Комментари хушас

24 Авăн, 2020

«Чăваш хĕрарăмĕ» 38 (1163) № 24.09.2020

♦ Шупашкарта пурăнакан ултă ачаллă Шиловсемпе каçхине тĕл пултăмăр. Тĕпренчĕкĕсенчен аслисем урок тăватчĕç, кĕçĕннисем шашкăлла вылятчĕç. «Анне, вăрттăнлăх уçас-и?» — чи çывăх çыннине ыталарĕ виççĕри Аня. Унтан пăшăлтатса тем каларĕ. Наталия Валерьевна шурă шăлĕсене кăтартса кулчĕ. Тепĕр тесен, амăшĕ чи хитре пулнине палăртни вăрттăнлăх та мар. Телейлĕ хĕрарăм, чăнах, чипер.

Алексейпе Наталия Шиловсене «Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ» орден медалĕпе чысланă. Халĕ Шупашкар хула администрацийĕ кил вучахне упракан хĕрарăма «Анне» паллă илмешкĕн документсем хатĕрлеме сĕнет.

«Аттепе аннене, хуняçапа хунямана пулăшмашкăн яла, Муркаш районĕнчи Шурчана, çÿреме юрататпăр. Пахчара пĕрле ĕçлетпĕр. Пĕлтĕр арпус çитĕнтернĕччĕ. Шуранка пиçрĕ пулин те тути килĕшрĕ», — çут çанталăк ытамĕнче хăйсене хăтлă туйнине çирĕплетет Наталия Шилова. Вĕсем йышпа кăмпа та, çырла та татаççĕ.

Наталия Валерьевна кафере администраторта та, садикре воспитательте те тăрăшнă. Ачасемпе ĕçлени киленÿ кÿнине пытармасть вăл. Хальхи вăхăтра хĕрарăм садикре кĕçĕн воспитательте вăй хурать.

Йышлă çемьере аслă ачисем кĕçĕннисемшĕн яваплă. Çакна Наталия Валерьевна вун-вун тĕслĕхпе çирĕплетме пултарать. Пĕчĕккисем хăйсене хÿтлĕхре туйнине хам куртăм. Ку килте пĕр-пĕрне хисеплени калаçуранах паллă.

Ура çине тăратнă

Çирĕмри Надежда Чăваш патшалăх университетĕнче экономиста вĕренет. Пушă вăхăтра шăллĕсемпе йăмăкĕсен тавра курăмне аталантармашкăн май тупать. Вун улттăри Миша медицина колледжĕнче пĕлĕвне тарăнлатать. «Манăн витĕмпе çак çула суйларĕ вăл. Малтан медбрат дипломне илĕ, унтан стоматолога вĕренĕ. Пирĕн йăхра шăл тухтăрĕсем пур. Вĕсен ĕçне ывăлăм тăсма палăртни çав тери хăпартлантарать», — пытармасть хĕрарăм.

Иккĕмĕш тĕпренчĕкĕ Миша вăхăтсăр çуралнине, тухтăр «вырăнпа выртакан пулать, калаçаймасть» тенине ĕненес те килмест. «Любовь Суслина невролога чунран тав тăвас килет. Вăл пулăшнипе ывăлăм çулталăк тултарсанах утма вĕренчĕ, сăмах çумне сăмах сыпăнтарчĕ. Çав вăхăтрах пĕлĕшсен çемйинче те пирĕн пек диагнозлă ача çуралчĕ. Ăна, шел те, ура çине тăратаймарĕç», — куççуль витĕр аса илет амăшĕ.

Кайран упăшкипе инкек сиксе тухнă. Ун чухне виçĕ ачаллă çемье пĕр пÿлĕмлĕ хваттер туяннă. Амăшĕн капиталĕпе усă курса кивçене хăвăртах татнă. Шăпах çав вăхăтра кил хуçи çумне йывăр чир çыпăçнине тупса палăртнă. Ăна Санкт-Петербурга илсе кайнă, операци сĕтелĕ çине хунă. Телее, Алексей Алексеевич чĕрĕ юлнă. Халĕ хăйне лайăх туять. Эпĕ пынă чухне яла ашшĕ-амăшне пулăшма кайнăччĕ вăл.

Укçа парса хавхалантараççĕ

Туслă çак йыш хула, республика, çĕршыв шайĕнчи мероприятисене хастар хутшăнать. Дипломсемпе сертификатсене хулăн папкăсене пухнă вĕсем. Тĕслĕхрен, Шиловсем «Çулталăк çемйи» ята çĕнсе илнĕ. Пĕтĕм Раççейри «Ашшĕн кунĕ» конкурса хутшăнас тĕллевпе ятарлă видео ÿкернĕ. Унта Алексей Алексеевич ылтăн алăллă пулнине, ачисене ĕçе хăнăхтарнине сăнланă. «Вăл ваннăна та, кухньăна та хăй юсаса çĕнетрĕ. Çавăнпах ятарлă специалистсене чĕнсе тăкакланмастпăр», — мăшăрĕпе мухтаннине палăртать Наталия Валерьевна.

Тинтерех Шиловсем «Çемье телейĕ» республика конкурсĕнче малтисен йышне кĕнĕ. «Çемье йăли-йĕрки» номинацире çĕнтернĕскерсем пахчара ĕçленине, вăй хунине кура çимĕç ăнса пулнине кăтартнă. Акă ывăл-хĕр ашшĕпе пĕрле акать-лартать, амăшĕпе çумлать-шăварать. Унтан пурте пĕрле пахча çимĕçе, улма-çырлана пуçтарса кĕртеççĕ.

«Социаллă сетьсенче йĕркелекен конкурсенче те ăнăçать. Ятарлă салонра сăн ÿкерĕнмешкĕн сертификат темиçе хут çĕнсе илтĕмĕр. Çакă та йăлана çаврăнчĕ», — калаçăва тăсать амăшĕ хăйне евĕрлĕ сăн ÿкерчĕксене кăтартнă май. Тепĕр пÿлĕмрен чупса тухнă ачисем кашни саманта аса илме пуçларĕç. Çавăн чухне пĕчĕкрех пулни-не, унтанпа вăй та, ăс та пухнине каламасăр хăвармарĕç.

Чим, пĕр конкурсра нумай ача амăшĕн йăл куллине уйрăм номинацире палăртнă. Тепрехинче автошкул йĕркелекен реалити-шоу вăхăтĕнче водитель удостоверенине илни те савăнтарнă ăна. Унсăр пуçне çĕнтерÿçĕ — Наталия Шилова — хĕллехи резинăна тивĕçнĕ. Унтанпа темиçе çул иртнĕ пулин те йышлă çемье хăйне ятăн çăмăл машина туянайман-ха. «Пирĕн те транспорт пулатех», — иккĕленмест вăр-вар та çаврăнăçуллăскер.

Темиçе çул каялла «Çамрăк çемье» конкурсра мала тухнăшăн Шиловсене 10 пин тенкĕ панă. Вĕсем çак укçапа телевизор туяннă. Сăмах май, çав хатĕр çаплипех çĕнĕ пекех курăнать.

Ачисем те хăйсен пултарулăхне тĕрлĕ конкурсра тĕрĕслеççĕ. Татьяна, сăмахран, çепĕç сассипе, ертсе пырас ăсталăхĕпе жюри членĕсене тыткăнланă. Миша фотомодельсен конкурсĕнче тĕп парнене — 30 пин тенкĕ — çĕнсе илнĕ. Мана çак укçана ача мĕнле тăкаклани кăсăклантарчĕ. «Конкурса хутшăнма кукамăшĕ тÿленĕччĕ. Ывăлăм çав тăкака ăна тавăрса пачĕ. Ытти укçапа хăйне валли телефон туянчĕ», — ăнлантарать амăшĕ.

Шиловсем конкурссене каçхи шăплăхра хатĕрленеççĕ. Çакă ачасене вĕренÿре ĕлкĕрсе пыма чăрмантармасть.

Хваттерте тăвăр

«Анне, пирĕн килте икĕ ача кăна. Пиччепе иксĕмĕре йăмăк та, шăллăм та кирлĕ», — теттĕм пĕчĕк чухне. «Çитĕнсе çитĕн те миçе ача кирлĕ, çавăн чухлĕ çуратăн», — хурав тупатчĕ çывăх çыннăм. Вăхăт иртнĕçемĕн пысăк çемьере пурăнма ĕмĕтленни пурнăçланчĕ», — чунне уçать Наталия Валерьевна. Алексей Шилов вара 7 ачаллă çемьере çитĕннĕ. Халĕ тĕпренчĕкĕсем хăйсен çемйисемпе тăван киле пухăнаççĕ. «Хуранпа яшка пĕçеретпĕр. Арçынсем янтăланă апат пушшех тутлă», — хушса калать хĕрарăм.

Шиловсем пĕр пÿлĕмлĕ хваттере сутса виçĕ пÿлĕмлине туянма вăй çитернĕ. Çапах 60-а яхăн тăваткал метр лаптăкра вĕсене тăвăр. Пилĕк е ытларах ачаллă çемьесене патшалăх пурăнмалли вырăнпа тивĕçтернине шута илсе Шиловсем те черете тăнă. 6 çулта улшăну пулман-ха. Çапах вĕсем пысăк хваттерте саркаланса пурăнас шанчăка çухатмаççĕ.

(Туслă йыш тулли пурнăçпа киленет)

 

♦ Катьăпа Оля Шупашкара техникума вĕренме килсен паллашрĕç. Кĕске вăхăтрах туслашнăскерсем общежитири пĕр пÿлĕме вырнаçрĕç. Хĕвеллĕ çанталă-кра Атăл хĕрринче çÿрерĕç, йĕри-таврари илемпе киленчĕç. «Кур-ха, каччăсем хĕрсене алăран çавăтса утаççĕ. Эх, савни тупасчĕ, юрату тыткăнне лекесчĕ...» — ĕмĕт- шухăшне каламасăр пултараймасть Оля. «Ĕлкĕрĕн-ха, халĕ пирĕн тăрăшса вĕренмелле. Атя, çула май библиотекăна кĕрсе тухăпăр. Манăн Юрий Скворцовăн хайлавĕсене тепĕр хут вулас килет. Чим, преподавательсем сĕннĕ кĕнекесене те вăхăтра илес пулать. Тен, кайран юлмĕç?» — хыпаланать Катя. Хальхинче хĕр тантăшĕ васкамасăр ун хыççăн утать.

Каçхине апатлансанах Катя сĕтел хушшине ларчĕ, кĕнеке тытрĕ. Сăнарсен тĕнчи ытла та çывăх уншăн. Вулама пуçланă калав вĕçне çитмесĕр вырăнтан та тапранмарĕ вăл. Çывăрса кайичченех ĕлĕкхи пурнăç авăрĕнчен тухаймарĕ.

Хăнăхнă йăлапа ирех вăранать Катя. Юлташĕ коридортан пит çуса кĕрсен тин Оля тăрать. Иккĕшĕ пĕрлех техникума тухса каяççĕ.

Студентсем хаваслă пурăннине кам пĕлмест? Ташă каçĕнче те пĕрле вĕсем. Кино е театр курма та ушкăнпа çÿреççĕ. Общежитие таврăннă чухне юрлаççĕ. Иртен-çÿрен вĕсене çаврăнсах сăнать.

«Хула каччисем модăпа килĕшÿллĕ тумланнă хĕрсене куç хываççĕ. Паян юрăхлă çи-пуç шырама тухăп, кашнин пÿлĕмне кĕрĕп. Чи хитре япаласене кăларса кăтартăр, юрăхлине хамах суйлăп. Ыран ташă каçĕнчен каччă тупмасăр килмĕп», — те шÿтлесе, те чăнласа калаçать пĕр ушкăнра вĕренекен уçă кăмăллă Лариса. Чăнах, хăйхискер пĕринчен — кĕске юбка, тепринчен çÿхе кофта илсе каçхи клуба тухса кайрĕ. Оля та унран юлмарĕ. Ун чухне иккĕшне ăннă тесен те юрать. Ара, хĕрсем савнисем тупни çинчен пурне те пĕлтерчĕç.

Оля Олег шăпа пÿрни пулнине ĕнентерет. Çулланнă арçын хĕре хăйĕн машинипе ярăнтарать, уçăлма чĕнет. Хăш чухне студентка çывăрма та килмест. Ахăртнех, савни çумĕнче хăтлă ăна.

Оля техникумри лекцисене сиктерет. Юрать, юлташне Катя вĕренÿре пулăшать. Унсăрăн ăна экзамена та кĕртмĕччĕç.

Тантăшĕсем Оля качча тухасса кĕтеççĕ. Туйра ананас салачĕ, чăх тукмакĕ çиме ĕмĕтленеççĕ.

Кĕтмен-туман çĕртен Ольăн хаваслă кулли таçта çухалчĕ. Ăна тунсăх пусса илчĕ. «Мĕн пулнă сана? Ĕнер кăна лĕпĕш майлă вĕçеттĕн...» — тĕпчеççĕ çамрăксем. Оля чĕнмест.

«Мана эсĕ кăна пулăшма пултаратăн», — Катьăна куçĕнчен пăхрĕ хĕр. Анчах мĕнле майпа? Ольăн пит çăмарти тăрăх куççуль юхса анчĕ. «Манăн çие юлчĕ. Олегăн вара — урăх çемье. Атте-анне мĕн калĕ? Больницăна кайма та намăс», — чĕтрекен сассипе ăнлантарчĕ вăл. Катя тантăшне лăплантарма тăрăшрĕ. Ан-чах Оля ăна илтмерĕ тейĕн — пĕр чарăнми йĕчĕ.

Олег савнийĕ патне урăх килмерĕ. Оля пулни-иртни çинчен арăмне каласа парасшăнччĕ, çапах транспорт чарăнăвне çитиччен шухăшне улăштарчĕ. Каялла çаврăнса общежити еннелле утрĕ вăл. Хăй çăлăнăç тупнăн таçта хыпаланчĕ.

«Эсĕ интернатра çитĕннĕ. Урăхла каласан — пурнăçупа никам та кăсăкланмасть. Санăн паспортпа ача çуратма кайăп та тĕпренчĕкĕн амăшĕ эпĕ мар, эсĕ пулăн. Çакна вăрттăнлăхра тытăпăр», — такам илтесрен хăраса шăппăн каларĕ Оля. Катя унашкаллине кĕнекере те вуламан. Чăн пурнăçра çапла улталама пулать-и вара?

Чылай ÿкĕтленĕ хыççăн Катя пулăшма шантарчĕ. Иккĕшĕ те техникумран тухса кайрĕç. Вăхăтлăх вырнаçмашкăн йÿнĕ хваттер тупрĕç. Ольăн ашшĕ-амăшĕ ху-лана килсе çÿремерĕ. Вылянчăк шухăшлă хĕрĕ те яла каймарĕ. Телефонпа сайра- хутра çыхăнчĕç вĕсем.

Юрать, ача кĕтекен хĕрарăма Олег укçа пачĕ. Унсăрăн мĕн çисе пурăнĕччĕç юлташсем?

Хĕрарăм ют çын паспорчĕпе ача çуратма пынине тухтăрсем сиссе те юлаймарĕç. Çавна май Оля Петрова мар, Катя Тимофеева хĕрача амăшĕ пулса тăчĕ.

Малтанхи вăхăтра пурте пĕрле пурăнчĕç. Оля тĕпренчĕкне кăкăр çитерме килĕшмерĕ. 3-4 уйăхран каччă тупса хваттертен тухса кайрĕ. Унтан тантăшĕ урăх хулана куçнине пĕлчĕ Катя.

Диплом та илчĕ, çемье телейне те тупрĕ ачаллă хĕрарăм. Вĕсен килĕнче ывăлпа хĕр умлă-хыçлă çуралчĕç. Кил хуçи тăван тата тăван мар ачасене пĕреш-кел юратрĕ.

(Çăлăнăç шыраса)

 

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă вăхăтра Раиса Молоствова вуннăра кăна пулнă. Вăл Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпа ялĕнчи шкулта пиллĕкмĕш класра вĕреннĕ ун чухне. Мĕн калăн, илемлĕ ачалăх тапхăрĕ, анчах Раисăшăн вăл хĕвеллĕн йăл кулман. Хăй калашле, урам тăрăх савăнса выляса çÿреймен. Амăшĕ канмалли кунсенче те ахаль лартман. Хĕлле те хире юр тытма кайнă. Правур та çивĕчскерĕн 5 класс хыççăн лашапа та, вăкăрпа та çÿреме тивнĕ. Сухапуç та тытнă, кĕлте те турттарнă. Халĕ пиллĕкмĕш класс ачине сухапуç тыттар-ха…

Вăл вăхăтра шкула çÿренин те ячĕ çеç пулнă ĕнтĕ. Хĕрĕх-хĕрĕх пилĕк градус шартламара пĕлÿ çуртĕнче те сивĕ хуçаланнă. Чĕрĕ ăвăс вуттипе хутнăран вăл ăшăнса та çитеймен. Çырма калем те, кăранташ та пулманнипе кăмака умĕнчи хăрăма шывпа хутăштарса чернил тунă. Хур çуначĕн пысăк шăммине çурмалла çурса перо пек каснă та арланă çиппе йăмра хулли çумне чĕркесе çыхнă. Çырмалли хатĕре çапла ăсталанă. Тетрадь вырăнне — кивĕ кĕнеке.

— Ирхине кăмака хутма выльăхсене çитернĕ хыççăн юлнă улăма кĕлте туса пăлтăра кĕртсе хураттăмăр, — асран тухман йывăр самантсене пĕлтерет Раиса аппа.

Питĕ сивĕ пулнăран ĕнесене пÿрте кĕртсе çитернĕ, сунă, лахханпа шыв ăшăтса ĕçтернĕ. Кÿршĕсен умĕнчи пусăран йывăçран тунă витрепе шыв ăсса килнĕ тĕле савăт хĕрри пăрланни халĕ тĕлĕнмелле пек.

— Шкул пиртен инçетреччĕ. Авăн уйăхĕнче ирсерен шап-шурă тăм ÿкетчĕ. Тăхăнма ним те пулманран шкула çара уран каяттăмăр. Чупаттăмăр-чупаттăмăр та пĕшкĕнсе кĕпепе хупласа урасене кăшт ăшăтаттăмăр, унтан татах малалла ыткăнаттăмăр, — вĕренес ăнтăлăвĕ пысăк пулнине пытараймасăр каласа парать ватă çын.

Вăл вăхăтра лавккасенче пусма таврашĕ те, калуш та пулман. Амăшĕ Патăрьел пасарĕнчен пушăт илсе çăпата тунă. Çăпата валли кантрине пĕчĕк Раиса хăех явнă.

— Каярахпа «автобус калушĕ» текенни тухрĕ. Ăна тăла чăлхапа тăхăнса колхоз лашисемпе ĕнисене валли хиртен улăм турттараттăмăр. Пире, ачасене, иштеретчĕç, ваттисем лава тиетчĕç, — ачаллах мĕн тери йывăр ĕçе кÿлĕнме тивнине паянхи кун пулнă евĕр ас туса каласа пама чарăнаймасть Лаш Таяпа хĕрĕ.

Анчах улăма картишĕнче вырттармалла пулман, мĕншĕн тесен ун чухне, Раиса аппа каланă тăрăх, юр асар-писер вăйлă, нумай çунă. Выльăх апатне çавăнпах вите маччине хăпартнă. Ку ĕç те вĕт-шакăр пулăшăвĕсĕр май килмен. Пĕчĕкскерсем сарайне аслисем ывăтса панă улăма сĕтĕре-сĕтĕре тултарнă.

Çăва тухсан ака тума вăхăт çитнĕ. Лашасене салтака илсе кайнă, çамрăк пĕр выльăха та хăварман. Çав вăхăтри йывăрлăхпа касăлнăскер янаварсене ятран ас тăвать: Кнопка, Ермак, Сынок, Венчик, Мячик. Сухаламалла, акмалла… Ирĕксĕрех вăкăрсене кÿлме тивнĕ. Лаша акапуçĕ хушшине Мотор тата Резвый вăкăрсене тăратнă Раиса. Тырă акма тухсан хĕрарăмсем вăййа тухнă пек капăрланнă. Вĕсемпе юнашар çамрăк ачасем талккăшĕпе тăрса тухнă. Умĕсене кантрапа витре çакнă, ывăçласа вăрлăх сапнă.

— Тырра пилĕк пÿрне хушшипе кăларса ямаллаччĕ, тикĕс сапмаллаччĕ, шăйрăк хăварма юраман, — аса илÿ çăмхине шав сÿтет пĕчĕк акаçă пулнă аппа. Вир, пăрçа, ясмăк, пăри, тулă сапнă вăл çитĕннисемпе пĕр шай. Пĕтĕм колхоз хирне алă вĕççĕн акнă вĕсем. Кун хыççăн каллех вăкăр кÿлнĕ — сÿрелеме тытăннă. Унсăрăн кураксем тапăнма пултарнă-çке. Шăтса тухсан пăрçа сыхлама çÿренĕ, хурал тăнă.

Вырма вăхăчĕ çитсен алла çурла тытса тырă вырнă çамрăк хĕрача, кĕлте çыхса сурат тунă. Вĕсене йĕтем çине турттарнă. Каллех вăкăр кÿлнĕ. Вăйĕ мĕнле çитнинчен тăхăр вунă çулти кинемей паян кунччен тĕлĕнсе пурăнать.

— Йĕтем çинче утайман стариксем капан тăватчĕç. Ывăтса çитерейместĕмĕр, йывăрччĕ, ыррăн апат çименнипе вăй та çукчĕ. Чăтма çук шăрăхчĕ. Капана хывса пĕтерсен хĕлĕпе тăпач çапнă, — тĕлĕнтерме чарăнмасть Раиса аппа аса илĕвĕпе.

Пĕринче тăпачă теппеçĕ татăлса хĕрачан çамкине лекет. Юн вăйлă кайнăран тăн çухатнă. Усалтарах хĕрарăмсем ачасем ĕç йĕркине пĕлменшĕн тарăхса тăпачĕсем çине килсе çапнă. Хăш чухне хатĕрсене хуçни те пулнă. Ырă кăмăллă хĕрарăмсем мĕнле ĕçлемеллине кăмăллăн вĕрентнине вара ăшшăн аса илет кинемей.

— Шкула та каймалла. Аннесем вара ирпе виçĕ сехетрех тăпач çапма вăрататчĕç. Вĕренме вăхăт çитиччен çĕршер кĕлте çапаттăмăр, ун хыççăн аппапа киле чупаттăмăр, çинĕ-çимен шкула вĕçтереттĕмĕр, — пĕлтерет Раиса аппа.

Кĕркунне каллех вăкăр кÿлме тивнĕ çамрăкскерĕн: сухаламалла, сÿремелле, ыраш акса хăвармалла. Мăйракаллă шултăра выльăхпа Пăва районне йĕкел акма та кайнă хĕрача. Вутта та çÿренĕ. Çулпа пынă чухне вăкăр çутă япала е шыв курчĕ-тĕк – ăна никам чарайман, таçта çити сĕтĕрсе кайнă тĕслĕх те пайтах пулнă. Нумай нуша курнă.

(Ачалăхсăр ачалăх)

 

 «Лавккана йăпăртлăх тухса кĕнĕ вăхăтра ачасем пăшкапа юлчĕç. Мăшăрăм пĕчĕкскерсене залра хăварнă. Хăй апат пĕçерме кухньăна кайнă. Çав вăхăтра икĕ çулти ывăлăм диван çинчен ÿксе пуçне хытах ыраттарнă. Хваттере кĕнĕ чухне тĕпренчĕкĕм макăрма чарăннăччĕ, сĕтел хушшинче тăпăрч çисе ларатчĕ. Унччен те пулмарĕ — хайхискер хăсма пуçларĕ. «Васкавлă пулăшу» çийĕнчех чĕнтĕмĕр. Ачапа иксĕмĕре больницăна илсе кайрĕç. Кам пĕлет, тен, урайне ÿксен унăн пуç мими чĕтреннĕ? Лара-тăра пĕлмен ачасене куçран вĕçертме юрать-и вара? Юрать, пуçĕ сиенленмен. Çакна тухтăрсем тÿрех палăртрĕç», — канăçне туртса илнĕ пулăм тавра сăмах пуçарчĕ пĕлĕшĕм. Шăпах çав вăхăтра вĕсен килĕнче савăт-сапа çумалли хутăш пĕтнĕ-мĕн. Арçын нумай шухăшласа тăман — раковина айĕнчен «Пемолюкс» туртса кăларнă. Унпа çуллă турилккесене çунă. Те хытă васканăран савăт-сапана лайăх чÿхеймен? Çавăнпах хими хутăшĕ ачан организмне лекнĕ. Ара, ачана тинтерех çунă турилккене тăпăрч хурса панă вĕт. Ку лару-тăру çак çемьешĕн урок вырăнĕнче юлни иккĕлентермест. Телее, хими хутăшĕпе наркăмăшланнă ача хăвăртах сывалнă.

Хальхи вăхăтра тасатмалли тата çумалли хутăш тытмасăр пĕр кун та иртмест. Çак хатĕрсем лавкка сентрисем çинче те тем чухлех — суйла кăна. Тĕллевлĕ усă курсан вĕсем, паллах, сиен кÿмеççĕ. Кил-çурта тасалăхра тытнинчен лайăххи мĕн пултăр? Тĕрĕс мар усă курсан вара инкек сиксе тухма пултарать.

Çапах тасатмалли хутăш хăçан наркăмăша çаврăнать-ха? Препаратăн парĕ сывлăха хавшатас хăрушлăх пур. Вăл организма, ÿте лекни те сиен кÿрет.

Статистика тăрăх, 2017-2019 çулсенче Чăваш Республикинче çумалли япаласемпе наркăмăшланнă 13 тĕслĕхе шута илнĕ. Вĕсенчен вуннăшĕ — 1-2 çултисем, пĕри — шкул ачи, иккĕшĕ — мăн çын. Кăçалхи 8 уйăхра çакнашкал 3 тĕслĕх пулнă. Пĕчĕккисем ашшĕ-амăшĕ курман вăхăтра наркăмăшланнă. Шкул ачипе мăн çынсенчен пĕри тасатмалли хутăша урăх шĕвекпе пăтраштарнă. Аслă ÿсĕмрисенчен тепри суицид тĕллевĕпе çав наркăмăша ĕçнĕ.

Çын наркăмăшланнине çак паллăсенчен пĕлме пулать: ăш пăтранать, хăстарать, хырăм ыратать, ÿт кĕçĕтет, куçăн лăймака сийĕ тăртанать. Унсăр пуçне инкеке лекни тăнне çухатма пултарать. Унăн куç çивĕчлĕхĕ, вăйĕ чакас, шăнăр туртас хăрушлăх пысăк. Кун пек чухне, паллах, «Васкавлă пулăшу» тытăмĕпе тÿрех çыхăнмалла. Сывлăх сыхлавçисем çитиччен наркăмăшланнă çынна килтех пулăшма пулать. Çакă ыратнине çăмăллатма май парĕ.

Чăваш Республикинчи гигиенăпа эпидемиологи центрĕн специалисчĕсен З.Ежуковăпа О.Николаевăн сĕнĕвĕсемпе вулакансене паллаштарас килет. Енчен те çумалли хутăш куçа лекрĕ пулсан — лăймака сийе шывпа лайăх çумалла. Наркăмăшлă хутăша çăвара хыпрăр-и? Ăна çăтмалла мар. Сурса кăларнă хыççăн çăвара шывпа вăрах чÿхемелле. Хими шĕвекĕнчи йÿçек препарачĕ организма лексен апат содин хутăшĕпе усă курмалла. Ăна çакнашкал хатĕрлемелле: 1 литр шыва 5 апат кашăкĕ апат содипе пăтратмалла. Çак хутăша кашни 10 минутра 3-шер апат кашăкĕ ĕçмелле. Сăмах май, сĕт е чĕрĕ çăмарта шурри те ырă витĕм кÿнине палăртмалла. Вĕсем химиката юнпа хутăшма чăрмантараççĕ. Хими препарачĕ ÿте пĕçертрĕ тĕк — çак вырăна ăшă шывпа çумалла, унтан крем сĕрмелле. Сиенлĕ хутăш хырăмлăха лексен наркăмăшланнă çынна 200-300 миллилитр таран шыв ĕçтермелле.

(Хими хутăшĕ те наркăмăш пекех)

 

♦ Пĕррехинче 9 çулти Дашăран амăшĕ вăл пурнăçра мĕн çинчен ĕмĕтленни çинчен ыйтнă. «Манăн... «Поле чудес» телекăларăма кайса курас килет», — пуçне килнĕ пĕрремĕш шухăша каланă виçĕ ачаллă Ивановсен вăталăххи. Чи çывăх çынни ыт ахальтен кăсăкланман иккен: Галина Львовна федерацин «Мечтай со мной» проектне ыйту çырса янă. Ăнăçăва тĕрĕслесе пăхма шухăшлани пуçĕнчен часах тухнă. Анчах ырă пĕр кун проектăн республикăри координаторĕсем — Чăваш Енри ыр кăмăллăх ресурс центрĕн хастарĕсем — Дашăн ĕмĕтне чăннипех пурнăçлама май килессе пĕлтерме шăнкăравланă. Виçĕ уйăхран Шупашкарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан пуçламăш 2-мĕш шкулта вĕренекен хĕрача амăшĕпе пĕрле çĕршыв тĕп хулине Мускава çула тухнă. Якубович ертсе пыракан кăларăм ÿкерĕвне хутшăн-ма май килмесен те йăлтах — пандемие пула «Останкино» телебашньăна экскурсие çитсе курма ăнăçнă Дашăна.

Усал чирпе — куçа-куçăн

«Мечтай со мной» ыр кăмăллăх проектне 2014 çулта Тутарстанра пуçарнă. Хавшакрах сывлăхлă ачасен /3-17 çултисен/ тата аслă ÿсĕмри /60 çултан иртнисен/ çынсен ĕмĕтне çитерме пулăшакан пуçарăвăн тĕллевĕ — вăрах сипленекенсене савăнăç парнелесси. 2018 çултанпа вăл федераци шайне çĕкленнĕ. Çĕнĕ çул умĕн, раштав уйăхĕнче, Раççей Президенчĕ Владимир Путин çак проекта ырласа йышăннă май 5 ачан çутă ĕмĕтне пархатарлăн пурнăçлама пулăшнă. Çакăн тавра хатĕрленĕ сюжета телекурав тĕрлĕ каналĕпе курнине хăш-пĕр вулакан ас тăватех.

Шăп çав çул Çамрăксен пуçарăвĕсен центрĕ çумĕнче Ыр кăмăллăх ресурс центрне хута янă. Унăн ĕçченĕ Алена Кушева «Мечтай со мной» проекта Чăваш Енри ачасене хутшăнтармашкăн май шыранă. Çапла Дарья Ивановăн ĕмĕтне пурнăçлассипе çине тăма тытăннă.

Етĕрне районĕнчи Лапракасси хĕрĕ Галина Никитина тата Çĕмĕрле районĕнчи Çĕнкас каччи Сергей Иванов Чăваш патшалăх университечĕн 6-мĕш общежи-тийĕнче пурăннă чухне паллашнă. Иккĕшĕ те инженер профессийĕпе пĕлÿ илнĕ. Ĕç каçалăкĕ çине тăма вăхăт çитсен йĕкĕт те, тăватă çул кĕçĕнрех хĕр те Шупашкарти электроаппаратура заводне суйланă. Çемье çавăрсан çамрăк мăшăр хăйсене ятăн кĕтес çавăрма ĕмĕтленнĕ. Часах çут тĕнчене Даниил килнĕ. Ывăл кăшт аталанса тĕрекленсен çемьере йыш хушăннă.

— Çунатланса, тĕрĕс-тĕкел çуралнă ачасемпе савăнса, вĕсен ĕмĕт-тĕллевне çывхартма тăрăшса, çав хушăрах тĕпренчĕксене тĕнчепе паллаштарса пурăнакан вăхăтчĕ. Ачасене садике-шкула ăсататпăр, ĕçе чупатпăр, канмалли кун атте-анне, хуняма-хуняçа патне яла васкатпăр... Даша пилĕк çула çитиччен тăсăлчĕ ытти нумай çемьери евĕр, вĕресе тăракан хуранри пек, çав вăхăтрах кăмăла нимĕн чухлĕ те пусарман пурнăç. Хĕрĕме усал чир çулăхсан... кун-çул икке пайланчĕ тейĕн. Питĕ хăвăрт йăлтах улшăнчĕ: чирпе куçа-куçăн кăна тăрса юлтăмăр, Дашăна хăтармалли тĕллев пурнăçри ытти ĕç-пуçа йăлтах айк-кинелле сирчĕ. Хутшăнса пурăнакан ушкăн чи çывăх çынсем таран хĕсĕнчĕ. Ку пирĕн çеç мар, йывăр чир-чĕрпе аптăракан çынлă пур çемьере те çавнашкал. Пурăна киле соцсетьсенчи пĕр евĕрлĕ нуша чăтса ирттерекенсен ушкăнĕнче çыхăну тытнă май пĕлнĕччĕ çакна, — Галина Львовнăпа çемье çинчен сăмах пуçарсан çапларах пуçларĕ вăл калаçăва. — Чăн та, пĕрешкел инкек çынсене çывăхлатать. Сыватмăшра паллашнисем е интернетра туслашнисем çыраççĕ-и, шăнкăравлаççĕ-и — мĕн пĕлнипе, канаш-сĕнÿпе пулăшма яланах хавас.

Лимфома чирĕн çав тери хăвăрт аталанакан тĕсĕпе кĕрешме çăмăлах килмен, паллах, Ивановсене. Сиплев тĕрлĕ учрежденийĕ, операци хыççăн операци, унтан — реабилитаци... Çемье пуçĕ кил-йыша тăрантарас, мĕн пур тăкака саплаштарма май тупас тесе тăрăшнă, мăшăрĕ пĕтĕм вăхăтне сывлăхĕ хавшанă ачана халалланă. Çапла Ивановсем инкеке пула хуçăлман — хăйсенчи мĕн пур вăя пухнă.

— Хими терапийĕн курсĕ витĕр кăна 6 хутчен тухма тиврĕ, — каварлă чир мĕн таран хăрушă пулнине палăртать Галина Львовна. — «Турă шăпах пирĕн çемьене çакнашкал йывăрлăхпа тĕрĕслес терĕ пулсан — йăлтах чăтса ирттерĕпĕр, хамăртан мĕн килнине тăвăпăр» тесе лăплантаратăп яланах хама. Çавăнпа виççĕмĕш пепке çие юлсан ăна пурнăç парнелесси пирки иккĕленÿ пачах пулман. Çулталăк çурăри Аньăн халĕ — лара-тăра пĕлмен вăхăт. Сăнамасăр самант-лăх хăварма çук. Даниилпа Даша йăмăкне пăхма пулăшни савăнтарать, — ăшри пăшăрханăвне кăтартмасăр йăл кулать амăшĕ.

Тĕрлĕ кружок — чун уççи

Усал шыçă чирне алхасма памасăр вăхăтра сиплени темрен паха. Апла пулин те Дашăна паян нимĕн те аптăратмасть теме çук. Иммунитет хавшанине пула тĕрлĕ амак часах çыпăçать. Çапах та Даша сывлăхĕ тĕлĕшĕнчен çирĕп ачасенчен кая мар аталанасшăн. Шкулти чи юратнă предметсене асăнма ыйтсан нимрен малтан: «Физкультура килĕшет», — терĕ хăюллăн уçă чунлă хĕрача.

— Сиплев хыççăнах пĕр çул шкула та яраймарăмăр — организма тĕрекленме вăхăт кирлĕ. Сăмах май, ун чухне тус-юлташĕпе хутшăнайманшăн хытă пăшăрханчĕ хĕрĕм. Халĕ ав уроксене çÿренисĕр пуçне тĕрлĕ енĕпе хушма пĕлÿ илесшĕн те — чармастпăр паллах. Юрлама хăнăхасшăн, бассейн тесен каçсах каять, арифметика, каллиграфи, акăлчан чĕлхин кружокĕсене те хаваспах çÿрет виççĕмĕш класра вĕренекенскер. Паллах, хăйĕн хастарлăхĕпе вăл чылай амака çĕнтерме вăй тупасса шанатпăр, — шанăçа çухатмасть ачисемшĕн нимĕн те шеллемен амăшĕ.

Инкек куçа курăнса килменнине тăхăр çулта кăна пулин те хăйĕн кун-çулĕнченех пĕлет Даша. Ун пек самантра чи çывăх туссене пулăшусăр хăварма юраманнине те аван чухлать. Çавăнпа «юлташ» уншăн — питĕ пысăк яваплăхпа çыхăннă пĕлтерĕшлĕ сăмах.

— Чи çывăххи — Аня, — йăмăкне пит çăмартинчен чăпăрт чуп тăвать ăшă кăмăллă хĕрача. — Тата Настя, Лера, Алла, — хăйĕн тусĕсене асăнса тухать вăл.

Пулас професси пирки кăсăклансан нумай пулмасть «Останкино» башньăра пулса курнă, нумай çĕнни пĕлнĕ, студисенчи макетсене тытса пăхнă чăваш хĕрачи вăрах шухăшласа тăмарĕ:

— Эпĕ журналист пулатăп, — терĕ.

Ахăртнех, ача-пăча каналĕсенче блогерсен материалĕсемпе паллашсах тăрас туртăм та пĕр ахальтен мар. Çулсем иртнĕ май ĕмĕчĕ улшăнĕ-и, çук-и — хальлĕхе авалхи профессисенчен пĕри Дашăна пĕр вырăнта тăпăртатса тăма юраманнине аса илтерсех тăрать.

Хура ещĕкре — тăварланă хăяр

— «Поле чудес» ертÿçине парнелекен япаласен хушшинче мĕн- мĕн пуррине пĕлетĕр-и? Темĕн те! 4 савăт нефть парнелекен те тупăннă. Унăн хакĕ тĕлĕнмелле пысăк, — çаврака куçне тата хытăрах çавракалатать кăмăл-туйăма палăртса калаçакан хĕрача. — Кăларăм эфира тухма пуçланă чухне усă курнă хура ещĕкре вара... пĕр банка тăварланă хăяр тата тепĕр савăт помидор упранать. Халĕ кунашкал çимĕç парнелеме чарнă. Якубович вĕçевçĕ пулнă-ха, анчах мĕнле кăна професси çыннин униформине парнелемеççĕ-ши ăна! — Шупашкарта пурăнакан хĕрача хăйне ятăн йĕркеленĕ экскурси хыççăн хăй те чаплă гидран кая мар.

Тĕрĕссипе, «Пĕрремĕш каналпа» эрне кун каçхине çĕршывĕпех курма юратакан кăларăмра юрă юрлама та ĕмĕтленнĕ хĕрача. Шел, çуркунне пирĕн çĕршыв-ра та алхасма пуçланă чир тĕрлĕ тытăма, телекурав ĕç-хĕлне те, улшăнусем кĕртме хистенĕ. Çапах та «Останкино» студийĕсем тăрăх 2 сехет çÿренĕ май çĕнни нумай пĕлнипе кăмăллă Даша. Амăшĕпе пĕрле «Вечерний Ургант», «Большая игра», «Жить здорово», «Сегодня вечером» телекăларăмсен ÿкерÿ пÿлĕмĕсене, радиотехникăпа телеаппаратура музейне кĕрсе курнă вĕсем. «Спокойной ночи, малыши!» программа ÿкерекен пÿлĕмре хăйне хăтлă туйнине палăртрĕ чиперук. Кунта юратнă сăнарсем — çемçе теттесем Филя, Степашка, Хрюша... — халь-халь юратнă артистсен сассипе калаçма пуçлассăнах туйăннă. Кăларăм сенкер экран çине тухма пуçласанах, 1964 çулта, унта Буратино хутшăннине, паллах, ку таранччен пĕлмен вăл.

— «Мечтай со мной» проектпа çул çÿреве тухасса пĕлсен пирĕншĕн кукамайпа кукаçи те, асаннепе асатте те хытă савăнчĕç. Çывăх ытти тăван та хĕпĕртерĕ паллах. Пирĕн Коля кукка пур, аннен шăллĕ. Лапракассинчех пурăнать вăл. Тĕрлĕ запчаçрен çĕнĕ машина хăех ăсталама пултарать. Сăмахран, пахча çимĕç шăвармалли механизм шухăшласа кăларнă. Тĕлĕнмелле ăста тăван çинчен кăларăм та хатĕрлеме пулать вĕт? — журналист кăсăкланăвĕ вăранасшăн, ахăр, Дашăра.

(Инкекре хуçăлман — вăй пухнă)

 Шупашкарта пурăнакан ултă ачаллă Шиловсемпе каçхине тĕл пултăмăр. Тĕпренчĕкĕсенчен аслисем урок тăватчĕç, кĕçĕннисем шашкăлла вылятчĕç. «Анне, вăрттăнлăх уçас-и?» — чи çывăх çыннине ыталарĕ виççĕри Аня. Унтан пăшăлтатса тем каларĕ. Наталия Валерьевна шурă шăлĕсене кăтартса кулчĕ. Тепĕр тесен, амăшĕ чи хитре пулнине палăртни вăрттăнлăх та мар. Телейлĕ хĕрарăм, чăнах, чипер.

Алексейпе Наталия Шиловсене «Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ» орден медалĕпе чысланă. Халĕ Шупашкар хула администрацийĕ кил вучахне упракан хĕрарăма «Анне» паллă илмешкĕн документсем хатĕрлеме сĕнет.

«Аттепе аннене, хуняçапа хунямана пулăшмашкăн яла, Муркаш районĕнчи Шурчана, çÿреме юрататпăр. Пахчара пĕрле ĕçлетпĕр. Пĕлтĕр арпус çитĕнтернĕччĕ. Шуранка пиçрĕ пулин те тути килĕшрĕ», — çут çанталăк ытамĕнче хăйсене хăтлă туйнине çирĕплетет Наталия Шилова. Вĕсем йышпа кăмпа та, çырла та татаççĕ.

Наталия Валерьевна кафере администраторта та, садикре воспитательте те тăрăшнă. Ачасемпе ĕçлени киленÿ кÿнине пытармасть вăл. Хальхи вăхăтра хĕрарăм садикре кĕçĕн воспитательте вăй хурать.

Йышлă çемьере аслă ачисем кĕçĕннисемшĕн яваплă. Çакна Наталия Валерьевна вун-вун тĕслĕхпе çирĕплетме пултарать. Пĕчĕккисем хăйсене хÿтлĕхре туйнине хам куртăм. Ку килте пĕр-пĕрне хисеплени калаçуранах паллă.

Ура çине тăратнă

Çирĕмри Надежда Чăваш патшалăх университетĕнче экономиста вĕренет. Пушă вăхăтра шăллĕсемпе йăмăкĕсен тавра курăмне аталантармашкăн май тупать. Вун улттăри Миша медицина колледжĕнче пĕлĕвне тарăнлатать. «Манăн витĕмпе çак çула суйларĕ вăл. Малтан медбрат дипломне илĕ, унтан стоматолога вĕренĕ. Пирĕн йăхра шăл тухтăрĕсем пур. Вĕсен ĕçне ывăлăм тăсма палăртни çав тери хăпартлантарать», — пытармасть хĕрарăм.

Иккĕмĕш тĕпренчĕкĕ Миша вăхăтсăр çуралнине, тухтăр «вырăнпа выртакан пулать, калаçаймасть» тенине ĕненес те килмест. «Любовь Суслина невролога чунран тав тăвас килет. Вăл пулăшнипе ывăлăм çулталăк тултарсанах утма вĕренчĕ, сăмах çумне сăмах сыпăнтарчĕ. Çав вăхăтрах пĕлĕшсен çемйинче те пирĕн пек диагнозлă ача çуралчĕ. Ăна, шел те, ура çине тăратаймарĕç», — куççуль витĕр аса илет амăшĕ.

Кайран упăшкипе инкек сиксе тухнă. Ун чухне виçĕ ачаллă çемье пĕр пÿлĕмлĕ хваттер туяннă. Амăшĕн капиталĕпе усă курса кивçене хăвăртах татнă. Шăпах çав вăхăтра кил хуçи çумне йывăр чир çыпăçнине тупса палăртнă. Ăна Санкт-Петербурга илсе кайнă, операци сĕтелĕ çине хунă. Телее, Алексей Алексеевич чĕрĕ юлнă. Халĕ хăйне лайăх туять. Эпĕ пынă чухне яла ашшĕ-амăшне пулăшма кайнăччĕ вăл.

Укçа парса хавхалантараççĕ

Туслă çак йыш хула, республика, çĕршыв шайĕнчи мероприятисене хастар хутшăнать. Дипломсемпе сертификатсене хулăн папкăсене пухнă вĕсем. Тĕслĕхрен, Шиловсем «Çулталăк çемйи» ята çĕнсе илнĕ. Пĕтĕм Раççейри «Ашшĕн кунĕ» конкурса хутшăнас тĕллевпе ятарлă видео ÿкернĕ. Унта Алексей Алексеевич ылтăн алăллă пулнине, ачисене ĕçе хăнăхтарнине сăнланă. «Вăл ваннăна та, кухньăна та хăй юсаса çĕнетрĕ. Çавăнпах ятарлă специалистсене чĕнсе тăкакланмастпăр», — мăшăрĕпе мухтаннине палăртать Наталия Валерьевна.

Тинтерех Шиловсем «Çемье телейĕ» республика конкурсĕнче малтисен йышне кĕнĕ. «Çемье йăли-йĕрки» номинацире çĕнтернĕскерсем пахчара ĕçленине, вăй хунине кура çимĕç ăнса пулнине кăтартнă. Акă ывăл-хĕр ашшĕпе пĕрле акать-лартать, амăшĕпе çумлать-шăварать. Унтан пурте пĕрле пахча çимĕçе, улма-çырлана пуçтарса кĕртеççĕ.

«Социаллă сетьсенче йĕркелекен конкурсенче те ăнăçать. Ятарлă салонра сăн ÿкерĕнмешкĕн сертификат темиçе хут çĕнсе илтĕмĕр. Çакă та йăлана çаврăнчĕ», — калаçăва тăсать амăшĕ хăйне евĕрлĕ сăн ÿкерчĕксене кăтартнă май. Тепĕр пÿлĕмрен чупса тухнă ачисем кашни саманта аса илме пуçларĕç. Çавăн чухне пĕчĕкрех пулни-не, унтанпа вăй та, ăс та пухнине каламасăр хăвармарĕç.

Чим, пĕр конкурсра нумай ача амăшĕн йăл куллине уйрăм номинацире палăртнă. Тепрехинче автошкул йĕркелекен реалити-шоу вăхăтĕнче водитель удостоверенине илни те савăнтарнă ăна. Унсăр пуçне çĕнтерÿçĕ — Наталия Шилова — хĕллехи резинăна тивĕçнĕ. Унтанпа темиçе çул иртнĕ пулин те йышлă çемье хăйне ятăн çăмăл машина туянайман-ха. «Пирĕн те транспорт пулатех», — иккĕленмест вăр-вар та çаврăнăçуллăскер.

Темиçе çул каялла «Çамрăк çемье» конкурсра мала тухнăшăн Шиловсене 10 пин тенкĕ панă. Вĕсем çак укçапа телевизор туяннă. Сăмах май, çав хатĕр çаплипех çĕнĕ пекех курăнать.

Ачисем те хăйсен пултарулăхне тĕрлĕ конкурсра тĕрĕслеççĕ. Татьяна, сăмахран, çепĕç сассипе, ертсе пырас ăсталăхĕпе жюри членĕсене тыткăнланă. Миша фотомодельсен конкурсĕнче тĕп парнене — 30 пин тенкĕ — çĕнсе илнĕ. Мана çак укçана ача мĕнле тăкаклани кăсăклантарчĕ. «Конкурса хутшăнма кукамăшĕ тÿленĕччĕ. Ывăлăм çав тăкака ăна тавăрса пачĕ. Ытти укçапа хăйне валли телефон туянчĕ», — ăнлантарать амăшĕ.

Шиловсем конкурссене каçхи шăплăхра хатĕрленеççĕ. Çакă ачасене вĕренÿре ĕлкĕрсе пыма чăрмантармасть.

Хваттерте тăвăр

«Анне, пирĕн килте икĕ ача кăна. Пиччепе иксĕмĕре йăмăк та, шăллăм та кирлĕ», — теттĕм пĕчĕк чухне. «Çитĕнсе çитĕн те миçе ача кирлĕ, çавăн чухлĕ çуратăн», — хурав тупатчĕ çывăх çыннăм. Вăхăт иртнĕçемĕн пысăк çемьере пурăнма ĕмĕтленни пурнăçланчĕ», — чунне уçать Наталия Валерьевна. Алексей Шилов вара 7 ачаллă çемьере çитĕннĕ. Халĕ тĕпренчĕкĕсем хăйсен çемйисемпе тăван киле пухăнаççĕ. «Хуранпа яшка пĕçеретпĕр. Арçынсем янтăланă апат пушшех тутлă», — хушса калать хĕрарăм.

Шиловсем пĕр пÿлĕмлĕ хваттере сутса виçĕ пÿлĕмлине туянма вăй çитернĕ. Çапах 60-а яхăн тăваткал метр лаптăкра вĕсене тăвăр. Пилĕк е ытларах ачаллă çемьесене патшалăх пурăнмалли вырăнпа тивĕçтернине шута илсе Шиловсем те черете тăнă. 6 çулта улшăну пулман-ха. Çапах вĕсем пысăк хваттерте саркаланса пурăнас шанчăка çухатмаççĕ.

(Туслă йыш тулли пурнăçпа киленет)

 

♦ Катьăпа Оля Шупашкара техникума вĕренме килсен паллашрĕç. Кĕске вăхăтрах туслашнăскерсем общежитири пĕр пÿлĕме вырнаçрĕç. Хĕвеллĕ çанталăкра Атăл хĕрринче çÿрерĕç, йĕри-таврари илемпе киленчĕç. «Кур-ха, каччăсем хĕрсене алăран çавăтса утаççĕ. Эх, савни тупасчĕ, юрату тыткăнне лекесчĕ...» — ĕмĕт- шухăшне каламасăр пултараймасть Оля. «Ĕлкĕрĕн-ха, халĕ пирĕн тăрăшса вĕренмелле. Атя, çула май библиотекăна кĕрсе тухăпăр. Манăн Юрий Скворцовăн хайлавĕсене тепĕр хут вулас килет. Чим, преподавательсем сĕннĕ кĕнекесене те вăхăтра илес пулать. Тен, кайран юлмĕç?» — хы-паланать Катя. Хальхинче хĕр тантăшĕ васкамасăр ун хыççăн утать.

Каçхине апатлансанах Катя сĕтел хушшине ларчĕ, кĕнеке тытрĕ. Сăнарсен тĕнчи ытла та çывăх уншăн. Вулама пуçланă калав вĕçне çитмесĕр вырăнтан та тапранмарĕ вăл. Çывăрса кайичченех ĕлĕкхи пурнăç авăрĕнчен тухаймарĕ.

Хăнăхнă йăлапа ирех вăранать Катя. Юлташĕ коридортан пит çуса кĕрсен тин Оля тăрать. Иккĕшĕ пĕрлех техникума тухса каяççĕ.

Студентсем хаваслă пурăннине кам пĕлмест? Ташă каçĕнче те пĕрле вĕсем. Кино е театр курма та ушкăнпа çÿреççĕ. Общежитие таврăннă чухне юрлаççĕ. Иртен-çÿрен вĕсене çаврăнсах сăнать.

«Хула каччисем модăпа килĕшÿллĕ тумланнă хĕрсене куç хываççĕ. Паян юрăхлă çи-пуç шырама тухăп, кашнин пÿлĕмне кĕрĕп. Чи хитре япаласене кăларса кăтартăр, юрăхлине хамах суйлăп. Ыран ташă каçĕнчен каччă тупмасăр килмĕп», — те шÿтлесе, те чăнласа калаçать пĕр ушкăнра вĕренекен уçă кăмăллă Лариса. Чăнах, хăйхискер пĕринчен — кĕске юбка, тепринчен çÿхе кофта илсе каçхи клуба тухса кайрĕ. Оля та унран юлмарĕ. Ун чухне иккĕшне ăннă тесен те юрать. Ара, хĕрсем савнисем тупни çинчен пурне те пĕлтерчĕç.

Оля Олег шăпа пÿрни пулнине ĕнентерет. Çулланнă арçын хĕре хăйĕн машинипе ярăнтарать, уçăлма чĕнет. Хăш чухне студентка çывăрма та килмест. Ахăртнех, савни çумĕнче хăтлă ăна.

Оля техникумри лекцисене сиктерет. Юрать, юлташне Катя вĕренÿре пулăшать. Унсăрăн ăна экзамена та кĕртмĕччĕç.

Тантăшĕсем Оля качча тухасса кĕтеççĕ. Туйра ананас салачĕ, чăх тукмакĕ çиме ĕмĕтленеççĕ.

Кĕтмен-туман çĕртен Ольăн хаваслă кулли таçта çухалчĕ. Ăна тунсăх пусса илчĕ. «Мĕн пулнă сана? Ĕнер кăна лĕпĕш майлă вĕçеттĕн...» — тĕпчеççĕ çамрăксем. Оля чĕнмест.

«Мана эсĕ кăна пулăшма пултаратăн», — Катьăна куçĕнчен пăхрĕ хĕр. Анчах мĕнле майпа? Ольăн пит çăмарти тăрăх куççуль юхса анчĕ. «Манăн çие юлчĕ. Олегăн вара — урăх çемье. Атте-анне мĕн калĕ? Больницăна кайма та намăс», — чĕтрекен сассипе ăнлантарчĕ вăл. Катя тантăшне лăплантарма тăрăшрĕ. Ан-чах Оля ăна илтмерĕ тейĕн — пĕр чарăнми йĕчĕ.

Олег савнийĕ патне урăх килмерĕ. Оля пулни-иртни çинчен арăмне каласа парасшăнччĕ, çапах транспорт чарăнăвне çитиччен шухăшне улăштарчĕ. Каялла çаврăнса общежити еннелле утрĕ вăл. Хăй çăлăнăç тупнăн таçта хыпаланчĕ.

«Эсĕ интернатра çитĕннĕ. Урăхла каласан — пурнăçупа никам та кăсăкланмасть. Санăн паспортпа ача çуратма кайăп та тĕпренчĕкĕн амăшĕ эпĕ мар, эсĕ пулăн. Çакна вăрттăнлăхра тытăпăр», — такам илтесрен хăраса шăппăн каларĕ Оля. Катя унашкаллине кĕнекере те вуламан. Чăн пурнăçра çапла улталама пулать-и вара?

Чылай ÿкĕтленĕ хыççăн Катя пулăшма шантарчĕ. Иккĕшĕ те техникумран тухса кайрĕç. Вăхăтлăх вырнаçмашкăн йÿнĕ хваттер тупрĕç. Ольăн ашшĕ-амăшĕ ху-лана килсе çÿремерĕ. Вылянчăк шухăшлă хĕрĕ те яла каймарĕ. Телефонпа сайра- хутра çыхăнчĕç вĕсем.

Юрать, ача кĕтекен хĕрарăма Олег укçа пачĕ. Унсăрăн мĕн çисе пурăнĕччĕç юлташсем?

Хĕрарăм ют çын паспорчĕпе ача çуратма пынине тухтăрсем сиссе те юлаймарĕç. Çавна май Оля Петрова мар, Катя Тимофеева хĕрача амăшĕ пулса тăчĕ.

Малтанхи вăхăтра пурте пĕрле пурăнчĕç. Оля тĕпренчĕкне кăкăр çитерме килĕшмерĕ. 3-4 уйăхран каччă тупса хваттертен тухса кайрĕ. Унтан тантăшĕ урăх хулана куçнине пĕлчĕ Катя.

Диплом та илчĕ, çемье телейне те тупрĕ ачаллă хĕрарăм. Вĕсен килĕнче ывăлпа хĕр умлă-хыçлă çуралчĕç. Кил хуçи тăван тата тăван мар ачасене пĕреш-кел юратрĕ.

(Çăлăнăç шыраса)

 

♦ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă вăхăтра Раиса Молоствова вуннăра кăна пулнă. Вăл Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпа ялĕнчи шкулта пиллĕкмĕш класра вĕреннĕ ун чухне. Мĕн калăн, илемлĕ ачалăх тапхăрĕ, анчах Раисăшăн вăл хĕвеллĕн йăл кулман. Хăй калашле, урам тăрăх савăнса выляса çÿреймен. Амăшĕ канмалли кунсенче те ахаль лартман. Хĕлле те хире юр тытма кайнă. Правур та çивĕчскерĕн 5 класс хыççăн лашапа та, вăкăрпа та çÿреме тивнĕ. Сухапуç та тытнă, кĕлте те турттарнă. Халĕ пиллĕкмĕш класс ачине сухапуç тыттар-ха…

Вăл вăхăтра шкула çÿренин те ячĕ çеç пулнă ĕнтĕ. Хĕрĕх-хĕрĕх пилĕк градус шартламара пĕлÿ çуртĕнче те сивĕ хуçаланнă. Чĕрĕ ăвăс вуттипе хутнăран вăл ăшăнса та çитеймен. Çырма калем те, кăранташ та пулманнипе кăмака умĕнчи хăрăма шывпа хутăштарса чернил тунă. Хур çуначĕн пысăк шăммине çурмалла çурса перо пек каснă та арланă çиппе йăмра хулли çумне чĕркесе çыхнă. Çырмалли хатĕре çапла ăсталанă. Тетрадь вырăнне — кивĕ кĕнеке.

— Ирхине кăмака хутма выльăхсене çитернĕ хыççăн юлнă улăма кĕлте туса пăлтăра кĕртсе хураттăмăр, — асран тухман йывăр самантсене пĕлтерет Раиса аппа.

Питĕ сивĕ пулнăран ĕнесене пÿрте кĕртсе çитернĕ, сунă, лахханпа шыв ăшăтса ĕçтернĕ. Кÿршĕсен умĕнчи пусăран йывăçран тунă витрепе шыв ăсса килнĕ тĕле савăт хĕрри пăрланни халĕ тĕлĕнмелле пек.

— Шкул пиртен инçетреччĕ. Авăн уйăхĕнче ирсерен шап-шурă тăм ÿкетчĕ. Тăхăнма ним те пулманран шкула çара уран каяттăмăр. Чупаттăмăр-чупаттăмăр та пĕшкĕнсе кĕпепе хупласа урасене кăшт ăшăтаттăмăр, унтан татах малалла ыткăнаттăмăр, — вĕренес ăнтăлăвĕ пысăк пулнине пытараймасăр каласа парать ватă çын.

Вăл вăхăтра лавккасенче пусма таврашĕ те, калуш та пулман. Амăшĕ Патăрьел пасарĕнчен пушăт илсе çăпата тунă. Çăпата валли кантрине пĕчĕк Раиса хăех явнă.

— Каярахпа «автобус калушĕ» текенни тухрĕ. Ăна тăла чăлхапа тăхăнса колхоз лашисемпе ĕнисене валли хиртен улăм турттараттăмăр. Пире, ачасене, иштеретчĕç, ваттисем лава тиетчĕç, — ачаллах мĕн тери йывăр ĕçе кÿлĕнме тивнине паянхи кун пулнă евĕр ас туса каласа пама чарăнаймасть Лаш Таяпа хĕрĕ.

Анчах улăма картишĕнче вырттармалла пулман, мĕншĕн тесен ун чухне, Раиса аппа каланă тăрăх, юр асар-писер вăйлă, нумай çунă. Выльăх апатне çавăнпах вите маччине хăпартнă. Ку ĕç те вĕт-шакăр пулăшăвĕсĕр май килмен. Пĕчĕкскерсем сарайне аслисем ывăтса панă улăма сĕтĕре-сĕтĕре тултарнă.

Çăва тухсан ака тума вăхăт çитнĕ. Лашасене салтака илсе кайнă, çамрăк пĕр выльăха та хăварман. Çав вăхăтри йывăрлăхпа касăлнăскер янаварсене ятран ас тăвать: Кнопка, Ермак, Сынок, Венчик, Мячик. Сухаламалла, акмалла… Ирĕксĕрех вăкăрсене кÿлме тивнĕ. Лаша акапуçĕ хушшине Мотор тата Резвый вăкăрсене тăратнă Раиса. Тырă акма тухсан хĕрарăмсем вăййа тухнă пек капăрланнă. Вĕсемпе юнашар çамрăк ачасем талккăшĕпе тăрса тухнă. Умĕсене кантрапа витре çакнă, ывăçласа вăрлăх сапнă.

