Комментари хушас

13 Çурла, 2020

Çĕнĕ канаш йĕркеленĕ

Наци политикине аталантарас, нацисем тата тĕрлĕ конфесси хушшинчи хутшăнăва тухăçлăн аталантарас тĕллевпе республикăра çĕнĕ канаш йĕркеленĕ.

Нацисем тата конфессисем хушшинчи хутшăнусемпе ĕçлекен республикăри канаш йĕркелесси çинчен калакан йышăнăва ЧР Элтеперĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев çурла уйăхĕн 12-мĕшĕнче алă пуснă. Канашăн çулталăклăх планпа килĕшÿллĕн ĕçлесе пымалла. Канаш ларăвĕсене çур çулта пĕр хутран кая мар пухăнмалла. Çавăн евĕрлĕ канашсене районсемпе хуласенче те йĕркелеме сĕннĕ.

www.hypar.ru nazaccent.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

 

Рубрика: