Комментари хушас

17 Çурла, 2020

Чăваш студенчĕсем Пĕтĕм Раççейри фестивале кайма хатĕрленеççĕ

Авăнăн 5-10-мĕшĕсенче Дон çинчи Ростовра «Раççейри студентсен çуркунни — Çĕнтерӳ çуркунни» XXVIII Пĕтĕм çĕршыври фестиваль иртет. Ăна Астăвăмпа мухтав çулталăкне халалланă.

Пирĕн республикăран унта 40 студент хутшăнĕ. Вĕсем — И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ, И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУ, Чăваш патшалăх аграри университетĕнче вĕренекенсем. Çамрăксем вокал, театр, ташă енĕсемпе хăйсен пултарулăхне кăтартĕç. Çавăн пекех «Мода», «Журналистика», «Видео» категорийĕсенче тупăшĕç. Пурĕ мероприятие Раççейри 2 пин ытла студент кайĕ. Вĕсен пултарулăхне профессионал жюри хаклĕ. Çав йышра — халăх артисчĕсем, паллă юрăçсем, актерсем, жураналистсем, телеертӳçĕсем. Фестивале хутшăнакансем ăсталăх класĕсенче пулса курĕç, экспертсемпе тĕл пулĕç, пултарулăха аталантарас тĕлĕшпе сĕнӳсем илĕç. Фестиваль авăнăн 5-мĕшĕнче «Ростов-Арена» футбол стадионĕнче уçăлĕ.

www.hypar.ru Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ

Рубрика: