Комментари хушас

16 Авăн, 2020

Аркадий Айдака асăнса пухăннă

Паллă эколога, ял хуçалăх производствин пултаруллă ертÿçине, ЧР хисеплĕ гражданинне, РФ тата ЧР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченне Аркадий Айдака асăнса ЧР суту-илÿпе промышленноç палатинче «çавра сĕтел» иртнĕ. Унта ЧР çут çанталăк министерствин ĕçченĕсем, паллă экологсем тата Аркадий Павловичăн юлташĕсемпе пĕлĕшĕсем хутшăннă.

Аркадий Айдак экологие упрас тĕлĕшпе чылай ĕçленĕ. Хăй вăхăтĕнче ял-йышпа 274 гектар лаптăк çине хунавсем лартнă, 64 пĕве пĕвеленĕ. Халĕ унăн ĕçне малалла тăсакансем пурри савăнтарать.

«Çавра сĕтелте» экологипе çыхăннă чылай ыйтăва сÿтсе явнă. Хастар ĕçлекенсене Хисеп хучĕпе чысланă.

www.hypar.ru

Валентина ПЕТРОВА. Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Теги: