Комментари хушас

13 Авăн, 2020

Икĕ сехетре 5 процент ÿснĕ

Суйлав участокӗсем уҫӑлнӑранпа виҫӗ сехет иртрӗ. ЧР Тӗп суйлав комиссийӗн председателӗ Александр Цветков 10 сехет тӗлнехи кӑтартусемпе паллаштарчӗ.

Икӗ сехетре сасӑланисен шучӗ 5 процент ӳснӗ. Унчченхи пекех Елчӗк, Хӗрлӗ Чутай, Красноармейски районӗсем малта пыраҫҫӗ. Ку районсенче ҫак вӑхӑт тӗлне сасӑланисен шучӗ 70 процент урлӑ каҫнӑ.

Александр Цветков пӗлтернӗ тӑрӑх, хуласенче хальлӗхе сасăлакансен йышӗ пӗчӗкрех. РФ Айӑплава пурнӑҫлакан служба управленийӗнче вырнаҫнӑ суйлав участокӗнче вара суйлава пыракансен шучӗ 90 процента ҫитнӗ. "Комисси членӗсем ҫитес вӑхӑтра 100 проценчӗпех сасăласа пӗтерессе шанаҫҫӗ", – терӗ Александр Цветков.

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.