Комментари хушас

16 Авăн, 2020

«Хресчен сасси» 35 (2823) № 16.09.2020

♦ Республикăра «Пĕчĕк тата вăтам предпринимательсен пуçарулăхне пулăшасси» наци проектне кĕрекен «Çемье ферми», «Фермер ĕçне пуçăнакан», «Агростартап» программăсемпе грант илекенсен йышĕ хутшăнсах пырать. Аграрисем патшалăх пулăшăвĕпе фермер хуçалăхĕсене аталантараççĕ, çĕнĕ фермăсем уçаççĕ. Красноармейски районĕнчи Кĕçĕн Шетмĕри Анатолий Игнатьев фермер та 2017 çулта «Çемье ферми» программăпа гранта тивĕçнĕ. Кăçал вăл 100 ĕне вырнаçмалăх ферма хута янă.

Талăкра — 130 тонна
Эпир пынă чухне Анатолий Николаевич «CLAAS» комбайнпа хĕрсех тырă выратчĕ. Фермер «Нива» ЯХПКна çурхи тулă пуçтарса кĕртме пулăшать- мĕн. «Фермер хуçалăхĕнче вырмана вăхăтра вĕçлерĕмĕр. Пĕр кун та ахаль ларман. Телее, çанталăк типĕ тăчĕ, техника та ванмарĕ. Гектарти вăтам тухăç — 30 центнер ытла. Çурхи культурăсем ытларах акнăран тухăç пĕчĕкрех», — пĕлтерчĕ вăл.
Хуçалăхăн усă куракан çĕрсем 820 гектар ытла. Çав шутра 630-шĕ тĕшĕллĕ культурăсем. Вырма икĕ эрнене тăсăлнă. Тĕш тырра Владимир Павлов водитель турттарса тăнă. Пÿлмене 2 пин тонна ытла «сарă ылтăн» кĕнĕ. Ăна хальлĕхе сутма тытăнман-ха. Ирĕн-каçăн вырмара пулнăран суту-илÿпе аппаланма вăхăт хĕсĕкрех-мĕн.
Иртнĕ çул хĕрÿ тапхăрта Игнатьевсен комбайнĕ час-часах ваннăран чăрмавсем сиксе тухнă, вырма та вăраха кайнă. «Нива» ЯХПК техникăпа пулăшнăран «сарă ылтăна» хирте хăварман. Халĕ предприяти йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ май фермер ăна хаваспах алă тăсса панă. «Ĕççи вĕçленсен, уй-хир пушансан тырра сутма та пулĕ. Анчах тар тăкса çитĕнтернĕскере йÿнĕпе те парас килмест. Хĕлле яланах хаклăрах пулаканччĕ. Пĕр килограмĕ 1 тенкĕ хăпарсан та самай пĕлтерĕшлĕ пирĕншĕн: пĕр тоннăран 1 млн тенкĕ хушма тупăш кĕрет», — палăртрĕ вăл.
Фермерăн «CLAAS» комбайнĕ 18- мĕш çул ĕнтĕ вырмана хутшăнать. Анатолий Игнатьев ăна, усă курнăскере, темиçе çул каялла туяннă. Иртнĕ çул хир карапне юсаса çĕнетме 700 пин тенкĕ тăкакланă. Кăçал агрегат кал-кал ĕçлени фермера савăнтарать. Талăкра 130 тонна тырă вырса çапни те пулнă унăн.
Малашне А н а т о л и й И г н а т ь е в машина-трактор паркне çĕнетме тытăнасшăн. Юлашки вăхăтра тырă турттарма лизингпа пĕчĕк кранлă «КАМАЗ», культиватор илнĕ. Чăваш Ен Правительстви кăçал Раççейре, Беларуçра туса кăларнă ял хуçалăх техникине туянма кайнă тăкаксен çуррине яхăн республика хыснинчен саплаштарни те аграрисене çивĕч ыйтăва татса пама пулăшать. Палăртмалла: çăмăллăхпа усă курса машина-трактор, оборудовани илекенсен йышĕ палăрмаллах ÿснĕ. Çĕр ĕçĕнче хăватлă техникăсăр тăпра пулăхне, тухăçне хăпартаймăн.
Пĕр ĕнерен — кĕтÿ
Анатолий Игнатьев фермер хуçалăхне вун пĕр çул каялла йĕркеленĕ. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме хушма хуçалăхри пĕр ĕнерен тытăннă. Майĕпен кĕтĕве 12 пуçа, усă куракан çĕр лаптăкĕсене те 25 гектара çитернĕ. Малтанах ĕç-хĕле мăшăрĕпе, тăванĕсемпе пурнăçланă.
Фермер хуçалăхне аталантармашкăн çине тăрсах тĕрлĕ программăна хутшăнма, патшалăх пулăшăвĕпе усă курма тытăннă. Çавна май çĕр ыйтăвне татса пама, арендăна илме те çăмăлланнă. Субсидисем пани те малалла утма хавхалантарнă. Харăс икĕ ĕçре вăй хунă вăл. Вунă çул ытла тăрăшнă ĕçрен те кайма тăхтанă. Тин уçăлнă хуçалăхăн укçа-тенкĕ çитсе пыманни те хăратнă. Çемьене мĕнле тăрантармалла?
«Икĕ лава харăсах туртма йывăртан каярахпа фермер хуçалăхĕпе кăна ĕçлеме тытăнтăм», — палăртрĕ Анатолий Николаевич. Ĕнесен йышĕ ÿснĕ май çĕнĕ вите тăвас ыйту çивĕч тăнă. Тин ура çине тăракан фермершăн çĕклем çăмăл мар. 2017 çулта Анатолий Николаевич «Çемье ферми» программăна хутшăннă. Гранта, 7 млн та 440 пин тенке, тивĕçни Игнатьевсемшĕн курăмлă пулăшу пулнă. Паллах, хуçалăхăн та 5 млн тенкĕ ытла хывма тивнĕ. Вите тума тăванĕсене, пĕлĕшĕсене явăçтарнă. Çемье фермине пурнăç ыйтнă пек çĕнĕ технологипе çĕкленĕ. Строительствăна пуçăниччен ытти хуçалăха çитсе ĕç-хĕлпе паллашнă. 100 ĕне выльăх вырнаçмалăх фермăри ĕçсене йăлтах механизацилеме тăрăшнă. Вунă ĕнене харăс сумалли «Елочка» оборудовани вырнаçтарнă. Выльăх-чĕрлĕхе апат па-рассине те техника пурнăçлать. «Унччен ĕнесене алăпа сăваттăмăр. Каярахпа сĕт аппарачĕ туянтăмăр. Халĕ акă ку ĕçе автоматизациленĕ. Çĕнĕлĕх çынсене те илĕртет. Юрать, патшалăх пирĕн пек фермерсене пулăшать. Унсăрăн производство обћектне хамăр тĕллĕн тăвасси иккĕлентеретчĕ», — пĕлтерчĕ вăл. Укçа пулнине пăхмасăр обћект йывăрпа çĕкленнĕ. Фермерăн йăлтах хăйĕн тумалла-çке: аки-сухине те, строительствине те. Вăл грант çĕнсе илекенсене ферма тума пулăшмашкăн организаци палăртма сĕнет. «Пĕчĕк хуçалăхра кашни çын шутра. Строительство пынă вăхăтрах ака-суха пуçланнăран уйрăмах йывăр тиврĕ. Ĕçсем вĕçленнĕ хыççăн чунра та лăпкă, — терĕ Анатолий Игнатьев.
Фермăна хĕç тимĕрпе витнĕ. Витесенче çутă, таса. Ĕнесене кăкармасăр тăратаççĕ, кĕтĕве кăлармаççĕ. Хальхи вăхăтра хуçалăхăн мăйракаллă шултра выльăх — 120 пуç, çав шутра сăвăнаканнисем 60-а яхăн. Çывăх вăхăтра ĕне йышне 100 пуçа çитерме палăртаççĕ. Выльăхсем валли утă — 400, сенаж 1700 тонна хатĕрленĕ. Фермер каланă тăрăх, çакă хĕл каçма кăна мар, çулла çитермешкĕн те çитмелле. Сенажа çийĕнчех пленкăпа чĕркесе хураççĕ. Кун пек ешĕл апат вăрах вăхăт упранать, пахалăхĕ чакмасть.
Сĕтеклĕ апатпа сĕт те лайăх анать. Куллен 600 тоннăна яхăн чĕр тавар сутаççĕ вĕсем. Ăна сивĕтнĕрен пахалăхĕ те аван. Çавна май 1 кг сĕте 22-23 тенкĕпе туянаççĕ. «Хушма хуçалăхран çакăн пек аталанса каясса тĕлĕкре те тĕлленмен. 1 пин гектара яхăн çĕр, техника паркĕ, çĕнĕ сĕт ферми пуррине халĕ те ĕненес килмест. Чăн та, ним çукран пур тума, вунă çул ытла тар кăларса ĕçлеме, кашни пусне шутлама тиврĕ, — палăртрĕ Анатолий Николаевич. — Юрать, мăшăрăм, тăвансем мана ăнланчĕç, яланах пулăшма, пĕрле пулма тăрăшрĕç».
Фермерăн ĕç кунĕ ирхине 5 сехетре пуçланать те каçхине вуннăччен тăсăлать. Мăшăрĕ Олеся хуçалăхра вăй хуракансене çитерме вĕри апат пĕçерет. Çул çитмен 5 ачине те пăхать. «Эсир иртен пуçласа каçченех ĕçре. Çемьепе пулма, канма вăхăт тупатăр-и?» — ыйтрăм унран. «Вăхăт хĕсĕкрех паллах. Ача ашшĕ-амăшне пăхса ÿсет. Вĕсене ĕçпе воспитани памалла. Пире кура вĕсем те пĕчĕкренех ĕçе явăçаççĕ, пулăшма тăрăшаççĕ. Çĕр ĕçĕ тăварлă. Çĕрĕн-кунĕн тар тăкмалла. Ура çине çирĕп тăрсан, ĕмĕтленнине пурнăçа кĕртсен, тен, эпир те кăнтăра çемйипех канма кайăпăр», — хуравларĕ вăл. «Мĕн кирлине йăлтах туса пĕтернĕ ĕнтĕ. Халĕ канмалли кăна юлать», — терĕм ăна. «Ял хуçалăхĕнче тумалли ĕç тупăнсах тăрать. Çитес çул акă пăрусем валли те çĕнĕ вите тăвасшăн. Кĕтĕве пысăклатма пăрусене сутмастпăр. Юрать, кăçал вăкăрсем сахалрах, ытларах пăрушкасем çут тĕнчене килеççĕ. Çĕр пулăхне ÿстерме, йÿçеклĕхне чакарма извеç хывасшăн. Малашне сидератпа та çĕр пулăхне пуянлатма тăрăшатăп», — палăртрĕ фермер. «Ял хуçалăх кооперацине йĕркелеме е пĕрлешме шухăшламастăр-и?» «Вăл пĕчĕкрех фермер, хушма хуçалăхсемшĕн аван пулмалла. Вĕсене чĕр тавара тупăшлă вырнаçтарма, техника илме йывăртарах. Пĕрлешсен малалла аталанма та çăмăл. Хальлĕхе коопераци пирки шухăшламастăп», — сăмахне пĕтĕмлетрĕ фермер.
(Тырă пулсан кĕлетре, нухрат кĕрет кĕсьене)

♦ Патăрьел районĕнчи Ыхра Çырми ял тăрăхĕнче агропарк тума палăртнă. Кун пирки ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев иртнĕ эрнере асăннă районта çул çÿревре пулнă май пĕлтернĕ.
«Батыревский» агропромышленноç паркне тăвассине республикăн 2025 çулчченхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă программине кĕртнĕ. 15 гектар çинче вырнаçтарма палăртнă инвестици лапамĕ валли 400 млн тенкĕ уйăрĕç.
