ăсатаççĕ. Ăна килтенех илсе каяççĕ. Кĕркунне сăвăм чакнине палăртрĕ. Рациона пуянлатсах тăраççĕ, утă, кăшман, фураж хушса параççĕ. Хĕл каçма апат çителĕклех хатĕрленĕ.
Фермерăн ĕмĕт-шухăшĕ пысăк. Мĕн тунипех лăпланса ларасшăн мар вăл. Ура çине тăнă май «Çемье ферми» программăна хутшăнма, фермăна пысăклатма палăртать. Ун чухне тислĕк кăларассине механизацилеме, сĕт пăрăхĕ вырнаçтарма та пулĕ. Ял çыннисем валли ĕç вырăнĕсем ытларах йĕркеленĕç. Калăпăшлă ĕçсене пурнăçлама патшалăх пулăшăвĕсĕр кансĕр.
Çирĕп тĕрев
Халăх вĕрсен хапха уçăлать. Пĕччен пулсан йывăр çак ĕçе кÿлĕнĕччĕ-ши вăл? Çук-тăр, хушма хуçалăхра ĕне выльăх тытнипех çырлахатчĕ. Юнашар юратнă мăшăрĕ, ачисем пурри, вĕсен пулăшăвĕ хĕрарăма фермер лавне кÿлĕнме хавхалантарнă. Жерженовсен çемйи пысăк. Икĕ хĕрĕ пурнăç çулĕ çине тăнă ĕнтĕ. Вĕсен хăйсен çемйи.
Темиçе çул каялла çемье виçĕ тăлăха хăй хÿттине илнĕ. Пĕрремĕш ывăлĕ çемьене вунă çул каялла хушăннă. Тăлăха юлнă вунă уйăхри ачана больницăра курсан тÿрех килĕштернĕ. Ăна амăшĕ пăрахса хăварнине пĕлсен илме кăмăл тунă. Хăйĕн шухăшне мăшăрне пĕлтерсен вăл хирĕçлемен. Тăлăх арçын ача кĕçех юратнă ашшĕ-амăшне тупнă. Ăна кичем пуласран тата икĕ арçын ачана усрава илнĕ. Çапла кĕске хушăрах Жерженовсен çемйи пысăкланнă. Тăлăхсене тăван ачисем вырăнне хурсах пăхнă, уйăрман.
Хальхи вăхăтра аслисем шкултан вĕренсе тухнă ĕнтĕ. Пĕри Етĕрнере каменщик профессине алла илнĕ. Марина Владимировна сăмахĕпе пурте выльăх-чĕрлĕх пăхма юратаççĕ. 19 çулти каччăсене ялта ашшĕ-амăшĕпе юнашар пурăнма килĕшет-мĕн. Çавăнпа тăван тăрăхрах тымар ярасшăн вĕсем. Аслисене вăй çитнĕ таран пулăшма, ĕç-хĕлне çăмăллатма тăрăшаççĕ. Хуçалăхра вăй хуни, йывăрлăхран хăраманни ывăлĕсене малашне те пурнăçра пулăшса пырĕ.
Лариса НИКИТИНА.
Нуша тÿсрĕмĕр
Район хаçатĕнче вăрçă ачисене удостоверени пани çинчен пĕлтĕм. Эпĕ те кайса илтĕм ăна.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисене, тыл ĕçченĕсене кăçал укçан парса хавхалантарчĕç. Вăрçă ачисене вара пĕр пус та тивмерĕ. Хăй вăхăтĕнче вĕсем те çĕршыва ура çине тăратма пулăшнă. Выçăллă-тутăллă çитĕннĕскерсем халĕ нумаях юлмарĕç. Чыс-хисеп курмасăрах пурнăçран уйрăлса каяççĕ.
Эпĕ те 7 ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ. Аттене пачах та курман. Вăл вăрçăран таврăнасса шав кĕтетчĕ анне. 7 ачине пĕчченех çитĕнтерчĕ, ура çине тăратрĕ. Шел, хăй нумай пурăнаймарĕ, 63 çултах çĕре кĕчĕ.
Атте хыпарсăр çухалнă пирки çемьене патшалăхран нимĕнле пулăшу та пулман. Çывăх çыннăмăр Тăван çĕршыва сыхласа вилнĕ, кÿршĕ-аршăпа çапăçса мар. Çав вăхăтрах эпир çитĕннине те кураймарĕ вăл.
Пĕчĕк пенси укçипе пурăнатпăр-çке. Ун çумне нухрат кăштах хушăнсан та тем пекехчĕ.
Нина МИХАЙЛОВА.
Элĕк районĕ, Мăн Карачура ялĕ.
Халăх чунĕ – чĕлхере
Иртнĕ эрнере тĕп хулари Наци библиотекинче регионсен хушшинчи «Патшалăх тата граждан обществин пĕрлешĕвĕсем чăваш чĕлхине упраса хăварма пулăшни» ăслăлăх- практика конференцийĕ иртрĕ. Ăна «Манăн тăван чĕлхе» проектпа килĕшÿллĕн йĕркеленĕ.
Конференци йĕркелÿçисем — ЮНЕСКОн «Информаци пурин валли те» программин Раççейри комитечĕ, Регионсен хушшинчи вĕренÿ институчĕ, Регионсенчи библиотекăсене çыхăну тытса ĕçлеме пулăшакан центр, ЧР Наци библиотеки.
Унта Чăваш Енрен кăна мар, унăн тулашĕнчен те сахал мар çын хутшăнчĕ: Карели, Коми, Мари республикисенчен, Сахалин облаçĕнчен, Питĕр, Мускав хулисенчен, Украинăран. Конференцие видеоçыхăну мелĕпе хутшăнакансем те пулчĕç.
Конференцире халăх чĕлхине упраса хăварасси, аталантарасси пирки калаçрĕç. Чылайăшĕ çак тĕлĕшпе йышăннă çĕнĕ программăна шаннине палăртрĕ. «Асăннă программăна ЧР Культура министерстви ертсе пырĕ, — терĕ министр тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Каликова. — Унта ачасене чăваш чĕлхине вĕрентесси малти вырăнта пулĕ. Садикре ĕçлекен воспитательтен пуçласа вĕрентекен таранах. Çавăн пекех çемьере ачасемпе мĕнле кĕнеке вуламалли те пĕлтерĕшлĕ. Пепкене илĕртме чăвашла мультфильмсем те кирлĕ. Вĕсене те хатĕрлеме тытăнмалла. Çав вăхăтрах чăвашла кĕнекесем кăларасси те пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнмалла».
Светлана Анатольевна çавăн пекех ача садĕнче ĕçлекен воспитательсем валли методика программисем, ытти пособи хатĕрлемеллине пĕлтерчĕ. Мĕншĕн тесен ачасем садике килнĕ чухне чăвашла пĕлмеççĕ. Çавна май шкулта та тăван чĕлхене ют чĕлхе пек вĕренеççĕ.
Паллах, анне чĕлхине ачана кăкăр сĕчĕпе вĕрентмеллине каланă ĕлĕкех. Ку ĕçе ытларах хĕрарăмăн пурнăçламалла. Пепкипе пĕчĕкрен чăвашла калаçмалла. Çак юратăва ача чун-чĕрине вырнаçтармалла. Унсăрăн ăна, çитĕннĕскере, тăван чĕлхене вĕрентеймĕн. Анне чĕлхине юратасси, хисеплесси çемьерен пуçланмалла. «Нацин юлашки çынни виличчен чĕлхе пурăнать теççĕ. Анчах чĕлхе, культура маларах вилет. Мĕншĕн тесен унпа усă курма пăрахатпăр. Йăла-йĕрке тăрăх, чĕлхене упраканни вăл — çемье. Сăмахран, Çурçĕр Кавказах илер. Вырăнта пурăнакансем тĕрлĕ халăхпа хутшăннă пулсан та тăван чĕлхине, çемьене пула, упраса хăварма пултараççĕ. Мĕншĕн тесен вĕсем тăван чĕлхепе пуплеççĕ. Чăваш чĕлхине, культурине сыхласа хăварассишĕн интеллигенци трибуна çинчен тахçанах кăшкăрать. Çав вăхăтрах хăйсен ачисем, мăнукĕсем вара чăвашла пĕлмеççĕ. Чи кăсăкки — чăваш чĕлхи вĕсене пурнăçра кирлĕ марри. Кун пек çынсенчен ыйтас килет манăн: тăван чĕлхене кам валли упраса хăварасшăн? Сантехникăн, трактористăн, çĕр ĕçченĕн ачи валли-и? Анчах вĕсем те çак обществăрах пурăнаççĕ-çке. Эсир анне чĕлхине епле «хисепленине» кураççĕ, илтеççĕ. Çавăнпа та паянхи лару-тăрăва лайăх енне улăштарас тесен ĕç-пуçа çемьерен пуçламалла. Ачасене чăвашла вĕрентмелле, вĕсемпе чăвашла калаçмалла. Çав вăхăтрах чăваш чĕлхин усăлăхне анлăлатмалла. «Малашлăхра чăваш чĕлхи ачана мĕн парать?» — ыйтăва татса памалла. Унăн кирлĕлĕхне анлăлатмалла», — терĕ ЧР вĕренÿ институчĕн ĕçченĕ Альбина Мышкина. Çавăн пекех вăл халăх хăй чĕлхине вырăна хумасан, унпа интересленмесен тĕрлĕ саккун кăларнин усси çуккине палăртрĕ.
Чăн та, халĕ ашшĕ-амăшĕ хулара çеç мар, ялта та ачасене вырăсла вĕрентессишĕн тăрăшать. Ялти садиксенче те ачасем вырăсла калаçаççĕ. Вырăс чĕлхине вĕрентни, вĕсен шучĕпе, шкулта ЕГЭ тытма пулăшать иккен. Çавна май чăваш чĕлхи ытлашши пулса юлать. Анчах та «икĕ чĕлхе — икĕ ăс» тенине шута илмеççĕ. Ăслă-тăнлă çынсем ĕлĕкех 5-6 чĕлхе пĕлнине никам та ĕненмест пулас халĕ.
Чĕлхене упраса хăварас тесен чи малтанах патшалăх шайĕнче пурнăçланакан наци политики кирлине палăртрĕ чĕлхе ăслăлăхĕсен докторĕ Николай Егоров. «Тĕп вырăнта культура ыйтăвĕсем тăмалла. Мĕншĕн тесен чĕлхе культурăн пĕр пайĕ кăна. Халăх чунне упраса хăварас тесен ламран лама куçса пыракан культурăна сыхласа хăвармалла. Унтан ăна сыпăнтарса малалла тăсмалла. Ун валли вара вĕрентÿ проблеми тухса тăрать», — терĕ Николай Иванович.
Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсен те пăшăрханмалли ыйтусем тупăнчĕç. Юлашки вăхăтра шкулсенче сехетсене чакарни кулянтарчĕ вĕсене. «Ашшĕ-амăшĕ ачине хăш предмета вĕрентесси пирки заявлени çырать пулсассăн пирĕн вĕсене услови туса памалла, — палăртрĕ чун ыратăвне Шупашкар районĕнчи Кăшавăш шкулĕнче чăваш чĕлхи вĕрентекен Евгений Майков. — Чăваш чĕлхине вĕрентме сахалтан та 3 сехет уйăрмалла. Пирĕн 0,5 сехет вĕрентекен шкулсем те пур. Ачана кун пек тăван чĕлхепе хăçан калаçма вĕрентĕпĕр?»
Шупашкар тата Чăваш Ен митрополийĕн ертÿçи Савватий хăй чăваш чĕлхине кирлĕ шайра пĕлейменшĕн каçару ыйтрĕ залра ларакансенчен. Совет тапхăрĕнче хулара анне чĕлхине шкулсенче вĕрентмен пирки унăн ăна аслашшĕ- асламăшĕнчен вĕренме тивнĕ. «Халăх чунĕ — чĕлхере, — па-лăртрĕ вăл. — Чĕлхене пĕлмесĕр халăх чунне пĕлме çук, çав шутрах чăваш чунне те». Вăл чылай çул Бурят Республикинче митрополитра ĕçлесе пурăннă. Паллах, ют тăрăхра унăн вырăсла ытларах калаçма тивнĕ. Чăваш Ене таврăнсан анне чĕлхишĕн тунсăхласа çитнине, унпа еплерех киленнине каласа кăтартрĕ. «Çăл куçран антăхса каясла шыв ĕçнĕ евĕр туйрăм хама», — терĕ вăл.
Çакăн пек маттур, хастар çынсем пурри савăнтарать. Акă Киевра пурăнакан Артем Федоринчик та чăваш чĕлхине хăй тĕллĕн вĕреннĕ. Конференцие вăл видеоçыхăну мелĕпе хутшăнчĕ. Халĕ çамрăк Украинăра чăвашла вĕрентес енĕпе ушкăн йĕркеленĕ.
Тутарстанри «Сувар» хаçатăн веб-сайт редакторĕ Константин Малышевăн сăмахĕ те шухăша ячĕ. «Тутарстанра 90 яхăн шкулта чăвашла вĕрентеççĕ, Пушкăртстанра — 66 шкулта, Ульяновск облаçĕнче — 8 шкулта, — терĕ вăл. — Анчах Ульяновск облаçĕнче веçех факультатива куçса пĕтнĕ». Маларах кун пек лару-тăру Самар тăрăхĕнче палăратчĕ, халĕ вара Чĕмпĕре çитрĕ. Çав вăхăтрах тутарсем гимназисем уçма вăй-хăват çитернине, вĕсенчен тĕслĕх илмеллине каларĕ вăл. «Ачана тăван чĕлхене садикре вĕрентмесĕр шкулта тăрăшса вăй хуни усăсăр», — палăртрĕ хăйĕн шухăшне Константин Малышев.
Конференци икĕ куна тăсăлчĕ. Унăн пĕтĕмлетĕвĕпе каярахпа кирлĕ йышăну тăвĕç. Паллах, чи малтанах хамăрăн улшăнмалла. Хамăр чăваш пулнишĕн вăтанма пăрахмасăр пире нимĕнле программа та, саккун та пулăшма пултараймасть. Çакна тĕслĕхпе çирĕплетсе хăварас килет. Нумаях пулмасть редакцие пĕр хĕрарăм шăнкăравларĕ. Вырăсла калаçать, акцент палăратех. «Чăвашла калаçăр, эпир чăваш хаçатĕнче ĕçлетпĕр», — терĕм хайхискерне. «Эсир вырăсла ăнланмастăр пулас», — мана кÿрентересшĕн пулчĕ вăл. «Вырăсла калаçатпăр та, ăнланатпăр та, — хуравларăм эпĕ. — Анчах эсир чăваш пулнине чĕлхĕр çине «çырса хунă». Эпĕ çакна тавçăрса илтĕм çеç». Хайхискер телефонне пăрахрĕ. Те мана кÿренчĕ, те намăс пулчĕ ăна.
Валентина ПЕТРОВА.
Облаç е республика?
Хальхи вăхăтра массăллă информаци хатĕрĕсенче Чăваш автономи облаçĕ 100 çул тултарнине вĕçĕмсĕр хыпарлаççĕ. Анчах пире эпĕ ватă çын Чăваш АССРĕ тесе вĕрентнĕ. Хăшĕ тĕрĕс-ши?
Ольга ПОПОВА.
Çĕнĕ Шупашкар хули.
Чăваш автономи облаçне /Чувашская АО/ 1920 çулхи июнĕн 24-мĕшĕнче йĕркеленĕ. 1925 çулхи апрелĕн 21-мĕшĕнче Чăваш АССРĕ туса хунă. Çавна май унăн территорийĕ те пысăкланнă: Улатăр хули тата Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи Улатăр уесĕнчи виçĕ вулăс хушăннă.
Чăваш автономи облаçĕнчен республика йĕркелени çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм шутланнă. Çавна май республикăн хăйĕн влаç органĕсем йĕркеленнĕ, чылай ыйтăва вырăнтах татса пама пултарнă, Конституци йышăннă.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...