«Хыпар» 110 (27693) № 29.09.2020
Шупашкар районĕн тĕп культура çурчĕ çумĕнчи «Телей» халăх фольклор ансамблĕн ертÿçи Наталия Арсентьева ача чухне амăшĕ пекех вĕрентекен пулма ĕмĕтленнĕ. Çавăнпах Канашри педагогика училищинче пĕлÿ илнĕ. Юрлама юратаканскер, хăй тĕллĕнех купăс калама вĕреннĕскер баяна та парăнтарма ĕмĕтленнĕ. Çакă Тăвай районĕнчи Вăтаел пикине тĕп хулари И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн музыка факультетне илсе çитернĕ.
Палăртнă çулпа
Кунта вара Наталия республикăри паллă фольклористпа Зинаида Козловăпа çывăхланнă, часах унăн «Уяв» ансамблĕнче юрлама пуçланă. Çак тĕлпулу студенткăн пурнăçĕнче тарăн йĕр хăварнă. «Зинаида Алексеевнăпа курса калаçман тăк хамăн профессие, тен, фольклор енĕпе çыхăнтарман та пулăттăм», — тет паян Наталия Витальевна.
Алла диплом илнĕ хыççăн пурнăç çулне тĕрлĕ еннелле яма май пур. Хăшĕсем специальноç пуррине пăхмасăрах çĕнĕ ĕç суйлаççĕ. Наталия вара палăртнă çулран пăрăнман: Кÿкеçре пурăннă пирки унти ача-пăча пултарулăх çуртĕнче тата интернат шкулта юрă урокĕсен вĕрентекенĕнче ĕçлеме пуçланă. Хăй вара культура çурчĕ çумĕнчи «Дубравушка» ансамбле юрлама çÿренĕ. Фольклор уйрăмне пĕтернĕскер, паллах, халăх юррисене шăрантаракан коллектив йĕркелесси пирки пуç ватман мар. Вара темиçе уйăхран, тĕрĕсрех каласан, 2004 çулхи çурла уйăхĕнче, «Телей» ансамбль чăмăртама мехел çитернех. Унта вырăнти ветерансен хорĕнче юрлакансем, халăх юррисене юратакансем çÿреме пуçланă. Наталия Витальевна тÿрех кăткăс, темиçе сасăпа юрламалли хайлавсене суйласа илнĕ, çавăнпа хăшĕ-пĕри: «Кунта юрлама йывăр», — тесе пăрахса кайни те пулнă. Юлнисенчен чылайăшĕ паян та «Телей» халăх фольклор ансамблĕн шăнăрĕ шутланать.
Сăмахран, Тамара Надольскаянах илер. 79 çулта пулсан та питĕ хастар, пултаруллă вăл. Коллективпа таçта та тухса çÿрет, фестиваль- конкурссенчен юлмасть. Зоя Халапсина вара электроаппарат заводĕнче вăй хурать. Ĕç хыççăн пултарулăха аталантарма вăхăт тупать. Галина Владимирова ансамбле вĕсенчен кăшт кăна каярах килнĕ. Атăл леш енчи Сосновкăра ĕçлекен Галина Федорова та халăх юррисене юратать. Ютра ĕçлесе пурăнакансем тата пур «Телейре». Çĕрпÿ районĕнчи Тапанарти Зоя Степанова пенсионеркăна та, Ишлейри Зинаида Крапива вĕрентекене те, ыттисене те чăваш юррисен асамлăхĕ хăй патне туртать.
— Малтанхи вăхăтра купăсçă çукчĕ пирĕн. Зинаида Козлова патне пулăшу ыйтма кайрăм. Герман Павлов аккомпаниатора тупса пачĕ. Вăл та эпĕ вĕреннĕ педагогика университетĕнчех музыка пĕлĕвĕ илнĕ. Пирĕн репертуарта — Шупашкар районĕнче тĕрлĕ вăхăтра çырса илнĕ тата Ираида Вдовинăпа халăх юррисене питĕ аван пĕлнĕ Гаврил Федоров репертуарĕнчи юрăсем. Ансамбль гетерофони мелĕпе усă курса музыка инструменчĕсĕр те юрлама пултарать. Юрăсен аранжировкине те хамах тăватăп, — тет Наталия Арсентьева.
Таçта та кĕтнĕ хăна
«Телей» ертÿçин правурлăхĕнчен чăннипех тĕлĕнмелле. Мăшăрĕпе, вăл — строитель, тăватă ачана çут тĕнче парнеленĕ. Асли Таисия кĕçех 11 тултарать, ун хыççăн Амелия, Арсений, Тихон çуралнă. Наталия Витальевна пĕринпе те декрет отпускĕн вăхăтне туллин ларса ирттермен. Таисия икĕ уйăхра чухне ансамбль 5 çул тултарнине уявлама хатĕрленнĕ, çавăнпа пепкене мăшăрне, йăмăкĕсене шанса хăварма тивнĕ. Иккĕмĕш хĕрĕ çуралсан та çичĕ уйăхранах ĕçе тухнă. Чи кĕçĕннипе кăна пĕр çул декретра ларнă. Çакă — Наталия Витальевнăн çемье «тылĕ» питĕ çирĕппине, тăвансем пĕр-пĕрне яланах пулăшма хатĕррине палăртакан пулăм. Халĕ, вăхăт иртнĕ хыççăн, çав тапхăра аса илсе тĕлĕнет вăл. «Мĕнле чăтнă-ши?» — тет. Хуравне те хăех парать: юратнă ĕçе чунтан парăнса пурнăçласан Турă та пулăшса, çул уçса пырать. Тĕрĕсех пулĕ. Çакна «Телейĕн» ĕçĕ-хĕлĕ туллин çирĕплетет.
Çулленех тĕрлĕ фестиваль-конкурса хутшăнса пултарулăха, ăсталăха туптама тăрăшать «Телей». Унăн ертÿçин шухăшĕпе, профессионалсен хаклавĕ питĕ пĕлтерĕшлĕ. «Жюри членĕсенчен яланах мĕн çитменни пирки ыйтатăп. Çапла туни пирĕн чăрмавсене пĕтерсе аталанма пулăшать», — палăртать Наталия Арсентьева. Коллектив хутшăннă мероприятисене асăнса тухма та вăхăт нумай кирлĕ пулĕ. Вĕсем — район шайĕнче ирттерекен «Асамат кĕперĕ», «Хавхалану çăл куçĕ», «Авалхи хавал» фестивальсем, «Бичурин тата хальхи вăхăт» музейри концертсем. Çак самантсенче çынсен чунĕнче чăваш халăх юррисене, çуралса ÿснĕ хутлăха юратасси, несĕлсене хисеплесси амаланма пуçлать. «Телей» çавăн пекех республикăри хуласенче кăна мар, ун тулашĕнчи хулапа ялта та кĕтнĕ хăна.
Акă 2012 çулхи çул çÿревсем пирки кăна чарăнса тăрар. Пуш уйăхĕнче Пĕтĕм тĕнчери «Наци пуянлăхĕ» вокалпа хореографи конкурсĕнче «халăх вокалĕ — ансамбльсем» номинацире лауреатăн I степень дипломне тивĕçнĕ. Çĕртме-утă уйăхĕсенче Крым çур утравĕнче иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери икĕ конкурса хутшăннă. «Крымăн ахах-мерченĕ» ятлинче /Алушта/ «Телей» «халăх вокалĕ» номинацире лауреат пулса тăнă, Судакри Пĕтĕм тĕнчери «Çăлтăрсен планети» фестиваль-конкурсра «халăх вокалĕ» тата «фольклорпа этнографи жанрĕ» номинацисенче виççĕмĕш вырăн йышăннă. Çул çÿрев çакăнпа вĕçленмен-ха. Наталия Арсентье-ва, Чăваш наци конгресĕн пайташĕ пулнă май, Крымри йăхташсемпе те тĕлпулу йĕркеленĕ. Севастопольти чăваш наци культура обществин хастарĕсен ячĕпе, унти Хура тинĕс флотĕнче тăракансем валли ятарлă концерт ирттернĕ. Юрăçсем хăйсем те хулапа паллашма, унти музейсене çитсе курма вăхăт тупнă.
Çав çулах «Телей» ертÿçи Наталия Арсентьева тата ансамблĕн солистки Галина Федорова Францие çитсе килнĕ. Унти «Париж тÿпи айĕнче» конкурса икĕ номинаципе — «вокал пултарулăхĕ» тата «халăх тумĕ» — хутшăннă. Иккĕшĕнче те лауреат дипломне илнĕ. Ку çеç-и, Парижăн тĕлĕнмелли вырăнĕсемпе — Эйфель башнипе, музейсемпе — паллашнă. Башня çывăхĕнче чăваш тумĕллĕ пикене такам чечек çыххипе чысланă. Кам пулнă çак çын? Вăт мĕнле вăрттăнлăхсемпе пуян иккен Париж.
Каярахпа «Телей» пикисем» республикăри «Сăрпа Çавал çаврисем» фестиваль лауреачĕсем пулса тăнă, «Иксĕлми çăл куçсем» радиоконкурсăн дипломне тивĕçнĕ, «Аксар» студи «Кунта килмесен ман ăçта каяс-ха?» видеодиск кăларнă.
«Телей» çинчен — кĕнекере
— Эпир тĕрĕс çулпа утатпăр, — тет Наталия Арсентьева. — Хамăрăн пуян культурăна ытти халăха паллаштармаллах. Пирĕн репертуарта 100 çул каялла çырса илнĕ юрăсем пур. Енчен те юрăсен кун-çулĕпе, содержанийĕпе паллаштарсан итлекенсем вĕсене чун-чĕрипе йышăнаççĕ.
«Телей» халăх ансамблĕ чăваш юррине, культурине юратакансем патне вăхăтра çитерме тăрăшать. Ку енĕпе 2017, 2018 çулсем те ăнăçлă килсе тухнă уншăн. Чăваш наци конгресĕн «Мурманскран Байкал таран» проектне хутшăнса 5 пин çухрăма хыçала хăварнă. Çул çинче Пушкăртстанра, Красноярскра, Тюменьте чарăнса концерт кăтартнă. Иркутск облаçĕнчи чăваш ялĕнчи, Байкал кÿлли хĕрринчи тĕлпулусем юрăçсен, çавăн пекех вырăнти йăхташсен асĕнче те чылайччен упранĕç.
— Байкал хĕррине кайнă чухне пуçа çапла шухăш пырса кĕчĕ: таçта та пултăмăр, пуш хирпе паллашмалли, унтан тинĕс хĕрринче канмалли кăна юлчĕ. Мĕн тетĕр? Çĕпĕртен таврăнсан Олег Цыпленков хăй йĕркелекен чун çÿревне йыхравларĕ. «Телейçĕсем» хальхинче те хирĕçлемерĕç, Казахстанри Туркестана çула тухрăмăр. Çĕпĕртен таврăнсан Олег Цыпленков ертсе пынипех Хура тинĕс хĕррине — Фанагорие — çитсе килтĕмĕр.
— Эпĕ сăнанă тăрăх, манăн шухăшсем, ĕмĕтсем яланах пурнăçланса пыраççĕ. Çавăнпа начарри пирки пĕрре те пуçа ватмастăп, усал шухăшсене хам çывăха ямастăп, — калаçăва тăсать Наталия Витальевна.
«Телей» халăх ансамблĕн ăсталăхне шута илсе республикăри, çавăн пекех чăвашсем пысăк йышпа пурăнакан регионсенчи пултарулăх коллективĕсен ертÿçисем валли семинар-практикумсем йĕркелесси тахçанах йăлана кĕнĕ. Наталия Витальевна хăй те професси ăсталăхне ÿстерессине тĕпе хурса ĕçлет. 2013 çулта вăл культурăн муниципалитет учрежденийĕсен районти конкурсне хутшăнса «Культура тытăмĕнчи чи лайăх ĕçчен» ята тивĕçнĕ. Çав çулах Раççейри пултарулăх коллективĕсен «Богатство России» пĕрремĕш энциклопедийĕн презентацине хутшăннă. Хăтлав Мускавра, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин музейĕн концерт залĕнче, иртнĕ. Çак кăларăмра «Телей» халăх фольклор ансамблĕ çинчен те тулли информаци вырнаçтарнă.
(Чăваш юррине кăмăллани Парижа илсе çитернĕ)
Ĕлĕкрех Хусан кĕпĕрнин Теччĕ уесĕн çурçĕр-хĕвел анăç пайĕн чиккинче вырнаç- нă çак чăваш ялĕ кунтан Пăва хулине каякансене упа шăтăкне аса илтернĕ.
1870 çулсенче хальхи Елчĕк районĕнчи Патреккел, Акчел, Аслă Елчĕк ялĕсенчен куçса килсе пысăках мар виçĕ урам никĕсленĕ анлă лапамра нимĕнле шкул та, лавкка та пулман, çынсем чухăн пурăннă. Шăп 100 çул ытларах каялла, 1920 çулхи çĕртме уйăхĕн вĕçĕнче, тутарсен хутлăхĕнче пурăнакан халăх ял варринче иртнĕ анлă пухура, хальхилле каласан референдумра, тин кăна йĕркеленнĕ Чăваш автономине куçасси çинчен йышăну тунă. Çапла майпа 1928 çулччен Патăрьел уесне кĕнĕ, каярахпа яланлăхах Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпа ял тăрăхĕнче юлнă илемлĕ ял Чăваш Республикин картти çинче Тутарстанра вырнаçнă утрав пек курăнать.
Эпĕ Совет çарĕнче хĕсметре пулнă хыççăн 1960 çулсен вĕçĕнче Вăрăмхăвари тулли мар вăтам шкулта учительте ĕçлерĕм. Çав вăхăтрах Елчĕк районĕн ертÿçисем кунти тĕрлĕ енлĕ аталаннă ĕçчен çынсем чăвашла илемлĕ калаçнинчен, çав вăхăтрах тутар тата вырăс чĕлхисене лайăх пĕлнинчен тĕлĕнетчĕç. Çакă та питĕ кăсăклă: пурĕ те 200 çын ытларах пурăнакан, Шупашкартан 180 çухрăм кăнтăрарах вырнаçнă асамлă вырăнтан Чăваш АССР ял хуçалăхĕн, физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем, виçĕ полковник, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче 1943 çулхи юпа уйăхĕнче Днепр юхан шывĕ çывăхĕнче пынă хаяр çапăçусенче хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн Ленин орденне, тепĕр çултан Хĕрлĕ Çăлтăр тата Хĕрлĕ Ялав орденĕсене тивĕçнĕ Сильвестр Носов тухнă. Вăрăмхăва çавăн пекех Хусанти аслă шкулсенче ĕçлесе пурăнакан икĕ профессорăн — ял хуçалăх наукисен докторĕн, Пĕтĕм тĕнчери аграри пĕлĕвĕн академийĕн академикĕн Владимир Владимировичăн тата унăн куккăшĕн, ветеринари наукисен докторĕн, РФ аслă шкулĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн, Тутар Ре-спубликин Патшалăх премийĕн лауреачĕн, 2002 çулхи Пĕтĕм тĕнчери «Золотой скальпель» конкурс лауреачĕн Иван Никитинăн, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн доценчĕн, Чăваш Республикинчи «Буревестник» физкультурăпа спорт обществин канашĕн председателĕн Николай Анисимовăн тата унăн çывăх юлташĕн РФ Хăрушсăрлăх службин тивĕçтерÿ ертÿçин пĕрремĕш çумĕнче вăй хуракан Алексей Сайкин генерал- лейтенантăн тăван ялĕ. Çÿлерех асăннă ентешсем пурте хăй вăхăтĕнче Лаш Таяпари вăтам шкулта вĕреннĕ.
Алексейĕн ашшĕ Владимир Сергеевич чĕрĕк ĕмĕре яхăн Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕллĕ «Слава» колхозăн 3-мĕш бригадин ĕне фермин пуçлăхĕнче вăй хучĕ. Эпĕ çав вăхăтра шăпах Вăрăмхăва шкулĕнче ĕçлеттĕм. Пушă вăхăтра республикăра малта пыракан хуçалăхра общество ĕçне пурнăçланă май час-часах ĕне ферминче е ялти клубра пулма тÿр килетчĕ. Ăçта çитсен те Елчĕк-Пăва çулĕ çывăхĕнче пурăнакан Сайкинсемпе тĕл пулаттăм. Владимир Сергеевичпа унăн мăшăрĕ Алевтина Артемьевна таврари чи сумлă çынсенчен пĕри шутланнă. Ахальтен мар ĕнтĕ Владимир Сайкина Совет Правительстви 1981 çулта «Хисеп Палли» орденпа наградăланă.
Улми йывăççинчен аякка ÿкмест теççĕ халăхра. Сайкинсен пилĕк ачи те Лаш Таяпари вăтам шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухрĕç, пурте аслă е ятарлă пĕлÿ илчĕç, Тăван çĕршыва тата республикăна кирлĕ çынсем пулса тăчĕç. Чи аслă ывăлĕ Владислав Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтне пĕтернĕ хыççăн тăван «Слава» колхозра вăй хучĕ, унтан Елчĕкри кирпĕч завочĕн директорĕнче, тивĕçлĕ канăва тухас умĕн ял тăрăхĕн администрацийĕн ертÿçинче ĕçлерĕ. Вла-дислав Владимировичăн шăллĕсем Геннадипе Виталий хăйсен телейне Пăва хулинчи сахăр заводĕнче тупнă. Вĕсен йăмăкĕ Зоя паян та Шупашкарти пĕр по-ликлиникăра медицина сестринче ĕçлет.
Елчĕк районĕнче çуралса ÿснĕ çар çыннисенчен виççĕшĕ генерала тухнă. СССР Шалти ĕçсен министерствин Харьковри аслă çар училищине, унтан Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă вăйĕсен Генеральнăй штабĕн çар академине пĕтернĕ Алексей Сайкина çур çул каялла РФ Президенчĕн Владимир Путинăн хушăвĕпе генерал- лейтенант званине пачĕç.
Сайкинсен вăталăх ачи, 1960 çул пуçламăшĕнче çут тĕнчене килнĕ Алексей, мĕн пĕчĕкрен çар çынни пулма ĕмĕтленнĕ. Лайăх астăватăп: виççĕмĕш класра вĕренекен, пурне те пĕлме юратакан вăтам пÿллĕ арçын ача хăйĕнчен аслăрах юлташĕсемпе пĕрле пионерсен «Зарница» çарпа спорт вăййисене хаваспах хутшăнатчĕ. Лаш Таяпари вăтам шкулта вĕреннĕ çулсенче вара Алексей Сайкин комсомолецсемпе çамрăксен «Орленок» вăййинче тата спортра пысăк çитĕнÿсем турĕ.
— Пулас генерал ытти вĕренекенрен нимĕнпе те уйрăлса тăмастчĕ. Алеша шкула ултă çултах кайнă, çавăнпа аслă классенче вăл пĕвĕпе юлташĕсенчен чи пĕчĕккиччĕ. Апла пулин те спорт ăмăртăвĕсенче чи хастаррисенчен пĕриччĕ. Алла аттестат илсен хăюллă комсомолец никама та каламасăр Елчĕк районĕн çар комиссариатне кайнă та хăйне пĕр-пĕр çар училищине вĕренме яма ыйтнă. Анчах ăна, 16 çулти яша, çар комиссарĕ нимĕнле училищĕне кайма та ирĕк паман. 1977 çулта тин маттур çамрăкăн ĕмĕчĕ пурнăçланнă. Алексей Сайкин СССР Шалти ĕçсен министерствин Харьковри аслă çар училищин курсанчĕ пулса тăнă, — аса илчĕ çав вăхăтра Лаш Таяпари шкулта физкультура учителĕнче ĕçленĕ В.П.Яковлев.
(16-ри яша училищĕне кайма ирĕк паман)
Статистика тăрăх, Раççейре кашни иккĕмĕш çемье арканать. Çакă, манăн шухăшăмпа, пурне те пăшăрхантармалла пек туйăнать. Ирĕксĕрех: «Мĕншĕн çапла пулса тухать-ха?» — тесе шухăшлатăн. Нивушлĕ 100 процентран 50-шĕ ăнсăртран, шухăшламасăр, юратмасăр качча тухать, авланать? Кайран çакăншăн кулянать?
Уйрăлусен тепĕр теорийĕ пур. Мăшăрсенчен пĕри кăмăл- сипет, тавра курăм тата укçа-тенкĕ енĕпе ÿссе пырать. Тепри вара пĕр вырăнтах тăрать. Кун пек чухне пĕрремĕшĕ йывăр тиеве туртасшăн мар, çемьене аркатать. Сăмах май, тахçан уйрăласси пирки арçынсем малтан йышăну тунă тăк, халĕ хĕрарăмсем – пуçаруçисем. Паян этемлĕхĕн çуррийĕ хăйне вăйлă туять: вĕсем лайăх ĕçлесе илеççĕ, ăслă, пултаруллă. Арçыннăн çирĕп хулпуççийĕсĕр пуçне те хăйсене лайăх туяççĕ вĕсем. Ачасене воспитани пама вĕсене кукамăшĕ-кукашшĕ, няньăсем пулăшаççĕ.
Паянхи кун уйрăлма йывăр мар пулнипе çемьесене салатакан нумайланнă пек туйăнмасть-и сана, вулаканăм? Паян çын сăмахĕ, «çын мĕн калĕ-ши?» тени, шел те, никама та хăратмасть. Уйрăлакан çемьесем пирки ытлашши калаçмаççĕ те, арăмне начар кил хуçи хĕрарăмĕ, упăшкине йĕркесĕр арçын пулнă темеççĕ. «Ку кашнин харпăр пурнăçĕ», — теме хăнăхнă паян эпир. Аслисемпе ваттисем те хушша-хуппа кĕмеççĕ. Çынсем паян çăмăллăн пурăнасшăн. Енчен те иккĕмĕш çуррийĕ тивĕçтереймест тĕк — наччас уйрăлаççĕ. «Урăххине тупатпăр, ирĕклисем, уйрăлнисем сахаллăн-им?» — теççĕ. Кунта манăн тухăç халăхĕн ваттисен сăмахне аса илтерес килет: «Мĕн пур пулăма çутă енчен пăхмалла, унашкалли çук тăк — тĕттĕммисене çуталиччен сăтăрмалла». Мăшăрсем тăтăшах пĕр-пĕрин çитменлĕхĕсемшĕн вĕчĕрхенме юратаççĕ. Лайăх енĕсене вара юратнă çынни урăххи патне кайсан кăна асăрхаççĕ. Мĕнле калаççĕ: «Пĕриншĕн эсĕ никам мар, теприншĕн вара — ахах-мерчен». Е тата: «Тĕнчешĕн эсĕ этем кăна, пĕр çыншăн вара пĕтĕм тĕнче пулаятăн», — тенĕ Колумби писателĕ Габриэль Маркес.
Мăшăрсен ытларах пĕр-пĕрне хисеплеме, пĕр-пĕрин лайăх енĕсене асăрхаса хĕпĕртеме тăрăшмалла. Арçынсем, калăпăр, хăйсене мухтанине, хавхалантарса пынине юратаççĕ. Çынна мĕншĕн яланах хĕтĕртсе, мĕн те пулин ыйтса тăмалла, хăвăн пек тăвассишĕн тăрăшмалла? Кайран вара чылайăшĕ: «Мана мĕншĕн унпа пурăнма интереслĕ мар?» — тесе тĕлĕнет. Унтан çĕнĕ мăшăр шырама пикенет. Анчах иккĕмĕшĕпе те йăлтах малтанхи пек пулса пырать. «Ăслă хĕрарăм арçынна калакан кашни сăмах çумнех сахăр хушать. Арçын хăйне калакан кашни сăмахранах тăварне кăларать», — теççĕ тухăçри халăхсем. Çак каларăш та çемьесене упраса хăварма пулăшать.
Чăвашстат пĕлтернĕ тăрăх, 2019 çулта Чăваш Республикинче 6 пин ытла мăшăр çемье чăмăртанă. Пуринчен ытларах Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар тата Канаш хулисенче туй кĕрлеттернĕ. 2019 çулта 6298 çемье çуралнă. Шупашкарта 1919 çемье чăмăртаннă пĕлтĕр. Республикăри районсенче туй тунисем сахалрах. Ку енĕпе Шупашкар районĕ малта. Кунта 381 мăшăр венчет çĕррисем тăхăннă. Патăрьел районĕнче 176 туй пулнă. Çĕрпÿ тăрăхĕнче — 168.
Шел те, 2019 çулта уйрăлакансен йышĕ те пысăк. 2019 çулăн малтанхи ултă уйăхĕнче 1862 мăшăр текех пĕрле пурăнмассине пĕлтернĕ. Специалистсем сăнанă тăрăх, 5-10 çул пĕрле пурăнакансем ытларах уйрăлаççĕ. Çырăннă хыççăн пĕрремĕш çулхине ку утăма тăвакансем вара сахалрах. Экспертсем тишкернĕ тăрăх, Чăваш Енре мăшăрсем ултава пула ытларах уйрăлаççĕ. Çак сăлтав чи пĕрремĕш вырăнта тăрать. Иккĕмĕш вырăнта — мăшăрсенчен пĕри ĕçкĕпе е наркотиксемпе иртĕхни. Анлă сарăлнă тепĕр сăлтав — çемьере укçа-тенкĕ çитсе пыманни. Психологсем палăртнă тăрăх, мăшăрланакан çамрăксем чылай чухне çемьеллĕ пурăнма хатĕр мар. Вĕсем йывăрлăхсене пĕрле çĕнтерме ăс-хакăл çитереймеççĕ, пĕр-пĕрин çитменлĕхĕсемпе килĕшеймеççĕ.
Çемьесем çирĕп пулсан кăна патшалăх çирĕп те тĕреклĕ пулать. Çавăнпа та çемьесене çирĕплетесси, вĕсене лайăх малашлăх туса парасси, ача-пăча çуралсан тĕрев пултăр тесе тă-рăшасси тĕп тĕллевсенчен пĕри шутланать. Çакна 2025 çулччен палăртнă Раççей Федерацийĕн çемье политикин концепцине те кĕртнĕ. Çемьене пĕчĕк патшалăхпа танлаштаратпăр пулсан ăна упраса хăварассишĕн çамрăксен кăна мар, аслисен те тăрăшмалла, ваттисен сĕнÿ-канашпа пулăшмалла. Çакна шута илсе пирĕн республикăра çемье институтне, çемьери ырă йăла-йĕркене, пахалăхсене упрас тĕллевпе нумай мероприяти ирттереççĕ. Калăпăр, «Çулталăк çемйи» республика конкурсĕ. Унта нумай ачаллă, ĕçчен, пултаруллă çемьесене хавхалантараççĕ. Вĕсен ырă тĕслĕхĕпе ыттисем хавхаланччăр теççĕ. «Чи лайăх ашшĕ» конкурс та хăйне евĕр иртет. Çакă уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Çавăн пекех республикăри ЗАГС органĕсем те паха мероприятисем йĕркелеççĕ. Нумай çул пĕрле пурăнакан мăшăрсене чыслаççĕ.
Пăнчă лартиччен çакна калас килет. «Ĕнен тата арăмăн лайăх пулмала», — тетчĕ мăн асанне. Çемье пурнăçĕ епле пуласси ĕнерен ăннинчен тата хĕрарăм анлă тавра курăмлă, ăслă пулнинчен килни пирки калатчĕ.
(Тĕнчешĕн эсĕ этем кăна, пĕриншĕн пĕтĕм тĕнче»)
Ухсай Яккăвĕ — фронтовик, Чăваш халăх поэчĕ. Вăрçă çинчен нумай çырса кăтартнă, нумай калаçаççĕ. Эпĕ вара аттен докуменчĕсемпе усă курăп.
Аманнă, малаллах ăнтăлнă
Хĕрлĕ армеецсен «На штурм» хаçачĕн яваплă редакторĕ Колноки майор, 31-мĕш танк корпусĕн политпайĕн пуçлăхĕ Попов гварди полковник алă пуснă служба характеристикинчен: «Хĕрлĕ армеецсен «На штурм» хаçачĕн редакцийĕнче 1944 çулхи ака уйăхĕнчен ĕçлекен Ухсай Яков Гаврилович капитан хăй пултаруллă журналист пулнине ĕненмелле кăтартса пачĕ. Львов тата Висла хулисемшĕн пынă çапăçусенче редакци хушăвĕсене туллин пурнăçларĕ. Унăн очеркĕсене, çак тапхăрта пичетленнисене, боецсемпе офицерсем кăсăкланса вуларĕç. Вĕсенче вăл корпусри танкистсен паттăрлăхĕ, çапăçури ăсталăхĕ çинчен çырса кăтартнă».
Çавăнтах служба списокне те илсе панă: 05.1942 — кĕçĕн политрук, 10.1942 — лейтенант, 05.1943 — аслă лейтенант, 13.05.1944 — капитан. Сурансем: Воронеж фрончĕ. Контузи, кăрлач, 1942. Харьков çывăхĕнчи наступлени вăхăтĕнче. Контузи. 26.02.43. Шепетовка çывăхĕнчи çапăçура сулахай урине амантнă. 12.02.1944. Сташув хули. Наступлени вăхăтĕнче сулахай аякне амантнă. 08.1944.
Правительство наградисем: «Хĕрлĕ Çăлтăр» орден — 1942 çулхи çу уйăхĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин орденĕ — 1944 çулхи кăрлачăн 22-мĕшĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин орденĕ — 1944 çулхи юпа уйăхĕн 7-мĕшĕ. «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медаль — 1945 çулхи çу уйăхĕн 9-мĕшĕ.
Чикĕ леш енчи çапăçусем: Польшăра — 08.1944-02.1945, Германире — 02.1945- 05.1945. Чехословакире — 05.1945-06.1945.
Чăваш халăх поэчĕ Ухсай Яккăвĕ хăй пирки çырса кăтартнинчен:
— Т ă в а н ç ĕ р ш ы в ă н А с л ă в ă р ç и пуçлансанах эпĕ халăх ополченийĕн отрядне çырăнтăм. 1942 çулхи çу уйăхĕн 5-мĕшĕнче стрелоксен 141-мĕш дивизийĕн вĕрентÿ батальонĕн рядовой курсанчĕ пулса тăтăм. Унтах ВКП/б/ ретне тăтăм.
Виçĕ Толстой
«Çĕр тата поэзи» автобиографи статйинчен:
— Çав вăхăтри пĕр пăтăрмах асран каймасть. Манăн, пулемет расчечĕн пулас командирĕн, ефрейтор е кĕçĕн сержант ят илмелли самант çитсе пыратчĕ. ЧП сиксе тухрĕ. Пирĕн батальон Поворино станцийĕ çывăхĕнче вырнаçнăччĕ. Пĕррехинче штаб умĕнче часовой пулма тиврĕ. Çĕр пÿртре батальонăн çар комиссарĕ тата начхим ларатчĕç. Вĕсем литература пирки калаçма пуçласан эпĕ ирĕксĕрех хăлхасене тăратса итлеме пуçларăм.
— Толстой аван çырать, — терĕ те начхим çапла хушса хучĕ:
— «Хлеб» хайлавне вуланă эпĕ.
— Çапла, Толстой маттур, тĕрĕс писатель, — терĕ çар комиссарĕ. — «Война и мир» романне вулама тăрăшăр.
Çакскерсем икĕ Толстойран пĕрре туса хунине шута илсе виççĕмĕш Толстой пирки те аса илтерес терĕм:
— «Князь Серебряный» романне те вулăр, — тесе хушса хутăм.
— Мĕн тавлашатăн? — хыттăн кăшкăрса ячĕç çакскерсем. Командирсем калаçнă чух рядовой чĕнмест!
Енчен те «Максим» пулемет, унăн пайĕсем пирки сăмах пынă тăк эпĕ пĕр сăмах та хушас çукчĕ-ха. Хальхинче литература ыйтăвĕнче йĕрке тăвас терĕм те — виç талăка гауптвахтăна çаклантăм.
Çуллахи шăрăх çанталăкра сулхăн çĕр пÿртре выртасси тата вăхăтран-вăхăт кухня валли вутă вакласси маншăн чăн-чăн çăтмах пекех пулчĕ. Анчах та батальон командирĕ Мягченко аслă лейтенант эпĕ постра çуккине кура çар комиссарĕпе хыттăн тавлашса кайнă, лешсен мана ирĕксĕрех ирĕке кăларма тиврĕ. Комбат дивизи штабĕнче эпĕ виçĕ Толстойшăн, уйрăмах Алексей Константиновичшăн, «Князь Серебряный» роман авторĕшĕн, инкеке лекнине кула-кула каласа кăтартнă. Брезент пиçиххине, пилоткăна тата противогаза тавăрса панă хыççăн темиçе сехетренех мана дивизин çар комиссарĕ Мельников хăй патне чĕнтерчĕ, «Родина зовет» хаçат сотрудникĕ пулма çирĕплетрĕ.
Кĕçех пирĕн чаçсем Воронежра тăшмансемпе çапăçăва кĕчĕç. Эпĕ, дивизи хаçачĕн корреспонденчĕ, пĕр ротăран тепĕрне — ял хуçалăх институчĕпе хула паркĕ çывăхĕнчи шыв юхакан бетон пăрăхсем тăрăх — хырăмпа шуса çитрĕм. Кăвак Дон çыранĕн хĕрринче чылай вăхăт оборонăра тăнă вăхăтра хамăн дивизин, Чăваш Республикин территорийĕнче çуралнă тата чăмăртаннăскерĕн, боецĕсемпе командирĕсен ячĕпе чăваш халăхне сăвăлла поэма çыртăм:
Тăван халăх, савнă халăх,
Чаплă кунсенче ялан
Ĕмĕр-ĕмĕр асăнмалăх
Чĕререн сана салам!
Ăмăрт кайăк, хамăр халăх,
Вăрçăри ачусенчен
Йышăн эсĕ чун хаваллă
Çырăва Дон хĕрринчен…
Малти линири корреспондент ĕçĕ пĕрре те çăмăл марччĕ. Пирĕн редакцин секретарĕ Аркадий Правдин çĕрлехи çапăçура нимĕç автоматчикĕн аллинчен пурнăçран уйрăлчĕ, çамрăк та пултаруллă Александр Паршин поэт «чĕлхе» тытма кайсан разведкăран таврăнаймарĕ. Вăл хăйĕн пĕр сăввине те пичетлеме мехел çитереймерĕ. 1943 çулхи нарăс уйăхĕнче нимĕç бомбин взрывĕн хумĕ мана сывлăша çĕклерĕ. Йĕркеллех ÿкрĕм темелле, анчах çакă та çурăм шăммине контузи тума çителĕклĕ пулчĕ-мĕн.
Вăрçă хирĕнче тăван чĕлхепе çырма вăхăт пачах çитместчĕ, пĕтĕм вăхăт салтак хаçачĕ валли очерксемпе кĕске заметкăсем çырса иртетчĕ. Вăрçăри сăвăсен кĕнеки, вăхăтран вăхăта çырăннăскер, калăпăшĕпе пĕчĕккĕ пулчĕ. Анчах та пĕлтерĕшĕпе вăл маншăн пĕрре те «çăмăл» марччĕ…
Атте вăрçăри самантсене мирлĕ кунсенче те час-часах аса илетчĕ. Аннепе тата ытларах калаçнă пулĕ, çавăнпах аннем çапла калатчĕ: «Аçу вилĕм арманĕнчен чĕрĕ тухни чăн-чăн тĕлĕнтермĕш». Аттен çак сăмахĕсем: «Вăрçă — шиклĕх, пусмăрлăх, вилĕм. Вăрçăпа цивилизаци пĕр-пĕриншĕн хирĕçле пулăмсем», — нихăçан та асран тухмаççĕ.
Атте çырăвĕсем
Çырусем, çырусем… вăрçăран янăскерсем. Вĕсем аттепе аннене вăрçă çулĕсенче çыхăнтарса тăнăскерсем. 1943 çулхи кĕркуннепе хĕлле аттерен çырусем килме пăрахнă иккен. Анне пахчара пан улми йывăçĕ лартса хăварнă. «Чĕрĕлет тĕк — сывă», — тесе шухăшланă. Кĕçех çыру илнĕ. Атте çапăçнă дивизие тăшмансем çавăрса илнĕ пулнă-мĕн.
Акă мĕнле йĕркесем шăрçаланă-ха вăл вилĕм ункинчен анне патне. «Хаклă Маруся! Санăн çырăвусене эпĕ час-часах илсе вулатăп, анчах тÿрех çырма май килмест. Часах тĕл пуласса шанатăп. Çак çырăва нимĕçсен çĕр пÿртĕнчи тĕтĕм кăларса ларакан хунар умĕнче шăрçалатăп... Санăн Яккăву.1945 çулхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕ».
(Калем те штыкпа танах)
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...