Комментари хушас

1 Юпа, 2020

Ветерансем таксипе çÿрĕç

Шупашкарта тата Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан ветерансем таксипе тÿлевсĕр усă курайĕç.

Кăçалхи утă уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тата Раççейри Яндекс тĕп директорĕ Елена Бунина килĕштерсе ĕçлесси çинчен алă пуснă май «Яндекс. Ветерансем валли» социаллă проект пуçарнă. Хальлĕхе вăл Шупашкарта тата Çĕнĕ Шупашкарта пурнăçланать. Асăннă хуласенче пурăнакан ветерансем таксие уйăхне тăватă хутчен тÿлевсĕр тытма пултараççĕ.

Такси чĕнес тесен социаллă пулăшу паракан центрсене ирхи 8 сехетрен пуçласа 16 сехет те 30 минутчен шăнкăравламалла. Шупашкарта унăн номерĕ – 8 8352 51-27-80, Çĕнĕ Шупашкарта – 8 8352 78-02-46.

ШУТА ИЛМЕ 

Çăмăллăхпа çак категоририсем усă кураяççĕ: Тăван çĕршывăн аслă вăрçине хутшăннисем; блокадăри Ленинградра пурăннисем; концлагерьсемпе геттона, Иккĕмĕш тĕнче вăрçи вăхăтĕнче ытти çавăн пек вырăна лекнисем; тыл ĕçченĕсем; вăрçăра вилнисен тăлăх арăмĕсем.

www.hypar.ru

Вера ЭВЕРККИ хатĕрленĕ. Сap.ru сăн ÿкерчĕкĕ

Рубрика: