Комментари хушас

21 Çурла, 2020

Вĕрентÿ ĕçченĕсем тĕллевсене палăртрĕç

Çурла уйăхĕн 20-21-мĕшĕсенче Чăваш Енри вĕрентӳ ĕçченĕсен республика конференцийĕ ĕçлерĕ.

Малтанах вĕрентӳ организацийĕсен никĕсĕ çинче 32 секци лапамĕ йĕркелерĕç. Кăçал ăна, пурте пĕлекен сăлтава пула, онлайн майпа ирттерчĕç. Унта хутшăннисем воспитанипе вĕрентӳ ĕçĕнчи ĕç опычĕпе паллаштарчĕç, ачасене тата çамрăксене патриотизм ĕçĕсемпе кăсăклантарассипе çыхăннă самантсене аса илчĕç. Çавăн пекех воспитани енĕпе класс ертӳçисем умĕнче тăракан тĕллевсене сӳтсе яврĕç.

Паян кăнтăрла иртсен И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн культура керменĕнче пленарлă лару иртрĕ. Ун ĕçне ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ Алла Салаева, ЧР вĕрентӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Сергей Яковлев, Патшалăх Думин депутачĕсем Алена Аршинова, Николай Малов, Леонид Черкесов, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Альбина Егорова, РФ Çутĕç министерствин педагогика кадрĕсене хатĕрлес тĕлĕшпе ĕçлекен департамент директорĕ Андрей Милехин, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ Андрей Александров хутшăнчĕç.

Олег Николаев, Андрей Милехин конференцие хутшăнакансене умри тĕллевсене пĕрле сӳтсе явма май килнĕшĕн саламларĕç, вĕрентекенĕн йывăр, яваплă, анчах та питĕ пархатарлă ĕçĕнче ăнăçу сунчĕç.

Сергей Яковлев 2019-2020 вĕренӳ çулĕнчи ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕ, умри тĕллевсем пирки тĕплĕн чарăнса тăчĕ.

www.hypar.ru Надежда СМИРНОВА сăн ÿкерчĕкĕсем
 

 

Рубрика: