Комментари хушас

14 Çурла, 2020

Олимпиадăна хутшăнассишĕн урок хыççăн та вĕреннĕ

«Олимпиада маншăн хăйне евĕр тĕнче. Тĕплĕ хатĕрлентĕм. Часах ĕмĕтри хулара — Санкт-Петербургра — ăс пухма тытăнăп, искусствăсен факультетĕнче вĕренĕп. Эпĕ искусствăна юрататăп. Кинематограф, литература, музыка, скульптура, архитектура… яланах манăн чунра пулĕç, пурнăçа искусствăна халаллăп. Чи малтанах манăн çула уçса пыракансене, Александра Никитинăна, Еленăпа Олег Ефановсене, тав тăватăп. Вĕсем мана пулăшса пычĕç, шанчĕç», — терĕ Муркаш шкулĕнче вĕреннĕ, право предмечĕпе шкул ачисен Пĕтĕм Раççейри олимпиадинче призерсен йышне кĕнĕ Екатерина Ефанова.

Кăçал Чăваш Енри 49 пин ытла шкул ачи тĕрлĕ предмет олимпиадине хутшăннă. Чи лайăххисем, пурĕ 47 ача, Пĕтĕм Раççейри олимпиадăн юлашки тапхăрĕнче пĕлĕвне тĕрĕслеме пултарнă. Паян ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев призерсен йышне кĕнĕ шкул ачисемпе, вĕсен вĕрентекенĕсемпе тĕл пулчĕ, дипломсемпе чысларĕ: «Эсир интереслĕ тупăшу çулне парăнтартăр, конкуренци витĕр тухса 2020 çулхи выпускниксен хушшинче чи ăслисем, тăрăшуллисем пулнине кăтартрăр». Шкулпа сыв пуллашнисен çĕнĕ тапхăр пуçланать: Олег Алексеевич вĕсене суйланă ĕçре тĕллевсене пурнăçа кĕртме ăнăçу сунчĕ.

Татьяна Захарова географи предмечĕпе призерсен йышне кĕнĕ. Çĕнĕ Шупашкарти 6-мĕш гимназире вĕреннĕскер географи учительне тав турĕ. Вăл ăна çак предмета юратма пулăшнă. Çамрăк вĕрентекенĕпе уроксем хыççăн юлса пĕлĕвне тарăнлатнă. Кайран пултаруллă ачасем валли йĕркеленĕ «Индиго» шкулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн преподавателĕсен лекцийĕсене 3 çул итленĕ. Александр Торгашинов /Шупашкарти 61-мĕш шкул/ 6-мĕш класранпах биологипе кăсăкланать. Вăл та малтан учительпе, кайран «Индиго» шкулта хатĕрленнĕ. «Олимпиадăна пуçласа хутшăнсан темех тивĕçеймерĕм. Ку мана вăй хушрĕ çеç», — палăртрĕ арçын ача. Вăл пурнăçне биологипе çыхăнтарасшăн.

СĂМАХ МАЙ

Чăваш Енри 16 ача, шкулпа сыв пуллашакансем, Пĕтĕм Раççейри олимпиадăн юлашки тапхăрĕнче призерсен йышне кĕнĕ. Вĕсем 18 предметпа пĕлĕвне тĕрĕсленĕ.

www.hypar.ru Ирина КОШКИНА сăн ÿкерчĕкĕ