Комментари хушас

11 Çурла, 2020

Ачасене шкула кайма пуçтармашкăн пулăшаççĕ

ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев утă уйăхĕн 18-мĕшĕнче «Виçĕ е ытларах ачаллă çемьесене пĕр хутчен тивĕçекен тÿлев çинчен» калакан Хушăва алă пуснăччĕ. Коронавирус инфекцийĕ алхаснă йывăр вăхăтра çемьесене пулăшас тĕллевпе йышăннă ку пуçарăва.

— Çĕнĕ тÿлеве 3 е ытларах ача ÿстерекен сахал тупăшлă çемьесем тивĕçĕç. Шкулта вĕренекен кашни ачашăн 5 пин тенкĕ илме пултарĕç вĕсем. Ку тĕлĕшпе ыйтусене çурла уйăхĕн 10-мĕшĕнче йышăнма тытăннă та ĕнтĕ. Укçа-тенке те май пур таран хăвăртрах куçарма тăрăшăпăр. Ку пулăшăва ачана шкула кайма хатĕрлемешкĕн уйăрнине шута илмелле, — палăртрĕ ЧР ĕçлевпе социаллă хÿтлĕх министрĕ Алена Елизарова журналистсем валли йĕркеленĕ брифингра.

Пандеми вăхăтĕнче ку е вăл ыйтăва Чăваш Республикин социаллă порталĕ урлă çырмаллине хăнăхрăмăр ĕнтĕ. Асăннă тÿлеве тивĕçес тесен те патшалăх пулăшăвĕн сайтне — www.gosusiugi.ru — кĕмелле. Ыйту çырмалла, кирлĕ тĕк хушма хутсем «çыпăçтармалла».

Енчен те ыйту çырнă кун тĕлне сире сахал тупăшлă çемьесене тивĕçекен пособие илекенсен йышне кĕртнĕ тĕк — ыйту кăна çырмалла. Ыттисен паспорт, çуралнине е усрава илнине çирĕплетекен документсем, çемье тупăшне палăртакан хутсем /ыйту панă уйăх умĕнхи 6 уйăхăнне/ тата ыт. те. кирлĕ пулĕç. Вĕсене ыйту çумне сканерласа хумалла.

www.hypar.ru

Татьяна НАУМОВА.

Рубрика: