Комментари хушас

21 Çурла, 2020

«Хыпар» 93-94 (27676-27677) № 21.08.2020

♦ Транспорта Хусанти юлташ вăхăтлăха пачĕ – укçа тÿлемесĕрех килĕшрĕ. Маншăн ыйту ытларах çуратаканни — апат тултарнă хутаçа инвалидсем тÿрех йышăнманни, ман çине шанмасăр пăхни. Подъезда кĕмессерен вĕсем çапла ыйтасса кĕтеттĕм: «Эсĕ вăрă-хурах-и е ултавçă-и?» Чылайăшне волонтер удостоверенийĕпе паспорта кăтартма тиврĕ. Апатпа иккĕмĕш хут пынăран хăшĕ-пĕри хапăл кĕтсе илчĕ. Çĕр çула çывхарса пыракан кинемей куççуль кăларсах калаçрĕ, ăшă сăмахсем каласа тав турĕ (Çынна пулăшсан чуна лайăх).

♦ Çав кун, кăçалхи утă уйăхĕн 28-мĕшĕнче, таксистра тăрăшакан Александр Вăрмар районĕнчи Кивĕ Вĕренер ялне пĕлĕшне илме килнĕ. Палăртнă вырăна çитсе пынăскер кÿршĕри çуртран тĕтĕм йăсăрланнине асăрханă. Саша машинăна чарнă-чарман унта чупнă. «Чун чăтаймарĕ», — аса илчĕ çав саманта ырă кăмăллăскер.
(«Пирĕн вăхăтри паттăр»)

♦ Хамăр çĕршывра кăна мар, чикĕ леш енче те хисепе тивĕçнĕ Лев Кураков академикăн пурнăçĕ çинчен эпопея роман çырма пулать. «Веçех каласа кăтартса хурлантарас килмест», — терĕ вăл нушаллă пурнăçне аса илнĕ май. Тумхахлă çулпа утма пÿрнĕ ăна, чылай чăрмава парăнтарма тивнĕ. Анчах вăл нихăçан та пуç усман, ăçтан тухнине манман, ашшĕ-амăшĕн ятне яман.
(Лев КУРАКОВ: Чи пысăк должноç – çынлăх)

♦ Галина Ертмакова Чăваш Ен архив инфратытăмне аталантарас тата çирĕплетес ĕçре калама çук пысăк ĕç пурнăçлать. Юлашки çирĕм çулта вăл ертсе пынипе архива техника тĕлĕшĕнчен çирĕплетес тата регионăн еткерлĕхне çитес ăрусем валли сыхласа хăварас тĕлĕшпе пысăк ĕçсем туса ирттернĕ.
(Галина ЕРТМАКОВА: Строителе вĕренни яланах кирлĕ пулчĕ)

♦ Етĕрне хулинчи Октябрь урамĕнчи тротуар хĕрринче тарăн шăтăк пур. Унта кирек кам та кĕрсе ÿксе урине хуçма пултарать.
(Çынсене мĕн пăшăрхантарать?)

♦ Пĕрисем çул çÿреве тĕнче курма çеç каяççĕ пулсан теприсем çав вăхăта ĕçпе те шайлаштараççĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн управленипе социаллă технологисен факультетĕнче магистратурăра вĕренекен Екатерина Горбунова Италире ултă эрне пурăнса килнĕ. Хост-çемьере вырăн тупни çак çĕршывăн хăйне евĕрлĕхне туйма, унăн культурипе тĕплĕнрех паллашма май панă ăна.
— Кашни итальян паста çиет, — тепĕр тĕлĕнтермĕшпе паллаштарчĕ Катя. — Салат та, яшка та — пастăпа. Италири кашни районăн — хăйĕн апат-çимĕçĕ. Сăмахран, Бергамăра пăшăхланă сысна ашĕпе купăстана, куккурус пăттине кăмăллаççĕ. Çавăн пекех эпир канноли тутанса куртăмăр. Ăна чустана крем хурса хатĕрлеççĕ.
(Итали тĕрлĕ енлĕхпе илĕртет)

♦ 141 пайçă çемйи хваттер кĕтет. Çурта 2016 çултах тума тытăннă. Ăна пайçăсемпе çирĕплетнĕ килĕшÿре палăртнă вăхăтра хута яман пирки строительствăна пурнăçлама панă ирĕк тапхăрне темиçе хутчен те тăсма тивнĕ. Саккуна пĕрре çеç мар пăхăнманнине шута илсе объекта йывăрлăха лекнĕ объектсен пĕрлехи реестрне кĕртме тивнĕ.
(Сăмаха çилпе вĕçтереççĕ)

♦ «Педиатрсем çитмеççĕ. Ытти профильлĕ специалистсем те кирлĕ. Пирĕн коллектив çамрăкланчĕ-ха. Кашни çулах аслă шкултан вĕренсе тухнă темиçе çынна ĕçе илетпĕр. Шалу та çулсерен ÿссе пырать. Ординатурăра пĕлĕве тарăнлатнă вăхăтрах ĕçлесе опыт пухаççĕ. Хăшĕ-пĕри пирĕн патрах юлать, хăшĕ-пĕри аспирантурăна вĕренме кĕрет. Мускава тухса каякансем те пур», – терĕ Ача- пăча больницин тĕп тухтăрĕ Михаил Михайлов.
(Ачасен куç чирĕсем вăй илеççĕ)

♦ "Йывăр чух ал парар" социаллă проект

♦ "Мухтавлă 100 ентеш" социаллă проект

♦ "Тĕп тема: наци проекчĕсем" социаллă проект

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.