Комментари хушас

20 Çурла, 2020

Çамрăксен хаçачĕ 32 (6329) № 20.08.2020

♦ Чăваш Енре коронавирусран сывалакансен йышĕ ÿссех пырать. Пĕр талăкра 180 пациент чире парăнтарнă, тепĕр кун – 230… Кашни кун инфекциленнĕ 30-35 çынна тупса палăртаççĕ. Ĕнерхи кун тĕлне республикăра 7375 çын чирленĕ, вĕсенчен 6001-шĕ сывалнă. Иртнĕ эрнепе танлаштарсан, коронавирусран вилекенсен йышĕ ÿснĕ: 68 çынна çитнĕ (Маскăна ячĕшĕн тăхăнса кама улталатпăр?)

♦ Çĕнĕ Шупашкар каччи Никита Уськов велоçулçÿреврен таврăннă. «Çĕнĕ Шупашкар — Мари Эл» маршрутпа вăл 1168 çухрăма 19 кунра парăнтарнă. Каччăшăн Йошкар-Ола ют хула мар, вăл унта эколога вĕренет (Велосипедпа — 1168 çухрăм)

♦ Шупашкар районĕнчи Тутаркасси ял тăрăхĕнче пропискăра тăнă вырăнта вăл пурăнман, шăнкăравласан та телефонне тытман. Хĕрарăма шырава панă. Пĕлтĕрхи çулла ăна Шупашкарти çĕнĕ кăнтăр районĕнче тупнă. Унта вăл хваттер илме ĕлкĕрнĕ. Приставсенчен 3 çул пытанса пурăннă, Чăваш Енри районтан района, хулана куçса çÿренĕ. Шыраса ан тупчăр тесе хăйĕн хушаматне, ашшĕн ятне улăштарнă, çĕнĕ документ тутар¬нă. Çак хĕрарăма суд йышăнăвне хистесе пурнăçлаттарма йышăннă (Парăмçă савни мар, ăна шкапра пытараймăн)

♦ «Вăрçă вăхăтĕнчи тата ун хыççăнхи çулсем питĕ йывăр пулчĕç. Ялта пуян пурăнакансем çукчĕ. Пурте çĕр çумĕнчен кăшт мăкăрăлса тăракан çуртра кун кунлатчĕç, иртен пуçласа каçчен пилĕк аваттăмăр. Халĕ пăхатăп та — кашни кун çумăр çăвать. Ача чухне уй-хирте вăй хунă вăхăтра тÿпенелле тинкереттĕм, пĕр пĕлĕт татки те курăнмастчĕ. Аслисемпе тан ĕçлесе хытах ывăнаттăмăр. Çумăр çусан кăшт кантаратчĕç», — аса илчĕ ачалăхне Раиса Мольдерова. Элĕк районĕнчи Ураскилтре пурăнакан Раиса Степановна кăçал 88 çул тултарнă (Парăма татма ĕнине кайса панă)

♦ Сергей Тихонов ача чухне ашшĕпе пулла çÿреме кăмăлланă. Каярахпа ку унăн чун киленĕçĕ пулса тăнă. Малтанах çывăх çыннипе пĕрле çÿренĕ, халĕ тусĕпе Федорпа шыв хĕррине çул тытаççĕ. Вăл спиннингпа пулă тытнă, Сергея та кăсăклантарнă. Питĕрте çуралса ÿснĕ Андрей Куминов пулăпа ытлашши кăсăкланман. Юлташĕсем чĕнсен вăлта йăтса Финн заливне çитнĕ-ха, анчах пулă тытас вырăнне иртсе каякан карапсене сăнанă. 5 çул каялла Андрей авланнă. Турă çырни — Кÿкеç поселокĕнчен. Çамрăк мăшăр Чăваш Енрех тĕпленме шут тытнă — Шупашкар районĕнчи Çырмапуçра çурт çĕкленĕ (Пысăк пулла та каялла яраççĕ)

♦ «Ырă каç. Сирĕнпе паллашма юрать-и?» Пĕтĕмпех çак ыйтуран пуçланнă. Пĕр кунхине «Контактра» Настя патне Артем ятлă каччăран çакăн пек çыру килнĕ. Кĕрнеклĕ те илемлĕ, сарă çÿçлĕ, кăвак куçлă яша хĕр хирĕçлеймен. Артем ăна тĕлпулăва чĕннĕ... Унтанпа 5 çул иртнĕ. Кăçалхи утă уйăхĕн 25-мĕшĕнче вĕсем туй туса пĕрлешнĕ (Тенкĕ çаксан хăйне пуян арăм пек туйнă)

♦ Упăшкаран уйрăлнă хыççăн ачапа атте-анне патне куçса килтĕм. Лавккана сутуçа вырнаçрăм, укçа кĕсьене кĕме тытăнчĕ. Пурнăç йĕркеленсе кайрĕ. Кĕçех каччăпа паллашрăм. Ун пеккисем мана вуçех килĕшмеççĕ. Ман пата ĕçе килме тытăнчĕ. Шăккалат çитеретчĕ, шăнкăравлать-çыратчĕ, эпĕ чирленĕ чухне эмелсем те туянса пачĕ… Икĕ-виçĕ уйăхран парăнтăм. Тĕлпулăва килме килĕшрĕм. Тÿрех асăрхаттартăм: пĕрре-иккĕ выртса çывăрассишĕн мана арçын кирлĕ мар (Каçарма вăй çитмест)

♦ "Вăрçă ачисем" социаллă проект

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.