Комментари хушас

12 Çурла, 2020

Чăвашсем пурçăн отраслĕнче те малта пынă

Совет Правительстви çĕршывра 1930 çулсенче пурçăн шелк промышленноçне аталантарма тĕллев лартнă. Ăна пурнăçлама Чăваш АССРне те явăçтарнă.
Халăха нумай япала, çав шутра пурçăн пусма та, кирлĕ пулнă. Ăна тĕнчере пурçăн сÿсрен тĕртсе тунă. Пирĕн промышленноçа вăл çитмен. Пурçăн сÿсе /хулăнăшĕ 20-30 микрометр/ юман хурчĕн пурçăн çăмхисенчен — коконĕсенчен — хатĕрленĕ.
Ку пусмана Китайра тĕртме тытăннă, вăл Европа халăхĕсене килĕшнĕ, çавăнпа ăна юратса туяннă. Хĕвел тухăçĕнчен унта турттармалли çула Пурçăн çулĕ тенĕ. Китайра пурçăн производствине цех-фабрикăра йĕркеленĕ. Унăн ансат схеми çавнашкал: лĕпĕш /çуначĕн сар-лакăшĕ 10,5-11,5 см/ юман çине ларса çăмарта тăвать те унтан хурт пулать, вăл çулçине çиме пăрахса хăйне пурçăн сÿспе явкаласа шурă çăмха /кокон/ ăсталать, тепĕртакран унăн ăшĕнче куколка пулса тăрать. Çут çанталăкра вăл каярахпа лĕпĕше çаврăнать. Пурçăн çăмхасене сÿтнĕ хыççăн цех-фабрикăра йăпăркка сÿс хатĕрлеççĕ, унтан пусма тĕртеççĕ. ССР Союзĕнче ку ĕçе 1937 çулта пуçласа янă.
Атăл тăрăхĕнче ял хуçалăхĕн çак отрасльне малтан пушкăртсем хывнă, эпир вĕсен паха опычĕпе усă курнă. Лĕпĕш çăмартисене /гренĕсене/ 1937 çулта унтан илсе килнĕ. Чăваш АССРĕн çурçĕр районĕсенчи юманлăхри çуртсенче лĕпĕшсене пин-пин çăмарта тутарнă, унтан çĕр-çĕр хурт тухнă, вĕсене юман çулçине çитерсе тăрантарнă. Чăваш патшалăх ял хуçалăх институчĕн доценчĕ Н.С.Тураев тата Н.И.Кондаков агроном колхозсене пурçăн çăмха янтăлама вĕрентнĕ, ĕç тухăçлăхне ÿстерме сăнавсем ирттернĕ. Сĕнтĕр районĕнчи Чкалов ячĕллĕ тата «Путь Ленина» колхозсенче хуртсене С.Васюковпа С.А.Алексеев тăрăшса пăхнăран çăмха чылай илнĕ.
Республикăри 9 колхоза апатлăх юман 169 гектар уйăрнă. Чăваш АССРĕн Халăх Комиссарĕсен Совечĕ сÿс туса илекенсене курссенче вĕрентнĕ, çĕнĕлĕх пĕлтерĕшне халăха ăнлантарнă.
Пурçăн хуртне ĕрчетес ĕçе темиçе çултанах промышленноç шайне хăпартнă. 1940 çултан пуçласа лĕпĕшсене çурт- йĕрте планпа килĕшÿллĕн çăмарта тутарнă. Чăваш АССРĕн патшалăх планĕн Халăх Комиссариачĕ çуллен миçе хурта пăхса çитĕнтермеллине тата пурçăн çăмха мĕн чухлĕ сутмаллине палăртнă. Хуртсене усрама юманлăх уçланкисенче çурт- йĕр тунă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланиччен производствăна 53 колхоза хутшăнтарнă. 1941 çулта Куйбышев тата Воронеж облаçĕсенчен илсе килнĕ 32 килограмм çăмартара тĕвĕленнĕ хурт-сенчен 5 пин ытла кг пурçăн çăмха илнĕ. Ăна Çĕнтерÿ хыççăнхи çулсенче те çав шайран чакарман. 400 çăмха пĕр кг тайнă, кашни пин ытла метр пурçăн сÿс панă.
1951 çулта республикăна 5500 кг çăмха сутма план çитернĕ, патшалăха 8164 кг парса 245300 тенкĕ тупăш тунă. Тĕллеве пурнăçлама Сĕнтĕр районĕнчи «Красный богатырь» /332 кг/ тата Буденный ячĕллĕ /280 кг/ колхозсем пысăк тÿпе хывнă. 1953- 1954 çулсенче çĕршыври пурçăн паракан хуртсемпе явкаланă çăмхасен шутĕнче Чăваш АССРĕнчи колхозсен тÿпи 70% ытла пулнă.
СССР промышленноçĕ 1957 çулта хими меслечĕпе усă курса пурçăн сÿс янтăлама, унтан пусма тĕртме тытăннă. Хими мелĕпе усă курса ĕç тухăçлăхне нумай ÿстернĕ, сÿс хăй хаклăхне чылай пĕчĕклетнĕ. Çĕнĕ меслет уссине тĕпе хурса пурçăн хуртне ĕрчетекен учрежденисене пĕтерме тытăннă. 1957 çулта Чăваш АССРĕн Пурçăн хуртне ĕрчетес ĕçĕн управленине хупнă. Çапах та республикăри хуртсен ăратлă материалне упраса хăварассишĕн 1958 çулхи февраль уйăхĕччен Шупашкарти гренаж пунктĕнче çăмарта нумай мар тутарттарнă, пурçăн çăмхасем явкалаттарнă. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.