Комментари хушас

23 Авăн, 2020

«Хресчен сасси» 36 (2824) № 23.09.2020

♦ Çĕршыври ялти чи лайăх çемье ăçта пурăнать-ши? Чăваш Енре, Элĕк районĕнчи Мăн Кăканар ялĕнче. Вăл — Светланăпа Григорий Семеновсен çемйи.

Вĕсем иртнĕ çул республикăри «Çулталăк çемйи» конкурса хутшăнса «Пултаруллă çемье» номинацире çĕнтернĕ. Çавна май Раççей конкурсĕнче тупăшма тивĕç пулнă, Чăваш Ен чысне хÿтĕленĕ. Ăмăртăва онлайн мелĕпе йĕркеленĕ. Сăмах май, унта çĕршывăн 83 субћектĕнчен 89 çемье хутшăннă. Вĕсен пултарулăхне пилĕк номинацире хакланă: «Çамрăк çемье», «Ялти çемье», «Ылтăн çемье», «Нумай ачаллă çемье» тата «Йăла-йĕркене упракан çемье». Пĕтĕм Раççейри «Çулталăк çемйи» конкурс кăçалхипе пиллĕкмĕш хут иртнĕ. Пĕтĕмлетÿ тăрăх халĕ Наци кĕнеки — летопись кăларма хатĕрленеççĕ. Вăл икĕ кăларăмпа кун çути курĕ: пĕрремĕшĕнче çĕнтерÿçĕ çемьесемпе паллаштарĕç, иккĕмĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри конкурса хутшăннисем çинчен каласа кăтартĕç.

«Конкурса хутшăннă май кашнин Хисеп хучĕсемпе дипломĕсене пуçтартăмăр. Хамăр çемье çинчен туллин каласа пама тăрăшрăмăр. Паллах, эпир çĕнтерессе кĕтменччĕ. Шăнкăравласа пĕлтернĕ хыççăн питĕ савăнтăмăр. Çакă пирĕншĕн тĕлĕнмелле пулăм пулчĕ», — тет Светлана Вячеславовна.

Светланăпа Григорий 20 çул пĕрле пурăнаççĕ. Вĕсен — 7 ача. Сергейпе Станислава, тăлăха юлнăскерсене, хăйсен хÿттине илсе çитĕнтернĕ. Халĕ вĕсем тăван йăваран тухса кайнă, юратнă ĕçĕсенче тăрăшаççĕ. Тăван тăрăха килсех çÿреççĕ.

Аслă хĕрĕ Даша Çĕнĕ Шупашкарти химипе механика техникумĕнче вĕренет. Пултаруллăскер пĕлтĕр ЧР Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнĕ. Чи кĕçĕнни вара — Даниил. Вăл çулталăк та 4 уйăхра анчах. Асăннă çемье ыттисенчен мĕнпе уйрăлса тăрать-ха? Юрра-ташша питĕ ăста Семеновсем. Асли-кĕçĕнни хăйĕн пулта-рулăхĕпе савăнтарать.

Çак туртăм ачисене ашшĕ-амăшĕнчен куçать паллах. Григорий Иванович — Юманлăх культура çурчĕн ертÿçи, Светлана Вячеславовна вара Юнтапа Сурăм шкулĕнче музыка предметне вĕрентет. Унсăр пуçне вăл воспитани енĕпе ĕçлекен директор çумĕ те.

Хула хĕрĕ ял йĕкĕтне качча тухса Мăн Кăканарта йăва çавăрни, унтах ĕçлесе пурăнни тĕлĕнтерчĕ мана. «Хуларан яла куçма шикленмерĕр-и?» — ыйтрăм унран. «Ун чухне шикленме те пĕлмен пулĕ, — хуравларĕ вăл. — Анне ятларĕ паллах. Ытти хĕр-упраç хуланалла туртăннине каларĕ. Эпĕ вара хулана ялпа улăштаратăп вĕт. Пĕчĕккĕллех кукамай патне /вăл ку тăрăхранах/ кайса çÿренĕрен чăвашла калаçма малтанах пĕлнĕ. Маншăн ку енĕпе чăрмав пулман. Ялта ĕçлемесĕр пурăнма май çуккине те чухланă».

Семеновсем ĕçрен хăрамаççĕ, ачисене те пĕчĕкренех хăнăхтараççĕ. Кил-çуртра вăл кашнин валли тупăнсах тăрать. Акă 11-мĕш класра вĕренекен Даниил кроликсене пăхать. Вăл ку тĕлĕшпе яваплă. Ăратлăскерсен йышĕ пысăк. Софья чăх-чĕпе, кăвакалсене апат парать, ку ĕçе йăмăкне Ульянăна та явăçтарать. Çемье цесарка та усрать. Вĕсене те ачисем пăхаççĕ.

Кил хуçи ылтăн алăллă пулнине те палăртса хăвармалла. Григорий Иванович тимĕре шăратса тĕрлĕ хатĕр ăсталать, вĕлле хурчĕ тытать. Мăшăрĕ вара чун киленĕçне пахчара тупать. Тĕрлĕ çимĕç, чечек çитĕнтернисĕр пуçне иçĕм çырли ÿстерет. «Пĕр вăхăт кăсăклантăм та халĕ çак ĕçе пăрахас килмест. 8-9 тĕм лартнă, тĕрлĕ сорт çитĕнет», — кĕскен паллаштарчĕ Светлана Вячеславовна.

Выльăх-чĕрлĕх усраса тунă тупăшпа капмар çурт çĕкленĕ çемье. Унта пĕтĕм услови пур. Хулари хваттер айккинче тăтăр. «Ялта пурăнма шикленмелле мар. Ĕçлеме ÿркенмесен пурнăçа аталантарма пулатех», — терĕ Григорий Иванович. Çавăнпах вĕсем ачисене те пĕчĕкренех çĕре юратма вĕрентеççĕ. Çăкăр хакне пĕлсе çитĕнтереççĕ.

Кил-çуртран инçе мар çĕр лаптăкĕ пур вĕсен. Унччен маларах унта çум курăк çитĕннĕ. Ĕçчен çемье ăна карта тытса çавăрнă, вите хăпартнă. Унта сурăхсем усраççĕ.

Ача-пăча ашшĕ-амăшне пăхса çитĕнет, вĕсенчен тĕслĕх илет. Апла пулсан çамрăк ăру тĕрĕс-тĕкел, чунпа, кĕлеткепе сывлăхлă çитĕнни куçкĕрет. Семеновсем «Ялти чи лайăх çемье» ятне тивĕçлех.

(Семеновсем – ялти чи лайăх çемье)

  


♦ РФ Президенчĕн «Раççей Федерацийĕн аталанăвĕн 2024 çулчченхи тапхăрти наци тĕллевĕсем тата стратегиллĕ задачисем çинчен» 2018 çулхи майăн 7-мĕшĕнчи 204 номерлĕ Указĕпе килĕшÿллĕн ЧР Ял хуçалăх министерстви «Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх, уйрăм предпринимательсен пуçарулăхне пулăшасси» наци проекчĕ шайĕнче «Фермерсене пулăшмалли тытăм туса хурасси тата ял кооперацине аталантарасси» регион проектне туса хатĕрленĕ.

Регион проекчĕ ял хуçалăх потребитель кооперативĕсене, хресчен /фермер/ хуçалăхĕсене патшалăх пулăшăвне тивĕçме май парать. Унăн тĕллевĕ — 2024 çул тĕлне ял хуçалăхĕнчи пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субћекчĕсен ĕçне 1197 çынран кая мар явăçтарасси, АПКра пĕчĕк тата вăтам пред-принимательлĕх субћекчĕсене йĕркелесси тата аталантарасси, çав шутрах хресчен /фермер/ хуçалăхĕсене тата ял хуçалăх потребитель кооперативĕсе-не те.

Регион проекчĕсĕр пуçне 2012 çултанпа пĕчĕк калăпăшлă хуçалăхсем валли патшалăхăн ытти пулăшăвĕ те пур.

Пирĕн регионта фермерсене грант пулăшăвĕ парассине темиçе çул-йĕрпе йĕркеленĕ: 2012 çултанпа фермер ĕçне пуçăнакансене тата çемье фермисене аталантаракансене патшалăх пулăшăвĕ пама тытăннă. Çавăн пекех патшалăх пулăшăвĕн çĕнĕ тĕсĕ — Агростартап.

Пĕрремĕш пулăмра фермер ĕçне пуçăнакансем конкурса хăйсен ĕçне йĕркелес тата ăна аталантарас тĕлĕшпе хăйсен проектне тăратма пултараççĕ, 4 млн тенкĕ таран пулăшăва тивĕçеççĕ.

Патшалăх пулăшăвĕн тепĕр тĕсĕ — çемье фермисене аталантарасси. Ăна йĕркелеме хресчен /фермер/ хуçалăхне уçни кирлĕ, 2 çул ытларах пулмалла. Çакнашкал фермăсем хăйсене ял хуçалăх таварĕ туса илекенсен йышĕнче пулнине час-часах палăртаççĕ. Пулăшу сумми кун пек чухне — 10 млн тенкĕ таран. 2020 çултан пуçласа çемье фермине аталантарас тĕллевпе ÿсен-тăран çитĕнтерекен хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем те гранта тивĕçме пултараççĕ.

Пулăшăвăн виççĕмĕш тĕсĕ — Агростартап. Фермер шутне кĕмен çынсем те конкурса хутшăнма пултараççĕ. Паллах, унсăр пуçне хăть хăш фермер та хăйĕн проектне конкурса тăратма пултарать.

Конкурс комиссине документсем тăратнă май фермерăн мĕн пĕлмелле-ха?

Чи кирлĕ документ уншăн проект /бизнес-план/ шутланать. Паллах, бюджет укçине пурне те памаççĕ. Проекта пурнăçлама пултаракансем çеç пулăшăва тивĕçеççĕ. Ăна илнĕ май, суммăна кура, ĕç вырăнĕсем йĕркелемелле. Урăхла каласан, фермерăн налук тÿлемелле. Çаксем пĕтĕмпех проектра палăрмалла. Бизнес-плана заявка паракан хăй е ятарлă специалистсем хатĕрлеме пултараççĕ.

Проектра тĕрĕс цифра кăт а р т м а л л а . У к ç а у й ă р с а н фермерăн ĕçе кăтарту тăрăх пурнăçламалла. Унсăрăн пулăшăва каялла тавăрса пама тивет. Çакăн пек тĕслĕхсем те тĕл пулаççĕ: специалистсем проекта хатĕрленĕ хыççăн фермер ăна тĕрĕслесе пăхмасăрах документа алă пусать, ЧР Ял хуçалăх министерствине тăратать. Анчах йăнăшсене асăрхаманнине пула конкурса хутшăнма май килмест.

Çакна та асра тытмалла: гранта тивĕçнĕ хыççăн фермер ĕçĕ-хĕлне ЧР Ял хуçалăх министерстви тĕрĕслесе тăрать. Тума палăртнă ĕçсенчен пĕрне кăна пурнăçламасан та министерство гранта тавăрса пама ыйтать. Енчен те çивĕч лару- тăрăва пула фермер кăтартнă ĕçе тăваймасть пулсан министерствăна çырупа тухмалла, проекта улшăнусем кĕртмелле. Анчах кĕртнĕ улшăнусене фермерăн документпа çирĕплетмелле.

Грант ял хуçалăх таварĕ туса илекенсене хăйсен хуçалăхне аталантармашкăн укçа тивĕçме май парать. Ăна илме документсене тĕрĕс хатĕрлемелле. Кон-курса хутшăнма чăрмав кÿрекен сăлтав — тимсĕрлĕх, документсене алă пусма час-часах манни. Çавăн пекех конкурса хутшăниччен налук парăмне татманни. Çавăнпа та çитменлĕхсене çийĕнчех пĕтерме тăрăшмалла.

Фермер ĕçне пуçăнакансем грант укçипе ытларах чухне нухрата ферма тунă, техника, выльăх туяннă çĕре яраççĕ. Çемье фермине аталантаракансем вара патшалăх пулăшăвĕпе фермăсене юсаса çĕнетме, техника паркне пуянлатма тата производство хатĕр-хĕтĕрĕ туянма усă кураççĕ.

Çемье фермине аталантаракансем гранта тепĕр хут та тивĕçме пултараççĕ. Малтанхи патшалăх пулăшăвне /фермер ĕçне пуçăнакан е Агростартап, çемье ферми/ усă курнăранпа 24 уйăх иртнĕ пулсан.

«Агростартап» гранта, ĕçе пуçăнакан фермерсене пулăшу парассине фермерсем пĕр хутчен çеç тивĕçеççĕ. Мĕншĕн тесен вĕсен малалла аталанмалла. Çавна май «Çемье ферми» программăна хутшăнма пултараççĕ.

2016 çултан пуçласа Чăваш Енре ял хуçалăх кооперацине аталантарас тĕлĕшпе хастар ĕçлеме пуçларĕç. Ун чухне Раççей Ял хуçалăх министерстви хресчен /фермер/ хуçалăхĕсемпе пĕрлех ял хуçалăх кооперативĕсене те грант парса пулăшма тытăнчĕ. Çапла вара 2016 çултан пуçласа 14 ял хуçалăх кооперативĕ производство обћекчĕсене хăпартма тата оборудовани туянма патшалăх пулăшăвне тивĕçнĕ. Сăмах май, Чăвашстат кăтартăвĕ тăрăх, 2020 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енре 99 ял хуçалăх потребитель кооперативне шута илнĕ.

Регион проекчĕ пурнăçа кĕнĕ май Чăваш Енри «Агро- Инновацисем» хысна унитари предприятийĕн никĕсĕ çинче ял хуçалăх кооперацийĕсене тата фермерсене пулăшма Компетенци центрĕ туса хунă. Вăл пĕчĕк калăпăшлă хуçалăхсене грантпа тивĕçтерес тата республика гражданĕсене пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субћекчĕсене явăçтарас тĕлĕшпе сĕнÿ-канаш парса пулăшать.

Унсăр пуçне ял хуçалăх потребитель кооперацин тытăмне, пĕчĕк калăпăшлă хуçалăхсене аталантарас, ялти пурнăçа лайăхлатас тĕлĕшпе ЧР Ял хуçалăх министерстви 2019 çулхи сентябрĕн 4-мĕшĕнче 172 номерлĕ хушăвĕпе «2019-2024 çулсенче ял хуçалăх потребитель кооперацине аталантарасси» ведом-ствăн ятарлă программине йышăннă. Çавна май ял хуçалăх кооперативĕсене патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерме тĕллев лартнă.

Пĕтĕмлетсе каласан, 9 çул хушшинче 447 хресчен /фермер/ хуçалăхĕ тата 14 ял хуçалăх кооперативĕ грант пулăшăвĕпе усă курнă.

(Грант çул уçать)


♦ ЧР Ĕçлев министерстви «Демографи» наци проекчĕн «Аслă ăру» регион проекчĕпе килĕшÿллĕн 50 çулти тата аслăрах, çавăн пекех пенси ÿсĕмĕнчи граждансене хушма професси пĕлĕвĕ парассине йĕркелет.

Проекта пурнăçлама республикăри 30 вĕрентÿ организацийĕсемпе килĕшÿ тунă. 80 ытла специальноçа вĕрентме программăсем хатĕрленĕ, çак шутрах бухгалтер, дизайнер, çĕвĕçĕ, флорист, электромонтер, повар, кондитер профессийĕсем пур.

Çулталăк пуçланнăранпа 771 гражданин /744-шĕ сертификатпа/ хушма пĕлÿ илме килĕшнĕ. Хальхи вăхăт тĕлне 741 çын çĕнĕ профессисем алла илнĕ. Вĕреннĕ вăхăтра ниçта та ĕçлемен граждансене стипенди тÿлеççĕ. Унăн виçи — 12130 тенкĕ.

Наци проекчĕ шучĕпе вĕренме май пурри аслă ăрури çынсене çĕнĕ ĕç вырăнĕ тупма пулăшать, ĕçсĕр юлассинчен хăтарать

(Вĕренни çăкăр ыйтмасть)


Шĕшкĕ — хурăн пекех, нушаллă йывăç. Иккĕмĕшне мунчара рехетленсе çапăнмашкăн касаççĕ, пĕрремĕшне çимĕçĕ пиçсе çитнĕ тапхăрта хуçса, авса «куççульне кăларттараççĕ».

Шĕ ш к ĕ е п л е н у ш а т ÿ с н и н е , тĕслĕхрен, Шупашкарти Чапаев поселокĕ таврашĕнчи вăрмана кайсанах куратăн, тарăхатăн. Ăна унта-кунта авнă, хуçнă. Ара, кăçал пире мăйăрĕпе самай савăнтарчĕ-çке. Этем вара йывăçа çăткăнлăхпа, усал туйăмпа хирĕç тавăрать.

Чантăр ялĕ çывăхĕнчи пахчари шĕшкĕ те кăçал ытларах çимĕç кÿрессе шаннăччĕ. Иртен-çÿрен унăн турачĕсене хуçса пĕтернине куртăм та чутах куççуль кăлармарăм. Пĕр сăмахпа каласан, «пĕчĕк хуранăн пăттине» пахча хуçисем валли те хăварман.

Мăйăра çын кăна кăмăлламасть- çке. Ăна пакша та хĕл каçма хатĕрлет, шăши те тиркемест. Ахальтен мар шĕшке мухтаса поэтсемпе писательсем хайлавсем çырнă. «Эх, юррăм, янăра» кĕнекере çакнашкал йĕркесем пур:

…Лутра шĕшкĕн мăйрине

Татичченех саватăп.

Татсан тепре савăнтăм,

Çисен каллех савăнтăм…

А л е к с а н д р А р т е м ь е в ă н « А н авăн, шĕшкĕ» калавĕ чунра еплерех çĕкленÿллĕ туйăмсем çуратать. Трубина Мархвин «Шĕшкĕ» юмахĕ вара хурлантарать, пăшăрхантарать. Путсĕр ачасем çак йывăçа авнине, хуçнине сăнарланă унта. Çыравçă ăна Шупашкарти Чапаев поселокĕ, Чантăр таврашĕнчи вăрмансенче пулса курнă хыççăн çырнă тейĕн.

(Шĕшкĕ «куççулĕ»)


♦ 20-30 çул каялла урамсенче ача сасси татăлмастчĕ. Ун чухне ял хуçалăхĕсем те ĕçлетчĕç. Вĕсем арканни ял сăн- сăпатне чылай улăштарчĕ.

Ватăсем пĕр-пĕринпе тĕл пулсан иртнĕ вăхăта аса илме кăмăллаççĕ. Унтанпа нумай çул та иртмен-çке. Ял тулли çын пурăнатчĕ, пушă кил те çукчĕ. Паян вара унта йăтăнса аннă хуралтă, йăшса арканнă çурт туллиех. Çав кил-çуртсенче çуралса ÿснĕ ачасем ăçта çÿреççĕ-ши? Паллах, пурте — хуласенче, аслă çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче. Тепĕр чухне çуралнă тăрăха курма килеççĕ. Тăван-пĕлĕшне шыраççĕ. Тен, кам та пулсан юлнă? Вĕсем патĕнче çĕр каçсан тухса утаççĕ каялла, хăйсем тĕпленнĕ вырăна. Çуралнă ял, кил-çурт, хурăнташ, тăван пурччĕ-çке! Хăшĕ-пĕри тăван яла, тен, юлашки хут курас шухăшпа килнĕ. Куçĕнчен сывлăм пек куççуль йăлтăртатать мар-и? Мĕн тăвăн, çын пурнăçĕ çавăн пек. Çамрăк чухне çил çунат евĕр вĕçсе кăна çÿренĕ. Ватта сулăннă май вăй-хăват чаксан тăван ял, çамрăклăх аса килет. Çуралнă кĕтесрен хакли нимĕн те çук пек туйăнать.

Эпир краççын çутипе çут тĕнчене килнĕ. Унпах вулама- çырма вĕреннĕ. Кил-çуртра радио сасси илтĕнсен те савăннă. Электроçутă çитсен тата та хĕпĕртенĕ, «сенкер экран» туянсан хамăра телейлĕ тесе шухăшланă. «Кăвак çулăм» та ял çыннине чылай çăмăллăх кÿчĕ. Лайăхран лайăххи патне çывхарса çитрĕмĕр, анчах тĕнче арканчĕ. Ял çынни ĕçсĕр тăрса юлчĕ. Çынсен чунĕсем хытрĕç.

Юлашки вăхăтра патшалăх яла тимлĕх уйăрма пуçларĕ-ха: ял урамĕсене асфальт е вак чул сараççĕ, пăрăхсем хурса пÿрте шывсем кĕртеççĕ тата ыт. те. Çамрăксем валли ĕç вырăнĕсем йĕркелесен хула пурнăçĕ катара тăтăр темелле. Ĕç пулмасан вĕсем ялта тăмаççĕ. Ача çуратнăшăн паракан патшалăх пулă-шăвĕпе инçе каяймăн. Хырăм кашни кунах выçать-çке.

Хулара тĕпленнĕ тĕпренчĕксен ачисем, мăнуксем, çуллахи вăхăтра ялта пурăнаççĕ. Кукаçи-кукамайпа, асатте-асаннепе уçăлса çÿреççĕ. Унчченхи ял хуçалăхĕн автопаркĕнче вырнаçнă каруççел паянхи кунчченех упранать. Ун патĕнчен ачасем татăлмаççĕ. Ял хушшинче çамрăк хунавсем пурри чуна са-вăнтарать.

Кăçал Чăваш Енри кашни ял-хулана 100 пин тенкĕ уйăрса пачĕç. Унпа тĕрĕс усă курсан тăван тăрăха тирпей-илем кĕртме, хăтлăх кÿме май пурах. Анчах та хăш-пĕр ялта, çав шутрах пирĕн патра та, пуçлăхсем ял çыннисен шухăш-кăмăлне пĕлме тăрăшмарĕç. Халăха пуçтармасăр, унпа канашламасăр ĕç-пуçа пĕчĕк йышпа сÿтсе явнă.

(Пушар хыççăн шыв кирлĕ мар)


♦ — Паян каллех киле час таврăнмарăн, Юрату вăрманĕнче пултăн-им? — Кирука алăк урати урлă каçнă-каçманах хаяр сăн-питпе кĕтсе илчĕ Урине.

Кунĕпе тăван хуçалăх уй-хирĕнче пĕрчĕллĕ культурăсене пухса кĕртес тесе ăшталанакан бригадир ир тухса кайнăранпа çăварне пĕр чĕптĕм апат яманнипе халран кайса шăрăхпа аптăрани çитмест, килте тата аçа-çиçĕм çунтарать. Пÿртри çил-тăвăл урамринчен темиçе хут вăйлăрах, хăрушăрах.

— Ăсран тайăлтăн пулĕ эсĕ, тăванăм. Аллă теçетке çула хыçа хăварса мăнуксене утьăкка сиктеретпĕр, эсĕ вара мана çаплипех шанмастăн. Çăварна уçиччен кăштах шухăшламалла пулĕ, текех çамрăк мар ĕнтĕ, — шăппăн калаçать Кирук, ывăннăран сасси те шала кайнă унăн.

Çăвăнма тесе ваннăйне кĕчĕ, унтан уни-куни хыпкаларĕ. Газ плити çинче вĕри апат ларманнине ăнланать арçын, ытларах хăй хатĕрлет вăл. Урине пĕçерсе парассине кĕтме йывăр. Çавăнпа та холодильника тултарсах тăрать. Унта аш- пăшĕ, çу-тăпăрчи тата ыт. те пур. Ирхине ĕне суса сĕтне усламçăсене парса наряда кайма та ĕлкĕрет харсăр арçын.

Шăп-шăпăрт, сăмах чĕнмест Кирук. Вăтăр çул хушшинче арăмне чунран тухакан ăшă сăмахсене каласа пĕтернĕ. Чунĕ веçех писнĕ унăн. Урине вара лăпланаймасть, намăс сăмахсем каласа хăртать мăшăрне. Вĕри çĕлен пек чарăнми «суракан» сăмахсене илтсен пахчари йывăç та хăрса ларĕ. Кирукăн вара халиччен чăтнине чăтмаллах. Шăпа çапла килсе тухсан ним тума та çук. Килĕшмелле унпа.

Çамрăк чухнех сусăрланнă вăл: чăлахран ыттисенчен хăйне уйрăмрах тытать. Хăрах ури кĕске пулнăранах салтака илмерĕç ăна. Çавăнпа хăть ял хуçалăхĕнче хисеп çĕнсе илес тесе куçăн мар майпа вĕренсе агроном дипломне алла илчĕ. Вăтăрмĕш çул бригадăна ертсе пырать. Пултарулăхне кура пысăкрах пукан çине те лартасшăнччĕ ăна. Çук, килĕшмерĕ. Вăтам звенона ертсе пынипех хăйне яваплă туйнине пĕлтерчĕ.

Вăл районта чи малтан акма тухать, ĕççине те малтан вĕçлет. Кăçал, авă, вырма каярах юлса пынипе района республика хаçатĕнче тăтăшах критиклерĕç. Кирукăн бригадинче вара кашни гектартан тухакан вăтам тухăç 40 центнерпа танлашрĕ. Район пуçлăхĕ хуçалăха килсе кайрĕ, мухтаса хăварчĕ.

Алли ылтăн унăн. Кил-çурчĕ кермен пек, шалта чаплă сĕтел-пукан. Анчах арçынна çакă та илĕртме пăрахнă: арăмĕ кĕвĕçнĕрен пĕр канлĕх те курмасть. Çавăнпах тепĕр чухне килне кайма васкамасть: кăкаркăçри йытă кунĕн-çĕрĕн вĕрнине камăн итлес килтĕр? Пуçа епле ыраттарать вăл.

Çамрăкрах чухне пустуй сăмахшăн сахал мар вăрçăннă вĕсем. Пĕр-икĕ хутчен çупкă та лектернĕ арăмне. Çапăçупа вăрçăну ырă патне илсе пыманнине лай-ăх чухлать виçĕ ача ашшĕ. Пĕринче Уринен пичĕ те кăвакарса тухнăччĕ. Кирук усал çын пулнине пĕтĕм яла сарчĕ ун чухне арăмĕ. Кăвак питне председателе те кайса кăтартма ÿркенмерĕ. Унтанпа вăл ăна тĕкĕнмерĕ, тем курса тăрăн, ăнсăртран хытăрах çапсан вĕлерсе те пăрахăн.

Урине — мăнтăр та пĕчĕк пÿ-силлĕ. Сывлăхĕ те хавшасах тăрать унăн. Ара, ырă пурнăçран ыракан хĕрарăм нерв чирĕпе чирли куçкĕрет. Тепри пулсан арăмне психика енĕпе чирлекенсен больницине кайса ярать те… Тĕк тăнă çĕртех чĕлхепе такама та çапса хуçать. Пĕрре те шухăшласа, сăмаха виçсе калаçмасть. Кÿршĕ-аршăпа та килĕштереймест. Тă-ванне качча килнĕ çамрăк арăм çумне кĕвĕçсе те нушалантарчĕ. Юрать, çĕнĕ çыннăн хунямăшĕ вырăна лартрĕ ăна. Хăй хĕр чухне мĕнле качча килнине аса илтерчĕ.

Кирук çамрăкран хăйне ыттисенчен катăк тытрĕ. Арçын ачасем футболла выляççĕ, вăл айккинче пăхса тăрать, вĕсемпе пĕр тан выляймасть. Мĕн авланиччен хĕрпе çÿресе курман вăл. Пĕринче пĕрле вĕреннĕ, салтакран килнĕ çамрăксем ăна хăнана чĕнчĕç. Ял хĕрĕсемпе пĕрле кÿршĕ ялсен пикисем те пурччĕ. Юлташĕсене пăхса Кирук та самаях хĕрĕнкĕленчĕ. Çăварне эрех сыпса курманскер часах çемçелчĕ. Вăл килне кайма тухрĕ. Çав вăхăтра гимнастеркисене хывма ĕлкĕреймен юлташĕсем пĕр шухăшлă пулса авланма калаçса татăлчĕç. Кирука та пăрахса хăвармарĕç. Çапла вара çав каç нихăçан пĕр юрату сăмахĕ каласа курманскере Уринепе пĕрле чăлана питĕрсе хăварчĕç. Тепĕр кунне пĕлчĕ вăл: арăм пуласси хĕр чысне упрассишĕн тăрăшман. Нумаях пулмасть çеç «арпусĕнчен» хăтăлнă. Хырăм пăрахса килсен те лăпланман, арçынсене перчетке пек улăштарнă.

Ирхине ывăлĕн çумĕнче палламан хĕр выртнине курсан ашшĕ-амăшĕ туя хатĕрленме пуçланă. Çирĕмри каччă ял-йыш сăмахне те хăлхине чикмен, тиркемен хĕре. «Çамрăклăх ултавлă, хĕр йăнăшма та пултарнă, мана тиркемесен арăм тăватăп ăна. Сак тулли ача-пăча ÿстерĕпĕр. Эпĕ — аттепе аннен пĕртен-пĕр ачи», — терĕ вăл авланнăшăн хĕпĕртесе. Чаплă туй кĕрлерĕ Тушкилте. Кирук, юрату туйăмне астивменскер, Уринене чун-чĕререн юратрĕ. Уншăн тем тума та хатĕр пулчĕ. Йывăр ĕçлеттермерĕ ăна. Шалу илмессерен ылтăн япаласем, чаплă кĕрĕксем туянса пачĕ.

Çулсем иртнĕçемĕн арăмĕ кĕвĕç чунлă пулнине ăнланса илчĕ арçын. Ялти хĕрарăмсем унпа кăмăллăн калаçни те килĕшмест арăмне. Упăшкине ял халăхĕ хисеплени те вĕчĕрхентерет. Нимĕнле професси çуккипе, алла сенĕк-кĕреçе йăтиччен тесе, мăшăрне сутуçа вĕренме ячĕ. Халĕ ялти лавккара тăрăшать. Малтан райпо тытăмĕнче ĕçлерĕ, паян уйрăм пайтаçă патĕнче вăй хурать вăл — ял хыпарĕсене сÿтсе-явса тăраканни.

(Кĕвĕçĕкене кĕве çиет)

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.