«Хыпар» 101 (27684) № 08.09.2020
♦ Сисмерĕмĕр те — авăн уйăхне кĕтĕмĕр. Пирĕн çĕршывра пурăнакансемшĕн кăçал кĕркунне мĕн улшăнать? Çĕнĕлĕхсемпе «Российская газета» хыпарĕсемпе усă курса паллаштаратпăр.
Класс ертÿçисене — хушма тÿлев. Раççей Президенчĕн хушăвĕпе авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен учительсене класс ертÿçи пулнăшăн уйăхсерен 5 пин тенкĕрен кая мар тÿлеме тытăнаççĕ. Çак тĕллевпе федераци бюджетĕнчен çулсерен 73,5 миллиард тенкĕ уйăрĕç. Тÿлев виçи класра миçе ача пулнинчен килмест.
Кĕçĕн классенче вĕренекенсене тÿлевсĕр вĕри апат çитерĕç. Çакăн пирки калакан саккун авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ. 1-4-мĕш классенче ăс пухакан шкул ачисене бюджет шучĕпе апатлантараççĕ. Регионсене 22 миллиард тенкĕ субсиди куçарса панă ĕнтĕ.
Кредита страхласа пĕтернĕ укçан пĕр пайне тавăрма пулать. Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа кредита палăртнă вăхăтран маларах парса татнă заемщиксем страховкăн пĕр пайне тавăрма пултараççĕ. Страховкăна вăхăт çитмесĕрех пăрахăçласси пирки кредит парăмне татнă хыççăн 7 кунра пĕлтермелле. Енчен те страховани килĕшĕвне коллективлă схемăпа тунă тăк /эппин, страхователь — банк/ — 10 кунра.
Пандемие пула йышăннă мерăсене, кризиса хирĕçлисене, пăрахăçлаççĕ. Авăн уйăхĕнче ачасемшĕн пĕр хутчен паракан 10 пин тенкĕлĕх тÿлевсене пама ыйтса çырнă заявленисене йышăнма чарăнаççĕ. Вĕсенчен пĕри 3-16 çулсенчи, тепри 16 çулчченхи ачасене пырса тивет. Çавăн пекех авăн уйăхĕнче ОСАГО килĕшĕвне диагностика карттине кăтартмасăрах тума ирĕк панă вăхăт вĕçленет. Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа полис илнĕ чухне çак карттăн номерне даннăйсен базине кĕртмелле. «Кредит каникулĕсене» те текех тăсмаççĕ.
ОСАГО — йÿнĕрех. ОСАГО тарифĕсен коридорĕ анлăланать: авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнчен Тĕп банкăн ОСАГО пирки калакан хушăвĕ вăя кĕнĕ. Страховщиксен уйрăм водительсем валли тарифа пысăклатма та, çавăн пекех пĕчĕклетме те майсем пур.
Парăмсене — судсăрах. Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен Раççейре 50 пинрен пуçласа 500 пин тенкĕ таран парăм пур çынсемшĕн судсăрах панкрута кăлармалли процедурăна ĕçе кĕртеççĕ. Панкрута тухасси пирки заявление Нумай функциллĕ центрта пама юрать.
Социаллă пулăшусене уйрăм çынсен компанийĕсем те кÿме пултараççĕ. Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен коммерципе çыхăннă компанисен те, патшалăх ор-ганизацийĕсем пекех, граждансене социаллă пулăшусене тÿлевсĕр кÿме ирĕк пур.
(Кĕркунне мĕн улшăнать)
♦ Авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче Шупашкарти «Олимпийский» стадионта «Советская Чувашия» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетика эстафети иртрĕ.
— Ку уява спортпа туслисем чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Вăл пурне те хавхалантарать, савăнăç кÿрет. Ăмăрту Андриян Николаев космонавтăн çуралнă кунĕнче иртни те питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ, — терĕ ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев. Эстафетăн пĕрремĕш чупăвне Олег Алексеевич, министрсем, депутатсем, организаци-предприяти ертÿçисем хутшăнчĕç.
Ăмăртура кăçал 18 çултан аслăрах çынсем /257 çын/ кăна вăй виçрĕç. 51 команда медальсен 8 комплектне тивĕçессишĕн кĕрешрĕ. Шел те, карантина пула шкул ачисем, спорт çемйисем, 65 çултан аслăрах ветерансем, сусăрсем эстафетăра тупăшаймарĕç.
Старта журналистсем те тухрĕç. Массăллă информаци хатĕрĕсен хушшинче «хыпарçăсем» палăрчĕç: финиша 58,9 çеккунтра çитсе тĕп парнене çĕнсе илчĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене «Советская Чувашия» хаçатпа Наци телерадиокомпанийĕн командисем йышăнчĕç. Финиша тăваттăмĕш çитнĕ «Чăваш Ен» ПТРК команди Александр Егоров журналистăн кубокне тивĕçрĕ. Ветерансен ушкăнĕнче ЧПУ спорт клубĕн представителĕсем çĕнтерчĕç, вĕренÿ заведенийĕсен хушшинче И.Я.Яковлев ячĕллĕ университет командине çитекен пулмарĕ. Ытти тупăшура Ял хуçалăх министерствин, Шупашкар районĕн, Шупашкарти политехника институчĕн атлечĕсем мала тухрĕç.
(«Хыпарçăсем» – пĕрремĕш!)
♦ Патăрьел районĕнчи чĕр чун чирĕсемпе кĕрешекен станци коллективĕ мĕн пур харпăрлăхлă хуçалăхсен выльăхĕпе кайăк-кĕшĕкне амакран хÿтĕлет.
Çакна çирĕплетме — тĕслĕхсем. Пăлапуç Пашьел ял тăрăхĕнчи Вячеслав Раськин хресчен-фермер хуçалăхне илсе килнĕ ĕне выльăх сывлăхне пĕрре çеç мар тĕрĕсленĕ. Сăмах май, иртнĕ уйăхра кунта 50 пуçа вырнаçтарма вите хута янă. Ăна уçма ЧР патшалăх ветеринари службин ертÿçи Константин Викторов та килнĕ.
— Фермăри условисем гигиена- санитари йĕркине тивĕçтереççĕ, — терĕ станци ертÿçи Петр Ефимов. — Витери сывлăша уçăлтармалли вентиляци, выльăх каяшне тула кăлармалли транспортер ĕçлет. Сĕте сивĕтмелли хатĕр туянса вырнаçтарасшăн, кунта тăрăшакансем салтăнмалли-тăхăнмалли тата çăвăнмалли пÿлĕмсемпе усă кураççĕ. Кĕскен: санитари правилине пăхăнаççĕ, тĕрлĕ чир сарăлас хăрушлăх çук. Паян ĕне выльăх — 40, çав шутра сăваканни 18 пуç. Пирĕн специалистсем валли кашни хуçалăхрах ĕç пур.
Районти пĕтĕм хуçалăх çуллен выльăх чылай туянать. Станци тĕрлĕ чиртен тĕрĕслеме кашнинчен юн илсе лабораторие ăсатать. 2020 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен мĕн пур йышши хуçалăхсем района выльăхпа кайăк-кĕшĕк турттарса килме е унтан илсе кайма Россельхознадзор ирĕк панине шута илсе ĕçлеççĕ.
(Чиртен сыхланаççĕ — тăкак курмаççĕ)
♦ Ял хуçалăх культурисен тухăçне пысăклатассишĕн тăпрана извеçлемеллине тата фосфорламаллине ертÿçĕсемпе агрономсем лайăх пĕлеççĕ. Ку ĕçе кăçал еплерех йĕркеленĕ?
— Раççейĕн çут çанталăк надзорĕ Елчĕк районĕнчи Яманчÿрел ялĕнчи извеç кăларакан предприяти харпăрлăхçин хими мелиоранчĕсен аккредитацине тăсас ыйтăва çийĕнчех татса паман пирки пирĕн хуçалăхсем унтан техника уй-хир ĕçĕнчен пушаннă тапхăрта турттарса пĕтереймерĕç. Чăвашхимслужба çавна шута илсе Тутарстанри Пăва районĕнчи, Яманчÿрелтен сакăр çухрăмри, карьерсенчен извеç çăнăхĕ турттарасси пирки килĕшÿ турĕ, çакăн çинчен районсен ял хуçалăх пайĕсемпе вырăнсенчи агрохимиксене пĕлтерчĕ, — терĕ федерацин «Агрохими службин «Чувашский» патшалăх центрĕ» патшалăх бюджет учрежденийĕн пайĕн ертÿçи Виктор Казанцев. — Ку чухне хуçалăхсенче тырăпа выльăх апатне пухса кĕртнĕ, кĕрхи культурăсене акнă пирки çав ĕçе пурнăçлама техника уйăраймаççĕ. Кăçал республикăн тăпрана извеçлемелли планĕ 20 пин га, 22 пин ытла га извеçлеме 122 проект-смета докуменчĕ хатĕрлерĕмĕр. Вырмаччен хуçалăхсенче 3359 га çĕре пулăхлатрĕç. Ытларахăшĕ Елчĕк районĕнче: «Прогресс» — 419 га, «Комбайн» — 204, «Рассвет» — 184, В.Д.Чернов фермер хуçалăхĕ — 209, Çĕрпÿ районĕнчи «Çĕрпÿ беконĕ» — 350 га. Шăмăршă районне 1406 га çĕре извеçлеме 17 проект хатĕрлесе патăмăр.
РФ Правительствин 2019 çулхи йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн федераци бюджетĕнчен уйăракан укçаран извеçлекенсен тăкакĕн 90% субсидилеççĕ. Пĕлтĕр хуçалăхсене 20 проект туса панăччĕ. Вĕсене пурнăçа кĕртсе 13 млн тенкĕ илмеллеччĕ, хуçалăхсене 7-шне кăна куçарса панă.
(Извеçпе фосфор турттараççĕ-и)
♦ «Хыпар» ыйтăвĕсене ЧР çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Воробьев хуравлать.
— Федерацин «Экологи» наци проектне кĕрекен «Вăрмансене упраса хăварасси» регион проектне пурнăçлама кăçал çĕршыв бюджетĕнчен республикăна миçе тенкĕ уйăрма пăхнă?
— 58,7 млн тенкĕ. Унпа кăçалхи ĕçсен пĕрремĕш пайне турăмăр, иккĕмĕшне çулталăк вĕçлениччен пурнăçлăпăр. Патшалăх заданийĕсемпе килĕшÿллĕн 2020 çулта вăрман фондне ешĕллĕхе искусствăллă мелпе усă курса — 438,4, шăтса ÿсекен кирлĕ йывăç-тĕме çитĕнме условисем туса парса — 200,3, çĕнĕ лаптăка хунавсем лартса 21,2 гектара тавăрмалла. Хунавсене тăпрана варăнтарма 408,6 га çĕр хатĕрлемелле, 2665,5 га çинчи культурăсене агротехнологие тĕпе хурса пăхмалла, 1416,7 гектар çинчи кирлĕ йывăçсене çум курăк, ют культура ан хупăрлаччăр, нÿрĕке туртса ан илччĕр тесе тасатмалла, культурăсен вăрлăхĕн объекчĕсене /16,6 га/ пысăк тимлĕх уйăрмалла.
— Кăçал вăрман культурисен вăрлăхĕн саппасне мĕн чухлĕ хатĕрлерĕр?
— Ахаль хырăнне — 28,21 кг, вĕтĕ çулçăллă çăканне 3 кг. Икĕ-виçĕ çултан ултă миллиона яхăн хунав çитĕнĕ — стандарта лартнăскерсемпе республикăна туллин тивĕçтерĕпĕр.
— Вăрман оборудованине миçе тенкĕлĕх туянмалла?
— 0,7 миллионлăх. Йăран тăвакан культиватор 7 илсе килтĕмĕр. Йывăç лартмалли Колесов хĕççине 15 туянма утă уйăхĕн вĕçĕнче контракт çирĕплетрĕмĕр. Кăçал вăрманта вут-кăварпа кĕрешмелли техника тата оборудовани илме 27,7 млн тенке явăçтармалла, утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 26,6 млн тенкĕлĕх туянтăмăр: кустăрмаллă трактор — 2, гусеницăллă трактор — 3, груз турттармалли автомашина — 6. Çапла вара çурла уйăхĕн 10-мĕшĕ тĕлне «Вăрмансене упраса хăварасси» проектпа кăçал уйăрнă укçан 66,64% ĕçе кĕртрĕмĕр.
— Лаптăксене ешĕллентерсе вăрман фондне тавăрас ĕçе вăрманлăхсем еплерех хутшăнни çинчен мĕн калатăр?
— 2020 çулта вăрман çитĕнтермелли тĕрлĕ технологипе усă курса тата хунавсем лартса 1059,2 гектара фонда кĕртмелле. Темиçе çултан ешĕлленекен лаптăксене унта тавăрассипе çыхăннă ĕç вун пĕр вăрманлăхра, 571 га çинче, пырать. Вăл федерацин Атăлçи округĕнче чи пысăкки. Селекцилесе хатĕрленĕ вăрлăхран шăтарнă хунавсене 164,4 га çине лартнă. Культурăсене /1427 га/ лайăх çитĕнме май тăвассишĕн агротехнологи мероприятийĕсем пурнăçланă. Хунавсем кăçал лартма тата 9 га çĕр хатĕрленĕ. Хамăр питомниксенче вăрăран ахаль хыра, Европа чăрăшне, Çĕпĕр лиçвакне, вĕтĕ çулçăллă çăкана, хĕвел анăç туйине, юмана шăтаратпăр (Çурринчен ытла ĕçе кĕртнĕ)