Химиотерапи пациенчĕсем валли
Юпа уйăхĕн 22-мĕшĕнче Республикăри клиника онкологи диспансерĕн акт залĕнче химиотерапие çӳрекенсен шкулĕ иртет.
Химиотерапевт-тухтăр химиотерапин усал енĕсене мĕнле чакармаллине, çак тапхăрта мĕнле тĕрĕс апатланмаллине, мĕнле препаратсемпе усă курмаллине каласа кăтартĕ.
Çак ыйтусем кама кăсăклантараççĕ, пурин те, пациентсемпе вĕсен тăванĕсен кĕме юрать. Химиотерапие çӳрекенсен шкулĕ 13 сехетре пуçланать.
www.hypar.ru Topichilov.com сăн ÿкерчĕкĕ