Комментари хушас

9 Авăн, 2020

Патшалăх пулăшнă, малашне те пулăшĕ

Предпринимательлĕх пĕлтерĕшне пысăка хуни куçкĕрет — республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев вĕсемпе çавăнпа çине-çинех курнăçать ĕнтĕ. Иртнĕ эрнере кăна производство енĕпе ĕçлекен предпринимательсемпе тĕл пулнăччĕ, юнкун вара „Манăн бизнес“ центра общество апатланăвĕпе сут-илÿ предприятийĕсен ертÿçисем пухăнчĕç.

Çак сфера — коронавирус инфекцине пула чи пысăк сиен тÿснĕ отрасль. Лавккасем, кафе-ресторан тин кăна туллин ĕçлесе кайрĕç темелле. Ку чăннипех пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çапла вара паянхи кун тĕлне театрсем кăна хупă юлаççĕ. Олег Николаев вĕсем тĕлĕшпе те çак эрнере тивĕçлĕ йышăну пулма пултарасси çинчен пĕлтерчĕ. Тата — концерт ĕç-хĕлĕ...

Çăмăл пулманнине Чăвашпотребсоюз ертÿçи Валерий Павлов цифрăсемпе çирĕплтерĕ. Вăл ертсе пыракан тытăмăн республикăри лавккисен шучĕ 1 пинпе танлашать. Тата — 200 предприяти. Предприятисенчен 155-шĕ инфекци сарăлнă тапхăрта ĕçлемен, 500 çын ĕçсĕр ларнă. Çавна май тавар çаврăнăшĕ 30-40% чухлех чакнă. Çухату вун-вун миллион тенкĕпе танлашать. Шел те, предприяисенчен чылайăшĕ патшалăх пулăшăвне тивĕççисен шутне лекеймен. Çийĕнчен ĕçлекенсем те пăраха-пăраха каяççĕ. Куллен çынпа ĕçлемелле вĕт — коронавирус тапхăрĕнче çакă, паллах, чир ерес хăрушлăхпа та çыхăннă. Ахальтен калани мар — сутуçăсем, ытти ĕçчен чирленĕ тĕслĕх темиçе те пулнă.

Çак условисенче, Валерий Михайлович шучĕпе, налуксемпе çыхăннă тăнăçлăх питĕ кирлĕ. Çавăнпа вăл налуксене пысăклатас тĕлĕшпе виçĕ çуллăх моратори палăртмалли пуçару тума сĕнчĕ.

Сĕнÿсем татах пулчĕç. Çав шутра — рестораторсемпе отельерсен пĕрлĕхне йĕркелесси. Ку çак отрасль предприятийĕсене пĕрле ĕçлеме, пуриншĕн те кăтартуллă ыйтусене татса парассине ансатлатма пулăшĕ.

Калаçу общество апатланăвĕн сфери республика имиджне çĕклессине, туристсене илĕртессине хывакан тÿпе тавра та пулчĕ. Çавăн пекех суту-илÿ отрасльне, кафе-ресторансене кадрсемпе тивĕçтерессине те сÿтсе яврĕç — ку енĕпе Шупашкарти апатлану технологийĕпе коммерци техникумĕ ăнăçлă ĕçлет.

Пухăннисене тимлĕ итленĕ хыççăн калаçăва пĕтĕмлетнĕ май Олег Николаев пурне те çăмăл мар лару-тăрура алă усманшăн тав турĕ. Патшалăх май пур таран пулăшма тăрăшнă, малашне те тивĕçлĕ мерăсем пулĕç. Налуксен ÿсĕмĕн мораторийĕ пирки калас тăк — вăл ахаль те пур, 5 çуллăхах палăртнăскер. Çавна май предпринимательлĕх çине лекекен налук тиевĕн пĕтĕмĕшле виçине пысăклатман. Анчах ку налук саккунĕсене çĕнетес енĕпе ĕçлемелле маррине пĕлтермест. Патшалăх Канашĕ те çитес кунсенчех черетлĕ саккун проектне тишкерĕ — бизнесшăн аван çĕнĕлĕхсем пулĕç.

Çавăн пекех вăл Ял хуçалăх министерстви цифра платформипе ĕçленине çирĕплетрĕ. Вăл хамăрăн продукцие рынока кăларма пулăшĕ, эппин, унпа усă курни предпринимательсен продукцие вырнаçтарассипе çыхăннă ыйтăвĕсене татса парассине те çăмăллатĕ. 

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.