Патăрьел районĕнче паянхи кун 16 хуçалăх кооперативĕ ĕçлет. Вĕсенчен 7-шĕ патшалăх пулăшăвне тивĕçнĕ. Анат Туçа ялĕнчи «Лук-Агро» кооператив та ятарлă конкурсра çĕнтерсе грантлă пулнă. Кăçал вĕсем хăйсен вăйĕпе 1000 тонна вырнаçмалăх управ хута янă. Хушма 3 ĕç вырăнĕ тунă, патшалăх пулăшăвĕпе çĕнĕ техника туяннă. Леонид Кузнецов каланă тăрăх, ĕç опытне аталантарма Голландие вĕренме çÿреççĕ вĕсем. Сухана хамăр çĕршыври регионсемсĕр пуçне Молдавипе Беларуçа ăсатаççĕ. Малашне суту-илÿ çулне татах та анлăлатасшăн. Сăмах май, Патăрьел районĕнче ку ĕçпе 100-е яхăн фермер тата 3 пин ытла уйрăм хуçалăх тăрăшать.
Пирĕн çĕршыва кашни çулах 30 пин тонна севок кирлĕ. Пĕлтĕр Раççейре туса илнĕ севокăн 68 процентне Чăваш Енре çитĕнтернĕ. «Чăваш Енре туса илекен суханăн хăйне евĕрлĕхне çирĕплетсе, патентласа хăварасшăн кăçал. Эпир çапла тусан ют çын сутаймасть ăна. Пирĕн тавара таса, паха пулнăран мухтаççĕ», — тенĕ ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов.
Олег Алексеевич çавăн пекех Чăваш Ишек ялĕнче çĕнĕ ферма уçма хутшăннă. Решит Санзяпов фермер хуçалăхĕ пирки хамăр республикăра çеç мар, ют тăрăхра та лайăх пĕлеççĕ. Хуçалăхра паянхи кун мăйракаллă шултра выльăх шучĕ — 423 пуç. Çĕнĕ фермăра 250 пăру вырнаçĕ.
Шăнкăртамри Ферид Чабатов та фермер хуçалăхне аталантарать: тыр-пул, çĕр улми лартса ÿстерет. Унсăр пуçне хупă бассейнра осетр пулă ĕрчетет. Вĕсене маларах Пушкăрт Республикинчен туяннă. Вăл 70 метр тăршшĕ бассейнра 8 пине яхăн пулă ĕрчетет. Паллах, çак бизнесра тупăш туса илме чылай вăхăт кирлĕ. Çитес çул фермер хура вăлча туса илме производство йĕркелесшĕн.
(Йышпа ĕç ăнать)

Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ 2021 çулхи апрелĕн 1-30-мĕшĕсенче иртмелле. Халăх çыравĕ пире иртнĕ пурнăçпа, ăрупа çыхăнтарать, малашлăха çул хывма пулăшать. Мероприяти çĕршыври, регионти, хула-ялти халăх йышне, социаллă пурнăçпа экономикăна пĕлме май парать. 12-мĕш çырав çĕнĕ цифра технологийĕпе иртет. Пĕлтерĕшлĕ мероприяти пирки тĕплĕнрех Чăвашстат пуçлăхĕ Эльвира МАКСИМОВА паллаштарать.
— Çитес çырав унчченхисемпе танлаштарсан палăрмаллах улшăнса тăрать. Çакă мĕнпе çыхăннă-ши?
— Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть, çĕнелет, аталанать. Çĕршывшăн пĕлтерĕшлĕ мероприятисене пурнăç ыйтнă пек çĕнĕлле йĕркелеме тивет. Çитес çырава çынсем малтанхи хутчен Патшалăх пулăшăвĕн пĕрлехи порталĕ урлă хутшăнма пултараççĕ. Электрон çырав хутне хăйшĕн кăна мар, çемье членĕсемшĕн те çырса тултарма май пур. Интернет-çырава хутшăнакансене çакна çирĕплетсе цифра кодне параççĕ. Ăна çыруçа пĕлтермелле кăна.
Çитес çул çыруçăсем çырав хучĕсем вырăнне планшетсемпе усă курĕç, кăтартусене унта кĕртĕç. Планшетсенче адреспа çыхăнтарнă электрон картти пулĕ. Ятарлă программа халăхран пуçтарнă информацие хÿтĕлĕ. Çавăн пекех стационар участокĕсенче, НФЦ центрĕнче те çырава хутшăнма пулать.
