Юристсем тÿлевсĕр пулăшаççĕ
Кулленхи пурнăçра юристран пулăшу ыйтмалли те тупăнать. Хальхи вăхăтра ку ĕç-хĕл йӳнĕ йышшисен шутĕнче мар…
Чăваш Республикинчи Юристсен ассоциацийĕ вара халăха тӳлевсĕр юридици пулăшăвĕпе тивĕçтерет. Унта пысăк опытлă, анлă тавра курăмлă, ăста специалистсем вăй хураççĕ. Центр граждансене тĕрлĕ ыйтупа йышăнать. Шупашкарта пурăнакан Вера Шумлянская акă пенси ӳстерес тĕллевпе çӳрет. «Чи пĕчĕк пенси илетĕп. Эпĕ Украинăри тĕрлĕ предприятире 35 çул ытла ĕçленĕ. Анне чирлесе вилнĕ хыççăн Чăваш Ене куçса килтĕм. Манăн ĕç кĕнеки Украинăрах çухалса юлнă. Халĕ акă центр специалисчĕсем документри даннăйсене тупма пулăшаççĕ, — каласа кăтартрĕ Вера Алвиановна. — Ку офиса пĕрремĕш хут çеç килмен. Кашнинчех ыйтăва пысăк шайра татса параççĕ. Кунта ĕçлекенсене шанатăп, ĕнентĕп». Анатолий Ратников вара Чăваш Республикинчи Юристсен ассоциацийĕн Тӳлевсĕр юридици пулăшăвĕн центрĕнче — пĕрремĕш хут. Кунта вăл полици ĕçченĕ тĕрĕс мар протокол хатĕрленĕ тесе шухăшланăран килнĕ. Пенсионер та центр юрисчĕсем ыйтăва тивĕçлĕ татса парасса шанать.
ЧР Юристсен ассоциацийĕн председателĕ Иван Андреев каланă тăрăх, граждансем тĕрлĕ ыйтупа килеççĕ. Коронавирус пандемийĕ вăхăтĕнче пулăшу ыйтакансем тата та нумайланнă. Тĕпрен илсен, вĕсен ыйтăвĕсем кредит тӳлессине урăх вăхăта куçарассипе, реструктуризаципе çыхăннă. Ĕçри тавлашусене (саккуна пăсса ĕçрен кăларни, шалу вăхăтра тӳлеменни тата ытти те) татса пама ыйтакансем те пур. «Пирĕн тĕллев — кашни çын ыйтăвĕн хуравне хăвăрт тупасси. Паллах, хальхи вăхăтра юристсен ĕçĕн хакĕ пысăк. Патшалăх программине хутшăннă май центр çак ĕç-хĕле тӳлевсĕр пурнăçлама пултарать», — терĕ Иван Андреев.
Хальлĕхе социаллă хӳтлĕхсĕр ушкăнри граждансене тӳлевсĕр юридици пулăшăвĕ паракан организацисем республикăра нумаях мар. ЧР Юстици ĕçĕсен патшалăх службин ертӳçи Дмитрий Сержантов палăртнă тăрăх, программăна кăмăл пуррисем пурте хутшăнма пултараççĕ. «Çакнашкал центрсен ĕç-хĕлне анлăлатни халăхшăн усăллă пулĕ: республикăра тӳлевсĕр юридици пулăшăвĕпе тивĕçтересси вăйланĕ кăна», — терĕ вăл.
ШУТА ИЛМЕ
Чăваш Республикинчи Юристсен ассоциацийĕн Тӳлевсĕр юридици пулăшăвĕн центрĕн специалисчĕсем граждансене Шупашкарти офисĕнче çеç мар, Çĕнĕ Шупашкар хулинче, Çĕмĕрле, Канаш, Патăрьел, Елчĕк тата ытти районта та йышăнаççĕ.
www.hypar.ru Валентина БАГАДЕРОВА сăн ÿкерчĕкĕсем.