Наци проекчĕсем мĕнле пурнăçланаççĕ?
Паян Правительство çуртĕнче ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи стратегиллĕ аталану тата проект ĕç-хĕлĕн канашĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ.
Унта видеоконференцçыхăну мелĕпе РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Анатолий Аксаков, Игорь Моляков, Леонид Черкесов тата Валентин Шурчанов хутшăнчĕç. 2020 çулхи кăрлач — авăн уйăхĕсенче наци проекчĕсем еплерех пурнăçланнине мониторинг пĕтĕмлетĕвне тĕпе хурса тишкерчĕç. Федерацин 11 наци проектне кĕрекен 67 проектĕнчен республика 51-шне пурнăçлама хутшăнать. 2020 çулта вĕсене Чăваш Енре ĕçе кĕртме17,6 млрд тенкĕ уйăраççĕ. Çак укçа çак çулсемпе кайса пысăк тĕллевсене пурнăçа кĕртме май парĕ: «Этем капиталĕ» /11,4 млрд тенкĕ/, «Пурăнма кирлĕ хăтлă хутлăх» /5,4 млрд/, «Экономика ÿсĕмĕ» /0,8 млрд/.
ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — экономика аталанăвĕпе пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Дмитрий Краснов бюджетран уйăракан укçапа тĕрлĕрен усă куракансем, сăмахран, «Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхпе уйрăм предпринимательлĕх пуçарăвне пулăшасси» наци проектне 99,5% пуçласа, «Халăхсен хушшинчи коопераци тата экспорт» наци проектне 0,1% таран пурнăçлакансем пуррине пĕлтерчĕ. Çавăн пекех «Ĕç тухăçлăхĕ тата ĕçлеве пулăшасси», «Цифра экономики», «Культура» наци проекчĕсене ĕçе кĕртмешкĕн куçарма палăртса хунă укçан 30% те сахалрах усă курнă.
— Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне бюджет укçине производствăна явăçтарасси пĕчĕк шайра пулнă, — терĕ министр. — Анчах ăна объектсене çитерессишĕн пĕтĕм контрактран 86% çирĕплетнĕ. — Республикăна уйăрнă укçапа тăваттăмĕш кварталта усă курма планланă. Федераципе республика бюджетĕнчи кĕмĕле ĕçе кĕртессипе Чăваш Ен федерацин Атăлçи оругĕнче вуннăмĕш вырăнта.
Ларура отрасльсен министрĕсем наци проекчĕсене пурнăçлассишĕн пурнăçлакан мероприятисем, çак ĕçре тухса тăракан йывăрлăхсем çинчен каласа пачĕç. Наци проекчĕсене мĕнлерех ĕçе кĕртнине мониторингланă чухне 218 кăтартăва тата 243 результата пăхаççĕ.
— Наци проекчĕсене ĕçе кĕртсе çĕршыври кашни çын пурнăçне лайăхлатмалла, — терĕ ларăва ертсе пынă Олег Николаев. — Чăваш Республикин 2021 çулхи тата 2022-2023 çулсенчи малашлăх планĕнчи бюджечĕн саккунĕн проектĕнче чи малтанхи тăкаксене наци проекчĕсен тĕллевĕсемпе кăтартăвĕсене пурнăçлассипе çыхăнтарнă.
ЧР Пуçлăхĕ çак канаш ларăвне кашни уйăхрах ирттерме сĕнчĕ. РФ Правительствин хушăвне пурнăçласа ун çумĕнче наци проекчĕсен картинче реализацилемелли строительство, реконструкци, капиталлă юсав объекчĕсене хута ярассине тивĕçтерекен ушкăн йĕркелĕç.
Юрий МИХАЙЛОВ.