— Çĕнĕ технологипе усă курни информаци пуçтарассине мĕнле витĕм кÿрĕ-ши?
— Электрон хатĕрĕсем ĕç-хĕле лайăхлатнипе пĕрлех йăнăшсене чакарма, кăтартусене пĕтĕмлетессине хăвăртлатма пулăшĕ.
— Çырав пĕтĕмлетĕвĕсем хăçан паллă пулĕç?
— Малтанхи кăтартусем 2021 çулхи октябрьте паллă пулĕç. 2022 çул вĕçĕнче Росстат çырава пĕтĕмлетмелле.
— Пĕлтерĕшлĕ мероприятие çĕнĕлле йĕркелени хăнăхнă йĕркене тĕпрен улăштармалла.
— Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне цифра формачĕпе, çĕнĕлле йĕркелеççĕ. Вăл хальхи пурнăçа тивĕçтерет. Мероприяти «Малашлăха палăртатпăр» девизпа иртĕ. Логотипра çынсен ушкăнне, Раççей территорийĕн контурне тăватă тĕспе кăтартнă. Кăвак тĕс — тинĕс, хĕрлĕ — сăрт-туллă вырăн, сарă — пуш хир, симĕс — вăрман.
Çырав талисманĕ — ВиПиН кайăкĕ. Вăл Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн сайтĕнче вăйă мелĕпе пу-лас мероприятири çĕнĕлĕхсемпе паллаштарать /strana2020.ru/.
— Халăх çыравне хатĕрленесси мĕнле пырать- ши?
— Хальхи вăхăтра республикăра тĕп хатĕрленÿ мероприятийĕсене вĕçленĕ. Халăх çыравне ирттерессипе йĕркелÿ планне тунă. Пурăнмалли тата пурăнман çурт-йĕре шутлав участокне кĕртнĕ. Кашни обћекта çыруçă çирĕплетнĕ. Шутлав участокĕсене интерактивлă карттăна кĕртнĕ. Çыруçăсен хисепне палăртнă. Кĕтмен лару-тăрура вĕсене улăштарма çынсен йышне те шута илнĕ. Мероприятиччен çыруçăсене тата çырав, стационар участокĕсене сыхлама хуралçăсене йышăнмалла. 2021 çулхи апрель пуçламăшĕнче вĕсене вĕрентмелле.
Çитес çулхи мартра, çырав умĕн, çуртсен адресĕсемпе çула тухĕç, çунса кайнисене, пăснисене е çĕнĕрен тунисене шута илĕç, списока тĕрĕслĕç.
— Çырав ыйтăвĕсем улшăннă е çаплипех юлнă?
— Çĕршывра ялан пурăнакансен 30 ыйтăва хуравлама тивĕ: арлăх, ÿсĕм çулĕ, гражданлăх, çуралнă вырăн, нацилĕх, пĕлÿ, çемье, ачасен йышĕ, тупăш çăл куçĕ, ĕç вырăнĕ, пурăнмалли условисем тата ыт.те. Хăш-пĕр ыйтăва хушма, улăштарма тивнĕ. Çĕнĕлĕх вырăс е урăх чĕлхене пĕлнипе, пурăнма кирлĕ тупăш çăл куçĕпе çыхăннă.
Пĕлÿ пирки илес пулсан, унта «шкул çулне çитичченхи вĕренÿ» графа хутшăннă. «Вăтам пĕлÿ» графана икĕ пая уйăрнă: «квалификациллĕ рабочи, служащи» тата «вăтам звенори специалист». Саккунпа килĕшÿллĕн аслă пĕлĕве те уçăмлатнă: «бакалавриат», «специалитет», «магистратура».
Çынсен çĕнĕ ыйтăва, унччен пурăннă вырăна пĕлтерме, хуравлама тивĕ. Çакă юлашки вăхăтри миграци хастарлăхне кăна мар, пулас вунă çуллăхрине те уçса пама пулăшĕ.
Çакна палăртмалла: çыравра территоринче ялан пурăнакансене регистрацие пăхмасăр шута илеççĕ. Кĕскетнĕ программăпа /7 ыйту/ урăх çĕршывра пурăнакан, çырав тапхăрĕнче Раççейре пулнă граждансене шутлĕç /2021 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕ, 0 сехетрен пуçласа/.