— Тырра пилĕк пÿрне хушшипе кăларса ямаллаччĕ, тикĕс сапмаллаччĕ, шăйрăк хăварма юраман, — аса илÿ çăмхине шав сÿтет пĕчĕк акаçă пулнă аппа. Вир, пăрçа, ясмăк, пăри, тулă сапнă вăл çитĕннисемпе пĕр шай. Пĕтĕм колхоз хирне алă вĕççĕн акнă вĕсем. Кун хыççăн каллех вăкăр кÿлнĕ — сÿрелеме тытăннă. Унсăрăн кураксем тапăнма пултарнă-çке. Шăтса тухсан пăрçа сыхлама çÿренĕ, хурал тăнă.

Вырма вăхăчĕ çитсен алла çурла тытса тырă вырнă çамрăк хĕрача, кĕлте çыхса сурат тунă. Вĕсене йĕтем çине турттарнă. Каллех вăкăр кÿлнĕ. Вăйĕ мĕнле çитнинчен тăхăр вунă çулти кинемей паян кунччен тĕлĕнсе пурăнать.

— Йĕтем çинче утайман стариксем капан тăватчĕç. Ывăтса çитерейместĕмĕр, йывăрччĕ, ыррăн апат çименнипе вăй та çукчĕ. Чăтма çук шăрăхчĕ. Капана хывса пĕтерсен хĕлĕпе тăпач çапнă, — тĕлĕнтерме чарăнмасть Раиса аппа аса илĕвĕпе.

Пĕринче тăпачă теппеçĕ татăлса хĕрачан çамкине лекет. Юн вăйлă кайнăран тăн çухатнă. Усалтарах хĕрарăмсем ачасем ĕç йĕркине пĕлменшĕн тарăхса тăпачĕсем çине килсе çапнă. Хăш чухне хатĕрсене хуçни те пулнă. Ырă кăмăллă хĕрарăмсем мĕнле ĕçлемеллине кăмăллăн вĕрентнине вара ăшшăн аса илет кинемей.

— Шкула та каймалла. Аннесем вара ирпе виçĕ сехетрех тăпач çапма вăрататчĕç. Вĕренме вăхăт çитиччен çĕршер кĕлте çапаттăмăр, ун хыççăн аппапа киле чупаттăмăр, çинĕ-çимен шкула вĕçтереттĕмĕр, — пĕлтерет Раиса аппа.

Кĕркунне каллех вăкăр кÿлме тивнĕ çамрăкскерĕн: сухаламалла, сÿремелле, ыраш акса хăвармалла. Мăйракаллă шултăра выльăхпа Пăва районне йĕкел акма та кайнă хĕрача. Вутта та çÿренĕ. Çулпа пынă чухне вăкăр çутă япала е шыв курчĕ-тĕк – ăна никам чарайман, таçта çити сĕтĕрсе кайнă тĕслĕх те пайтах пулнă. Нумай нуша курнă.

(Ачалăхсăр ачалăх)

 

♦ «Лавккана йăпăртлăх тухса кĕнĕ вăхăтра ачасем упăшкапа юлчĕç. Мăшăрăм пĕчĕкскерсене залра хăварнă. Хăй апат пĕçерме кухньăна кайнă. Çав вăхăтра икĕ çулти ывăлăм диван çинчен ÿксе пуçне хытах ыраттарнă. Хваттере кĕнĕ чухне тĕпренчĕкĕм макăрма чарăннăччĕ, сĕтел хушшинче тăпăрч çисе ларатчĕ. Унччен те пулмарĕ — хайхискер хăсма пуçларĕ. «Васкавлă пулăшу» çийĕнчех чĕнтĕмĕр. Ачапа иксĕмĕре больницăна илсе кайрĕç. Кам пĕлет, тен, урайне ÿксен унăн пуç мими чĕтреннĕ? Лара-тăра пĕлмен ачасене куçран вĕçертме юрать-и вара? Юрать, пуçĕ сиенленмен. Çакна тухтăрсем тÿрех палăртрĕç», — канăçне туртса илнĕ пулăм тавра сăмах пуçарчĕ пĕлĕшĕм. Шăпах çав вăхăтра вĕсен килĕнче савăт-сапа çумалли хутăш пĕтнĕ-мĕн. Арçын нумай шухăшласа тăман — раковина айĕнчен «Пемолюкс» туртса кăларнă. Унпа çуллă турилккесене çунă. Те хытă васканăран савăт-сапана лайăх чÿхеймен? Çавăнпах хими хутăшĕ ачан организмне лекнĕ. Ара, ачана тинтерех çунă турилккене тăпăрч хурса панă вĕт. Ку лару-тăру çак çемьешĕн урок вырăнĕнче юлни иккĕлентермест. Телее, хими хутăшĕпе наркăмăшланнă ача хăвăртах сывалнă.

Хальхи вăхăтра тасатмалли тата çумалли хутăш тытмасăр пĕр кун та иртмест. Çак хатĕрсем лавкка сентрисем çинче те тем чухлех — суйла кăна. Тĕллевлĕ усă курсан вĕсем, паллах, сиен кÿмеççĕ. Кил-çурта тасалăхра тытнинчен лайăххи мĕн пултăр? Тĕрĕс мар усă курсан вара инкек сиксе тухма пултарать.

Çапах тасатмалли хутăш хăçан наркăмăша çаврăнать-ха? Препаратăн парĕ сывлăха хавшатас хăрушлăх пур. Вăл организма, ÿте лекни те сиен кÿрет.

Статистика тăрăх, 2017-2019 çулсенче Чăваш Республикинче çумалли япаласемпе наркăмăшланнă 13 тĕслĕхе шута илнĕ. Вĕсенчен вуннăшĕ — 1-2 çултисем, пĕри — шкул ачи, иккĕшĕ — мăн çын. Кăçалхи 8 уйăхра çакнашкал 3 тĕслĕх пулнă. Пĕчĕккисем ашшĕ-амăшĕ курман вăхăтра наркăмăшланнă. Шкул ачипе мăн çынсенчен пĕри тасатмалли хутăша урăх шĕвекпе пăтраштарнă. Аслă ÿсĕмрисенчен тепри суицид тĕллевĕпе çав наркăмăша ĕçнĕ.

Çын наркăмăшланнине çак паллăсенчен пĕлме пулать: ăш пăтранать, хăстарать, хырăм ыратать, ÿт кĕçĕтет, куçăн лăймака сийĕ тăртанать. Унсăр пуçне инкеке лекни тăнне çухатма пултарать. Унăн куç çивĕчлĕхĕ, вăйĕ чакас, шăнăр туртас хăрушлăх пысăк. Кун пек чухне, паллах, «Васкавлă пулăшу» тытăмĕпе тÿрех çыхăнмалла. Сывлăх сыхлавçисем çитиччен наркăмăшланнă çынна килтех пулăшма пулать. Çакă ыратнине çăмăллатма май парĕ.

Чăваш Республикинчи гигиенăпа эпидемиологи центрĕн специалисчĕсен З.Ежуковăпа О.Николаевăн сĕнĕвĕсемпе вулакансене паллаштарас килет. Енчен те çумалли хутăш куçа лекрĕ пулсан — лăймака сийе шывпа лайăх çумалла. Наркăмăшлă хутăша çăвара хыпрăр-и? Ăна çăтмалла мар. Сурса кăларнă хыççăн çăвара шывпа вăрах чÿхемелле. Хими шĕвекĕнчи йÿçек препарачĕ организма лексен апат содин хутăшĕпе усă курмалла. Ăна çакнашкал хатĕрлемелле: 1 литр шыва 5 апат кашăкĕ апат содипе пăтратмалла. Çак хутăша кашни 10 минутра 3-шер апат кашăкĕ ĕçмелле. Сăмах май, сĕт е чĕрĕ çăмарта шурри те ырă витĕм кÿнине палăртмалла. Вĕсем химиката юнпа хутăшма чăрмантараççĕ. Хими препарачĕ ÿте пĕçертрĕ тĕк — çак вырăна ăшă шывпа çумалла, унтан крем сĕрмелле. Сиенлĕ хутăш хырăмлăха лексен наркăмăшланнă çынна 200-300 миллилитр таран шыв ĕçтермелле.

(Хими хутăшĕ те наркăмăш пекех)

 

♦ Пĕррехинче 9 çулти Дашăран амăшĕ вăл пурнăçра мĕн çинчен ĕмĕтленни çинчен ыйтнă. «Манăн... «Поле чудес» телекăларăма кайса курас килет», — пуçне килнĕ пĕрремĕш шухăша каланă виçĕ ачаллă Ивановсен вăталăххи. Чи çывăх çынни ыт ахальтен кăсăкланман иккен: Галина Львовна федерацин «Мечтай со мной» проектне ыйту çырса янă. Ăнăçăва тĕрĕслесе пăхма шухăшлани пуçĕнчен часах тухнă. Анчах ырă пĕр кун проектăн республикăри координаторĕсем — Чăваш Енри ыр кăмăллăх ресурс центрĕн хастарĕсем — Дашăн ĕмĕтне чăннипех пурнăçлама май килессе пĕлтерме шăнкăравланă. Виçĕ уйăхран Шупашкарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан пуçламăш 2-мĕш шкулта вĕренекен хĕрача амăшĕпе пĕрле çĕршыв тĕп хулине Мускава çула тухнă. Якубович ертсе пыракан кăларăм ÿкерĕвне хутшăн-ма май килмесен те йăлтах — пандемие пула «Останкино» телебашньăна экскурсие çитсе курма ăнăçнă Дашăна.

Усал чирпе — куçа-куçăн

«Мечтай со мной» ыр кăмăллăх проектне 2014 çулта Тутарстанра пуçарнă. Хавшакрах сывлăхлă ачасен /3-17 çултисен/ тата аслă ÿсĕмри /60 çултан иртнисен/ çынсен ĕмĕтне çитерме пулăшакан пуçарăвăн тĕллевĕ — вăрах сипленекенсене савăнăç парнелесси. 2018 çултанпа вăл федераци шайне çĕкленнĕ. Çĕнĕ çул умĕн, раштав уйăхĕнче, Раççей Президенчĕ Владимир Путин çак проекта ырласа йышăннă май 5 ачан çутă ĕмĕтне пархатарлăн пурнăçлама пулăшнă. Çакăн тавра хатĕрленĕ сюжета телекурав тĕрлĕ каналĕпе курнине хăш-пĕр вулакан ас тăватех.

