Комментари хушас

19 Çурла, 2020

Тетте № 8 (312), 2020 çул

♦ МАНĂН ТĂВАН ÇĔРШЫВ рубрикăра Шупашкарти Ехрем хуçа бульварĕ пирки пĕлме май пур.

♦ ÇЫРЛАРА: пĕчĕк Ванюкпа Петюк мĕнле çырласемпе паллашрĕç-ши?

♦Вулама юратакансене "Тĕвепе ашак" таджик халăх юмахĕ хăйĕн патне йыхравлать.

♦Эсир пулăсен ячĕсене акăлчанла пĕлетĕр-и? Апла сирĕншĕн "Тетте вĕрентет" рубрика усăллă пулĕ!

♦ ЧĂВАШ ЕНĔН ХĔРЛĔ КĔНЕКИ рубрикăра нумай çул ÿсекен курăксен йышне кĕрекен Морошка çинчен пĕлме пулать. Туй çĕленĕ пирки эсир вара илтнĕ-и? Ăçта пытанса пурăнать-ши вăл?

♦ ВĂЙĂ-КУЛĂ УÇЛАНКИ: Пăнчăсене сыпăнтар та ÿкерчĕке сăрласа илемлет.
Пăрăнтăк çурисене ашшĕ-амăшĕ патне çитме пулăш.
Грушăсене шутла, тĕрĕс хуравлă çаврашкана суйласа ил.

♦ ПУКАНЕНЕ ТУМЛАНТАР рубрика якут хĕрачине тумлантарма сĕнет.

♦ ĂСТА АЛĂ: Лĕпĕше касса кăлар та çилĕмпе çыпăçтар.

♦ ХАВАСЛĂ КĂРАНТАШ ачасен хитре ÿкерчĕкĕсемпе пуян.

♦ АТТЕ-АННЕНЕ ПУЛĂШАТĂП фотоконкурс малалла пырать.

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.