— Çырав вăхăтĕнче ят-шыва ыйтĕç-ши?
— Ят-хушамата, адреса çырни пуçтарнă информацие хатĕрличчен çырав хучĕсем хутшăнса каясран асăрханнипе çыхăннă. Сăмахран, сирĕн çемьери çын кÿршĕсем патне «лекесрен». Çырав хутĕнче вара сирĕн ятăр- шывăр пулмĕ. Респондент хуравланă тăрăх информаци пуçтарĕç. Сведение çирĕплетме паспорт, ытти документ кирлĕ мар. Планшетри кăтартусене ытти учреж-денипе ведомствăна памаççĕ. Çырав кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ хыççăн хутсене тĕп тăваççĕ.
(«Кашниншĕн кирлĕ»)

♦ Коронавируса пула пире, ватăсене, унта-кунта тухса çÿреме чарчĕç. Анчах сывă çынна килте ларма çăмăлах мар. Август уйăхĕнче Красноармейски районĕнчи Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕнче пурăнакан тăвансене кайса курма шут тытрăм.
Пилĕк ял пурнăçĕпе паллашрăм, тăван-пĕтене курса савăнтăм, чунран калаçрăм. Вĕсем те пирĕн пекех район центрĕнчен аякра пурăнаççĕ. Анчах унти инфратытăм чылай аталаннăн туйăнчĕ. Акă Анаткас çумĕпе иртсе кайрăмăр. Ялти пур урама та асфальт сарнине асăрхарăмăр. Çак ĕçсене пурнăçлама чылай укçа-тенкĕ тăкакланине каларĕç ял çыннисем. Эпир пулнă Пăрăнтăк, Кушар, Кăлава Шетмĕ, Дворик ялĕсенчи урамсене те вак чул сарнă. Капмар çуртсен умĕнче трактор-машина ларнине асăрхарăм. Ку тăрăхра, пирĕн ялпа танлаштарсан, пушă çурт сахал. Ялсенче ытларах çамрăксем пурăнни сисĕнчĕ. Тĕслĕхрен, Дворик пысăках мар. 90 çула çывхаракан тăванăн — 7 ача. Вĕсем пурте ялта тĕпленнĕ, кил-çурт çавăрнă. Хăрах енлĕ урамра пурăнаççĕ, пурте — пĕртăвансем. Урама авалхи йăхран килекен «Ярăш» ят панă.
Вăй питти арçынсем ют тăрăха кайса ĕçлесе килеççĕ. Ялта юлнисем хушма хуçалăх тытаççĕ. Манăн тăван кĕçĕн ывăлĕпе пурăнать. Вĕсем вĕлле хурчĕ тытаççĕ, пахчара тĕрлĕ çимĕç çитĕнтереççĕ, выльăх йышлă усраççĕ. Унсăр пуçне урă пурнăç йĕркипе пурăнаççĕ.
Мăшăрăн аккăшĕ Кушар ялĕнче пурăнать. Унăн хĕрĕ сыр пĕçерме ăста. Çурт-йĕрне те çĕнетме май тупать. Хĕрĕ те мăшăрĕпе ялта пурăнать. Вĕсем тăватă ача ÿстереççĕ. Килти хуçалăхра 6 ĕне тытаççĕ. Патшалăха кунне 100 литра яхăн сĕт параççĕ. Пăрăвĕсене самăртса сутаççĕ. Йышлă выльăх тытакан хуçалăхра ĕç алли çитсе пымасть. Çуллахи вăхăтра ашшĕ-амăшне ачисем пулăшаççĕ. Паянхи çамрăксен вĕсенчен тĕслĕх илмелле.
Мăшăрăн 97 çулти мăн аккăшĕ тата 94 çулти йыснăшĕ Пăрăнтăк ялĕнче пурăнаççĕ. Вĕсен ывăлĕ хулара ĕçлесе пенсие тухнă хыççăн ашшĕ-амăшне пăхма яла таврăннă. Ĕçчен çын ялта та алă усса лармасть. Вăл кил-çуртне пĕтĕмпех çĕнетнĕ, хурт-хăмăр ĕрчетет.
Паянхи саманара çамрăксем ялта ĕç çук тесе сăлтавлани тĕлĕнтерет мана. Паллах, кам çĕр ĕçĕпе пиçĕхсе çитĕннĕ, вăл çакна лайăх чухлать. Çапла, ку ĕç питĕ йывăр. Паянхи çамрăксем пĕр- пĕрне кура ирĕкелле кайса укçаллă пулма тăрăшаççĕ. Теприсем яла юлса тĕпленеççĕ. Анчах ун пекки сахал. Ман шутпа, «çÿлте ларакан» пуçлăхсен яла аталантарма тăрăшмалла. Машинăпа кĕрсе тухма çынсене хăтлă çул-йĕр туса памалла, таса шывпа тивĕçтермелле тата ыт.те. Çĕр ĕçĕпе ĕçлеме кооперацисене пĕрлешмелле.
(Çĕре хисеплемелле)

♦ Шупашкарта пурăнакан Надежда Харитонова ачаранах апат-çимĕç пĕçерме килĕштернĕ. Патăрьел районĕнчи Упамсари тулли мар вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн пĕлĕвне тĕп хулари кулинари училищинче малалла тăснă.
Паллах, çак ĕмĕт-шухăш ахальтен тĕвĕленмен пуçра. Ара, асăннă ялта пурăнакан амăшĕ Анна Арланова ачисене тăрантарас тĕллевпе час-часах хăпарту-кукăль пĕçернĕ. Вунă ачана çитĕнтерме çăмăл пулман. Канфет- пĕремĕк пирки ун чухне шухăшлама та пултарайман. Килте пĕçернĕ кулачă пылак çимĕçрен те тутлăрах пулнă. Сăмах май, Анюк аппа халĕ те апат-çимĕç пĕçерме юратать. Ачисем патне хăнана каяс пулсан кавăн кукăлĕ янтăлать. Çăкăрсăр, юр-варсăр çула тухмасть вăл.
Пĕчĕк Надя амăшĕ кăмака умĕнче ăшталаннине сăнаса ÿснĕ. Кăмака яшкин тутине, шăршине паян кун та астăвать. Шкултан таврăнсан сĕтеклĕскере еплерех юратса çинине куç умне кăларать. Хăй те тăванĕ-пĕлĕшне тутлă апат-çимĕçпе сăйлама, амăшĕ пекех ал ĕç тума кăмăллать. Паянхи кун Надежда Николаевна вара суту-илÿре вăй хурать.
Мăшăрĕпе Геннадий Валентиновичпа вĕсем нумаях пулмасть çĕнĕ çурт хăпартнă. Тĕрĕсрех, тăванĕсем чылай пулăшнă Харитоновсене. Сăмах май, Арлановсен ачисем питĕ туслă çитĕннĕ. Çак туслăха паян та упраççĕ вĕсем. Хăть мĕнле ĕçе те яланах пĕрле пурнăçлаççĕ. Пысăк çемьере йĕрке çапла пулнă. Ырă çак тĕслĕх халĕ ăруран ăрăва тăсăлать. Хăйсен ачисене те ĕçе юратма, пĕр-пĕринпе туслă пулма вĕрентеççĕ вĕсем.
Харитоновсем ывăлпа хĕр çуратса ÿстереççĕ. Хĕрĕ Снежана, Çĕнĕ Шупашкарти пĕр шкула ылтăн медальпе пĕтернĕскер, Питĕрти патшалăх университетĕнче вĕренет. Вăл шăл тухтăрĕ пулма хатĕрленет. Пултаруллăскер унта та лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать. Ывăлĕ Денис вара Шупашкарти 43-мĕш шкулта ăс пухать. Вăл та аппăшĕнчен тĕслĕх илет.
Кил хуçи хĕрарăмĕ илеме те кăмăллать. Капмар çурт йĕри-тавра, пÿлĕмре тĕрлĕ чечек ÿсет. Ара, куç илеме килĕштерет-çке, тута вара — тутлине. Пахча çимĕç çитĕнтерессипе те маттур Харитоновсем. Апат-çимĕç хатĕрлес ĕç Надежда Николаевнăшăн савăнăç тейĕн, хĕл валли нÿхрепе туллиех тултарать вăл. Тутлă апат пĕçересси, унпа çынна сăйласси — унăн юратнă ĕçĕ.
(Юратнă ĕç – чун канăçĕ)

♦ Ĕмĕр сакки сарлака, анчах ĕмĕрĕ кĕске. Чăн та, çаплахши эсĕ, ĕмĕрĕм? Этем çĕр çине вăхăтлăха çеç килет. Анчах пурнăçра темле тумхах та тĕл пулать. Кашни çыннăн пурнăçĕ тĕрлĕрен: пĕриншĕн вăл яланах — ăшă сăпка, уншăн пур çĕрте те алăк уçă, тепринне вара çуралсанах мăйĕ çине чул çакнă тейĕн.
«Каснă чĕлĕ çыпçăнмасть», — тенĕ евĕр ача чухне аманнă чуна та тÿрлетме хĕн. Умра савăнăç пурри утăм хыççăн утăм тума хистет. Малашнехи пурнăç та илемлĕ чечек пек ялкăшса тăрас пек туйăнать пепкешĕн. Анчах ăраскал апла мар çав. Ĕмĕт туртăнса карăнтарнă çип пекех татăлать, малашнехи ăнтăлу та куçран çухалать. Умра вара тĕксĕм тĕтре явăнма пуçлать. Çут тĕнче тĕнĕлĕ çак вырăнта чарăнса ларнăн туйăнать. Пурăнас ĕмĕт çÿл тÿпери çăлтăр пекех сÿнет. Шанчăклă тус çумра пулни вара çак инкекрен хăтăлма пулăшатех.
Ольăна ача чухне темĕн тĕрлĕ нуша тÿсме тиврĕ. Ашшĕ ют хĕрарăмпа явăçни, эрех-сăрана килĕштерни аркатрĕ вĕсен пурнăçне. Вăл киле таврăнсан амăшне хĕненине, хăйне юр çине кăларса ывăтнине манма пултараймарĕ хĕрача. Асламăшĕ мăнукĕпе кинне шеллесех çĕре кĕчĕ. Оля амăшĕ темиçе хутчен те хулана тухса каясси пирки шухăшларĕ. Çав вăхăтрах вăл упăшки хăйĕн йăнăшне ăнланасса шанчĕ, ĕмĕтленчĕ. Анчах инкек хапха умне çитсе тăнине пĕлеймерĕ.
Кÿршĕри 8 çулти Вова ял варринче упăшки ÿсĕр выртнине пĕлтерсен пĕр тăхтаса тăмасăр унта вĕçтерчĕ хĕрарăм. Çанталăк кĕр енне кайнă, çул та шуçлак. Чăн та, арçын çул айккинчи пĕр лупашкара выртать. Ăна хĕрарăм ура çине аран-аран тăратрĕ, хулĕнчен çавăтса кил енне уттарчĕ. Çав вăхăтра мăшăрĕн пуçне тем пырса кĕчĕ, арăмне чышса ячĕ. Вăл епле йынăшнине арçын итлесе тăмарĕ, хăйĕн çулĕпе малалла сĕнкĕлтетрĕ. Килне çитсен пилĕк çулти Ольăна амăшĕ патне кăларса ячĕ.
Утнă чухне утрĕ хĕрача, чупнă чухне чупрĕ. Акă умра амăшĕ выртать. Пĕчĕкскер ун умне пĕшкĕнсе ăна çепĕççĕн чĕнчĕ, тăратасшăн пулчĕ. Хĕрарăм сас памарĕ…
Çапла, ĕмĕрлĕхех куçне хупрĕ амăшĕ. Нумаях та вă хăт иртмерĕ, ашшĕ тепре авланчĕ. Хĕрачашăн чăн-чăн тамăк пуçланчĕ. Ама çури амăшĕ ăна çын вырăнне хумарĕ. Тус-тăванĕсен умĕнче Ольăшăн тăрăшнă пек кăтартрĕ, чунĕпе вара уншăн ют пулчĕ.
(Кам айăплă-ши?)

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.