Шăп çав çул Çамрăксен пуçарăвĕсен центрĕ çумĕнче Ыр кăмăллăх ресурс центрне хута янă. Унăн ĕçченĕ Алена Кушева «Мечтай со мной» проекта Чăваш Енри ачасене хутшăнтармашкăн май шыранă. Çапла Дарья Ивановăн ĕмĕтне пурнăçлассипе çине тăма тытăннă.

Етĕрне районĕнчи Лапракасси хĕрĕ Галина Никитина тата Çĕмĕрле районĕнчи Çĕнкас каччи Сергей Иванов Чăваш патшалăх университечĕн 6-мĕш общежи-тийĕнче пурăннă чухне паллашнă. Иккĕшĕ те инженер профессийĕпе пĕлÿ илнĕ. Ĕç каçалăкĕ çине тăма вăхăт çитсен йĕкĕт те, тăватă çул кĕçĕнрех хĕр те Шупашкарти электроаппаратура заводне суйланă. Çемье çавăрсан çамрăк мăшăр хăйсене ятăн кĕтес çавăрма ĕмĕтленнĕ. Часах çут тĕнчене Даниил килнĕ. Ывăл кăшт аталанса тĕрекленсен çемьере йыш хушăннă.

— Çунатланса, тĕрĕс-тĕкел çуралнă ачасемпе савăнса, вĕсен ĕмĕт-тĕллевне çывхартма тăрăшса, çав хушăрах тĕпренчĕксене тĕнчепе паллаштарса пурăнакан вăхăтчĕ. Ачасене садике-шкула ăсататпăр, ĕçе чупатпăр, канмалли кун атте-анне, хуняма-хуняçа патне яла васкатпăр... Даша пилĕк çула çитиччен тăсăлчĕ ытти нумай çемьери евĕр, вĕресе тăракан хуранри пек, çав вăхăтрах кăмăла нимĕн чухлĕ те пусарман пурнăç. Хĕрĕме усал чир çулăхсан... кун-çул икке пайланчĕ тейĕн. Питĕ хăвăрт йăлтах улшăнчĕ: чирпе куçа-куçăн кăна тăрса юлтăмăр, Дашăна хăтармалли тĕллев пурнăçри ытти ĕç-пуçа йăлтах айк-кинелле сирчĕ. Хутшăнса пурăнакан ушкăн чи çывăх çынсем таран хĕсĕнчĕ. Ку пирĕн çеç мар, йывăр чир-чĕрпе аптăракан çынлă пур çемьере те çавнашкал. Пурăна киле соцсетьсенчи пĕр евĕрлĕ нуша чăтса ирттерекенсен ушкăнĕнче çыхăну тытнă май пĕлнĕччĕ çакна, — Галина Львовнăпа çемье çинчен сăмах пуçарсан çапларах пуçларĕ вăл калаçăва. — Чăн та, пĕрешкел инкек çынсене çывăхлатать. Сыватмăшра паллашнисем е интернетра туслашнисем çыраççĕ-и, шăнкăравлаççĕ-и — мĕн пĕлнипе, канаш-сĕнÿпе пулăшма яланах хавас.

Лимфома чирĕн çав тери хăвăрт аталанакан тĕсĕпе кĕрешме çăмăлах килмен, паллах, Ивановсене. Сиплев тĕрлĕ учрежденийĕ, операци хыççăн операци, унтан — реабилитаци... Çемье пуçĕ кил-йыша тăрантарас, мĕн пур тăкака саплаштарма май тупас тесе тăрăшнă, мăшăрĕ пĕтĕм вăхăтне сывлăхĕ хавшанă ачана халалланă. Çапла Ивановсем инкеке пула хуçăлман — хăйсенчи мĕн пур вăя пухнă.

— Хими терапийĕн курсĕ витĕр кăна 6 хутчен тухма тиврĕ, — каварлă чир мĕн таран хăрушă пулнине палăртать Галина Львовна. — «Турă шăпах пирĕн çемьене çакнашкал йывăрлăхпа тĕрĕслес терĕ пулсан — йăлтах чăтса ирттерĕпĕр, хамăртан мĕн килнине тăвăпăр» тесе лăплантаратăп яланах хама. Çавăнпа виççĕмĕш пепке çие юлсан ăна пурнăç парнелесси пирки иккĕленÿ пачах пулман. Çулталăк çурăри Аньăн халĕ — лара-тăра пĕлмен вăхăт. Сăнамасăр самант-лăх хăварма çук. Даниилпа Даша йăмăкне пăхма пулăшни савăнтарать, — ăшри пăшăрханăвне кăтартмасăр йăл кулать амăшĕ.

Тĕрлĕ кружок — чун уççи

Усал шыçă чирне алхасма памасăр вăхăтра сиплени темрен паха. Апла пулин те Дашăна паян нимĕн те аптăратмасть теме çук. Иммунитет хавшанине пула тĕрлĕ амак часах çыпăçать. Çапах та Даша сывлăхĕ тĕлĕшĕнчен çирĕп ачасенчен кая мар аталанасшăн. Шкулти чи юратнă предметсене асăнма ыйтсан нимрен малтан: «Физкультура килĕшет», — терĕ хăюллăн уçă чунлă хĕрача.

— Сиплев хыççăнах пĕр çул шкула та яраймарăмăр — организма тĕрекленме вăхăт кирлĕ. Сăмах май, ун чухне тус-юлташĕпе хутшăнайманшăн хытă пăшăрханчĕ хĕрĕм. Халĕ ав уроксене çÿренисĕр пуçне тĕрлĕ енĕпе хушма пĕлÿ илесшĕн те — чармастпăр паллах. Юрлама хăнăхасшăн, бассейн тесен каçсах каять, арифметика, каллиграфи, акăлчан чĕлхин кружокĕсене те хаваспах çÿрет виççĕмĕш класра вĕренекенскер. Паллах, хăйĕн хастарлăхĕпе вăл чылай амака çĕнтерме вăй тупасса шанатпăр, — шанăçа çухатмасть ачисемшĕн нимĕн те шеллемен амăшĕ.

Инкек куçа курăнса килменнине тăхăр çулта кăна пулин те хăйĕн кун-çулĕнченех пĕлет Даша. Ун пек самантра чи çывăх туссене пулăшусăр хăварма юраманнине те аван чухлать. Çавăнпа «юлташ» уншăн — питĕ пысăк яваплăхпа çыхăннă пĕлтерĕшлĕ сăмах.

— Чи çывăххи — Аня, — йăмăкне пит çăмартинчен чăпăрт чуп тăвать ăшă кăмăллă хĕрача. — Тата Настя, Лера, Алла, — хăйĕн тусĕсене асăнса тухать вăл.

Пулас професси пирки кăсăклансан нумай пулмасть «Останкино» башньăра пулса курнă, нумай çĕнни пĕлнĕ, студисенчи макетсене тытса пăхнă чăваш хĕрачи вăрах шухăшласа тăмарĕ:

— Эпĕ журналист пулатăп, — терĕ.

Ахăртнех, ача-пăча каналĕсенче блогерсен материалĕсемпе паллашсах тăрас туртăм та пĕр ахальтен мар. Çулсем иртнĕ май ĕмĕчĕ улшăнĕ-и, çук-и — хальлĕхе авалхи профессисенчен пĕри Дашăна пĕр вырăнта тăпăртатса тăма юраманнине аса илтерсех тăрать.

Хура ещĕкре — тăварланă хăяр

— «Поле чудес» ертÿçине парнелекен япаласен хушшинче мĕн- мĕн пуррине пĕлетĕр-и? Темĕн те! 4 савăт нефть парнелекен те тупăннă. Унăн хакĕ тĕлĕнмелле пысăк, — çаврака куçне тата хытăрах çавракалатать кăмăл-туйăма палăртса калаçакан хĕрача. — Кăларăм эфира тухма пуçланă чухне усă курнă хура ещĕкре вара... пĕр банка тăварланă хăяр тата тепĕр савăт помидор упранать. Халĕ кунашкал çимĕç парнелеме чарнă. Якубович вĕçевçĕ пулнă-ха, анчах мĕнле кăна професси çыннин униформине парнелемеççĕ-ши ăна! — Шупашкарта пурăнакан хĕрача хăйне ятăн йĕркеленĕ экскурси хыççăн хăй те чаплă гидран кая мар.

Тĕрĕссипе, «Пĕрремĕш каналпа» эрне кун каçхине çĕршывĕпех курма юратакан кăларăмра юрă юрлама та ĕмĕтленнĕ хĕрача. Шел, çуркунне пирĕн çĕршыв-ра та алхасма пуçланă чир тĕрлĕ тытăма, телекурав ĕç-хĕлне те, улшăнусем кĕртме хистенĕ. Çапах та «Останкино» студийĕсем тăрăх 2 сехет çÿренĕ май çĕнни нумай пĕлнипе кăмăллă Даша. Амăшĕпе пĕрле «Вечерний Ургант», «Большая игра», «Жить здорово», «Сегодня вечером» телекăларăмсен ÿкерÿ пÿлĕмĕсене, радиотехникăпа телеаппаратура музейне кĕрсе курнă вĕсем. «Спокойной ночи, малыши!» программа ÿкерекен пÿлĕмре хăйне хăтлă туйнине палăртрĕ чиперук. Кунта юратнă сăнарсем — çемçе теттесем Филя, Степашка, Хрюша... — халь-халь юратнă артистсен сассипе калаçма пуçлассăнах туйăннă. Кăларăм сенкер экран çине тухма пуçласанах, 1964 çулта, унта Буратино хутшăннине, паллах, ку таранччен пĕлмен вăл.

— «Мечтай со мной» проектпа çул çÿреве тухасса пĕлсен пирĕншĕн кукамайпа кукаçи те, асаннепе асатте те хытă савăнчĕç. Çывăх ытти тăван та хĕпĕртерĕ паллах. Пирĕн Коля кукка пур, аннен шăллĕ. Лапракассинчех пурăнать вăл. Тĕрлĕ запчаçрен çĕнĕ машина хăех ăсталама пултарать. Сăмахран, пахча çимĕç шăвармалли механизм шухăшласа кăларнă. Тĕлĕнмелле ăста тăван çинчен кăларăм та хатĕрлеме пулать вĕт? — журналист кăсăкланăвĕ вăранасшăн, ахăр, Дашăра.

(Инкекре хуçăлман — вăй пухнă)

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.