Комментари хушас

14 Çурла, 2020

«Хыпар» 90-91 (27673-27674) № 14.08.2020

 Пăрачкав салинче пурăнакан Оксана Дулина çинчен Чăваш Республикин Ĕçлев центрĕнче каласа кăтартрĕç. Мана нимĕн те мар, финанс пĕлĕвĕ илнĕскер пурнăçне ачасене воспитани парас ĕçпе çыхăнтарни тĕлĕнтерчĕ… «Шăпа, — терĕ Оксана кĕскен. — Çапла килсе тухнинчен хам та тĕлĕнетĕп». «Декрет отпускĕнче ларнă вăхăтра директор шăнкăравларĕ. «Хушма пĕлÿ илес кăмăл çук-и? Шкулта çав профессипе ĕç вырăнĕ те пур», — терĕ вăл. Чăваш Республикин Ĕçлев центрĕ урлă хушма специальноç илмелли программа пирки тĕплĕнрех ыйтса, вуласа пĕлнĕ хыççăн директор сĕнĕвĕпе килĕшрĕм», — каласа кăтартрĕ Оксана Рудольфовна (Самана таппинчен юлмасăр)

Патăрьел районĕнче çуралса ÿснĕ Екатерина Кузнецова мĕн пĕчĕкрен тухтăра вĕренме ĕмĕтленнĕ. Асламăшĕ фельдшерта вăй хунă май ăна ача чухнех юн пусăмне виçме вĕрентнĕ. «Эсĕ врач пулатăн», — тенĕ ăна пĕлĕшĕсем хĕрача хăйсем патне килекен çынсене «тĕрĕслеме» пуçласан.
«Пурнăçа медицинăпа çыхăнтарас терĕм. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне вĕренме кĕтĕм. «Сиплев ĕçĕ» специальноçа суйларăм. Хĕрлĕ дипломпа пĕтертĕм. Малтан кардиолог пулас килетчĕ, халĕ вара — акушер-гинеколог. Çавăнпа пĕлтĕртенпе акушерство енĕпе ординатурăра вĕренетĕп», — каласа кăтартрĕ Пăлапуç Нурăс хĕрĕ. Кăçал çĕртме уйăхĕнче вăл Шупашкар хулин тĕп больницин пĕтĕмĕшле врач практикин 1-мĕш уйрăмĕнче участок терапевтĕнче ĕçлеме пуçланă (Çамрăк специалистсем килнĕшĕн савăнаççĕ)

 «Перфекционизма пирĕнте, ачисенче, атте туптанă. Мĕн пур ĕçе яваплăха туйса тĕплĕ тата лайăх кăтартушăн пурнăçлама хушатчĕ. Тен, çавăнпах кирек епле должноçра та чи кирлĕ, пĕлтерĕшлĕ, çĕнĕ тата нумай çынна усă паракан ĕçсене тума тăрăшрăм. Хам çак таранччен такăрлатнă çул-йĕре тишкерсен пурнăçра эпĕ çынсемшĕн тăрăшмаллине туйса утни палăрать. Çынна должноç илем кÿмест, çын должноçа илемлетет. Кирек хăçан та çĕннине вĕренес, пĕлменнине хăнăхас килетчĕ. Тăрăшнин усси пулчех.
Тăван килтен 6 пин çухрăмри Мускав университетне вĕренме кĕмешкĕн атте ÿкĕте кĕртрĕ. Монголи чиккинче вырнаçнă тăван районтан эпĕ – Мускав патшалăх университетне вĕренме кĕнĕ пĕрремĕш çамрăк. Кайран ялти ытти ача та пысăк хуласене талпăнма тытăнчĕ. Атте мĕн пĕчĕкрен пире, хĕрĕсене, хăюллантарнă тата ĕмĕтленме вĕрентнĕ. 5-мĕш класра вĕреннĕ чухне мотоциклпа вĕçтерсе çÿреттĕм, пневматика пăшалĕнчен переттĕм. Сухаçăсемпе вăрманçăсен районти тата облаçри конкурсĕсенче /совет саманинче çавăн пек ăмăртусем те ирттеретчĕç/ çĕнтереттĕм. Хире гусеницăллă тракторпа та, урапаллипе те сухаланă. Ку ĕçе пире производство урокĕсенче хăнăхтаратчĕç. Паллах, класри кашни хĕрех пултарайман. Атте мана пур енлĕн аталантарассишĕн çине тăчĕ. Анлă профильлĕ тракторист-машинист прави халĕ хаклă реликви евĕр упранать. Аттене, тен, ывăл çитмен пулĕ, арçын ачара пур енсене хăнăхтарнă-ши? Эпĕ ăна уншăн тав тăватăп, мĕншĕн тесен çăмăл мар пурнăçра атте ăса хывтарни тата унăн юратăвĕ нумай тĕрĕслев витĕр çирĕппĕн, çынлăха çухатмасăр тухма темиçе хут та пулăшрĕ.
Аслă шкул вăл — пурнăç. Диплом илни кăна çителĕксĕр, çине тăрса ĕçлени кирлĕ. Талăкра 72 сехет вăй хума тивнĕ, ачамсем мана курманпа пĕрех», - тет Наталья Володина (Пĕтĕм вăя Чăваш Ене паратăп)

 Математика пĕрре те çăмăл предмет мар, уйрăмах хĕрачасемшĕн. Анчах математика çинчен ун пек юратса калаçнине хальччен никамран та илтменччĕ. Сăмахăм Шупашкарти 5-мĕш гимназире математика вĕрентекен Тамара Петрова çинчен.
«Ялти вĕрентекен çут çанталăкра ытларах пулса унран вăй-хăват илет. Вĕсен кил хуçалăхĕ пур. Кам лаша тытать, кам кролик ĕрчетет… Шкулти пурнăçран урăххи çине хăвăрт куçаççĕ вĕсем. Хуларисен кун йĕрки урăхларах. «Эпĕ уроксем хыççăн шкултан тухатăп та 5-мĕш классем хыççăн утатăп. Вĕсем ăçта каймаллине пĕлеççĕ. Пĕри те шкул хыççăн киле çул тытмасть. Хĕлле лавк-касене кĕреççĕ, çуркунне залив хĕррине анаççĕ. Шкул пурнăçĕнчен «кансан» тин киле каяççĕ», — тет пĕр учитель. Эпĕ Канаш районĕнчи Пушарпуçра çуралнă. Улттăра чухне эпир Шупашкара куçса килнĕ», – тет вăл (Урок пуçланиччен — Атăл хĕррине)

 Шел те, иртнĕ çырав /2010/ чăвашсен йышĕ чакнине палăртрĕ. Раççейре эпир 1 миллион та 435 пинĕн, ун умĕнхи çырав /2002/ тăрăх 1 миллион та 637 пинĕн пулнă. 202 пин йăхташăмăра çухатнă. Апла пулсан кашни çул 25-шер пин чакса пынă. Малашне те çаплах пулсан тĕнчери чи ватă, пуян чĕлхе калаçакансăр тăрса юлмĕ-и? Тутар-монгол пусмăрĕнчен вăрмансенче тарса пурăннă хура халăх упраса хăварнă чĕлхене эпир, цивилизациллĕ тесе мăнаçланакансем, пĕтеретпĕр мар-и? (Аякри йăхташсем чăваш пулсах пурăнччăр)

 Ултавçăсем намăс-симĕсе пĕлмеççĕ — тепĕр чух нушаллă çын пек пулса та ют укçана хăйсен тума хатĕр. Çын куççулĕ вĕсемшĕн ним те мар — ямăт укçа пултăр (Пĕчĕк Машăна пысăк пулăшу кирлĕ имĕш)

"Тĕп тема: наци проекчĕсем" социаллă проект

♦ "Мухтавлă 100 ентеш" социаллă проект

♦ Çынсене мĕн пăшăрхантарать?

 "Йывăр чух ал парар" социаллă проект

 "Асăрханăр: улталаççĕ!" социаллă проект

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.