Комментари хушас

7 Авăн, 2020

Тырă тухăçĕ – рекорд шайĕнче

Çакăн çинчен ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен йĕркелекен, ку хутĕнче пĕрремĕш-вице-премьер – финанс министрĕ Михаил Ноздряков ертсе пынипе иртнĕ канашлура ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пĕлтерчĕ.

Канашлура вырмапа çыхăннă ĕçсене пĕтĕмлетрĕç. Сергей Артамонов пĕлтернĕ тăрăх, кăçал тĕш тырă культурисен лаптăкĕ пĕлтĕрхинчен 20 пин гектар пысăкрах пулин те çитĕнтернĕ тырра пухса кĕртессипе çыхăннă ĕçсем иртнĕ çулхинчен хăвăртрах пыраççĕ – тунтикун тĕлне уйсен 91%, 263 пин гектара, пушатнă ĕнтĕ. Паллах, çанталăк лайăх тăни пулăшать. Çав вăхăтрах, министр шучĕпе, хуçалăхсем, фермерсем техникăна çĕнетме пултарни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ку енĕпе республикăра ял хуçалăх техники туянма каякан тăкаксен 40% патшалăх енчен субсидилеме йышăнни курăмлă пулăшу кÿнĕ — кăçал 441 единица техника туяннă.

Елчĕксем вырмана вĕçленĕ теме те пулать — 99,5%. Шăмăршăсем те çак кăтартăва çывăх. Пĕтĕмпе 836,7 пин тонна тĕш тырă пухса кĕртнĕ /пĕлтĕрхи виçе — 628 пин тонна/. 1992 çулхи 1 миллион тоннăна яхăн пулнă виçе патне çывхаратпăр. Сăмах май, виçĕ теçетке çул каяллахи çав тапхăрта тырă лаптăкĕ хальхинчен пысăкрах пулнă. Виçĕ район пÿлмесене хывнă тырă тÿпи республикăри пĕтĕмĕшле виçен чĕрĕкĕпе танлашать: Елчĕксен — 80 пин, Канашсен — 67 пин, Çĕрпÿсен — 66 пин тонна.

Кашни гектартан пухса илнĕ вăтам тухăç хальлĕхе 31,7 центнер шайĕнче — шăпах çак кăтарту пирки министр «историри чи пысăк тухăç» терĕ. Çав вăхăтрах Канаш тата Çĕрпÿ районĕсенчи кăтарту 35 центнертан та иртет. Тепĕр самант та пĕлтерĕшлĕ: хуçалăхсем кăçал тырра кĕлетсене типĕтмесĕрех хывнă, эппин, хушма тăкаксем пулман.

Вырма, министр шучĕпе, çак эрнере вĕçленес шанăç пур. Анчах хресчен лаштах сывласа яриччен инçе-ха. Кĕрхи тĕш тырă культурисене акаççĕ. Пĕтĕмпе 105 пин гектар акса хăварма палăртнă. Хальлĕхе 70 пин гектар акнă.

Çĕр улми пирки те сăмах пулчĕ. Кăçал иккĕмĕш çăкăр лаптăкĕсем 380 пин гектарпа танлашаççĕ. Пысăк пайне пухса кĕртнĕ ĕнтĕ. Сергей Геннадьевич çĕр улми лаптăкĕ юлашки çулсенче чакса пынăшăн пăшăрханнине пытармарĕ — çак культура виççĕмĕш çул тăкаклă пулни витĕм кÿрет. Çавăнпа, ун шучĕпе, çĕр улми çитĕнтерессине патшалăх енчен тĕревлени вырăнлă пулмалла.

Канашлура çавăн пекех экономикăн кăрлач-çурла уйăхĕсенчи кăтартăвĕсене тишкерсе хакларĕç. Экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов пытармарĕ: поромышленноç производствин индексĕ иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен кăшт, 1%, пĕчĕкрех. Резина изделисем, электротехника, хими продукцийĕ туса кăларасси ÿснĕ, çав вăхăтрах металлурги отраслĕ 59% чухлех чакнă, пир-авăр, апат-çимĕç туса кăларасси те уксахлать. Строительствăна илес тĕк — министр пурăнмалли çурт-йĕр тăвассишĕн пăшăрханнине палăртрĕ: кăçал 748 пин тăваткал метр хута ямалла, хальлĕхе вара 223 пин кăна тунă. 3-мĕш стройтрест, «Керамика», «Тус», «Инкост» компанисем аван ĕçлеççĕ, «Лидер», ЧЗСМ, ССК вара кăтартусене вăйлах чакарнă.

Республикăри уйăхри вăтам ĕç укçи — ÿсĕмлĕ: 30 пин тенкĕ урлă каçнă. Шел, ĕçсĕрлĕх те палăрмаллах ÿснĕ: коронавирус эпидемийĕ пуçланиччен 0,8% шайĕнче пулнăскер 4,8% таранах хăпарнă.

Çурт-йĕр тенĕрен, Сергей Артамонов ял ипотеки пирки сăмах хушрĕ. Çăмăллăхлă кредита республикăра 328 çын илнĕ — пĕтĕмпе 503 миллион тенкĕ. Питĕ нумай тееймĕн. Министр ял ипотекине такăнтаракан тĕп сăлтава уçăмлатрĕ. Çынсем кредитпа усă курасшăн, анчах ялсенче вĕсене сĕнмешкĕн çурт-йĕр питĕ сахал иккен. Çавăнпа та министр строительсене граждансен ыйтăвĕсене тивĕçтерессине шута илмешкĕн чĕнсе каларĕ. Паллах, вырăнсенчи влаçсенчен те ку енĕпе тимлĕх пысăкрах кирлĕ. Çамрăксем ялта юласшăн мар тесе ÿпкелетпĕр, ипотека вара шăпах вĕсене ялта тĕпленме пулăшнă пулĕччĕ.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.