Комментари хушас

7 Çурла, 2014

Çамрăк партизанăн вĕри чĕри

Ăна гитлеровецсем икĕ хутчен пурнăçран уйăрма хăтланнă. Икĕ хутĕнче те хĕр ача вилнĕ тесе шухăшланă. Вăл чĕрĕ-сывă пулнине нумай çул хушши юлташĕсем те пĕлмен. Ăна халалласа палăк та лартнă.

Ĕненме йывăр та, анчах "Ваня пичче" Дьячковăн партизан отрядне кĕнĕ чухне вăл вунă çул та тултарман. Пĕчĕкскер, имшерскер, чухăн пек курăнса фашистсем хушшинче çÿренĕ, пĕтĕмпех асăрхаса тата курса тăнă, отряда паха информаципе тивĕçтернĕ. Кайран вара партизансемпе пĕрле фашист штабне çĕмĕрнĕ, фашистсен çар хатĕрĕсене турттаракан эшелонĕсене рельсран татса янă, обьектсене минăпа сирпĕтнĕ.

Пĕрремĕш хут ăна 1941 çулхи чÿк уйăхĕн 7-мĕшĕнче Ваня Звонцовпа пĕрле Витебскра хĕрлĕ ялав çакса тухсан тытнă.

Иккĕмĕш хутĕнче хĕр ача 1943 çул вĕçĕнче тыткăна çакланнă.

Вун пилĕк çул иртсен çеç çак паттăр пурне те хăй чĕрĕ-сывах пулнине пĕлтернĕ. Надя Богдановăна Хĕрлĕ Ялав, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин 1-мĕш степень орденĕсемпе тата медальсемпе чысланă.

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи. Уяв çывхарать - Октябрь революцийĕн кунĕ. Партизан отрячĕн пухăвĕнче хĕрÿ тавлашу пырать: камăн та пулин Витебск хулине кайса фашистсем пурăнакан çуртсем çине уяв ячĕпе хĕрлĕ ялавсем çакмалла. Витебскра гитлеровецсем нумай совет салтакне тыткăна илнĕ, вĕсем хулара çирĕплетнĕ саккунсене пула вара кашни кунах ачасемпе ватăсем тата хĕрарăмсем вилеççĕ.

- Уяв ячĕпе хĕрлĕ ялавсем çаксан эпир фашистсемпе кĕрешнине пурте курĕç. Çак çапăçу юлашки юн тумламĕчченех тăсăлĕ, - тет партизансен командирĕ Михаил Иванович Дьячков.

Хулана каякансене фашистсем питĕ тĕплĕ тĕрĕслеççĕ, кирлех пулсан шăршласа та пăхаççĕ. Хăшĕн те пулин калпакĕнчен тĕтĕм шăрши кĕрсен ăна партизан тесе вырăнтах персе пăрахаççĕ. Ачасене вара пысăк тимлĕх уйăрмаççĕ. Çавăнпа та çак ĕçе Надя Богдановăпа Ваня Звонцова хушнă. Вĕсем - шанчăклă разведчиксем, иккĕшĕ те вун пĕр çулта кăна.

Чÿк уйăхĕн çиччĕмĕшĕнче тул çутăлсанах партизансем ачасене Витебск çывăхне çитерсе хăвараççĕ. Çунасем çине шăпăр купаланă, виççĕшĕн туни вĕçне хĕрлĕ ялав çыхнă, çиелтен туратпа витнĕ. Халап çапларах: ачасем шăпăр сутма каяççĕ. Надьăпа Ваня хулана чăрмавсăрах кĕреççĕ. Нимĕçсен иккĕленÿллĕ шухăш ан çуралтăр тесе Надя çунашкине туртса фашистсен ушкăнĕ патне пырать те шăпăр туянма ыйтать. Лешĕсем кулса яраççĕ. Пĕри вара уйрăмах хаяр сасăпа: "Тарăр кунтан!" - тет.

Ваня хăранине сисет Надя, çавăнпа ăна хавхалантарма тăрăшать:

- Чи кирли, эпĕ мĕн хушнине пурнăçла, нимĕн япăххи çинчен те ан шухăшла. Шикленнĕ вăхăтра вара мана алăран тыт.

- Эпĕ хăрамастăп та, - тет Ваня, хăй вара тăтăшах хĕр ачана аллинчен тытать.

Кунĕпех вĕсем хула тăрăх ăçта ялав çакма май пуррине пăхса çÿреççĕ. Каç пулсанах, тĕттĕмленсен, ĕçе пикенеççĕ. Чукун çул вокзалне, алăсталăх училищине тата пирус фабрикине ялав çакса тухаççĕ. Тул çутăлсан ку çуртсем çинче пирĕн ялавсем вĕлкĕшĕç ĕнтĕ. Надьăпа Ваня телейлĕ - ăнăçлă пурнăçланă ĕç çинчен пĕлтерме хăвăртрах партизан отрядне çитмелле. Ачасем хуларан аслă çул çине тухрĕç те ĕнтĕ, анчах кунта вĕсене фашист полицайĕсем хăваласа çитрĕç:

- Тăп тăрăр! Камсем эсир/

- Тăлăхсем эпир, пичче, - йĕрсе ярать Ваня. - Çăкăр парăр-ха, пит çиес килет.

- Парăп сире çăкăр! Йĕксĕксем! Витебскра эсир хĕрлĕ ялав çакса çÿренĕ-и/ - ыйтать полицай.

- Çук, мĕскер эсир/ Пирĕн çине пăхăр-ха. Мĕнле ялав пултăр пирĕн/

- Çуна çине ларăр, хулара вĕçне-хĕрне тупăпăр, - хушать полицай.

Ачасем çул тăршшĕпе макăраççĕ, куçĕсене чышкисемпе шăла-шăла типĕтеççĕ. Штабра вĕсене фашист ыйтса тĕпчет. Ачасем хăйсен халапне каласан нимĕç вĕсене ĕненмест, персе пăрахма хушать. Надьăпа Ваня пур пĕрех никама та сутмаççĕ. Вĕсене тыткăна лекнĕ ытти салтакпа пĕрлех путвала хупаççĕ. Тепĕр кунне пурне те хула хыçне илсе тухса пăшалтан пеме тытăнаççĕ. Хăйсен кĕлеткипе хупласа хÿтĕлеççĕ ачасене тыткăнрисем.

Акă Надьăпа Ваня пысăк та тарăн шăтăк умĕнче тăраççĕ. Вĕсене фашистсем пăшалтан тĕллеççĕ. Ачасем алăран çавăтăннă, чарăнми йĕреççĕ. Сасартăк Надьăн пуçĕнче темĕн шаклатрĕ, куçĕ умĕнче хуралса килчĕ, вăл тĕпсĕр çырмана ÿкнине туйрĕ...

Хĕр ача тарăн шăтăкра, вилнисем хушшинче вăранчĕ. Фашистсем пăшалтан периччен кăшт çеç маларах вăл тăнне çухатса ÿкнĕ иккен, çакă унăн пурнăçне çăлса хăварнă та. Шăтăкран тухнă чухне Надя темиçе хутчен те тĕшĕрĕлсе анчĕ, пĕрех çÿлелле чаваланса хăпарчĕ. Вăйсăрлансах çитнĕ-çке.

- Юлташсем, вăл чĕрĕ! - Надя çийĕн палланă сасă янăраса кайрĕ. Ку вĕсен партизан отрядĕнчи Степан пичче иккен. Вăл хĕр ачана çуна çине лартрĕ - вăйсăрскер каллех тăнне çухатрĕ...

Çак пулăм хыççăн партизан отрядĕнче ăна упрама тăрăшрĕç, разведкăна та, çар заданине те ямарĕç. Вилнĕ Ваня çинчен шухăшласа Надя нумай куççуль тăкрĕ, вун пĕр çулти хĕр ачасем мĕнле макăраççĕ, çавăн пек. Ваньăна шеллерĕ вăл, тĕлĕкре те час-часах йăл кулăллăскере курчĕ, юрпа пемелле выляççĕ пек...

Надя çирĕпленчĕ. Аслисемпе пĕрле мишене тĕллесе пеме, граната ывăтма вĕренчĕ. Çав отрядрах вăл тăван халăха сыхлама сăмах пачĕ, хĕрлĕ ялава чуп турĕ.

- Эпĕ фашистсене Ваньăшăн, вилнĕ юлташсемшĕн, мĕн пур совет çыннишĕн тавăрăп, - терĕ вăл партизан отрячĕн командирне. Тавăрма пуçларĕ! Нимĕç склачĕсем сирпĕнсе сывлăша çĕкленчĕç, фашист йышăннă çуртсем çунчĕç, тăшман эшелонĕсем арканчĕç. Надя Богданова гитлеровецсене хирĕç вăрçа тухрĕ-çке.

Фашистсем партизансенчен питĕ хăраççĕ. Фронтра та шухăшласа хунă пек çăмăл килмест. Хĕрлĕ Çар пур çĕрте те фрицсене хирĕç çапать. Тĕп ялсемпе хуласене нимĕçсем тăшманран хÿтĕленмелли вырăна çавăрма хăтланаççĕ. Çавăн пек вырăнсенчен пĕри - Балбеки ялĕ. Нимĕçсем таçта та çулăм вырăнĕсене палăртса хураççĕ, минăсем вырнаçтараççĕ, танксене çĕрпе хуплаççĕ... Пирĕн разведкăн вара вĕсем тупписене, пулемечĕсене ăçта мĕнле пытарнине, часовой хăш тĕлерех тăнине, яла хăш енчен тапăнсан аванрах пулнине пĕлмелле. Çак ĕçе пурнăçлама Надьăпа разведка пуçлăхне Ферапонт Слесаренкăна суйлаççĕ. Пĕчĕк партизан ыйткалакан пек тăхăнса тухать те ял тавра çаврăнать. Слесаренко ăна вăрман патĕнче, ялтан инçе мар кĕтсе тăрать. Тăшман часовойĕсем хĕр ачана ним иккĕленмесĕрех яла кĕртеççĕ, шартлама сивĕре килсĕр çапкаланса çÿресе çимелли ыйтакан чылай-çке. Надя мĕн кирлине пĕтĕмпех пĕлсен каçалапа вăрмана таврăнать. Унта Феропонт пичче патне партизан отрячĕ пуçтарăннă иккен, пурте çĕнĕ хыпар кĕтеççĕ. Çамрăк разведчик питĕ тĕплĕн каласа ăнлантарать, яла хăш енчен тапăнсан лайăхрах пулнине те кăтартать.

Партизан отрячĕ фашистсене çĕрле тапăнать: унта та кунта пулемет сасси илтĕнсе тăрать, гитлеровецсем ăнран кайнăн кăшкăрашаççĕ - пирĕн салтаксем тем тĕрлĕ асап чăтса ирттерекен Раççейшĕн, вăрçа пула пурнăçран уйрăлнă совет салтакĕсемшĕн тавăраççĕ-çке.

Каçхи çапăçăва Надя пуçласа хутшăнчĕ. Слесаренко ăна куç умĕнчен вĕçертмерĕ, анчах хăйне часах амантрĕç. Вăл ÿкрĕ те пĕр вăхăт тăнне çухатрĕ. Надя унăн суранне çыхрĕ. Тÿпене симĕс ракета çĕкленчĕ - ку паллăпа командир пурне те вăрмана кайма хушать.

- Надя, пăрахса хăвар мана! Вăрмана кай! - тет Слесаренко.

- Çук, эпĕ сире кăларатăпах, - çирĕппĕн хуравлать хĕр ача. Анчах темĕнле мекĕрленсен те вăл Слесаренкăна кăшт çеç вырăнтан хускатаять.

- Кунтах хăвар мана, илтетĕн-и/ Унсăрăн иксĕмĕр те пĕтетпĕр. Эсĕ кай, çак вырăна ас туса юл та хамăрăннисене чĕн. Хушатăп сана! - терĕ разведка пуçлăхĕ хаяррăн.

Надя чăрăш турачĕсенчен Феропонт пичче валли вырăн хатĕрлерĕ, ăна вырнаçтарса хăварчĕ.

Çĕрле, шартлама сивĕре партизан отрядне çитме васкарĕ вăл. Вунă çухрăм каймалла, ăна хирĕç çил вĕрет, тарăн юр ăшне пута-пута анать хăй, пур пĕрех малалла васкать. Сасартăк умра пĕчĕк пÿрт курăнса каять, шалта çутă та пур. Алăкĕ умĕнче кÿлнĕ лаша тăрать. Хĕр ача çурт патне йăпшăнса пырать те чÿречерен пăхать - унта полици çыннисем каçхи апата пуçтарăннă. Лаша ури сассине илтнĕскерсем самантрах пÿртрен чупса тухаççĕ, анчах Надя инçе ĕнтĕ, ăна хăваласа çитме çук. Слесаренкăна çав вырăнтах тупать вăл. Иккĕшĕ пĕрле партизан отрядне йĕркеллех çитеççĕ. Çапла Надя хăй вилесрен те хăрамасăр çарти юлташĕн пурнăçне çăлать.

Тăван çĕр-шыва ирĕке кăларма тата нумай ĕç тăвĕччĕ вăл, анчах 1942 çулхи нарăс уйăхĕнче çарти юлташĕсенчен уйрăлать. Подрывниксемпе пĕрле чукун çула тĕп тума хушаççĕ ăна. Минăсене вырнаçтарса отряда каялла таврăннă чухне хĕр ачана полицайсем чараççĕ, кутамккинче взрывчатка тупаççĕ. Ку япала пирки ыйтса тĕпченĕ вăхăтра кĕпер сирпĕнсе каять. Нимĕçсем тÿрех ăнланаççĕ: Надьăн ĕçĕ. Хĕр ачана гестапăра нумайччен асаплантараççĕ, çурăмĕ çинче çăлтăр хĕртеççĕ, шартлама сивĕре пуç тăрăх пăрлă шыв яраççĕ, хĕртнĕ кăмака çине пăрахаççĕ. Юнланса та аспланса пĕтнĕскер, пĕчĕк те вăйсăр хĕр ача никама та сутмасть. Çакна пĕтĕмпех чăтса ирттернĕскере фашистсем вилнĕ тесе шухăшлаççĕ, урама кăларса пăрахнă. Надьăна çав ял çыннисем тупаççĕ, пăхаççĕ, сыватаççĕ. Текех çапăçăва тухаймасть вăл, мĕншĕн тесен çурма суккăрланнă. Вăрçă хыççăн Одессăри госпитальте унăн куçне сыватаççĕ.

Надя завода ĕçлеме кĕрет, фашистсемпе епле çапăçни çинчен никама та каламасть. Вăрçă чарăннăранпа вун пилĕк çул та иртет ĕнтĕ. Пĕррехинче Надьăпа ĕçтешĕсем радиопа партизансен 6-мĕш разведка отрячĕн командирĕ калаçнине илтеççĕ. "Вăрçăра пуç хунă юлташĕсене салтаксем нихăçан та манмĕç", - тет те Ферапонт Слесаренко вилнисен хушамачĕсене асăнма пуçлать, вĕсен хушшинче Надя Богданова та пур. Çак хĕр ача ăна, аманнăскере, вилĕмрен çăлнă-çке...

Евгений ФИЛИППОВ çырнине

Лариса ПЕТРОВА куçарнă.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.