Комментари хушас

24 Çурла, 2020

Йывăр атлетсене хатĕрлĕç

Авăн уйăхĕнче Етĕрнере Йывăр атлетика центрĕ уçăлĕ.

Йывăр атлетсене хатĕрлемелли икĕ хутлă çуртăн юсав ĕçĕсем 2019 çул вĕçĕнче пуçланнăччĕ. Çак вăхăтра вăл тулаш енчен çеç мар, шалтан та улшăнса çĕнелнĕ. Йывăр атлетикăна кăмăллакансем валли 1-мĕш хутра ятарлă зал хатĕрленĕ. 2-мĕш хутра вара нумай функциллĕ зал вырнаçнă, унпа малашне çăмăл атлетсем те усă курĕç. Шахматла выляма юратакансем валли уйрăм пӳлĕм пулĕ.

www.hypar.ru Sport.ru сăн ÿкерчĕкĕ

Лариса ПЕТРОВА хатĕрленĕ.