Хаклă парне
Вĕренÿ çулĕ умĕн кашни шкул ачи хăйĕн портфельне çĕнĕ кĕнеке-тетрадьпе пуянлатать. Вулавăшсене тĕрлĕ энциклопедипе словарь çитме ĕлкĕрчĕ те ĕнтĕ. Çак кунсенче вара пĕрремĕш-тăваттăмĕш классен вĕренекенĕсем валли тепĕр хаклă парне пулчĕ те. Паллă чĕлхеçĕн, филологи ăслăлăхĕсен докторĕн Леонид Сергеевăн "Синонимсемпе антонимсен словарĕ" пичетленсе тухрĕ.
Пĕр кĕнекене пĕрлештерекен икĕ словарь шкулпа гимназире, колледжра вĕренекенсемшĕн питех те меллĕ пулмалла. Словарьти кашни синонимпа антонима ÿкерчĕкпе илемлетнĕ, ваттисен сăмахĕпе е каларăшпа пуянлатнă.
Сăн ÿкерчĕкре: çĕнĕ вĕренÿ çулне çакăн пек чаплă словарь - чи хаклă парне.